Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • fy 3 сыпӑк, 27—38 с.
  • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа вӑрӑм ӗмӗрлӗ тума пулӑшакан икӗ мел

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа вӑрӑм ӗмӗрлӗ тума пулӑшакан икӗ мел
  • Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ПӖРРЕМӖШ МЕЛӖ
  • ИККӖМӖШ МЕЛӖ
  • ХРИСТОС ЕВӖРЛӖ ПУҪ ПУЛАССИ
  • АРӐМ ПӐХӐНСА ТӐНИ
  • ЛАЙӐХ ХУТШӐНУ
  • Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? (1-мӗш пайӗ)
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
fy 3 сыпӑк, 27—38 с.

ВИҪҪӖМӖШ СЫПӐК

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа вӑрӑм ӗмӗрлӗ тума пулӑшакан икӗ мел

1, 2. а) Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ мӗн вӑхӑта тӑсӑлмалла? ӑ) Ҫакӑ мӗне пула пулма пултарать?

ПӖРРЕМӖШ арҫынпа хӗрарӑма мӑшӑрлантарсан Турӑ ҫак ҫыхӑну вӑхӑтлӑх пуласса нимӗнпе те кӑтартман. Адампа Евӑн пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗрле пурӑнмалла пулнӑ (Пултарни 2:24). Тивӗҫлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн Турӑ панӑ йӗрки вӑл — пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑм пӗрлешни. Библи тӑрӑх, мӑшӑрсенчен пӗри чӑрсӑррӑн аскӑн ӗҫ туни уйрӑлма тата уйрӑлнӑ хыҫҫӑн тепӗр хут мӑшӑрланма паракан пӗртен-пӗр сӑлтав шутланать (Матфей 5:32).

2 Икӗ ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пӗрле пурӑнма, ҫав хушӑрах телейлӗ пулма пултараҫҫӗ-и? Ҫапла, пултараҫҫӗ, Библире ҫакӑ мӗнле питӗ кирлӗ икӗ меле пула пулма пултарнине каланӑ. Ҫав мелсемпе упӑшки те, арӑмӗ те усӑ кураҫҫӗ пулсан, вӗсем телейӗн алӑкне уҫӗҫ те нумай пиллӗх илӗҫ. Мӗнле мелсем пирки сӑмах пырать-ха?

ПӖРРЕМӖШ МЕЛӖ

28-мӗш страницӑри ӳкерчӗк

Пӗр-пӗрне юратни тата хисеплени мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тӑвать

3. Мӑшӑрсен юратӑвӑн мӗнле виҫӗ тӗсне аталантармалла?

3 Пӗрремӗш мелӗ — юрату. Библире юратӑвӑн тӗрлӗ тӗсӗ пирки калани кӑсӑклӑ. Вӗсенчен пӗри — ҫын патне ӑшӑ туйӑмсем пулни; ку ҫывӑх туссем хушшинче пулакан юрату (Иоанн 11:3). Тепӗр тӗсӗ — хурӑнташсем пӗр-пӗрне епле юратни (Рим 12:10). Юратӑвӑн виҫҫӗмӗш тӗсӗ — арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи романтикӑллӑ юрату (Ытарӑшсем 5:15—20). Паллах, упӑшкапа арӑмӑн юратӑвӑн ҫак виҫӗ тӗсне те аталантармалла. Анчах юратӑвӑн тӑваттӑмӗш тӗсӗ те пур, ку юрату вара ыттисенчен пуринчен те кирлӗрех.

4. Юратӑвӑн тӑваттӑмӗш тӗсӗ мӗнле?

4 Христиансен Грекла Ҫырӑвӗсен малтанхи тексчӗн чӗлхинче юратӑвӑн тӑваттӑмӗш тӗсӗ ага́пе ятлӑ. Ҫак сӑмахпа 1 Иоанн 4:8-мӗшӗнче усӑ курнӑ, унта ҫырнӑ: «Турӑ — юрату». Чӑнах та «Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр» (1 Иоанн 4:19). Христианинӑн ҫакӑн пек малтан Иегова Турра, унтан вара ҫывӑх ҫынсене юратма вӗренмелле (Марк 12:29—31). Ага́пе сӑмахпа Эфес 5:2-мӗшӗнче те усӑ курнӑ, унта ҫырнӑ: «Пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр — Христос хамӑра юратнӑ пек юратӑр, Вӑл пирӗншӗн Хӑйне Хӑй Турра парнене кӳнӗ». Юратӑвӑн ҫак тӗсӗ хӑйӗн чӑн вӗренекенӗсене уйӑрса илмелли паллӑ пулать тенӗ Иисус: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен [ага́пе] пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35). 1 Коринф 13:13-мӗшӗнче те ага́пе сӑмахпа усӑ курнине палӑртар: «Халӗ акӑ ҫаксем виҫҫӗшӗ тӑраҫҫӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юрату; юратӑвӗ [ага́пе] ыттисенчен аслӑрах».

5, 6. а) Юрату мӗншӗн ӗненӳрен тата шанчӑкран аслӑрах? ӑ) Юрату мӗнле хӑш-пӗр сӑлтавсене пула мӑшӑрлӑ пурнӑҫа питӗ вӑрӑм пулма пулӑшать?

5 Ага́пе юрату мӗншӗн ӗненӳрен тата шанчӑкран аслӑрах? Ҫак юрату Турӑ Сӑмахӗнчи тӳрӗлӗх принципӗсем ҫинче никӗсленсе тӑрать (Псалом 118:105). Ҫакӑ хӑвӑннишӗн ҫунмасӑр ыттисемпе хӑвна тӗрӗс тытма тата ҫын тивӗҫлӗ-тивӗҫлӗ маррине пӑхмасӑр Турӑ умӗнче мӗн ырӑ, ҫавна тума тӑрӑшни. Ҫак юрату мӑшӑрсене Библири канаша тытса тӑма пулӑшать: «Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос [«Иегова», ҪТ] сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр» (Колоссӑ 3:13). Юратакан мӑшӑрсем «пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса [ага́пе] пурӑн[аҫҫӗ]: юратни нумай ҫылӑха каҫарать» (1 Петр 4:8). Асӑрхӑр-ха, юрату йӑнӑшсене каҫарать тенӗ. Вӑл вӗсене пӗтермест, мӗншӗн тесен ҫитменлӗхлӗ ҫынсем яланах йӑнӑшӗҫ (Псалом 129:3, 4; Иаков 3:2).

6 Мӑшӑрсем Турра тата пӗр-пӗрне ҫавӑн пек юратма вӗренеҫҫӗ пулсан, вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ вӑрӑм та телейлӗ пулӗ, мӗншӗн тесен «юрату нихӑҫан та пӗтмӗ» (1 Коринф 13:8). Юрату — «пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни» (Колоссӑ 3:14, ҪХ). Упӑшка тата арӑм, сирӗн юратӑвӑн ҫак тӗсне мӗнле аталантармалла-ха? Турӑ Сӑмахне пӗрле вуласа сӳтсе явӑр. Иисус кӑтартнӑ юратӑва тӗпчӗр, ун евӗрлӗ шухӑшлама, тыткалама тӑрӑшӑр. Унсӑр пуҫне, христиансен тӗлпулӑвӗсене, Турӑ Сӑмахне вӗреннӗ ҫӗре, ҫӳрӗр. Туррӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен юратӑвӑн ҫак аслӑ тӗсне аталантарма пулӑшма ыйтса Турра кӗлӗ тӑвӑр (Ытарӑшсем 3:5, 6; Иоанн 17:3; Галати 5:22; Еврейсем 10:24, 25).

ИККӖМӖШ МЕЛӖ

7. Хисеплени мӗне пӗлтерет тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫра хисепленине камӑн кӑтартмалла?

7 Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне чӑннипех юратаҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗрне хисеплӗҫ те; шӑпах хисеплени — мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума пулӑшакан иккӗмӗш мел. Хисеплени «ыттисене шута илнине, чысланине» пӗлтерет. Турӑ Сӑмахӗнче пур христианина та, ҫав шутра упӑшкасемпе арӑмсене, ҫакӑн пек канаш панӑ: «Пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр» (Рим 12:10). Петр апостол ҫырнӑ: «Эй арсем, эсир те арӑмӑрсене, черченкӗ савӑт-сапана тыткаланӑ пек, ырӑ ӑспа пӑхса усрӑр... вӗсене хисеп тӑвӑр» (1 Петр 3:7). Арӑма «упӑшкине хисеплесе» тӑма канаш панӑ (Эфес 5:33). Эпир кама та пулин чысласшӑн пулсан хамӑра ҫав ҫынпа ыррӑн тытатпӑр, унӑн тивӗҫлӗх туйӑмне, шухӑшӗсене хисеплетпӗр, вӑл вырӑнлӑ ыйтнисене пурне те пурнӑҫлама тӑрӑшатпӑр.

8—10. Хисеплени мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗп те телейлӗ тума мӗнле пулӑшать?

8 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫне телейлӗ тӑвас текенсем мӑшӑрне хисеплеҫҫӗ, «пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн [мӑшӑрӗшӗн]» те тӑрӑшаҫҫӗ (Филиппӑ 2:4). Хӑвна кӑна ырӑ тӑвасси ҫинчен шухӑшламалла мар — ҫакӑ хӑвна ытларах юратни пулнӑ пулӗччӗ. Ун вырӑнне теприншӗн те мӗн лайӑхрах пулни ҫинчен шухӑшламалла. Паллах ӗнтӗ, мӑшӑрӑн интересӗсене малти вырӑна хумалла.

9 Хисеплени мӑшӑрсене тӗрлӗрен шухӑшласси пулма пултарнине йышӑнма пулӑшӗ. Икӗ ҫын пур япала ҫине те пӗр пек пӑхасса кӗтни ӑслӑ-тӑнлӑ мар. Упӑшкашӑн мӗн пӗлтерӗшлӗ, ҫавӑ арӑмӗшӗн пӗлтерӗшлех пулмасан та пултарӗ, арӑмӗ юратнине вара упӑшки, тен, кӑмӑлламӗ. Анчах та ҫакӑ Иеговӑн законӗсемпе принципӗсене пӑсман чухне арӑмӗпе упӑшкин пӗр-пӗрин шухӑшӗсене, тепри мӗне килӗштернине хисеплемелле (1 Петр 2:16; танлаштарӑр: Филимон 14). Унтан та ытларах, кашнийӗн хӑйӗн мӑшӑрӗн тивӗҫлӗх туйӑмне хисеплемелле: ыттисем умӗнче те, иккӗн кӑна чухне те тӑрӑхласа е шӳтлесе теприн чӗрине ыраттармалла мар.

10 Ҫапла вара, Турра тата пӗр-пӗрне юратни, ҫавӑн пекех пӗр-пӗрне хисеплени — питӗ кирлӗ мелсем, вӗсемсӗр мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ӑнӑҫлӑ пулаймӗ. Ҫемье пурнӑҫӗн кирлӗ енӗсенче вӗсемпе мӗнле усӑ курмалла-ха?

ХРИСТОС ЕВӖРЛӖ ПУҪ ПУЛАССИ

11. Библи ҫемье пуҫӗ кам тет?

11 Библире арҫынна ӑнӑҫлӑ ҫемье пуҫӗ пулма кирлӗ паха енсемпе пултарнӑ тесе каланӑ. Арҫын, ҫапла пултарнӑскер, хӑйӗн арӑмӗпе ачисене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тата ӳт-пӳ енчен мӗн кирлипе тивӗҫтерес тӗлӗшпе Иегова умӗнче яваплӑ. Унӑн Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑракан ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тумалла тата Турра итлес тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх памалла. «Арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр: Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек... упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ» (Эфес 5:22, 23). Анчах Библире упӑшкан та пуҫӗ пур тенӗ, унӑн ӑна пӑхӑнса тӑмалла. Павел апостол ҫырнӑ: «Тата эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтересшӗн: кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки, Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ» (1 Коринф 11:3). Ӑслӑ упӑшка хӑйне хӑйӗн пуҫӗ Иисус Христос пек тытма тӑрӑшса пуҫ пулма вӗренет.

12. Пӑхӑнас енпе те, пуҫ пулас енпе те Иисус мӗнле чаплӑ тӗслӗх панӑ?

12 Иисусӑн та пуҫӗ пур — Иегова, Иисус ӑна пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑрать. Иисус каланӑ: «Эпӗ Хам ирӗкӗме мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлатӑп» (Иоанн 5:30). Мӗн тери чаплӑ тӗслӗх! Иисус «мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ» (Колоссӑ 1:15). Вӑл Мессия пулса тӑнӑ. Унӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗн Пуҫӗ тата мӗнпур ангелтан та ҫӳллӗ вырӑн йышӑнаканӗ — Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулма суйласа илни — пулса тӑмалла пулнӑ (Филиппӑ 2:9—11; Еврейсем 1:4). Анчах ҫавӑн пек пысӑк вырӑн тата ҫав тери тӗлӗнмелле майсем пулнӑ пулин те, Иисус этем хаяр, хӑйӗнни ҫинче тӑракан е хытӑ ыйтакан пулман. Вӑл пӑхӑнтарма тӑрӑшман тата хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсен хӑйне пӑхӑнса тӑмаллине пӗрмаях аса илтермен. Иисус ҫынсене, уйрӑмах хуйхӑраканнисене, юратупа хӗрхенӳ кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ: «Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп; Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл» (Матфей 11:28—30). Иисуспа калаҫни савӑнӑҫ кӳнӗ.

13, 14. Христосран вӗренсе пырса, юратакан упӑшка хӑй пуҫ пулнине епле пурнӑҫласа тӑрӗ?

13 Ҫемье пурнӑҫне телейлӗ тума тӑрӑшакан упӑшка Иисусӑн паха енӗсене пӑхса тухать пулсан, тӗрӗс тӑвать. Лайӑх упӑшка хаяр пулмӗ, хӑйне пӑхӑнтарма тӑрӑшмӗ, арӑма хӑратмалли чукмар пулнӑ пек, вӑл хӑй пуҫ пулнипе тӗрӗс мар усӑ курмӗ. Лайӑх упӑшка хӑй арӑмне юратнине тата хисепленине мала хурать. Иисус «лӑпкӑ кӑмӑллӑ» пулнӑ пулсан, упӑшкан хӑйне ҫакӑн пек тытма сӑлтавсем темӗн чухлех, мӗншӗн тесен вӑл, Иисуспа танлаштарсан, йӑнӑшсем тӑвать. Упӑшка хӑй йӑнӑшнӑ чухне арӑмӗ ҫакна ӑнланасса кӗтет. Ҫавӑнпа та, «каҫар, эсӗ тӗрӗс каларӑн» теме хӑйне йывӑр пулма пултарать пулин те, хӑйне кӗҫӗне хуракан упӑшка йӑнӑшӗсене йышӑнать. Арӑма мӑнкӑмӑллӑ та кутӑн упӑшка пуҫ пулнине мар, сӑпайлӑ та хӑйне кӗҫӗне хураканни пуҫ пулнине хисеплеме темӗн чухлӗ ҫӑмӑлтарах. Хӑй енчен упӑшкана хисеплекен арӑм та хӑй йӑнӑшнӑ чухне каҫару ыйтать.

14 Турӑ хӗрарӑма илемлӗ паха енсемпе пултарнӑ, вӑл вӗсемпе ҫемйине телейлӗ тума усӑ курма пултарать. Ӑслӑ упӑшка ҫакна ӑнланать, арӑмне пусарма тӑрӑшмасть. Нумай хӗрарӑмӑн хӗрхеннипе туйӑмлӑх ытларах — ҫемьешӗн тӑрӑшма, ҫынсемпе хутшӑнусем аталантарма кирлӗ паха енсем. Ытларах чухне хӗрарӑм киле тирпей-илем кӗртме ҫителӗклӗ таранах ӑста. Ытарӑшсем кӗнекен 31-мӗш сыпӑкӗнче асӑннӑ «ырӑ арӑмӑн» паха енсемпе пултарулӑх шутсӑр нумай пулнӑ, вӗсем унӑн ҫемйине ырӑлӑх кӳрсе тӑнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «упӑшкийӗн чӗри шанать ӑна» (Ытарӑшсем 31:10, 11).

15. Упӑшки арӑмне Христос кӑтартнӑ евӗрлӗ юратупа хисепленине мӗнле кӑтартма пултарать?

15 Хӑш-пӗр халӑхра упӑшка пуҫ пулнин пӗлтерӗшне ытлашшипех пысӑклатаҫҫӗ: упӑшкана ыйту панине те хисеплеменни теҫҫӗ. Вӑл арӑмне чура вырӑннех хума пултарать. Ҫакӑн пек тӗрӗс мар пуҫ пулса тӑни упӑшкипе арӑмӗн хутшӑнӑвӗсене кӑна мар, Турӑпа туслӑ пулнине те пӗтерет. (1 Иоанн 4:20, 21 танлаштарӑр.) Тепӗр енчен, хӑш-пӗр упӑшка хӑй килӗнче арӑмне хуҫаланма ирӗк парать, пуҫ пулассине хӑй ҫине илмест. Христоса чӗререн пӑхӑнса тӑракан упӑшка хӑйне кӑна ырӑ тӑвасчӗ тесе арӑмӗпе усӑ курма тӑрӑшмасть тата унӑн тивӗҫлӗх туйӑмне таптамасть. Пачах урӑхла, вӑл Иисус кӑтартнӑ юратуран, пурнӑҫне пама хатӗр пулнинчен, тӗслӗх илет тата хӑйне Павелӑн канашӗпе килӗшӳллӗ тытать: «Упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене (Чиркӗве) юратнӑ... Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ» (Эфес 5:25—27). Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене питӗ юратнӑ — вӗсемшӗн вилнӗ. Лайӑх упӑшка арӑмӗнчен нумай кӗтмест, вӑл ӑна ырӑ тӑвасшӑн тӑрӑшать, Иисус пек хӑйшӗн ҫунманнине кӑтартма ӑнтӑлать. Упӑшки Христоса пӑхӑнать пулсан тата Христос тӗслӗхне тӗпе хурса юратнине тата хисепленине ун евӗрлех кӑтартать пулсан, ҫакӑ арӑма ҫавӑн пек упӑшкана пӑхӑнма хавхалантарӗ (Эфес 5:28, 29, 33).

АРӐМ ПӐХӐНСА ТӐНИ

16. Арӑмӑн упӑшкипе иккӗшӗн хушшинчи хутшӑнусенче мӗнле паха енсем кӑтартмалла?

16 Адама пултарнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, «Ҫӳлхуҫа Турӑ тата каланӑ: этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех [«хушса пани пек», ҪТ] пултарар» (Пултарни 2:18). Турӑ Евӑна тупӑшакан пек мар, «хушса пани» пек пултарнӑ. Мӑшӑрсен карап ҫинче тупӑшакан икӗ капитана аса илтермелле мар. Упӑшкан пуҫ пулнине юратса туса тӑмалла, арӑмӑн вара юратупа хисепленине кӑтартмалла, хатӗр пулсах упӑшкине пӑхӑнмалла пулнӑ.

17, 18. Арӑма упӑшкишӗн чӑн-чӑн пулӑшакан пулма мӗнле хӑш-пӗр майсем пулӑшаҫҫӗ?

17 Анчах лайӑх арӑм итленипе кӑна палӑрса тӑмасть. Вӑл чӑн-чӑн пулӑшакан пулма тӑрӑшать: упӑшкине йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Паллах, унӑн йышӑнӑвӗсемпе килӗшнӗ чухне ӑна ҫакна тума ҫӑмӑл. Анчах вӑл унпа килӗшмест пулсан та, вӑл пулӑшнине пула упӑшкин йышӑнӑвӗсем ӑнӑҫлӑрах пурнӑҫланса пырӗҫ.

18 Арӑмӑн хӑйӗн упӑшкине лайӑх пуҫ пулма пулӑшмашкӑн ытти майсем те пур. Ӑна критиклес е хӑй унпа яланах кӑмӑлсӑр пулнине кӑтартас вырӑнне вӑл упӑшки ертсе пыма хытӑ тӑрӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултарать. Калаҫнӑ чухне ытларах лайӑххи ҫинче чарӑнса тӑрса, «хирӗҫ чӗнмесӗр тӑни, йӑваш кӑмӑллӑ пулни» упӑшки куҫӗ умӗнче кӑна мар, «Турӑ умӗнче... хаклӑ» пулнине арӑмӑн асра тытмалла (1 Петр 3:3, 4; Колоссӑ 3:12). Упӑшки ӗненмен ҫын пулсан, вара мӗн тумалла? Кирек епле пулсан та, Библи арӑмсене «упӑшкине юратма, ачисене юратма, ӑслӑ-тӑнлӑ, таса пулма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкине пӑхӑнса тӑма» чӗнет, «Турӑ Сӑмахне хурласси ан пултӑр» тет (Тит 2:4, 5). Совеҫе кура татса памалли йывӑрлӑх сиксе тухнӑ чухне арӑмӗ веҫех «ӑшшӑн, йӑвашшӑн» ӑнлантарса парсан, ӗненмен упӑшки вӑл хӑйне апла е капла тытма шут тытнине, тен, ытларах хисеплӗ. Хӑш-пӗр ӗненмен упӑшка хӑйӗн арӑмӗ «Турӑран хӑраса таса пурӑннине кур[нӑ] та арӑмӗ ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пул[нӑ]» (1 Петр 3:1—2, 15; 1 Коринф 7:13—16).

19. Упӑшка Турӑ законӗ хирӗҫленине тума хушать пулсан мӗн тумалла?

19 Упӑшка хӑйӗн арӑмне Турӑ законне хирӗҫле тума хушать пулсан? Кун пек чухне арӑмӑн хӑйӗн аслӑ Пуҫлӑхӗ Турӑ пулнине асра тытмалла. Апостолсене Турӑ законне пӑсма хистенӗ чухне вӗсем хӑйсене епле тытнӑ, унӑн та хӑйне ҫавӑн пек тытмалла. Апостолсен ӗҫӗсем 5:29-мӗшӗнче ҫырнӑ: «Петрпа апостолсем вара ҫапла хуравласа каланӑ: этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла».

ЛАЙӐХ ХУТШӐНУ

20. Юратнине тата хисепленине хӑҫан кӑтартни питӗ кирлӗ?

20 Юратупа хисеплени мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн тепӗр енӗнче те питӗ кирлӗ — хутшӑнура. Юратакан упӑшка арӑмӗпе унӑн ӗҫӗпе проблемисем ҫинчен калаҫать, тӗрлӗрен ыйту ҫине вӑл епле пӑхнипе интересленет. Арӑма ҫакӑ питӗ кирлӗ. Арӑмӗпе калаҫма вӑхӑт уйӑракан тата ӑна чӑннипех те итлесе пӗтерекен упӑшка ҫапла туса хӑй юратнине, хисепленине кӑтартать (Иаков 1:19). Хӑш-пӗр арӑм хӑйӗн упӑшки хӑйпе питӗ сахал калаҫать тесе ӳпкелешет. Ҫакӑ хурлантарать. Чӑн та, пирӗн йывӑр вӑхӑтсенче упӑшкасене ӗҫре, тен, нумай вӑхӑт ӗҫлеме тивет; экономикӑри йывӑр лару-тӑрӑва пула хӑш-пӗр арӑмӑн та ирӗксӗрех ӗҫе вырнаҫмалла пулать. Анчах мӑшӑрсен пӗр-пӗрин валли вӑхӑт уйӑрмалла. Ҫапла тумасан вӗсем пӗр-пӗринчен сивӗнме пултараҫҫӗ. Мӑшӑрсен ҫемье тулашӗнче хута кӗрекен тата туслӑ хутшӑнусем шырас кӑмӑл ҫуралсан, пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

21. Сӑпайлӑ калаҫни ҫемьери телее упрама мӗнле пулӑшать?

21 Упӑшки арӑмӗпе епле калаҫни те пӗлтерӗшлӗ. «Ҫепӗҫ чӗлхе... чуншӑн та пылак, шӑмшакшӑн та сиплӗ» (Ытарӑшсем 16:24). Ӗненекен мӑшӑр-и е ӗненменни, Библири ҫак канашпа яланах усӑ курма пулать: «Сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр, витӗмлӗ пултӑр», е пӗлсе-туйса калама пӗлӗр (Колоссӑ 4:6). Мӑшӑрсенчен пӗрин йывӑр кун пулнӑ пулсан, теприн ырӑ та ӑнланнине кӑтартакан темиҫе сӑмахӗ питӗ вырӑнлӑ пулӗҫ. «Вырӑнлӑ каланӑ сӑмах — кӗмӗл савӑтри ылтӑн улма пек» (Ытарӑшсем 25:11). Мӗнле сасӑпа калани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, тарӑхса хушма пулать: «Алӑка хуп!» Анчах та ӑнланнине кӑтартса лӑпкӑ сасӑпа «витӗмлӗ» сӑмахсем калани мӗн тери лайӑхрах: «Ырӑ пулсамччӗ, алӑка хуп-ха, тархасшӑн».

22. Лайӑх хутшӑнӑва упрамашкӑн мӑшӑрсен хӑйсене пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалла?

22 Кӑмӑллӑ сӑмахсем, ӑшшӑн пӑхни, ҫемҫен тытни, ырӑ туни, ӑнланни, ҫепӗҫ пулни ӑҫта пур, ҫавӑнта лайӑх хутшӑну вӑй илсе пырать. Лайӑх хутшӑнӑва упрама пӗтӗм вӑйран тӑрӑшсан, упӑшкипе арӑмӗ хӑйсене мӗн кирлине пӗр-пӗрне калама вӑтанмӗҫ, пӗр-пӗрне пур чухне те йӑпатма тата йывӑр е шанчӑк сӳннӗ вӑхӑтра пулӑшма пултарӗҫ. «Хуйха ӳкнисене лӑплантарӑр»,— чӗнсе калать Турӑ Сӑмахӗ (1 Фессалоника 5:14). Пурнӑҫра упӑшка хуйха ӳкнӗ вӑхӑтсем те, арӑмӗ ҫавнашкалах хуйхӑрнӑ вӑхӑтсем те пулаҫҫӗ. Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне «ырӑ тума», е йӑпатма, тата ҫирӗплетме пултараҫҫӗ (Рим 15:2).

23, 24. Хирӗҫлесси пулса тухсан, юрату тата хисеплени мӗнле пулӑшӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

23 Пӗр-пӗрне юратакан тата хисеплекен мӑшӑрсем хӑйпе килӗшменнине кӑтартнине тапӑнни тесе шутламӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗринпе «сивӗ» пулма тӑрӑшмӗҫ (Колоссӑ 3:19). Вӗсен иккӗшӗн те асра тытмалла: «йӑвашшӑн хуравлани ҫилле сирсе ярать» (Ытарӑшсем 15:1). Чӗринче тулса ҫитнине калакан мӑшӑрна айӑплассинчен тата хӑвӑнтан кая хурассинчен асӑрхан. Вӗт ҫапла майпа вӑл туйӑмӗсене кӑтартнӑ чухне санӑн унӑн шухӑшӗсене лайӑхрах ӑнланма май пулать. Пӗр-пӗринпе килӗшменнине пӗрле татса парса килӗшӳ тупма тӑрӑшӑр.

24 Тӗслӗх аса илер: Сарра пӗр проблемӑна епле татса памалли пирки упӑшкине, Авраама, канаш панӑ, лешне вара ҫак канаш килӗшмен. Ҫапах та Турӑ Авраама каланӑ: «Унӑн сӑмахне пурне те итле» (Пултарни 21:9—12). Авраам итленӗ те пиллӗх илнӗ. Ҫавӑн евӗрлех, арӑм упӑшкин планӗсемпе пӗр килменнине сӗнет пулсан, лешӗн ӑна итлесе те пулин пӗтермелле. Ҫав хушӑрах арӑмӑн калаҫура пуҫарулӑха хӑй ҫине илмелле мар, упӑшки мӗн каланине унӑн тӑнламалла (Ытарӑшсем 25:24). Упӑшки е арӑмӗ пӗрмаях хӑйӗн тӑвас килнӗ пек ҫине тӑрсах тутарасшӑн пулсан, ҫакӑ пӗрин е теприн юратупа хисеплени ҫуккине кӑтартать.

25. Лайӑх хутшӑнни мӗнле майпа мӑшӑрсене ар хутшӑнӑвӗсенче килӗшӳ тупма пулӑшӗ?

25 Мӑшӑрсен хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлас тӗлӗшпе те лайӑх хутшӑнусем пулмалла. Харпӑр хӑйшӗн кӑна тӑрӑшни тата чарулӑх ҫитменни мӑшӑрлӑ пурнӑҫри ҫак ҫывӑх хутшӑнӑва питӗ пысӑк сиен кӳме пултарать. Пӗр-пӗринпе ним пытармасӑр калаҫмалла тата тӳсӗмлӗх кӑтартмалла. Кашни теприне ырӑ тӑвас тесе чӗререн тӑрӑшать пулсан, мӑшӑрсен арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫӗнче пысӑк проблемӑсем сиксе тухмӗҫ. Ҫак тӗлӗшпе те, ытти енсенчи пекех, «никам та хӑй валли пайта ан шыратӑр, кирек кам та ыттисене усӑ тӑвасшӑн тӑрӑштӑр» (1 Коринф 7:3—5; 10:24).

26. Кашни ҫемьерех япӑххи те, лайӑххи те пулнине пӑхмасӑр, Турӑ Сӑмахне итлени мӑшӑрсене телей тупма мӗнле пулӑшӗ?

26 Мӗн тери чаплӑ канашсем Турӑ Сӑмахӗнче! Паллах, кашни ҫемьерех лайӑххи те, япӑххи те пулӗ. Анчах мӑшӑрсем Библире ҫырса панӑ Иеговӑн сӑмахӗсене тытса тӑраҫҫӗ пулсан тата принципсем ҫинче никӗсленнӗ юратупа хисеплени тӑрӑх хӑйсен хутшӑнӑвӗсене аталантараҫҫӗ пулсан, вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ вӑрӑм ӗмӗрлӗ те телейлӗ пулӗ. Ҫак мӑшӑрсем пӗр-пӗрне кӑна мар, ҫемьене Никӗслекене, Иегова Турра, чыс-хисеп тӑвӗҫ.

БИБЛИРИ ҪАК ПРИНЦИПСЕМ МӐШӐРСЕНЕ ВӐРӐМ ӖМӖРЛӖ ТЕ ТЕЛЕЙЛӖ МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪПА САВӐНМА МӖНЛЕ ПУЛӐШАҪҪӖ?

Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ (Иоанн 13:35).

Христиансем пӗр-пӗрне каҫарма хатӗр (Колоссӑ 3:13).

Пуҫ пуласси енӗпе ҫирӗп йӗрке пур (1 Коринф 11:3).

Вырӑнлӑ сӑмахсене пӗлсе калани питӗ кирлӗ (Ытарӑшсем 25:11).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр