Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • rq 14 урок, 28—29 с.
  • Иегова Свидетелӗсен организаци тытӑмӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова Свидетелӗсен организаци тытӑмӗ
  • Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Ҫавнашкал материал
  • Туррӑн организацийӗ мӗншӗн кирлӗ?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем сире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Филиалта мӗнле ӗҫ туса тӑраҫҫӗ?
    Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
rq 14 урок, 28—29 с.

14-мӗш урок

Иегова Свидетелӗсен организаци тытӑмӗ

Иегова Свидетелӗсен организацийӗ хӑҫан пуҫланса кайнӑ? (1)

Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем мӗнле иртеҫҫӗ? (2)

Тӑкаксене витме укҫа ӑҫтан тупаҫҫӗ? (3)

Кашни пухӑва кам ертсе пырать? (4)

Кашни ҫул нумай халӑх пухӑнакан мӗнле тӗлпулусем пулса иртеҫҫӗ? (5)

Тӗп управленинче тата филиалсенче мӗнле ӗҫсем тӑваҫҫӗ? (6)

1. Иегова Свидетелӗсен организацийӗ 1870 ҫулсенче пуҫланса кайнӑ. Чи малтан вӗсем Библи Тӗпчевҫисем ятлӑ пулнӑ. Анчах та 1931 ҫулта Библи Тӗпчевҫисем Библипе килӗшӳллӗн Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ (Исаия 43:10). Малтан пӗчӗк пулнӑ организацие халӗ 230 ытла ҫӗршывра хастарлӑ вӗрентсе ҫӳрекен миллионшар Свидетель кӗрет.

2. Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсенчен нумайӑшӗнче кашни эрнере виҫӗ тӗлпулу иртет. Сана ҫак тӗлпулусене пыма чӗнеҫҫӗ (Еврейсем 10:24, 25). Унта Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ. Тӗлпулусем кӗлтунипе пуҫланаҫҫӗ тата пӗтеҫҫӗ. Тӗлпулусенчен нумайӑшӗнче «мухтав юррисем» хавхаланса юрлаҫҫӗ (Ефессем 5:18, 19). Пухӑва пурте пыма пултараҫҫӗ, уншӑн укҫа илмеҫҫӗ (Матфей 10:8).

3. Пухусенчен нумайӑшӗ хӑйсен тӗлпулӑвӗсене Турӑ Патшалӑх Залӗнче ирттереҫҫӗ. Ялан тенӗ пекех вӗсем — Свидетельсем хӑйсем туса лартнӑ ахаль ҫуртсем. Турӑ Патшалӑх Залӗнче турӑшсем, хӗрес ҫине пӑталанисем тата ытти ҫавӑн пек япаласем ҫук. Тӑкаксене витме ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе укҫа параҫҫӗ. Хӑйсен ирӗкӗпе укҫа пама камсен кӑмӑл пур, вӗсем валли ятарлӑ ещӗксем тӑраҫҫӗ (2 Коринфсем 9:7).

4. Кашни пухура старейшинӑсем, е надзирательсем, пур. Вӗсем пухусенче вӗрентес ӗҫре ертсе пырассине хӑйсем ҫине илеҫҫӗ (1 Тимофей 3:1—7; 5:17). Вӗсене пулӑшакан ӗҫченсем пулӑшаҫҫӗ (1 Тимофей 3:8—10, 12, 13). Ҫак арҫынсем пухури ытти христиансенчен аслӑ мар (2 Коринфсем 1:24). Вӗсен ятарлӑ титулсем ҫук (Матфей 23:8—10). Вӗсем ыттисем пекех тӑхӑнаҫҫӗ. Вӗсене ӗҫленӗшӗн тӳлемеҫҫӗ. Старейшинӑсем хӑйсен ирӗкӗпех пухӑва духовнӑй енчен мӗн кирлине ҫырлахтарас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, йӑпатма тата канаш пама пултараҫҫӗ (Иаков 5:14—16; 1 Пётр 5:2, 3).

5. Ҫавӑн пекех, Иегова Свидетелӗсем кашни ҫул нумай халӑх пухӑнакан тӗлпулусем, е конгрессем, ирттереҫҫӗ. Вӗсенче, нумай пухусем пӗрле пухӑнса, Библири вӗрентӳсемпе ҫыхӑннӑ ятарлӑ программӑна итлеҫҫӗ. Кашни конгресс программинче ҫӗнӗ вӗренекенсене шыва кӗртесси пур (Матфей 3:13—17; 28:19, 20).

6. Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управленийӗ Нью-Йоркра вырнаҫнӑ. Унта Ертсе Пыракан Совет — пӗтӗм тӗнчери пухусене пӑхса тӑракан опытлӑ старейшинӑсен тӗп ушкӑнӗ — пур. Ҫавӑн пекех, тӗрлӗ ҫӗршывсенче 100 ытла филиал ӗҫлесе тӑрать. Вӗсенче хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлекенсем Библипе ҫыхӑннӑ литература пичетлеме тата салатма пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, филиалсем вӗрентсе ҫӳрес ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ҫывӑхри филиала кайса килме шут тытас мар?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр