10-МӖШ СЫПӐК
Иисус демонсенчен вӑйлӑрах
ЭСӖ астӑватӑн-и, мӗншӗн Туррӑн ангелӗсенчен пӗри Сатана Шуйттан пулса тӑнӑ? ~ Вӑл Турра хирӗҫ кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн япӑх шухӑш-ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртесшӗн пулнӑ. Унӑн ыттисене хӑйне пуҫҫаптарас килнӗ. Ытти ангелсем вара Сатана хыҫҫӑн кайнӑ-и? ~ Ҫапла, кайнӑ. Библире вӗсем пирки Сатанан ангелӗсем, е демонсем, тенӗ (Ӳлӗмхине 12:9).
Ҫак япӑх ангелсем, е демонсем, Турӑ пуррине ӗненеҫҫӗ-и? ~ Ҫапла, демонсем Турӑ пуррине ӗненеҫҫӗ, ҫавӑн ҫинчен Библире ҫырнӑ (Иаков 2:19). Анчах та халӗ вӗсем хӑранипе чӗтресе тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем тунӑ мӗнпур усал ӗҫӗшӗн Турӑ наказани парасса пӗлеҫҫӗ вӗт. Вӗсем мӗн япӑххине тунӑ-ха? ~
Библире каланӑ тӑрӑх, ҫак ангелсем арҫынсем пек пурӑнас тесе пӗлӗтри килне хӑварнӑ та ҫӗр ҫине аннӑ. Ҫакна вӗсем ҫӗр ҫинче пурӑнакан илемлӗ хӗрарӑмсемпе ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗрес тесе тунӑ (Пултарни 6:1, 2; Иуда 6). Ар ҫыхӑнӑвӗ ҫинчен эсӗ мӗн пӗлетӗн? ~
Ар ҫыхӑнӑвӗ вӑл — арҫынпа хӗрарӑм питӗ-питӗ ҫывӑх пулни. Ун хыҫҫӑн амӑшӗн варӗнче ача ӳсме тытӑнма пултарать. Анчах та ангелсен ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗме юраман пулнӑ. Турӑ ҫакӑн пек ҫывӑхланма упӑшкипе арӑмне кӑна ирӗк панӑ. Ача ҫуралсан вӗсем уншӑн тӑрӑшма пултараҫҫӗ-ҫке.
Ангелсем ҫынсенни пек кӗлеткеллӗ пулса тӑнӑ та ҫӗр ҫинчи хӗрарӑмсемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ, ҫакӑ вара Турӑ саккунӗсене хирӗҫленӗ. Вӗсен ҫуралнӑ ачисем ӳссе пынӑҫемӗн улӑпсем пулса тӑнӑ. Вӗсем питӗ хаяр пулнӑ тата ҫынсене усал тунӑ. Ҫӗре улӑпсемпе мӗнпур усал ҫынран тасатас тесе Турӑ пӗтӗм ҫӗре шыв илтернӗ. Анчах та вӑл Ноя ковчег, е тӗлӗнмелле пысӑк карап, тума тата тӗрӗс ӗҫсем тӑвакансене ҫӑлма хушнӑ. Аслӑ Вӗрентекен ҫӗре шыв илнӗ чухне мӗн пулса иртнине асра тытни питӗ кирлӗ тенӗ (Пултарни 6:3, 4, 13, 14; Лука 17:26, 27).
Ҫӗре шыв илнӗ чухне япӑх ангелсемпе мӗн пулса тухнине пӗлетӗн-и? ~ Вӗсем этем кӗлеткине хӑварса пӗлӗте таврӑннӑ. Анчах та вӗсем малашне Турӑ ангелӗсем пулма пултарайман, ҫавӑнпа вӗсем Сатана ангелӗсем, е демонсем, пулса тӑнӑ. Вӗсен ачисемпе, улӑпсемпе, вара мӗн пулнӑ-ши? ~ Ҫӗре шыв илнӗ чухне вӗсем вилнӗ. Турра итлемен ҫынсемпе пуринпе те ҫавнашкалах пулса тухнӑ.
Ҫӗре шыв илнӗ вӑхӑтранпа Турӑ демонсене ҫынсем евӗрлӗ пулма урӑх ирӗк паман. Эпир демонсене курма пултараймастпӑр пулин те, вӗсем унчченхи пекех ҫынсене усал ӗҫсем тума хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем нихҫанхинчен те ытларах инкек-синкек кӳреҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсене пӗлӗтрен сирпӗнтерсе антарнӑ.
Пӗлетӗн-и, эпир мӗншӗн демонсене курма пултараймастпӑр? ~ Мӗншӗн тесен вӗсен кӗлетки ҫынсенни пек мар, куҫа курӑнмасть. Анчах та вӗсем пурри пирки иккӗленме кирлӗ мар. Библире Сатана пӗтӗм тӗнчери ҫынсене илӗртсе улталать тата демонсем ӑна ҫавна тума пулӑшаҫҫӗ тенӗ (Ӳлӗмхине 12:9, 12).
Шуйттанпа унӑн демонӗсем пире те улталама пултараҫҫӗ-и? ~ Ҫапла, эпир асӑрхануллӑ пулмасан, пултараҫҫӗ. Анчах та пирӗн вӗсенчен хӑрама кирлӗ мар. Аслӑ Вӗрентекен каланӑ: «Манра ун валли нимӗн те ҫук». Эпир Турӑпа туслӑ пулсан, вӑл пире Шуйттанпа унӑн демонӗсенчен хӳтӗлет (Иоанн 14:30).
Демонсем пире мӗнле япӑх ӗҫсем тума хистеме пултарнине пӗлмелле. Атя шухӑшласа пӑхар. Демонсем ҫӗр ҫинче мӗнле усал ӗҫсем тунӑ? ~ Ҫӗре шыв илес умӗн вӗсем хӗрарӑмсемпе ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗнӗ, ангелсен вара ҫакна тума юраман пулнӑ. Ҫынсем Турӑ ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшӗпе панӑ саккунсене пӑсни демонсене паян та килӗшет. Кала-ха, камсем кӑна ар ҫыхӑнӑвне кӗме пултараҫҫӗ? ~ Тӗрӗс, мӑшӑрланнисем кӑна.
Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр ачасем ар ҫыхӑнӑвне кӗреҫҫӗ, анчах вӗсен ҫакна тума юрамасть. Библире арлӑх органӗсем ҫинчен каланӑ (Саккуна астутарни 23:1). Кӗлеткен ҫак пайӗсене Иегова ятарлӑ тӗллевпе тунӑ, мӑшӑрланнӑ ҫынсен кӑна вӗсемпе усӑ курма ирӗк пур. Ҫынсем Иегова сивлекен ӗҫсем тӑваҫҫӗ пулсан, демонсем савӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, арҫын ачапа хӗрача пӗр-пӗрин арлӑх органӗсемпе выляҫҫӗ пулсан, демонсене савӑнтараҫҫӗ. Пирӗн вара вӗсене савӑнтарас килмест, ҫапла-и? ~
Демонсем юратакан, анчах та Иегова сивлекен ӗҫ татах пур. Пӗлетӗн-и, мӗнле ӗҫ? ~ Пусмӑр (Псалом 10:5). Пусмӑр вӑл — ҫынсем хӑйсене хаяррӑн тытни, ыттисене усал туни. Аса ил-ха, улӑпсем те, демонсен ывӑлӗсем, шӑпах ҫавнашкал пулнӑ.
Ҫавӑн пекех демонсем ҫынсене хӑратма юратаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем ыттисене вилнӗ ҫынсем пек курӑнаҫҫӗ. Демонсем вилнӗ ҫынсен сассипе те калаҫма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем ҫын вилнӗ хыҫҫӑн та пурӑннӑ пек тата чӗррисемпе калаҫма пултарнӑ пек кӑтартса нумай ҫынна улталаҫҫӗ. Ҫапла, демонсем нумайӑшне ҫын вилсен те чунӗ пурӑнать тесе ӗнентересшӗн.
Сатанапа унӑн демонӗсем пире ан улталаччӑр тесен пирӗн питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Библи Сатана хӑйне лайӑх ангел пек кӑтартма тӑрӑшни пирки асӑрхаттарать. Уншӑн ӗҫлекенсем те ҫавнах тӑваҫҫӗ (2 Коринф 11:14, 15). Тӗрӗссипе вара демонсем питӗ усал. Вӗсем пире те хӑйсем пек тӑвас тесе мӗнле хистесе тӑнине атя пӑхса тухар.
Шухӑшласа пӑх-ха, ҫынсем пусмӑрлама, Турӑ саккунӗсене хирӗҫлекен ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗме ӑҫтан вӗренеҫҫӗ тата вилӗмсӗр чунсем ҫинчен ӑҫтан пӗлеҫҫӗ? ~ Телевизор курнӑ чухне мар-и вара? Компьютер вӑййисемпе видеовӑйӑсем вылянӑ чухне, Интернетпа усӑ курнӑ чухне, комикссем вуланӑ чухне мар-и-ха вара? Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫаксем кампа туслашма пулӑшаҫҫӗ: Турӑпа-и е Шуйттанпа тата унӑн демонӗсемпе? ~
Сан шутпа, пире мӗнпур япӑххине кам пӑхтарасшӑн тата итлеттересшӗн? ~ Ҫапла, Сатанапа унӑн демонӗсем. Ҫавӑнпа санӑн та, манӑн та мӗн тумалла? ~ Пирӗн хамӑра мӗн усӑ парать тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме мӗн пулӑшать, ҫавна вуламалла, итлемелле тата пӑхмалла. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫакӑн шутне мӗн кӗрет? ~
Эпир тӗрӗс ӗҫсем тӑватпӑр пулсан, пирӗн демонсенчен хӑрама кирлӗ мар. Иисус вӗсенчен чылай вӑйлӑрах тата вӗсем хӑйсем те унран ҫав тери хӑраҫҫӗ. Пӗррехинче Иисуса демонсем хӑраса каланӑ: «Эсӗ пире пӗтерме килнӗ!» (Марк 1:24.) Палӑртса хунӑ вӑхӑтра Иисус Сатанапа унӑн демонӗсене пӗтернӗ чухне эпир мӗн тери савӑнӑпӑр! Ҫапла вӗт? ~ Унччен вара, эпир Иисуспа тата унӑн Ашшӗпе туслӑ пулсан, Иисус пире демонсенчен хӳтӗлессе ҫирӗп шанма пултаратпӑр.
Пирӗн мӗн тумалли ҫинчен атя вулар: 1 Петр 5:8, 9 тата Иаков 4:7, 8.
[57-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак ангелсем мӗнле япӑх ӗҫ тунӑ?
[58-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗншӗн халӗ ҫӗр ҫинче пурӑнма нихҫанхинчен те йывӑр?
[60-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Пусмӑрланине пӑхатпӑр пулсан мӗн пулса тухма пултарать?
[61-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗн туни пире усӑ парать?