13-мӗш урок
Чӑн тӗне мӗнле тупма пултаратпӑр?
Пур тӗн те-и е пӗри кӑна Турра юрӑхлӑ? (1)
Мӗншӗн хӑйсене христиансем текен тӗнсем ҫав тери нумай? (2)
Чӑн христиансене мӗнле уйӑрса илме пулать? (3—7)
1. Иисус пӗр чӑн христианла тӗн кӑна пуҫласа янӑ. Ҫавӑнпа та паян Иегова Турра тӗрӗс пуҫҫапакансен юхӑмӗ, е ушкӑнӗ, пӗрре кӑна пулмалла (Иоанн 4:23, 24; Ефессем 4:4, 5). Ҫынсенчен сахалӑшӗ кӑна пурнӑҫ патне илсе пыракан ансӑр ҫулпа пырать тесе вӗрентет Библи (Матфей 7:13, 14).
2. Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн христиансен пухӑвне тӗрӗс мар вӗрентӳсемпе христиан ӗҫӗсене хирӗҫ пыракан йӑласем кӗреҫҫӗ тесе Библире малтанах каласа хунӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ҫынсем ӗненекенсене Христос хыҫҫӑн мар, хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясси ҫинчен ҫырса хунӑ (Матфей 7:15, 21—23; Апостолсен ӗҫӗсем 20:29, 30). Акӑ мӗншӗн халӗ хӑйсене христиансем текен тӗнсем ҫав тери нумай. Чӑн христиансене мӗнле уйӑрса илме пултаратпӑр?
3. Чӑн христиансен чи паллӑ уйрӑмлӑхӗ вӑл — вӗсем чӗререн пӗр-пӗрне юратни (Иоанн 13:34, 35). Чӑн христиансем хӑйсем ытти расӑри ҫынсенчен е урӑх тӗслӗ ӳтлисенчен лайӑхрах тесе шутлама вӗрентмеҫҫӗ. Вӗсем ҫавӑн пекех ытти ҫӗршывсенчи ҫынсене кураймасӑр тӑма вӗрентмеҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Ҫавӑнпа та чӑн христиансем вӑрҫӑсене хутшӑнмаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе хӑйсене тӑвансем пек тытаҫҫӗ (1 Иоанн 4:20, 21).
4. Тепӗр уйрӑмлӑх — Библие чунтан хисеплени. Чӑн христиансем ӑна Турӑ Сӑмахӗ тесе йышӑнаҫҫӗ тата унта мӗн ҫырса хунине пурне те ӗненеҫҫӗ (Иоанн 17:17; 2 Тимофей 3:16, 17). Турӑ Сӑмахӗ вӗсемшӗн ҫынсен шухӑшӗсемпе йӑлисенчен хаклӑрах (Матфей 15:1—3, 7—9). Вӗсем яланах Библире ҫырнӑ пек пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен сӑмахӗсем ӗҫӗсенчен уйрӑлса тӑмаҫҫӗ (Тит 1:15, 16).
5. Чӑн тӗне тытса пыракансен ҫавӑн пекех Турӑ ятне чысламалла (Матфей 6:9). Иисус ҫынсене Турӑ ятне — Иегова ята — уҫса панӑ. Чӑн христиансен те ҫавнах тумалла (Иоанн 17:6, 26; Римсем 10:13, 14). Эсӗ пурӑнакан вырӑнта ҫынсене Турӑ ячӗ ҫинчен кам каласа парать?
6. Чӑн христиансен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳремелле. Иисус та ҫавнах тунӑ. Вӑл яланах Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ (Лука 8:1). Ҫав хыпарах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе вӗрентсе ҫӳреме хушнӑ (Матфей 24:14; 28:19, 20). Чӑн христиансем Турӑ Патшалӑхӗ кӑна ҫӗр ҫине мирпе хӑрушсӑрлӑх илсе килет тесе ӗненеҫҫӗ (Псалом 145:3—5).
7. Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫак усал тӗнчен ӗҫӗсене хутшӑнмаҫҫӗ (Иоанн 17:16). Вӗсем тӗнчери политикӑпа обществӑри хирӗҫӳсене явӑҫмаҫҫӗ. Вӗсем ҫак тӗнчере йышӑннӑ ӗҫсене, йӑласене тата шухӑшсене сирсе яраҫҫӗ (Иаков 1:27; 4:4). Эсӗ хӑв пурӑнакан вырӑнта чӑн христиансен ҫак уйрӑмлӑхӗсене кӑтартакан тӗн ушкӑнне уйӑрса илме пултаратӑн-и?
[26, 27-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗксем]
Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ, Библие хисеплеҫҫӗ тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ