7-МӖШ СЫПӐК
Итлени сана хӳтӗлет
КАЛӐПӐР, эсӗ хӑв мӗн тӑвас тенине пурне те тума пултаратӑн. Тата сана никам та ӑна е кӑна тума юрамасть темест. Кала-ха, эсӗ ҫакӑн ҫинчен хӑҫан та пулин ӗмӗтленнӗ-и? ~
Анчах та саншӑн мӗн лайӑхрах? Яланах мӗн тӑвас килнине пурне те туни тӗрӗс-ши? Е эсӗ аҫупа аннӳне итленӗ чухне санӑн ӗҫӳсем темӗн чухлӗ лайӑхрах пулса пыраҫҫӗ? ~ Турӑ ачасен ашшӗ-амӑшне итлемелле тет. Эппин, ҫакна тума, паллах ӗнтӗ, витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Мӗнлисем-ха вӗсем, атя пӗлер.
Эсӗ миҫе ҫулта? ~ Хӑвӑн аҫу вара миҫе ҫултине пӗлетӗн-и? ~ Аннӳ, кукаҫупа кукаму, аслаҫупа асаннӳ вара миҫере? ~ Вӗсем санран чылай аслӑрах. Ҫын мӗн чухлӗ нумайрах пурӑнать, унӑн мӗне те пулин вӗренмешкӗн ҫавӑн чухлӗ ытларах вӑхӑт пур. Ҫын мӗн чухлӗ аслӑрах, вӑл ҫавӑн чухлӗ ытларах курнӑ, илтнӗ тата тунӑ. Ҫавӑнпа ҫамрӑккисем аслисенчен вӗренме пултараҫҫӗ.
Эсӗ хӑвӑнтан кӗҫӗнреххине кама та пулин пӗлетӗн-и? ~ Эсӗ мӗнле шутлатӑн, сирӗнтен хӑшӗ ытларах пӗлет? ~ Мӗншӗн? ~ Мӗншӗн тесен эсӗ аслӑрах тата ытларах пурӑнатӑн. Санӑн вӗренме вӑхӑт унӑннинчен нумайрах пулнӑ.
Кам вара санран та, манран та аслӑрах? Ҫут тӗнчере кам пуринчен те аслӑ? ~ Иегова Турӑ. Вӑл санран та, манран та ытларах пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл пире мӗн те пулин тума ыйтни йывӑр пек туйӑнсан та, ҫакӑ усӑ парасси пирки иккӗленмелли ҫук. Пӗррехинче Аслӑ Вӗрентекене те Турра итлеме ҫӑмӑл пулман. Эсӗ ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ-и? ~
Турӑ Иисуса питӗ йывӑр ӗҫ тума ыйтнӑ. Иисус ҫакӑн пирки кӗлтунӑ, ҫавна ҫакӑнти ӳкерчӗкре кӑтартнӑ. Вӑл Турра йӑлӑнса кӗлтунӑ: «Эсӗ ҫак куркана Манран ирттерсе яма кӑмӑл тӑвӑсӑнччӗ». Ҫак сӑмахсемпе Иисус Турӑ ирӗкне тума пур чухне те ҫӑмӑл маррине кӑтартнӑ. Анчах та Иисус хӑйӗн кӗллине мӗнле сӑмахсемпе вӗҫленӗ-ха? Пӗлетӗн-и? ~
Юлашкинчен вӑл каланӑ: «Анчах Манӑн ирӗкӗм мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр» (Лука 22:41, 42). Ҫапла, вӑл хӑйӗн ирӗкне мар, Турӑ ирӗкне пурнӑҫлантарасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл хӑй тӑвас тенӗ пек туман, пурне те Турӑ каланӑ пек тунӑ.
Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? ~ Ҫакӑ Турӑ мӗн тума ыйтнине пурнӑҫлама ҫӑмӑл мар пулин те, ҫакна туни яланах тӗрӗссине кӑтартать. Унсӑр пуҫне эпир тата тепӗр кирлӗ япалана пӗлтӗмӗр. Мӗнччӗ-ха вӑл, астӑватӑн-и? ~ Эпир Иисус Турӑ маррине пӗлтӗмӗр, хӑш-пӗр ҫынсем вара Иисус пирки Турӑ тесе шутлаҫҫӗ. Иегова Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗнчен, Иисусран, аслӑрах, ҫавӑнпа нумайрах пӗлет.
Турра итленипе эпир ӑна юратнине кӑтартатпӑр. Библире каланӑ: «Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар» (1 Иоанн 5:3). Куратӑн-и, пирӗн пурин те Турра итлемелле. Санӑн ӑна итлес килет вӗт, ҫапла-и? ~
Атя Библи уҫар та Турӑ ачасене мӗн тума ыйтнине пӑхар. Эпир санпа Эфес, 6-мӗш сыпӑка, 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш сӑвӑ йӗркисене вулӑпӑр. Унта каланӑ: «Эй ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр, ку вӑл — тивӗҫлипе пӑхӑнни. „Аҫупа аннӳне хисепле, вара хӑвнах ырӑ пулӗ, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ“ — ку ырӑлӑх пама пулнӑ малтанхи ӳкӗт».
Куратӑн-и, Иегова Турӑ хӑй санӑн аҫупа аннӳне итлемелле тет. Аттепе аннене «хисепле» тени мӗне пӗлтерет? Ҫакӑ вӗсене чыс тумаллине пӗлтерет. Эсӗ аҫупа аннӳне итлетӗн пулсан, «хӑвнах ырӑ» пуласси пирки Турӑ сӑмах парать.
Итленине пула ҫӑлӑнса юлнӑ ҫынсем ҫинчен эпӗ сана пӗр тӗслӗх каласа парас тетӗп. Вӗсем Иерусалим ятлӑ пысӑк хулара ӗлӗк-авалах пурӑннӑ. Ҫав хулара пурӑнакансенчен нумайӑшӗ Турра итлемен, ҫавӑнпа Иисус Турӑ вӗсен хулине аркатасси ҫинчен асӑрхаттарнӑ. Иисус ырӑ тума юратакансем ҫӑлӑнса юлма пултарасси пирки те каланӑ. Вӑл мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ: «Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсассӑн, унӑн арканас вӑхӑчӗ ҫывӑхарнине пӗлӗр вара: Иудейӑрисем ун чухне тусем хушшине тарччӑр; хуларисем хуларан тухчӑр» (Лука 21:20—22).
Иисус мӗн калани пурте пурнӑҫланнӑ: Иерусалима тӑшман ҫарӗсем тапӑннӑ. Рим ҫарӗ хулана хупӑрласа илнӗ. Анчах та кӗтмен ҫӗртен ӑнланмалла мар сӑлтавсене пула вӗсем каялла чакнӑ. Ҫынсенчен чылайӑшӗ хӑрушлӑх иртсе кайрӗ тесе шухӑшлама пуҫланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем хуларан тухса кайман. Анчах та Иисус мӗн тума хушнӑ-ха? ~ Эсӗ ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пурӑннӑ пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑн? ~ Иисуса ӗненнисем хӑйсен ҫурчӗсене хӑварнӑ та Иерусалимран аякка ту ҫине тарнӑ.
Пӗр ҫул иртнӗ, Иерусалим мӗнле ларнӑ, ҫавӑн пекех ларнӑ. Кайран иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш ҫул иртнӗ, анчах нимӗн те пулса иртмен. Тен, хӑшӗ-пӗрисем хуларан тухса тарнисем ӑссӑрла турӗҫ тесе шухӑшланӑ. Анчах та тӑваттӑмӗш ҫулхине Рим ҫарӗ каялла таврӑннӑ. Вӗсем Иерусалима каллех хупӑрласа илнӗ. Тарма вара пӗр май та пулман. Хальхинче Рим ҫарӗ хулана аркатнӑ. Хулари ҫынсенчен нумайӑшӗ вилнӗ, ыттисене тыткӑна илсе кайнӑ.
Иисуса итленисемпе вара мӗн пулнӑ-ши? ~ Вӗсем ҫӑлӑнса юлнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем Иерусалимран аякра пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсемпе нимӗн те пулман. Ҫапла, итлени вӗсене хӳтӗлесе хӑварнӑ.
Итлени сана та хӳтӗлӗ-ши? ~ Аҫу-аннӳ, тен, сана ҫул ҫинче выляма чарать. Вӗсем ҫакна мӗншӗн тӑваҫҫӗ-ши? ~ Мӗншӗн тесен эсӗ машина айне пулма пултаратӑн. Апла пулин те санӑн ҫакӑн пек шухӑшсем пулма пултараҫҫӗ: «Халӗ машинӑсем ҫук вӗт. Манпа нимӗн те пулмасть. Ытти ачасем те ҫул ҫинче выляҫҫӗ, вӗсемпе вара ним те пулмасть-ҫке».
Иерусалимра пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ шӑпах ҫакӑн пек шухӑшланӑ. Рим ҫарӗ каялла чаксан хӑрушлӑх иртсе кайнӑ пек туйӑнма пултарнӑ. Ҫынсем хуларан нумайӑшӗ тухса кайманнине курнӑ, ҫавӑнпа хӑйсем те юлма шут тытнӑ. Вӗсене асӑрхаттарнӑ, анчах вӗсем итлемен. Ҫакна пула вӗсем пурнӑҫне ҫухатнӑ.
Акӑ тепӗр тӗслӗх. Эсӗ хӑҫан та пулин шӑрпӑксемпе вылянӑ-и? ~ Шӑрпӑка чӗртсе вӑл ҫуннине пӑхса тӑма питӗ интереслӗ пек курӑнма пултарать. Анчах та шӑрпӑксемпе выляни хӑрушӑ. Эсӗ пӗтӗм ҫурта чӗртсе яма тата хӑв та ҫунса кайма пултаратӑн!
Асра тыт: хушӑран ҫеҫ итлени сахал. Яланах итленӗ чухне кӑна итлени сана хӳтӗлӗ. «Эй ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗре... пӑхӑнса тӑрӑр»,— тесе кам каланине астӑватӑн-и? ~ Ҫапла, ҫакна Турӑ каланӑ. Манса ан кай: вӑл сана юратнӑран ҫакна калать.
Халӗ вара итлени питӗ кирлине кӑтартакан Библири сӑвӑ йӗркисене вула: Ытарӑшсем 23:22; Екклесиаст 12:13; Исаия 48:17, 18 тата Колоссӑ 3:20.
[42-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗншӗн аслисене итлемелле?
[43-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Эпир Иисусӑн кӗллинчен мӗн пӗлетпӗр?
[45-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус каланине итлени ҫынсене ҫӑлӑнса юлма мӗнле пулӑшнӑ?
[46-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Хӑрушлӑха курмастпӑр пулсан та, мӗншӗн каланине итлемелле?