Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • rq 6 урок, 12—13 с.
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
  • Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Ҫавнашкал материал
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Рай илсе килекен правительство
    Рай илсе килекен правительство
Ытларах пӗлӗр
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
rq 6 урок, 12—13 с.

6-мӗш урок

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Турӑ Патшалӑхӗ ӑҫта вырнаҫнӑ? (1)

Унӑн Патши кам? (2)

Патшапа пӗрле тата кам та пулин ертсе пырать-и? Апла пулсан, вӗсем мӗн чухлӗ? (3)

Эпир юлашки кунсенче пурӑннине мӗн кӑтартса парать? (4)

Турӑ Патшалӑхӗ пуласлӑхра этемлӗхшӗн мӗн тӑвӗ? (5—7)

1. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн пыракансене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кӗл тума вӗрентнӗ. Патшалӑх вӑл — патша ертсе пыракан правительство. Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — хӑйне майлӑ правительство. Вӑл пӗлӗт ҫинче вырнаҫнӑ, унтанах ҫӗрпе ертсе пырӗ. Патшалӑх Турӑ ятне сӑваплӑ тӑвӗ. Вӑл Турӑ ирӗкне пӗлӗт ҫинче кӑна мар, ҫӗр ҫинче те пурнӑҫа кӗртсе пырӗ (Матфей 6:9, 10).

2. Турӑ хӑйӗн Патшалӑхӗн Патши Иисус пулӗ тесе сӑмах панӑ (Лука 1:30—33). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ырӑ, тӗрӗс тата пӗр ҫитменлӗхсӗр Пуҫлӑх пулассине кӑтартса панӑ. Пӗлӗт ҫине таврӑнсан, Иисус Турӑ Патшалӑхӗн Патшин тронӗ ҫине тӳрех ларман (Еврейсем 10:12, 13). Иегова Иисуса пама пулнӑ влаҫа 1914 ҫулта панӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа, Иисус пӗлӗт ҫинче Иегова лартнӑ Патша пулса ертсе пырать (Даниил 7:13, 14).

3. Унсӑр пуҫне, Иегова хӑш-пӗр шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсене, ҫӗр ҫинчен пӗлӗт ҫине куҫарас тесе, суйласа илнӗ. Вӗсем, патшасем, судьясем тата священниксем пулса, Иисуспа пӗрле этемлӗхе ертсе пырӗҫ (Лука 22:28—30; Апокалипсис 5:9, 10). Иисус хӑйӗн Патшалӑхӗнче пӗрле ертсе пыракансене «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм» тесе чӗннӗ. Вӗсен шучӗ — 144 000 (Лука 12:32; Апокалипсис 14:1—3).

4. Патшана ларсан, Иисус Сатанапа унӑн усал ангелӗсене пӗлӗт ҫинчен ҫӗр таврашнелле хӑваласа янӑ. Акӑ мӗншӗн 1914 ҫултанпа ҫӗр ҫинчи лару-тӑру ҫав тери япӑхланса кайрӗ (Апокалипсис 12:9, 12). Вӑрҫӑсем, выҫлӑх, эпидемисем, законсӑрлӑх сарӑлни — ҫаксем пурте Иисус Христос ертсе пынине тата ҫак система хӑйӗн юлашки кунӗсене пурӑнса ирттернине кӑтартакан «паллӑн» пайӗсем (Матфей 24:3, 7, 8, 12; Лука 21:10, 11; 2 Тимофей 3:1—5).

5. Кӗҫех Иисус ҫынсене, кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек, уйӑрса суд тӑвӗ. «Сурӑхсем» вӗсем хӑйсене унӑн чунтан парӑннӑ подданӑйсем пек кӑтартӗҫ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илӗҫ. «Качакасем» вӗсем Турӑ Патшалӑхне сирсе ярӗҫ (Матфей 25:31—34, 46). Кӗҫех Иисус качакасемпе танлаштарнӑ ҫынсене пурне те тӗп тӑвӗ (2 Фессалоникасем 1:6—9). Иисусӑн «сурӑхӗсем» шутне кӗрес килет пулсан, санӑн Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара итлемелле тата ху мӗн пӗлсе пыни тӑрӑх пурӑнмалла (Матфей 24:14).

6. Халӗ ҫӗре нумай ҫӗршывсем ҫине пайласа пӗтернӗ. Кашни ҫӗршывра — хӑйӗн правительстви. Час-часах халӑхсем пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ. Анчах ҫынсен пӗтӗм правительствисем вырӑнне Турӑ Патшалӑхӗ килӗ. Вӑл ҫӗрпе ертсе пыракан пӗртен-пӗр правительство пулӗ (Даниил 2:44). Вара ун чухне вӑрҫӑ, преступлени тӑвасси тата пусмӑрласси урӑх пулмӗ. Пур ҫын та мирлӗ пурӑнӗҫ тата вӗсем хушшинче пӗрлӗх пулӗ (Михей 4:3, 4).

7. Иисус Пин ҫул ертсе пынӑ вӑхӑтра шанчӑклӑ ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ, ҫӗр вара рай пулса тӑрӗ. Пин ҫул вӗҫӗнче Иисус хӑйӗнчен Турӑ мӗн тума ыйтнине пурне те туса ҫитерӗ. Кайран вӑл Патшалӑха хӑйӗн Ашшӗне тавӑрса парӗ (1 Коринфсем 15:24). Санӑн хӑвӑн тусусемпе юратнӑ ҫыннусене Турӑ Патшалӑхӗ мӗн тӑвасси ҫинчен мӗншӗн каласа парас мар?

[13-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Иисус ертсе пынӑ чух курайманлӑх тата пӗр-пӗрин ҫине тӗрӗс мар пӑхасси пулмӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр