Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • rq 3 урок, 6—7 с.
  • Кам вӑл Иисус Христос?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кам вӑл Иисус Христос?
  • Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Ҫавнашкал материал
  • Кам вӑл Иисус Христос?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
rq 3 урок, 6—7 с.

3-мӗш урок

Кам вӑл Иисус Христос?

Мӗншӗн Иисуса Туррӑн «малтан ҫурални» тесе каланӑ? (1)

Мӗншӗн ӑна «Сӑмах» тесе каланӑ? (1)

Мӗншӗн Иисус ҫӗр ҫине ҫын пулса килнӗ? (2—4)

Мӗншӗн вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ? (5)

Кӗҫех Иисус мӗн тӑвӗ? (6)

1. Иисус ҫӗр ҫине киличчен пӗлӗтре пурӑннӑ тата вӑл ангел пулнӑ. Турӑ Иисуса чи малтан пултарнӑ, ҫавӑнпа ӑна «малтан ҫурални» тесе каланӑ. (Колоссысем 1:15; Апокалипсис 3:14). Иисус — Турӑ хӑй тӗллӗн пултарнӑ пӗртен-пӗр Ывӑлӗ. Иисус ҫын пулса тӑриччен Иегова пӗлӗтпе ҫӗр ҫинче мӗн пуррине тунӑ чухне, «ӑста пулӑшакан» вырӑнне хурса, унпа усӑ курнӑ (Ытарлӑх 8:22—31, ҪТ; Колоссысем 1:16, 17). Ҫавӑн пекех Турӑ, ӑна хӑйӗн тӗп представителӗ вырӑнне хурса, унпа усӑ курнӑ. Акӑ мӗншӗн Иисуса «Сӑмах» тесе каланӑ (Иоанн 1:1—3; Апокалипсис 19:13).

2. Турӑ хӑйӗн Ывӑлне, унӑн пурнӑҫне Марийӑн варне куҫарса, ҫӗр ҫине янӑ. Ҫавӑнпа та Иисусӑн ашшӗ ҫын пулман. Акӑ мӗншӗн ун ҫине ҫылӑхпа ҫитменлӗхсем куҫман. Турӑ Иисуса ҫӗр ҫине 1) ҫынсене Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентме (Иоанн 18:37), 2) пӗр айӑпсӑр тӑрса юлса, хамӑра мӗнле тытмаллин тӗслӗхне кӑтартма (1 Пётр 2:21) тата 3) пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе хӑйӗн пурнӑҫне пама янӑ. Мӗншӗн-ха ҫакӑ кирлӗ пулнӑ? (Матфей 20:28).

3. Турӑ хушнине итлемесӗр пӗрремӗш ҫын, Адам, Библире «ҫылӑх» тесе калакан ӗҫе тунӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ Адам пирки вилӗм приговорӗ йышӑннӑ (Пултарни 3:17—19). Вӑл текех Туррӑн нормисемпе килӗшсе тӑман, ҫавӑнпа та вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ. Адам майӗпен ватӑлса пынӑ та вилнӗ. Вӑл хӑйӗн пур ачине ҫылӑх парса хӑварнӑ. Акӑ мӗншӗн эпир те ватӑлатпӑр, чирлетпӗр тата вилетпӗр. Этемлӗхе мӗнле майпа ҫӑлма пулнӑ? (Римсем 3:23; 5:12).

4. Иисус, Адам пекех, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ. Анчах та Адампа танлаштарсан, Иисус яланах, чи хаяр йывӑрлӑхсенче те, Турра итленӗ. Ҫавӑнпа та хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне парса, вӑл Адам ҫылӑхӗшӗн тӳлесе татма пултарнӑ. Библире ҫакӑн ҫинчен «тӳлесе илни» тесе каланӑ. Ҫакна пула, Адамӑн ачисен вилӗм айӑпӗнчен хӑтӑлмалли май пулса тӑнӑ. Иисуса ӗненекенсен пурин те ҫылӑхӗсем каҫарӑнма пултараҫҫӗ; тата ҫак ҫынсен ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май пур (1 Тимофей 2:5, 6; Иоанн 3:16; Римсем 5:18, 19).

5. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне чирлисене сыватнӑ, выҫҫисене тӑрантарнӑ тата ҫил-тӑвӑлсене лӑплантарнӑ. Вӑл вилнисене те чӗртнӗ. Мӗншӗн вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ? 1) Вӑл асап куракан ҫынсене шелленӗ тата вӗсене пулӑшасшӑн пулнӑ. 2) Унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. 3) Ҫак ӗҫсем вӑл пӗтӗм ҫӗрпе патша пулнӑ чухне пур итлекен ҫынсем валли мӗн туса парассине кӑтартса панӑ (Матфей 14:14; Марк 2:10—12; Иоанн 5:28, 29).

6. Иисус вилнӗ, Турӑ ӑна ангелсен кӗлеткине парса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ та вӑл вара пӗлӗт ҫине таврӑннӑ (1 Пётр 3:18). Каярахпа Турӑ ӑна Патшана лартнӑ. Кӗҫех Иисус ҫӗре усалпа асапран хӑтарӗ (Псалом 36:9—11; Ытарлӑх 2:21, 22).

[7-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗ вӑл мӗн вӗрентнинчен, тӗлӗнмелле ӗҫсем тунинчен тата хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панинчен тӑрать

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр