22-МӖШ СЫПӐК
Мӗншӗн суйма юрамасть?
КАЛӐПӐР, хӗрача амӑшне ҫапла калать: «Эпӗ уроксем хыҫҫӑн тӳрех киле килӗп». Анчах та хӑй тусӗсемпе выляма юлать, кайран вара амӑшне: «Мана вӗрентекен юлма ыйтрӗ»,— тет. Ҫапла туни лайӑх-ши? ~
Е арҫын ача ашшӗне калама пултарать: «Ҫук, атте, эпӗ килте мечӗкпе выляман». Чӑннипе вара апла мар пулсан? Эпӗ мечӗкпе выляман тени тӗрӗс пулать-ши вара? ~
Аслӑ Вӗрентекен пирӗн ӗҫсем тӗрӗс пулччӑр тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ. Вӑл каланӑ: «Сирӗн сӑмахӑр „ҫапла, ҫапла“ е „ҫук, ҫук“ тени анчах пултӑр; унтан ытлашши усалтан вӑл» (Матфей 5:37). Иисус ҫак сӑмахсемпе мӗн каласшӑн пулнӑ? ~ Вӑл пирӗн ӗҫсен сӑмахсемпе килӗшӳллӗ пулмаллине кӑтартасшӑн пулнӑ.
Библире яланах чӑннине калани питӗ кирлине кӑтартакан тӗслӗх пур. Ҫак тӗслӗх Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ икӗ ҫын ҫинчен. Вӗсемпе мӗн пулнине атя пӑхса тухар.
Иисус вилнӗренпе икӗ уйӑха яхӑн иртнӗ. Иерусалима иудейсен чи пысӑк уявне, Аллӑмӗш кун уявне, питӗ аякри вырӑнсенчи ҫынсем нумаййӑн пуҫтарӑннӑ. Пётр апостол халӑх умӗнче сӑмах каланӑ. Вӑл Иисус ҫинчен тата Турӑ ӑна чӗртсе тӑратни ҫинчен каласа панӑ. Иерусалима килнисенчен чылайӑшӗ Иисус ҫинчен пӗрремӗш хут илтнӗ. Халӗ вӗсен ун ҫинчен тата ытларах пӗлес килнӗ. Вӗсем мӗн тунӑ-ха?
Вӗсем Иерусалимра тепӗртак юлма шут тытнӑ. Анчах та вӗсем унта хӑйсем шутланинчен те ытларах пулнӑ. Кӗҫех вӗсен укҫи-тенки пӗтсе ҫитнӗ — ҫимелли илме те юлман. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен Иерусалимри вӗренекенсем ҫав ҫынсене пулӑшас тенӗ. Вӗренекенсенчен нумайӑшӗ хӑйсен пурлӑхне сутнӑ та укҫине вара Иисусӑн апостолӗсем патне илсе пынӑ. Ҫав укҫана апостолсем нушана кӗрсе ӳкнӗ ҫынсене панӑ.
Ананияпа унӑн арӑмӗ Сапфира та — Иерусалим пухӑвӗнчи ҫынсем — хӑйсен уй-хирне сутса янӑ. Вӗсене никам та ирӗксӗрлемен. Вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе уй-хирне сутнӑ. Анчах та ҫавна Иисусӑн ҫӗнӗ вӗренекенӗсене юратнӑран мар, ыттисем умӗнче лайӑх ҫынсем пек курӑнас килнӗрен тунӑ. Ҫавӑнпа вӗсем ыттисене пулӑшма хӑйсен мӗнпур укҫине паратпӑр тесе калама шут тытнӑ. Чӑннипе вара укҫан пӗр пайне кӑна парасшӑн пулнӑ, ыттине вара хӑйсене валли хӑварас тенӗ. Эсӗ ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑн? ~
Акӑ Анания апостолсем патне пырать те ҫав укҫана вӗсене парать. Анчах та Турӑран нимӗн те пытарма ҫук. Иегова ҫакӑ уй-хире сутса илнӗ укҫан пӗр пайӗ пулнине пӗлет. Ҫавӑнпа Турӑ Пётр апостола Анания суйнине уҫса парать.
Пётр калать: «Анания, мӗншӗн эсӗ шуйттана хӑвӑн чӗрӳне пӑхӑнтарма ирӗк патӑн? Уй-хир хӑвӑнах марччӗ-и вара? Сана ӑна сутма никам та ирӗксӗрлемен. Уй-хире сутсан та эсӗ укҫапа хӑв мӗн тӑвас тенине тума пултарнӑ. Мӗншӗн эсӗ пире пӗтӗм укҫана патӑм терӗн, ҫакӑ вӗт пӗр пайӗ кӑна? Эсӗ пире кӑна мар суйрӑн. Эсӗ Турра суйрӑн».
Ҫакӑ мӗн тери хӑрушӑ пулнӑ. Анания суйнӑ! Вӑл калама пӗр тӗрлӗ каланӑ, хӑй вара пачах урӑхла тунӑ. Вӑл чӑннине пытарнӑ. Библире малалла мӗн пулса иртнине ҫырса панӑ: «Пётр сӑмахӗсене илтсенех Анания вилсе выртнӑ». Ҫакна Турӑ тунӑ. Кӗҫех Ананияна илсе тухса кайнӑ та пытарнӑ.
Виҫӗ сехете яхӑн вӑхӑт иртсен апостолсем патне Сапфира килет. Вӑл упӑшкипе мӗн пулса иртнине пӗлмест. Ҫавӑнпа Пётр ыйтать: «Кала-ха, эсир хӑвӑрӑн ҫӗре шӑп пире панӑ чухлӗ сутрӑр-и?»
«Ҫапла,— хуравлать Сапфира,— сире мӗн чухлӗ патӑмӑр, ҫав хакпа сутрӑмӑр». Анчах та вӑл суйнӑ. Уй-хире сутсан вӗсем укҫан пӗр пайне пытарса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ Сапфирӑна та вилмелле тӑвать (Апостолсен ӗҫӗсем 5:1—11).
Ананияпа тата Сапфирӑпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? ~ Ҫакӑ пире Турӑ суеҫӗсене юратманнине кӑтартса парать. Вӑл пире яланах тӗрӗссине калаттарасшӑн. Анчах та чылайӑшӗ суйни-улталанинче нимӗн япӑххине те курмаҫҫӗ. Эсӗ вара ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑн? ~ Пур чир те, хӗн-асап та, вилӗм те суя пирки пуҫланса кайнӑ, эсӗ ҫавна пӗлнӗ-и? ~
Астӑватӑн-и, эпир Шуйттан пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, суйни ҫинчен калаҫнӑччӗ. Вӑл Евӑна эсӗ Турра итлемесен те, ҫиме хушман ҫимӗҫе ҫисен те, вилместӗн тесе шантарса каланӑ. Ева Шуйттанӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ те ҫимӗҫе ҫинӗ. Вӑл Адама та ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫиме ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла вӗсем ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ тата вӗсен ачисем те ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ. Ҫавӑнпа та Адам тӑхӑмӗсем пурте асапланаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ пурте мӗнрен пуҫланса кайнӑ-ха? ~ Йӑлтах суяран пуҫланнӑ.
Акӑ мӗншӗн Иисус Сатана пирки «ултавҫӑ, ултав ашшӗ» тенӗ! Тӗнчери пӗрремӗш суя сӑмахсене шӑпах вӑл каланӑ-ҫке. Ҫынсем суяҫҫӗ пулсан Шуйттан тунинех тӑваҫҫӗ. Ҫакна асра тытмалла, уйрӑмах тӗрӗс маррине калас килнӗ чухне (Иоанн 8:44).
Анчах та хӑҫан суяс килсе кайма пултарать? ~ Эпир мӗн те пулин япӑххине тунӑ хыҫҫӑн мар-и? ~ Тӗслӗхрен, эсӗ асӑрхамасӑр мӗн те пулин ӳкерсе ҫӗмӗрме пултарнӑ. Паллах, эсӗ ҫакна тӑвасшӑн пулман. Анчах та санран ҫакна кам турӗ тесе ыйтсан эсӗ шӑллу е йӑмӑку ҫине йӑвантарма пуҫлӑн-и? Е хӑвна ҫакӑ мӗнле пулса иртнине пӗлмен пек тытӑн? ~
Акӑ тепӗр тӗслӗх: санӑн килти ӗҫ тумалла, анчах та эсӗ пӗр пайне кӑна тунӑ. Эсӗ пӗтӗмпех турӑм тени тӗрӗс пулать-ши? ~ Ананияпа Сапфирӑна асра тытмалла. Вӗсем тӗрӗссине веҫех каламан, ҫавӑнпа пурнӑҫне ҫухатнӑ. Турӑ вӗсене вилмелле тунӑ, ҫапла вӑл суя ҫине хӑй мӗнле пӑхнине кӑтартнӑ.
Ҫавӑнпа та эпир кирек мӗнле япӑх ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн тӗрӗссине каламаспӑр пулсан, япӑхрах ҫеҫ тӑватпӑр. Ҫавӑн пекех ҫурри тӗрӗс, ҫурри тӗрӗс мар та калама юрамасть. Библире каланӑ: «Чӑннине калӑр». Ҫавӑн пекех: «Пӗр-пӗрин ҫинчен ан суеҫтерӗр». Иегова яланах чӑннине калать, вӑл пире те ҫавӑн пек тутарасшӑн (Эфес 4:25; Колоссӑ 3:9).
Пирӗн яланах тӗрӗссине каламалла. Ҫак шухӑша ҫак сӑвӑ йӗркисенче палӑртнӑ: Тухни 20:16; Ытарӑшсем 6:16—19; 12:19; 14:5; 16:6 тата Еврейсем 4:13.
[117-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Хӑҫан тӗрӗс маррине калас килет?
[118-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак арҫын ача мӗн япӑххине тунӑ?
[119-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Анания Пётра мӗнле улталанӑ?
[120-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Улталанӑ хыҫҫӑн Ананияпа мӗн пулса тухнӑ?
[121-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус каланӑ тӑрӑх, чи пӗрремӗш кам суйнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?