Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 13 сыпӑк, 72—76 с.
  • Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ ҫынсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ ҫынсем
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус вӗренекенсене хатӗрлеме пуҫлать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус вуникӗ апостол суйласа илет
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус ту ҫинче вӗрентет
    Библи калавӗсен кӗнеки
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 13 сыпӑк, 72—76 с.

13-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ ҫынсем

ТУРРӐН чи лайӑх ӗҫлекенӗ кам пулнӑ? ~ Тӗрӗс, Иисус Христос. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, эпир Иисус пекех пулма пултаратпӑр-и? ~ Ҫапла, Библире вӑл пире хӑй пек пулма тӗслӗх кӑтартнӑ тенӗ. Иисус пире хӑйӗн вӗренекенӗсем пулса тӑма чӗнет.

Иисусӑн вӗренекенӗ пуласси мӗне пӗлтернине эсӗ пӗлетӗн-и? ~ Атя пӑхар. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн унран вӗренмелле. Анчах та ҫакӑ йӑлтах мар-ха. Пирӗн вӑл мӗн каланине пӗтӗм чӗререн ӗненмелле. Унӑн сӑмахӗсене ӗненетпӗр пулсан, вӗсене тытса тӑмалла.

Нумайӑшӗ Иисуса ӗненетпӗр теҫҫӗ. Анчах та вӗсене пурне те унӑн вӗренекенӗсем теме пулать-и? ~ Ҫук, ытларахӑшӗ пирки ҫакна калаймӑн. Вӗсем, тен, чиркӗве ҫӳреҫҫӗ. Апла пулин те вӗсенчен чылайӑшӗ Иисус мӗне вӗрентнипе нихӑҫан та интересленмен. Иисусран тӗслӗх илекенсем кӑна унӑн вӗренекенӗсем шутланаҫҫӗ.

Атя Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтри унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсемпе паллашар. Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсенчен пӗри Филипп пулнӑ. Филипп хӑйӗн тусне Нафанаила (унӑн тепӗр ячӗ — Варфоломей) шырама каять, унӑн тусӗ вара йывӑҫ айӗнче ларать, ҫавна ӳкерчӗкре кӑтартнӑ. Нафанаил Иисус патне пырсан Аслӑ Вӗрентекен калать: «Акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук». Нафанаил тӗлӗнсе ыйтать: «Эсӗ мана ӑҫтан пӗлетӗн?»

«Хӑвна Филипп чӗничченех, эсӗ смоква йывӑҫӗ айӗнче чухнех, куртӑм Эпӗ сана»,— тет Иисус. Нафанаил тӗлӗнсех каять! Иисус вӑл ӑҫта пулнине тӗп-тӗрӗс пӗлнӗ-ҫке. Ҫавӑнпа Нафанаил калать: «Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ — Израиль Патши» (Иоанн 1:49).

Ыттисем вара Иисус Филиппа Нафанаила хӑй хыҫҫӑн пыма чӗниччен пӗр кун маларах унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ. Кусем Андрейпа унӑн пиччӗшӗ Пётр, ҫавӑн пекех Иоанн тата, тен, унӑн пиччӗшӗ Иаков пулнӑ (Иоанн 1:35—51). Анчах та вӑхӑт иртсен вӗсем пурте каллех хӑйсен унчченхи ӗҫне тума — пулӑ тытма — таврӑнаҫҫӗ. Ҫапла вара пӗррехинче Галилей тинӗсӗ хӗррипе утса пынӑ чухне Иисус тинӗсе тетел ывӑтакан Пётрпа Андрее курать. Иисус вӗсене: «Ман хыҫҫӑн пырӑр»,— тет.

Кӑшт малалла утсан Иисус Иаковпа Иоана курать. Вӗсем хӑйсен ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче тетелӗсене тӳрлетсе тӑраҫҫӗ. Иисус вӗсене те хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнет. Иисус сана хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнчӗ пулсан, эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Эсӗ ним шухӑшласа тӑмасӑр ун хыҫҫӑн кайма килӗшӗттӗн-и? ~ Ҫак ҫынсем Иисус камне тата ӑна Турӑ янине пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем пулӑ тытас ӗҫне тӳрех хӑвараҫҫӗ те ун хыҫҫӑн каяҫҫӗ (Матфей 4:18—22).

Анчах та ҫакӑ халӗ вӗсем яланах тӗрӗссине тӑвасса пӗлтернӗ-и? ~ Ҫук, пӗлтермен. Вӗсем хӑйсен хушшинче хӑшӗ чи асли пирки тавлашнине аса ил-ха. Апла пулин те вӗсем Иисуса итленӗ те улшӑнма тӑрӑшнӑ. Эпир те улшӑнма хатӗр пулсан Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пултаратпӑр.

Иисус тӗрлӗ ҫынсене хӑйӗн вӗренекенӗсем пулма чӗннӗ. Пӗррехинче пӗр пуян ҫамрӑк пуҫлӑх Иисус патне пынӑ та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен хӑйӗн мӗн тумалли ҫинчен ыйтнӑ. Ҫак ҫын Туррӑн заповечӗсене мӗн ачаранпах тытса тӑратӑп тенӗ. Вара Иисус ӑна: «Ман хыҫҫӑн пыр»,— тенӗ. Вӑл мӗн тунине пӗлетӗн-и? ~

Иисусӑн вӗренекенӗ пуласси пуянлӑхран кирлӗреххине пӗлсен вӑл салхуланнӑ. Вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑман, мӗншӗн тесен Турӑран ытларах укҫана юратнӑ (Лука 18:18—25).

Иисус сӑваплӑ ӗҫе ҫулталӑк ҫурра яхӑн тунӑ хыҫҫӑн хӑйӗн вӗренекенӗсенчен 12 апостола суйласа илнӗ. Ҫак ҫынсене вӑл ятарлӑ ӗҫ тума янӑ. Вӗсен ячӗсене пӗлетӗн-и? ~ Атя кашнин ятне астуса юлма тӑрӑшар. Ҫакна тума пире ӳкерчӗксем пулӑшӗҫ. Апостолсен ячӗсене каласа пӑх-ха. Халӗ вара ҫакна тепӗр хут ту, анчах кӗнекене ан пӑх.

Шел пулин те, вӑхӑт иртсен апостолсенчен пӗри япӑхланса кайнӑ. Вӑл Иуда Искариот ятлӑ пулнӑ. Ун вырӑнне апостол пулма урӑх ҫынна суйласа илнӗ. Ӑна мӗнле чӗннине пӗлетӗн-и? ~ Ма́тфий. Каярахпа Павелпа Варнава та апостолсем пулса тӑнӑ, анчах та вӗсем вуникӗ апостол шутне кӗмен (Апостолсен ӗҫӗсем 1:23—26; 14:14).

Иисус ачасем валли вӑхӑт уйӑрнӑ, ҫакна эпир 1-мӗш сыпӑкра пӑхса тухнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫакна вӑл мӗншӗн тунӑ? ~ Вӑл вӗсем хӑйӗн вӗренекенӗсем пулса тӑма пултарнине пӗлнӗ. Ачасен сӑмахӗсем те ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсене Аслӑ Вӗрентекен ҫинчен ытларах пӗлме тата итлеме хавхалантарма пултараҫҫӗ.

Иисусӑн вӗренекенӗсем хушшинче хӗрарӑмсем те нумай пулнӑ. Иисус ытти хуласене ырӑ хыпар пӗлтерме кайнӑ чухне вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем унпа пӗрле ҫӳренӗ, тӗслӗхрен, Мария Магдалина, Иоанна тата Сусанна. Тен, вӗсем ун валли апат хатӗрленӗ тата тумтирне те ҫунӑ пулӗ (Лука 8:1—3).

Санӑн вара Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑрас килет-и? ~ Асра тыт: эпӗ унӑн вӗренекенӗ тени ҫеҫ сахал. Пирӗн хамӑра кирек ӑҫта та унӑн вӗренекенӗсем пек тытмалла, христиансен тӗлпулӑвӗсенче кӑна мар. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, пухусемсӗр пуҫне, пирӗн тата ӑҫта хамӑра Иисусӑн вӗренекенӗсем пек тытмалла? ~

Ҫапла, килте. Пирӗн шкулта та чӑн христиансем пек пулмалла. Санӑн та, манӑн та ҫакна асра тытмалла: Иисусӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗ пулас тесен пирӗн кунран кун, кирек ӑҫта пулсан та, яланах ун пек пулма тӑрӑшмалла.

Халӗ вара Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫинчен Библире мӗн каланине атя пӗрле вулар: Матфей 28:19, 20; Лука 6:13—16; Иоанн 8:31, 32 тата 1 Петр 2:21.

[72-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ҫак ҫын кам тата вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ мӗнле пулса тӑнӑ?

[73-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Иисус камсене хӑйӗн вӗренекенӗсем пулма чӗнет?

[75-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Пётр

Андрей

Иаков (Иоанн пиччӗшӗ)

Иоанн

Филипп

Нафанаил

Матфей

Фома

Иаков (Алфей ывӑлӗ)

Симон

Иуда (Фаддей тесе те чӗннӗ)

Иуда Искариот

[76-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иисуса пулӑшнӑ ҫак хӗрарӑмсем камсем?

[76-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Пирӗн хамӑра ӑҫта Иисусӑн вӗренекенӗсем пек тытмалла?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр