18-мӗш сыпӑк
Ӗмӗр-ӗмӗр Турӑшӑн ӗҫлеме тӗллев ларт
1, 2. Ҫын Турӑ ҫинчен пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тата мӗн кирлӗ?
ЭСӖ хупӑ алӑк умӗнче тӑратӑн тейӗпӗр, ун хыҫӗнче шутласа илме ҫук пысӑк пурлӑх упранать. Такам, калӑпӑр, сана уҫҫине парать те мӗн илес килнине пурне те илме ирӗк парать. Ҫак уҫӑ, унпа усӑ курмасан, сана нимӗн те памасть. Ҫакнах пӗлӳсем пирки те калама пулать, вӗсемпе усӑ курмасан, эсӗ вӗсем мӗнле усӑ панине ӑнланаймастӑн.
2 Уйрӑмах ҫакна Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ пирки калама пулать. Иегова Турӑпа Иисус Христос пирки пӗлни ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыраҫҫӗ вӗт (Иоанн 17:3). Анчах та ҫак шанчӑк пурнӑҫлантӑр тесен, пӗлӳ пурри кӑна ҫителӗксӗр. Хаклӑ уҫӑпа усӑ курнӑ пекех, санӑн Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе хӑвӑн пурнӑҫунта усӑ курмалла. Турӑ ирӗкне туса пыракан «ҫӳлти патшалӑха... кӗрӗ», тенӗ Иисус. Ҫавӑн пек ҫыннӑн Турӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлеме май пулать! (Матфей 7:21; 1 Иоанн 2:17).
3. Пирӗншӗн Турӑ ирӗкӗ мӗнре?
3 Турӑ ирӗкне пӗлнӗ хыҫҫӑн, ӑна туса пыни кирлӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, саншӑн Турӑ ирӗкӗ мӗнре? Ӑна ҫак сӑмахсемпе калама пулать: Иисус пек пулмалла. 1 Петр 2:21-мӗшӗнче эпир вулатпӑр: «Христос та пирӗншӗн асап курнӑ, пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн, епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ». Ҫапла майпа, Турӑ ирӗкне туса пырас тесен, санӑн Иисус пурӑннӑ пек май ҫитнӗ таран пурӑнмалла. Ҫапла эсӗ Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳсемпе усӑ курӑн.
ИИСУС ТУРӐ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ПӖЛӲСЕМПЕ МӖНЛЕ УСӐ КУРНӐ
4. Иисус Иегова пирки мӗншӗн ҫав тери нумай пӗлет, тата вӑл хӑйӗн пӗлӗвӗӳсемпе мӗнле усӑ курнӑ?
4 Иисус Христос Турра ыттисенчен чылай лайӑхрах пӗлет. Ҫӗр ҫине киличчен вӑл нумай вӑхӑт хушши Иегова Турӑпа пӗлӗтре пурӑнса ӗҫленӗ (Колоссы 1:15, 16). Ҫак пур пӗлӳсемпе мӗн тунӑ-ха вара Иисус? Вӑл вӗсем унра пуррипе ҫеҫ ҫырлахман. Иисус ҫак пӗлӳсемпе пурнӑҫӗнче усӑ курнӑ. Акӑ мӗншӗн вӑл ҫынсемпе хӑйне ырӑ кӑмӑллӑн, чӑтӑмлӑн тата юратуллӑн тытнӑ. Ҫакӑнта Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ евӗр пулнӑ, тата Иеговӑн паха енӗсемпе тата унӑн ҫулӗсем ҫинчен калакан пӗлӳсемпе килӗшсе пурӑннӑ (Иоанн 8:23, 28, 29, 38; 1 Иоанн 4:8).
5. Мӗншӗн Иисус шыва кӗнӗ, тата мӗнле вӑл хӑй шыва кӗнин пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ?
5 Пӗлӳсем ҫавӑн пекех Иисуса татӑклӑ утӑм тума хистенӗ. Ҫапла, вӑл Галилейӑран Иордан патне килнӗ, унта ӑна Иоанн шыва кӗртнӗ (Матфей 3:13—15). Иисус шыва кӗни мӗне пӗлтернӗ? Иисус еврей пулнӑ — вӑл хӑйне Турра малтанах халалланӑ халӑх хушшинче ҫуралнӑ. Ҫапла майпа, Иисус хӑйне ҫуралнӑранпах Турра халалланӑ ҫын пулнӑ (Тухни 19:5, 6). Шыва кӗнипе вӑл Туррӑн ун чухнехи ирӗкне пурнӑҫлама хӑйне Иеговӑна панӑ (Еврейсем 10:5, 7). Ҫапла, Иисус хӑй шыва кӗнин пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ. Вӑл пӗтӗм вӑйне Турӑшӑн ӗҫлеме панӑ тата кашни меллӗ самантрах ҫынсене Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳне каласа панӑ. Иисус Турӑ ирӗкне пурнӑҫланинче савӑнӑҫ тупнӑ, тата ҫакӑ хӑйӗншӗн апат пекех пулни ҫинчен каланӑ (Иоанн 4:34).
6. Мӗнле майпа Иисус «хӑйӗн ирӗкне пӑрахнӑ»?
6 Иегова ирӗкне пурнӑҫлани хӑйӗншӗн мӗнле хака ларнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ Иисус — ҫав хак унӑн пурнӑҫӗ пулмалла пулнӑ. Ҫапах та Иисус «хӑйӗн ирӗкне пӑрахса», хӑйӗн кӑмӑл туртӑмӗсене иккӗмӗш вырӑна тӑратнӑ. Турӑ ирӗкӗ яланах уншӑн пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ. Пирӗн вара Иисусӑн ҫитменлӗхсӗр тӗслӗхне мӗнле тытса пымалла?
ӖМӖРЛӖХ ПУРНӐҪ ПАТНЕ ИЛСЕ ПЫРАКАН УТӐМСЕМ
7. Шыва кӗрес умӗнхи хӑшпӗр утӑмсем мӗнле?
7 Эпир Иисус пек ҫитменлӗхсӗр мар, шыва кӗресси патне эпир ҫак утӑмсене тусан кӑна ҫитме пултаратпӑр. Малтанах пӗтӗм чӗререн Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен калакан пӗлӳсене йышӑнмалла. Ҫакӑ пире ӗненнине кӑтартма тата Турра тарӑннӑн юратма хистет (Матфей 22:37—40; Рим 10:17; Еврейсем 11:6). Туррӑн законӗсене, принципӗсене тата йӗркисене пӑхӑнни пире ӳкӗнме, малтанхи ҫылӑхсемшӗн Турра юрӑхлӑн кулянма, хистемелле. Ҫакӑ Турӑ енне ҫаврӑнни, эпир Турра пӗличчен тунӑ тӗрӗс мар ӗҫсенчен пӑрӑнни, патне илсе ҫитерет (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19). Паллах, эпир тӗрӗс тӑвас вырӑнне малтанхи пекех ҫылӑх вӑрттӑн туса пурӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ эпир чӑннипех тӳрленменнине пӗлтерет; паллах, Турра улталама пулмастех. Иегова ҫынсенчи темӗнле икӗпитлӗхе те асӑрхать (Лука 12:2, 3).
8. Санӑн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентес ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл пур пулсан, мӗн тумалла?
8 Акӑ ӗнтӗ эсӗ темӗнле вӑхӑт хушши Турӑ ҫинчен пӗлсе пыратӑн, ҫак пӗлӳпе ҫыхӑннӑ хӑвӑн тӗллевсем пирки тарӑнрах шухӑшласа пӑхмалла мар-ши? Тен, хӑв мӗн пӗлнине санӑн хӑвӑртрах тӑванусене, юлташусене тата ытти ҫынсене каласа парас килет пулӗ. Иисус май ҫитнӗ таран ыттисене ырӑ хыпара пӗлтернӗ пекех, эсӗ те ҫакна тӑватӑн пулӗ-ха (Лука 10:38, 39; Иоанн 4:6—19). Халӗ санӑн, тен, ытларах тӑвас килет пулӗ. Христианла старейшинӑсем, эсӗ Иегова Свидетелӗсен вӗрентӳ ӗҫне хутшӑнма хатӗррине пӗлес тесе, савӑнсах санпала калаҫӗҫ. Ҫапла пулсан, старейшинӑсем сана Свидетельсенчен пӗринпе вӗрентӳ ӗҫне кайма пулӑшӗҫ. Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл кӑтартнисене туса пынӑ та хӑйсен ӗҫне йӗркеленсе пурнӑҫланӑ (Марк 6:7, 30; Лука 10:1). Эсӗ Турӑ Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара килтен киле е урӑх майпа пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне саншӑн ҫавӑн пек пулӑшу усӑллӑ пулать (Апостолсен ӗҫӗсем 20:20, 21).
9. Ҫын хӑйне Турра мӗнле халаллать, тата ҫакӑ унӑн пурнӑҫне мӗнле улӑштарать?
9 Пухун территорийӗнче пурӑнакан пур ҫынсене те ырӑ хыпара пӗлтерни — тӳрӗ чӗреллӗ ҫынсене тупмалли меслет тата ҫавӑн пекех хӑвӑн ӗненӗве кӑтартмалли май (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35; Иаков 2:17, 18, 26). Христиансен тӗлпулӑвӗсене яланах ҫӳрени тата вӗрентӳ ӗҫне ӑнланса хутшӑнни ҫавӑн пекех эсӗ ӳкӗннипе улшӑннине тата Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе килӗшӳллӗн пурӑнма шут тытнине кӑтартаҫҫӗ. Малалли тепӗр утӑмӗ мӗнлерех? Хӑвна Иегова Турра халаллани. Ҫакӑ, Туррӑн ирӗкне тӑвас тесе, эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна ӑна хатӗр пулсах тата пӗтӗм чунтан пани ҫинчен Турра чӗререн кӗл туса каласа панине пӗлтерет. Ҫакӑн пек хӑвна Иеговӑна халаллама тата Иисус Христосӑн ырӑ ӗҫне йышӑнма пулать (Матфей 11:29, 30).
ШЫВА КӖНИ — ҪАКӐ САНШӐН МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ
10. Мӗншӗн Иеговӑна халалланнӑ хыҫҫӑн шыва кӗмелле?
10 Хӑйӗн пур вӗренекенӗ те шыва кӗмелле тесе каланӑ Иисус (Матфей 28:19, 20). Эсӗ хӑвна Турра халалланӑ пулсан, ҫакӑ мӗншӗн кирлӗ? Хӑвна Иеговӑна халалланӑ пулсан, вӑл эсӗ ӑна юратнине пӗлет. Анчах санӑн, паллах, хӑв Турра юратни пирки ыттисене те пӗлтерес килет. Хӑвна Иегова Турра халаллани пирки пурне те пӗлтерме шыва кӗни май парать (Рим 10:9, 10).
11. Шыва кӗни мӗне пӗлтерет?
11 Шыва кӗни питӗ тарӑн пӗлтерӗшлӗ. Сана шыв айне тунӑ чух, е урӑхла каласан «пытарнӑ» чух, эсӗ малтанхи пурнӑҫшӑн вилнӗ пек пулатӑн. Шывран тухнӑ чух эсӗ ҫӗнӗ пурнӑҫа кӗнӗ пек пулатӑн, халӗ вӑл сан ирӗке мар, Турӑ ирӗкне пӑхӑнса тӑрать. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ эсӗ урӑх нихӑҫан та йӑнӑшманнине пӗлтермест, мӗншӗн тесен пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур тата эпир тӑтӑшах ҫылӑха кӗретпӗр. Анчах Иеговӑн халалланнӑ тата шыва кӗнӗ ӗҫлекенӗ пулса, эсӗ унпала ятарлӑ хутшӑнусенче пулатӑн. Эсӗ ӳкӗннине тата йӑваш чунпа шыва кӗнине курса, Иегова санӑн ҫылӑхусене Иисусӑн каҫарттаракан парни пулӑшнипе каҫарма хатӗр. Ҫапла вара, шыва кӗни Турӑ умӗнче таса совесть парать (1 Петр 3:21).
12. а) «Ашшӗ... ячӗпе», б) «Ывӑлӗ... ячӗпе», в) «Святой Сывлӑш ячӗпе» шыва кӗни мӗне пӗлтерет?
12 Ҫӗнӗ вӗренекенсене «Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӗн ячӗпе» шыва кӗртме Иисус хӑй хыҫҫӑн каякансене хушнӑ (Матфей 28:19). Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? «Ашшӗ... ячӗпе» шыва кӗрекен ҫын пӗтӗм чӗререн Иегова Турра Пултаракан тата Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан пулма тивӗҫлӗ пулнине йышӑннине кӑтартать (Псалом 35:10; 82:19; Екклесиаст 12:1). «Ывӑлӗ... ячӗпе» шыва кӗрекен ҫын Иисус Христоса — уйрӑмах унӑн каҫарттаракан парнине — Турӑ панӑ пӗртен-пӗр ҫӑлӑнмалли мел тесе йышӑннине пӗлтерет (Апостолсен ӗҫӗсем 4:12). «Святой Сывлӑш ячӗпе» шыва кӗме хатӗрленнӗ ҫын Иеговӑн святой сывлӑшне, е унӑн ӗҫ тӑвакан вӑйне, ҫапла йышӑннине пӗлтерет: вӑл пулӑшнипе Турӑ хӑйӗн шухӑшӗсене пурнӑҫлать тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсене святой сывлӑш ертсе пыракан организаципе пӗрле хӑйӗн тӳрӗ ирӗкне туса пыма вӑй парса тӑрать.
ЭСӖ ШЫВА КӖМЕ ХАТӖР-И?
13, 14. Иегова Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑшӑн мӗншӗн пирӗн хӑрамалла мар?
13 Шыва кӗни ҫав тери тарӑн пӗлтерӗшлӗ тата ҫын пурнӑҫӗнчи питӗ паллӑ тапхӑр, ҫавӑнпа та унран хӑрамалла-ши? Ним тусан та! Шыва кӗме шут тытнине ним шухӑшламасӑр йышӑнмалла мар пулин те, ҫакӑ, паллах, санӑн чи ӑслӑ йышӑну.
14 Шыва кӗни эсӗ Иегова Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытнине кӑтартать. Эсӗ паллакан ҫынсем пирки шухӑшласа пӑх кӑна. Вӗсенчен кашниех епле те пулсан хӑйӗн «хуҫишӗн» ӗҫлемест-и? Пӗрисем пуянлӑхшӑн ӗҫлеҫҫӗ (Матфей 6:24). Теприсем карьера тӑвасшӑн хӑтланаҫҫӗ е хӑйсемшӗн кӑна ҫунаҫҫӗ, вара кӑмӑл туртӑмӗсене пурнӑҫа кӗртесси вӗсемшӗн ҫав тери кирлӗ япала пулса тӑрать. Виҫҫӗмӗшӗсем суя турӑсемшӗн ӗҫлеҫҫӗ. Эсӗ вара чӑн Турӑшӑн — Иеговӑшӑн — ӗҫлесшӗн. Урӑх никам та ҫакӑн пек ырӑ кӑмӑл, хӗрхенӳ тата юрату кӑтартмасть. Ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пыракан тӗллевлӗ ӗҫ парса, Турӑ вӗсене чыслать. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелет. Ҫапла, эпир Иисусран тӗслӗх илсе хамӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалланинче нимӗн те хӑрамалли ҫук. Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ Туррӑн кӑмӑлне каякан пӗртен-пӗр япала тата тӗрӗс ӗҫ (3 Патшалӑх 18:21).
15. Шыва кӗме мӗн чӑрмантарма пултарать?
15 Апла пулин те, шыва кӗме сана урӑх ҫынсем хистемелле мар. Вӑл санпа Иегова хушшинчи уйрӑм ӗҫ (Галатия 6:4). Эсӗ, христианин пулнӑ май, ҫитӗнӳсем тунӑ пулсан, тен, шухӑшлатӑн пулӗ: мана шыва кӗме мӗн чарать? (Апостолсен ӗҫӗсем 8:35, 36). Эсӗ хӑвӑнтан ыйтма пултаратӑн: тӑвансем хирӗҫ тӑни тытса тӑрать-и мана? Эпӗ малтанхи пекех Библи килӗштермен ӗҫсемпе ҫыхӑнман-и тата эпӗ мӗнле те пулин ҫылӑх туса пурӑнмастӑп-ши? Тен, эпӗ таврари ҫынсем мӗн шутланинчен хӑратӑп? Кунта шухӑшламалли нумай, анчах та пурне те питӗ тимлӗн пӑхса тухмалла.
16. Иеговӑшӑн ӗҫлени сана мӗнле усӑ парать?
16 Иеговӑшӑн ӗҫлени мӗн чухлӗ усӑ панине шута илмесӗр, ҫухатусем ҫинчен кӑна шутлани ӑслӑ мар. Тӗслӗхрен, ҫемье хирӗҫ пулнине илер. Унӑн вӗренекенӗсем хӑй хыҫҫӑн кайнӑ пирки тӑванӗсене ҫухатсан, вӗсем тата йышлӑрах пӗрле Турра пуҫҫапакансен ҫемьине тупӗҫ тесе сӑмах панӑ Иисус (Марк 10:29, 30). Пӗрле ӗненекенсем сана тӑванла юратӗҫ, хӗсӗрленине тӳссе ирттерме пулӑшӗҫ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӑма пулӑшӗҫ (1 Петр 5:9). Уйрӑмах сана ыйтусене татса пама тата ытти йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пухури старейшинӑсем пулӑшӗҫ (Иаков 5:14—16). Ҫак тӗнче мӗн шухӑшлани пирки вара эсӗ хӑвӑнтан ыйтма пултаратӑн: Ҫут тӗнчене Пултаракан ырланипе тата эпӗ суйланӑ ҫул ӑна мӗнле савӑнтарнипе мӗн тӑнлашма пултарать? (Ытарлӑн каланисем 27:11).
ХАМӐРА ТУРРА ХАЛАЛЛАНИПЕ ТАТА ШЫВА КӖНИПЕ КИЛӖШӲЛЛӖН МӖНЛЕ ПУРӐНМАЛЛА
17. Мӗншӗн шыва кӗнине ҫул вӗҫӗ мар, пуҫламӑшӗ тесе шутламалла?
17 Шыва кӗни санӑн христиан пурнӑҫӗн ҫитӗнӗвӗн вӗҫӗ маррине асра тытмалла. Ку вӑл — Туррӑн парӑннӑ ӗҫлекенӗ тата Иегова Свидетелӗсенчен пӗри пулса уншӑн вӗҫӗмсӗр ӗҫлессин пуҫламӑшӗ. Шыва кӗни питӗ кирлӗ пулин те, ҫӑлӑнӑҫ ҫакӑнтан анчах килместь-ха. «Шыва кӗрекен кашниех ҫӑлӑнать»,— тесе каламан Иисус. Пачах урӑхла: «Ӗмӗрӗ иртичченех тӳсекен ҫӑлӑнӗ» (Матфей 24:13). Ҫавӑнпа та чи малтанах Турӑ Патшалӑхне ӑна хӑвӑн пурнӑҫунта малти вырӑна хурса шырамалла (Матфей 6:25—34).
18. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн мӗнле тӗллевсем лартса пурнӑҫлама тӑрӑшмалла?
18 Малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлес тесен, хӑвӑн умӑнта тӗллевсем лартни лайӑх. Ҫакӑн пек кирлӗ тӗллевсенчен пӗри — Турӑ ҫинчен калакан пӗлӗве унӑн Сӑмахне кашни кунах вӗренсе пырса тарӑнлатни. Библине кашни кун вулама шухӑшласа хур (Псалом 1:1, 2). Яланах христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳре, мӗншӗн тесен унта хутшӑнни сана вӑй парать. Хӑв енчен тата мӗншӗн-ха санӑн пухура комментари пама тата ҫапла майпа Иеговӑна мухтама тата ыттисене хавхалантарма тӗллев лартас мар? (Рим 1:11, 12). Тата хӑвӑн кӗлӗвсене тарӑн шухӑшлӑ пулччӑр тесе тӗллев лартма пулать (Лука 11:2—4).
19. Таса сывлӑш сана мӗнле паха енсене палӑртма пулашать?
19 Эсӗ хӑв шыва кӗнипе килӗшӳллӗн пурӑнас тетӗн пулсан, санӑн Туррӑн святой сывлӑшне хӑвӑнта юрату, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, хӗрхенӳ, ӗненӳ, йӑвашлӑх тата чарулӑх аталантарма май парса, яланах хӑвӑн ӗҫӳсем ҫине тимлӗн пӑхмалла (Галатия 5:22, 23). Асту, Иегова хӑйӗн святой сывлӑшне ун ҫинчен ыйтакансене тата Хӑйне пӑхӑнса тӑракансене пурне те парать (Лука 11:13; Апостолсен ӗҫӗсем 5:32). Ҫавӑнпа Турӑран святой сывлӑш пама тата Туррӑн кӑмӑлне каякан паха енсене палӑртма пулӑшу ыйт. Эсӗ Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе килӗшсе пынӑҫемӗн ҫак паха енсем санӑн сӑмахсенче тата ӗҫсенче палӑрсах пырӗҫ. Ҫапла, христиансен пухӑвӗнче кашниех Христос евӗр лайӑхрах пулас тесе «ҫӗнӗ этем» пулма тӑрӑшать (Колоссы 3:9—14). Кашнин хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем, мӗншӗн тесен эпир Турӑ ҫинчен пӗлес енчен тӗрлӗ шайра тӑратпӑр. Ҫитменлӗхсем нумай пулнӑ пирки санӑн Христос пек пулма нумай вӑй хумалла. Ҫапах та нихӑҫан та шанчӑкна ан ҫухат, мӗншӗн тесен Турӑ пулӑшнипе ҫакӑ пулатех.
20. Мӗнле эсӗ Туррӑн ӗҫӗнче Иисус пек пулма пултаратӑн?
20 Санӑн тӗллевсем хушшинче ҫакӑн пекки пулмалла — Иисус савӑнма пӗлнӗ пек пулма тӑрӑшни (Еврейсем 12:1—3). Вӑл Турӑшӑн ӗҫлес ӗҫе юратнӑ. Санӑн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа вӗрентмелли ӗҫе хутшӑнма тивӗҫ пур пулсан, вӗрентӳ ӗҫне ячӗшӗн ҫеҫ туса пыма ан пар. Ыттисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ чух Иисус пекех савӑнӑҫ тупма тӑрӑш. Эсӗ Турӑ Сӑмахӗн лайӑх вӗрентекенӗ пулма паракан пухури канашсемпе усӑ кур. Тата шансах тӑр: Иегова сана хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлама вӑй паратех (1 Коринф 9:19—23).
21. а) Иегова шыва кӗнӗ шанчӑклӑ ҫынсене хакланине ӑҫтан пӗлетпӗр эпир? б) Турӑ ҫак япаласен усал системине пӗтерес шухӑшне пурнӑҫланӑ вӑхӑта пурӑнса ирттерме пире шыва кӗни питӗ кирли ӑҫтан курӑнать?
21 Хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалланӑ, шыва кӗнӗ, Иисус пек пулма тӑрӑшакан ҫын Турӑшӑн уйрӑмах хаклӑ. Иегова миллиардшар ҫынсен чӗрисене курса тӑрать те, ҫакӑн пек ҫынсем мӗнле сайра пулнине пӗлет. Вӗсем ҫине вӑл пуянлӑх, «кӑмӑл туртни» ҫине пӑхнӑ пек пӑхать (Аггей 2:7, ҪТ). Ҫак усал системине пӗтернӗ чухне Турӑ вӗсене ҫӑлма палӑртнӑ тесе шутланине Библире пророкла каланисем кӑтартаҫҫӗ (Иезекииль 9:1—6; Малахия 3:16, 18). Сана ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне тӗрӗс кӑмӑл туртать-и? (Апостолсен ӗҫӗсем 13:48). Санӑн Турӑ палӑртнӑ ӗҫлекенӗ пулас килместь-и? Хӑвна Турра халалланипе шыва кӗни — ҫакӑн пек паллӑн пайӗ, вӗсем ҫӑлӑнма кирлӗ.
22. «Темӗн чухлӗ этем» мӗне шанма пултарать?
22 Пӗтӗм тӗнче шывра пӗтнӗ хыҫҫӑн Нойпа унӑн ҫемьи ковчегран тасалнӑ ҫӗр ҫине тухнӑ. Паян та ҫапла, хӑйсен пурнӑҫӗнче Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе усӑ куракан тата Иегова вӗсене ырлакан «темӗн чухлӗ этемсен» ҫак япаласен усал системине пӗтернине пурӑнса ирттерме тата пӗтӗмпех тасалнӑ ҫӗр ҫинче ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур (Апокалипсис 7:9, 14). Ун чухне пурнӑҫ мӗнле пулать?
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Иегова ирӗкӗпе килӗшӳллӗн эсӗ ун ҫинчен калакан пӗлӳсемпе мӗнле усӑ курма пултаратӑн?
Шыва кӗриччен мӗнле утӑмсем тумалла?
Мӗншӗн шыва кӗни ҫул пуҫламӗшӗ, вӗҫӗ мар?
Хамӑра Турра халалланипе тата шыва кӗнипе килӗшӳллӗн эпир мӗнле пурӑнма пултаратпӑр?
[172-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Эсӗ кӗлӗре хӑвӑн пурнӑҫна Турра халалланӑ-и?
[174-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Шыва кӗме сана мӗн чарать?