11-мӗш урок
Турра юрӑхсӑр ӗненӳсемпе йӑласем
Мӗнле ӗненӳсемпе йӑласем юрӑхсӑр? (1)
Христиансен Турра Троица тесе ӗненмелле-и? (2)
Мӗншӗн чӑн христиансем Раштава, Мӑнкуна тата ҫуралнӑ кунсене уявламаҫҫӗ? (3, 4)
Вилнисем чӗррисене сиен кӳме пултараҫҫӗ-и? (5)
Иисус хӗрес ҫинче вилнӗ-и? (6)
Турра юраса пурӑнни мӗн тери кирлӗ? (7)
1. Пур ӗненӳсемпе йӑласем те япӑх мар. Анчах суя тӗнрен тухнисене тата Библи вӗрентӗвӗсене хирӗҫ пыраканнисене Турӑ ырламасть (Матфей 15:6).
2. Троица. Иегова Троица-и, урӑхла каласан, пӗр Турӑра виҫӗ Турӑ-и? Ҫук! Иегова — Атте — вӑл «пӗр чӑн Турӑ» (Иоанн 17:3; Марк 12:29). Иисус унӑн малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ, тата вӑл Турра пӑхӑнса тӑрать (1 Коринфсем 11:3). Ашшӗ Ывӑлӗнчен аслӑрах (Иоанн 14:28). Святой сывлӑш — Турӑ мар, вӑл Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ (Пултарни 1:2; Апостолсен ӗҫӗсем 2:18).
3. Раштав тата Мӑнкун. Иисус декабрӗн 25-мӗшӗнче ҫуралман. Вӑл октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлнелле — кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсемпе уйра ҫӗр каҫнӑ чухне — ҫуралнӑ (Лука 2:8—12). Иисус христиансене хӑйӗн ҫуралнӑ кунне нихӑҫан та уявлама хушман. Пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйӗн вилнӗ кунне уявлама хушса хӑварнӑ (Лука 22:19, 20). Раштавпа унӑн йӑли-йӗркисем авалхи суя тӗнсенчен тухнӑ. Мӑнкун йӑлисем пирки те ҫавнах калама пулать, вӗсен шутне ҫӑмарта сӑрлассипе куличсем пӗҫересси кӗрет. Малтанхи христиансем Раштавпа Мӑнкуна уявламан, паянхи чӑн христиансем те ҫавсене уявламаҫҫӗ.
4. Ҫуралнӑ кунсем. Библире асӑннӑ икӗ ҫуралнӑ куна Иеговӑна пуҫҫапман ҫынсем уявланӑ (Пултарни 40:20—22; Марк 6:21, 22, 24—27). Малтанхи христиансем ҫуралнӑ кунсене уявламан. Ҫуралнӑ кунсене уявлас йӑла авалхи суя тӗнсенчен тухнӑ. Чӑн христиансем ҫулталӑкӗпех пӗр-пӗрне парнесем параҫҫӗ тата пӗрле пухӑнса савӑнаҫҫӗ.
5. Вилнисенчен хӑрани. Вилнисем нимӗн тума та, туйма та пултараймаҫҫӗ. Эпир вӗсене пулӑшма пултараймастпӑр, вӗсем те пире сиен кӳме пултараймаҫҫӗ (Псалом 145:4; Екклесиаст 9:5, 10). Чун вилет; вилнӗ хыҫҫӑн чун пурӑнмасть (Иезекииль 18:4). Анчах хӑш-пӗр чухне демонсем текен усал ангелсем хӑйсене вилнисем вырӑнне хурса улталаҫҫӗ. Вилнисенчен хӑранипе тата вӗсене пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ йӑласем — япӑх йӑласем (Исаия 8:19).
6. Хӗрес. Иисус хӗрес ҫинче вилмен. Вӑл пӗрене, е юпа, ҫинче вилнӗ. Нумай Библисенче «хӗрес» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ пӗренене кӑна пӗлтерет. Хӗреспе усӑ курасси авалхи суя тӗнсенчен тухнӑ. Малтанхи христиансем хӗреспе усӑ курман тата ӑна пуҫҫапман. Ҫавӑнпа та шухӑшласа пӑх: пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курни тӗрӗс-и? (Саккуна астутарни 7:26; 1 Коринфсем 10:14).
7. Тен, ҫак ӗненӳсемпе йӑласенчен хӑш-пӗрисене пӑрахма питӗ йывӑр пулӗ. Хурӑнташусемпе тусусем сана хӑв мӗнле ӗненнине улӑштарма кирлӗ мар тесе ӗнентерме тӑрӑшӗҫ. Анчах ҫынсене юриччен Турра юрани татах та ытларах кирлӗ (Ытарлӑх 29:25; Матфей 10:36, 37).
[22-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Турӑ вӑл — Троица мар
[23-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Раштавпа Мӑнкун авалхи суя тӗнсенчен тухнӑ
[23-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Вилнисене пуҫҫапма тата вӗсенчен хӑрама нимӗнле сӑлтав та ҫук