Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • rq 5 урок, 10—11 с.
  • Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?
  • Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫӗрпе мӗн пулӗ?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • «Райра тӗл пуличчен!»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Турӑ ҫынсем валли мӗн туса парасшӑн?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Турӑ рай пулать тесе сӑмах парать
    Библи калавӗсен кӗнеки
Ытларах пӗлӗр
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
rq 5 урок, 10—11 с.

5-мӗш урок

Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?

Иегова ҫӗре мӗншӗн тунӑ? (1, 2)

Мӗншӗн ҫӗр халӗ рай мар? (3)

Усал ҫынсемпе мӗн пулса тухӗ? (4)

Пуласлӑхра Иисус мӗн тӑвӗ: чирлӗ ҫынсемшӗн? ваттисемшӗн? вилнисемшӗн? (5, 6)

Пуласлӑхри пиллӗхсене илес тесен, мӗн тумалла? (7)

1. Иегова ҫӗре ун ҫинче ҫынсем савӑнса ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тесе тунӑ. Вӑл ҫӗре яланах тӳрӗ тата телейлӗ этемлӗхпе тултарасшӑн пулнӑ (Псалом 113:24; Исаия 45:18). Ҫӗр нихӑҫан та пӗтмӗ, вӑл ӗмӗрех пулӗ (Псалом 103:5; Екклесиаст 1:4).

2. Турӑ ҫынна тӑвиччен ҫӗрӗн пӗр пӗчӗк пайне уйӑрнӑ та ӑна илемлӗ рай туса хунӑ. Вӑл ӑна Эдем сачӗ тесе ят панӑ. Вӑл унта пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма, Адампа Евӑна, вырнаҫтарнӑ. Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, вӗсен ачасем пулмалла вара кайран пӗтӗм ҫӗре тултармалла пулнӑ. Ҫынсем майӗпен пӗтӗм ҫӗре рай тунӑ пулӗччӗҫ (Пултарни 1:28; 2:8, 15).

3. Адампа Ева пӗлсе тӑрсах Турӑ законне пӑснипе ҫылӑха кӗнӗ. Ҫавӑнпа та Иегова вӗсене Эдем садӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ. Рая ҫухатнӑ (Пултарни 3:1—6, 23). Анчах Иегова ҫӗре мӗншӗн тунине манса кайман. Вӑл ҫӗре рай тума сӑмах парать, унта вара ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Вӑл ҫакна мӗнле тӑвӗ? (Псалом 36:29).

4. Ҫӗр рай пулса тӑриччен усал ҫынсене пӗтермелле (Псалом 36:38). Ҫакӑ Туррӑн пӗтӗм усала пӗтермелли вӑрҫинче, Армагеддонра, пулӗ. Унтан Сатанана 1000 ҫуллӑха сӑнчӑрласа питӗрсе илӗҫ. Ҫакӑ вӑл ҫӗре сиен кӳрекен пӗр усал та пулмассине пӗлтерет. Турӑ халӑхӗ кӑна чӗрӗ юлӗ (Апокалипсис 16:14, 16; 20:1—3).

5. Унтан Иисус Христос, Патша пулса, ҫӗрпе 1000 ҫул хушши ертсе пырӗ (Апокалипсис 20:6). Майӗпен вӑл ҫынсен ӑс-тӑнӗсенчи тата кӗлеткисенчи ҫылӑха пӗтерӗ. Адампа Ева ҫылӑха кӗриччен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пек, ҫынсем те ҫавӑн пекех пӗр ҫитменлӗхсӗр пулӗҫ. Ун чухне чирсем, ватлӑх тата вилӗм урӑх пулмӗҫ. Чирлисем сывалӗҫ, ваттисем каллех ҫамрӑкланӗҫ (Иов 33:25; Исаия 33:24; Апокалипсис 21:3, 4).

6. Иисус Пин ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра шанчӑклӑ ҫынсем пӗтӗм ҫӗре рай туса хурӗҫ (Лука 23:43). Унсӑр пуҫне, Турӑ миллионшар вилнисене ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Ҫак ҫынсем Турӑ мӗн тума ыйтнине туса пырсан, вӗсем ҫӗр ҫинче ӗмӗрех пурӑнӗҫ. Туса пымасан — вӗсене ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗҫ (Иоанн 5:28, 29; Апокалипсис 20:11—15).

7. Турӑ ҫӗр валли чи малтанах мӗн шухӑшласа хуни ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӗ. Пуласлӑхра ҫав пиллӗхсене санӑн илес килет-и? Апла пулсан, санӑн Иегова ҫинчен малалла пӗлсе пымалла тата вӑл мӗн тума хушнине пӑхӑнса тӑмалла. Ҫакна тума сана Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене ҫывӑхри Турӑ Патшалӑх Залне ҫӳрени пулӑшӗ (Исаия 11:9; Еврейсем 10:24, 25).

[10-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Рая ҫухатнӑ

[11-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Армагеддон хыҫҫӑн ҫӗр каллех рай пулса тӑрӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр