Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • gf 1 урок, 3 с.
  • Турӑ сана хӑйӗн тусӗ пулма чӗнет

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ сана хӑйӗн тусӗ пулма чӗнет
  • Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Ҫавнашкал материал
  • Эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Эсир мӗнле шутлатӑр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2018
  • Иеговӑн тусӗсем пулар
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
gf 1 урок, 3 с.

1-МӖШ УРОК

Турӑ сана хӑйӗн тусӗ пулма чӗнет

Турӑ сана хӑйӗн тусӗ тӑвасшӑн. Эсӗ хӑҫан та пулин Ҫут тӗнчери чи паллӑ Сӑнарӑн тусӗ пулма пултарни ҫинчен шутласа пӑхнӑ-и? Ӗлӗкхи вӑхӑтра пурӑннӑ Авраам Туррӑн тусӗ пулнӑ тесе каланӑ (Иаков 2:23). Библи каласа паракан ытти ҫынсем те ҫавӑн пекех Турӑпа туслӑ пулнипе савӑннӑ та питӗ нумай пиллӗх илнӗ. Халӗ ҫынсем пӗтӗм ҫӗрӗпе Туррӑн тусӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Эсӗ те Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн.

Abraham prays

Туррӑн тусӗ пулни ҫын тусӗ пулнинчен те лайӑхрах. Турӑ нихӑҫан та хӑйӗн чӑн-чӑн тусӗсен ӗмӗтне татмасть (Псалом 17:26). Туррӑн тусӗ пулни пуян пулнинчен аванрах. Пуян ҫын вилсессӗн, унӑн укҫисем урӑххисем патне куҫаҫҫӗ. Кам вара Турӑпа туслӑ пурӑнать, вӗсен никам туртса илме пултарайман пурлӑх пур (Матфей 6:19).

Хӑшпӗр ҫынсем сана Турӑпа паллашма чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Вӗсем хушшинче санӑн тусусемпе тӑванусем те пулма пултараҫҫӗ (Матфей 10:36, 37). Кам та пулин санран кулать пулсан е хӑратать пулсан, хӑвӑнтан ыйт: эпӗ кама юрама тӑрӑшатӑп — ҫынна е Турра? Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: кам та пулин сана ан ҫи тесе калать пулсан, эсӗ ӑна итлетӗн-и? Паллах, ҫук! Сана пурӑнма апат кирлӗ. Анчах Турӑ эсӗ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тума пултарать. Ҫавӑнпа нихӑҫан та эсӗ Турӑ тусӗ мӗнле пулма пултарни ҫинчен пӗлме хӑвна никама та чӑрмантарма ан пар (Иоанн 17:3).

People ridicule a woman when she reads literature about God
    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр