9-МӖШ СЫПӐК
Илӗртӳсем хыҫҫӑн ан кай
САНА хӑҫан та пулин пӗр-пӗр япӑх ӗҫ тума сӗннӗ-и? ~ Сана, тен: «Атя, атя, ан хӑра!» — тесе хӗтӗртме те пултарнӑ. Е ҫапла каланӑ: «Ҫакӑнта нимӗн япӑххи те ҫук, пачах урӑхла, савӑнӑҫлӑ пулать!» Кала-ха, ҫакӑн пекки пулкаланӑ-и? ~ Кам та пулин ҫапла тунипе пире илӗртет, урӑхла каласан, пӗр-пӗр япӑх ӗҫ тума хӗтӗртет.
Илӗртеҫҫӗ пулсан пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн парӑнмалла-и, ыттисем мӗн тума хӗтӗртнине тумалла-и? ~ Ҫакӑ Иегова Турра килӗшмен пулӗччӗ. Анчах пӗлетӗн-и, ҫакӑ кама килӗшнӗ пулӗччӗ? ~ Ҫапла, Сатана Шуйттана.
Сатана — Турӑ тӑшманӗ. Вӑл пирӗншӗн те тӑшман. Вӑл куҫа курӑнман ангел пулнӑран эпир ӑна курма пултараймастпӑр. Анчах та вӑл пире курать. Пӗррехинче Шуйттан Иисуса, Аслӑ Вӗрентекене, илӗртес тесе унпа калаҫма пуҫланӑ. Иисус мӗн тунӑ-ха, ҫавӑн ҫинчен атя пӗлер. Ҫакӑ пире илӗртнӗ чухне хамӑра тӗрӗс мӗнле тытмаллине ӑнланма пулӑшать.
Иисусӑн яланах Турӑ ирӗкне тӑвас килнӗ. Вӑл Иордан ятлӑ юханшывра шыва кӗнипе ҫакна уҫҫӑн кӑтартнӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах Сатана Иисуса илӗртме пуҫланӑ. Библире Иисус шыва кӗнӗ чухне «тӳпе уҫӑлса кайнӑ» тенӗ (Матфей 3:16). Ҫакӑ Иисус Турӑпа пӗрле пӗлӗтре пурӑннӑ чухне хӑйпе мӗн пулса иртнисене пӗтӗмпех аса илнине пӗлтерме пултарнӑ.
Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисус хӑй мӗн аса илни ҫинчен шухӑшлама пушхире кайнӑ. Унта вӑл хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Иисус нимӗн те ҫимен, ҫавӑнпа питӗ выҫса ҫитнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Сатана Иисуса илӗртме пуҫланӑ.
Шуйттан каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш». Ҫӑкӑр вӑл ҫав тери тутлӑ! Пушхирте вӑл шӑпах вӑхӑтлӑ пулнӑ пулӗччӗ. Иисус вара чулсенчен ҫӑкӑр тума пултарнӑ-и? ~ Паллах, пултарнӑ. Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ тата унӑн тӗлӗнмелле вӑй пулнӑ вӗт.
Шуйттан сана чулсенчен ҫӑкӑр тума сӗнчӗ пулсан, эсӗ килӗшнӗ пулӑттӑн-и? ~ Иисус выҫса ҫитнӗ пулнӑ. Вара вӑл ҫакна пӗр хут та пулин тума пултарайман-ши? ~ Иисус хӑйӗн вӑйӗпе ҫавнашкал усӑ курни тӗрӗс маррине пӗлнӗ. Иегова ҫак вӑя Иисуса хӑйшӗн тӑрӑшма паман. Ҫак вӑйпа усӑ курса Иисус ҫынсене Иеговӑпа туслашма хавхалантарма пултарнӑ.
Ҫавӑнпа Иисус Сатанана Библире мӗн ҫырнине аса илтернӗ: «Этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, вӑл Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа пурӑнать». Иисус Иеговӑн кӑмӑлне каякан ӗҫсене туни кирек епле апат-ҫимӗҫрен те кирлӗрех пулнине пӗлнӗ.
Анчах та Шуйттан лӑпланман. Вӑл Иисуса Иерусалима илсе кайнӑ та ӑна Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратнӑ. Сатана каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, аялалла сик; ҫапла ҫырнӑ-ҫке: „Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ“».
Сатана ҫакна мӗншӗн каланӑ? ~ Вӑл Иисуса илӗртсе мӗнле те пулин ӑссӑрла ӗҫ тутарасшӑн пулнӑ. Анчах та Иисус хальхинче те Сатанана итлемен. Вӑл хуравланӑ: «„Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна“ тесе те ҫырнӑ». Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратса Иеговӑна сӑнани, е тӗрӗслени, тӗрӗс маррине пӗлнӗ.
Сатана парӑнман-ха. Вӑл Иисуса тӗлӗнмелле пысӑк ту ҫине илсе кайнӑ та ӑна тӗнчери мӗнпур патшалӑха, е правительствӑна, тата вӗсен пӗтӗм чапне кӑтартнӑ. Сатана Иисуса сӗннӗ: «Мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакна пурне те Сана парӑп».
Атя кӑштах шухӑшласа пӑхар. Тӗнчери мӗнпур патшалӑх, е правительство, чӑнах та Сатана аллинче пулнӑ-и? ~ Вӗсем унӑн мар тесе Иисус хирӗҫлесе каламан. Ҫавӑн пек пулман пулсан Иисус ҫакӑн пирки каланӑ пулӗччех. Ҫапла, Сатана чӑнах та пӗтӗм халӑха хӑйӗн аллинче тытса тӑрать. Библире ун пирки «ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ» тенӗ (Иоанн 12:31).
Сатана сана: «Мана ӳксе пуҫҫап, вара мӗн илес килнине пурне те илӗн»,— терӗ пулсан, эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Шуйттан кирек мӗнпе илӗртсен те, ӑна пуҫҫапни тӗрӗс маррине Иисус ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа Иисус каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан; „Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн“ тесе ҫырнӑ» (Матфей 4:1—10; Лука 4:1—13).
Эпир те илӗртӳсемпе тӗл пулатпӑр. Пӗлетӗн-и, мӗнлисемпе? ~ Акӑ пӗр тӗслӗх. Калӑпӑр, аннӳ тутлӑ торт е кукӑль пӗҫерчӗ. Вӑл сана кӑнтӑрлахи апатчен ӑна ан тӗкӗн тет. Анчах та эсӗ питӗ выҫса ҫитнӗ. Санӑн пӗр пӗчӗк татӑкне те пулин питӗ тутанса пӑхас килет. Эсӗ мӗн тӑвӑн? Аннӳне итлӗн-и? ~ Сатана сана аннӳне итлеттересшӗн мар. Иисус тӗслӗхне аса ил. Вӑл та питӗ выҫса ҫитнӗ пулнӑ. Анчах та вӑл Турра савӑнтарни кирлӗреххине ӑнланнӑ. Аннӳне итленипе эсӗ Иисус пек тӑватӑн.
Тен, ытти ачасем сана пӗр-пӗр таблетка ӗҫме сӗнӗҫ. Ҫавна ӗҫсен савӑнӑҫлӑрах пулӗ тата хӑвна калама ҫук лайӑх туйӑн теме пултарӗҫ. Анчах та ҫакӑ наркотик пулма пултарать. Вӗсене пула эсӗ питӗ йывӑр чирлесе ӳкме е вилме пултаратӑн. Е сана пирус (унта вара наркотик хутӑшӗсем пур) туртма сӗнсе ҫапла калама пултараҫҫӗ: «Атя туртар, ан хӑра». Эсӗ мӗн тӑвӑн? ~
Иисус тӗслӗхне аса ил. Сатана ӑна хӑйӗн пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме, Туррӑн Ҫурчӗ тӑрринчен сикме хистенӗ. Анчах та Иисус ҫакна туман. Сана мӗнле те пулин хӑрушӑ ӗҫ тума хӗтӗртеҫҫӗ пулсан, эсӗ мӗн тӑвӑн? ~ Иисус Сатанана итлемен. Ҫавӑнпа эсӗ те хӑвна япӑх ӗҫ тума хӗтӗртекенсене никама та ан итле.
Е сана Библи сивлекен урӑх ӗҫе тума — мӗне те пулин пуҫҫапма — хӗтӗртме пултараҫҫӗ (Тухни 20:4, 5). Ҫакӑ шкулта пӗр-пӗр уяв е мероприяти вӑхӑтӗнче пулма пултарать. Эсӗ хутшӑнма килӗшмесен сана шкултан кӑларса ярассипе хӑратма та пултараҫҫӗ. Эсӗ мӗн тӑвӑн? ~
Йӗри-таврара пурте тӗрӗс тунӑ чухне тӗрӗссине тума ҫӑмӑл. Ыттисем япӑх ӗҫ тума хӗтӗртнӗ чухне вара ҫавна тума питӗ йывӑр пулса тӑма пултарать. Сана ҫакна тунинче нимӗн япӑххи те ҫук теме пултараҫҫӗ. Анчах ҫакӑн ҫине Турӑ мӗнле пӑхни кирлӗрех. Вӑл лайӑхрах пӗлет вӗт.
Ыттисем кирек епле ӳкӗтлесен те, пирӗн Турӑ сивлекен ӗҫсене нихӑҫан та тумалла мар. Ун чухне Турӑ пирӗнпе кӑмӑллӑ пулӗ тата эпир Шуйттана савӑнтармӑпӑр.
Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен япӑх ӗҫ тума хистекен илӗртӳсенчен мӗнле пӑрӑнмаллине ытларах пӗлме пултаратпӑр: Псалом 1:1, 2; Ытарӑшсем 1:10, 11; Матфей 26:41 тата 2 Тимофей 2:22.
[52-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисус мӗн ҫинчен аса илме пултарнӑ?
[53-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисуса илӗртнӗ чухне Шуйттан ӑна чулсенчен мӗн тума сӗннӗ?
[55-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗншӗн Сатана Иисуса ҫак патшалӑхсене пурне те сӗнме пултарнӑ?
[55-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Илӗртӳпе тӗл пулсан эсӗ мӗн тӑвӑн?
[56-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Турра пуҫҫапнӑ чухне тӗрлӗрен япаласемпе усӑ курни мӗншӗн тӗрӗс мар?