31-МӖШ СЫПӐК
Чун канӑҫлӑхне мӗнле тупмалла?
ЭСӖ хӑҫан та пулин куляннӑ-и тата хӑвна пӗчченӗн туйнӑ-и? ~ Тен, сана хӑвна никам та юратман пек туйӑннӑ? ~ Хӑш-пӗр ачасен ҫавнашкал туйӑмсем пулаҫҫӗ. Анчах та Турӑ: «Эпӗ сана манмӑп» — тесе сӑмах парать (Исаия 49:15). Ҫакӑ мӗн тери лайӑх, ҫапла вӗт? ~ Ҫапла, Иегова Турӑ пире чӑнахах та юратать!
Библире мана аттем е аннем пӑрахсан та, Ҫӳлхуҫамӑм хапӑл тӑвӗ мана тенӗ (Псалом 26:10). Ҫакӑ пире чӑннипех те йӑпатать, ҫапла-и? ~ Иегова шантарса калать: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ. Эпӗ сана пулӑшӑп» (Исаия 41:10).
Апла пулсан та Иегова хӑш-пӗр чухне Сатанана пире сӑтӑр тума ирӗк парать. Иегова ӑна хӑйӗн ӗҫлекенӗсен ӗненӗвне тӗрӗслеме те чармасть. Пӗррехинче Шуйттана пула Иисус питӗ хытӑ асапланнӑ, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑна йӑлӑннӑ: «Эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! Мӗншӗн эсӗ мана пӑрахрӑн?» (Матфей 27:46.) Иисус асап тӳснӗ пулсан та, хӑйне Иегова юратни пирки нихӑҫан та иккӗленмен (Иоанн 10:17). Ҫавӑн пекех Турӑ Сатанана хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тӗрӗслеме тата асап кӳме ирӗк пани пирки Иисус пӗлнӗ. Мӗншӗн Турӑ Сатанана ҫакна тума ирӗк пани ҫинчен эпир ҫитес сыпӑксенчен пӗринче пӗлӗпӗр.
Пӗчӗк ачасен хӑрасси пулкалать. Аса ил-ха, эсӗ хӑҫан та пулин ҫӗтсе кайнӑ-и? ~ Ун чухне эсӗ хӑрарӑн-и? ~ Нумай ача хӑранӑ пулӗччӗ. Пӗррехинче Аслӑ Вӗрентекен пӗрескер ҫӗтсе кайни ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Ҫӗтсе ҫӳрекенни вара ача мар. Ку сурӑх путекки пулнӑ.
Хӑш-пӗр енчен эсӗ те путек евӗрлӗ. Хӑш енчен-ха? Сурӑхсем пысӑк та мар, вӑйлӑ та мар. Вӗсемшӗн яланах тӑрӑшмалла тата вӗсене хӳтӗлемелле. Сурӑхсем пӑхакан ҫынна кӗтӳҫӗ теҫҫӗ.
Иисус пӗр кӗтӳҫӗ ҫинчен каласа панӑ, унӑн вара ҫӗр сурӑх пулнӑ. Анчах та кайран пӗр путекӗ ҫухалса юлнӑ. Унӑн сӑрт хыҫӗнче мӗн пуррине курас килнӗ пулӗ. Кӗҫех вӑл кӗтӳрен тӑрса юлнӑ та ҫӗтсе кайнӑ. Шухӑшласа пӑх-ха, чӑнкӑ ҫыран хӗрринче хӑй пӗр-пӗччен пулнине курсан вӑл мӗн туйнӑ-ши? Вӑл питӗ хӑранӑ пулӗ, аха-и? ~
Акӑ кӗтӳҫӗ хӑйӗн пӗр путекӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн халӗ мӗн тумалла-ши? Вӑл: «Ҫак путек хӑех айӑплӑ. Ҫав таран аякка кайма кам хушнӑ ӑна? Маншӑн пурпӗрех»,— тесе шутлӗ-и? Е вӑл хӑйӗн 99 сурӑхне хӳтлӗхре хӑварӗ те ҫухалнӑ путекне шырама кайӗ? Пӗр сурӑх путеккишӗнех ҫав таран вӑй хумалла-ши? ~ Ҫав ҫухалнӑ путек вырӑнӗнче эсӗ пулнӑ пулсан, санӑн кӗтӳҫе хӑвна шыраттарас килӗччӗ-и? ~
Кӗтӳҫӗ хӑйӗн сурӑхӗсене пурне те, ҫав шутра ҫухалнӑ путекне те, питӗ хытӑ юратнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна шырама кайнӑ. Шухӑшласа пӑх-ха, кӗтӳҫе курсан путек мӗн тери савӑннӑ! Кӗтӳҫӗ те путекне тупсан питӗ хӗпӗртенӗ тенӗ Иисус. Вӑл ҫав путекшӗн хӑйӗн ҫухалман 99 сурӑхӗшӗн савӑннинчен те ытларах савӑннӑ. Анчах та Иисус каласа панӑ ытарӑшри кӗтӳҫӗ кама сӑнарлать? Кӗтӳҫӗ хӑйӗн сурӑхӗсене юратса пӑхнӑ пекех кам пирӗншӗн ҫавнашкалах тӑрӑшать? ~ Иисус каланӑ тӑрӑх, ку унӑн пӗлӗтри Ашшӗ. Иисусӑн Ашшӗ вара — Иегова.
Иегова Турӑ — хӑйӗн халӑхӗн Аслӑ Кӗтӳҫи. Вӑл хӑйӗн пур ӗҫлекенне те, сан пек ҫамрӑккисене те, юратать. Вӑл пирӗнпе ним япӑххи те пулса ан тухтӑрччӗ тет. Вӑл пирӗншӗн ҫавӑн пек тӑрӑшни ҫинчен пӗлни чуна лӑплантарать! (Матфей 18:12—14.)
Эсӗ Иегова Турра чӑнах та ӗненетӗн-и? ~ Сан шутпа, вӑл чӑнннипех пур-и? ~ Паллах ӗнтӗ, эпир Иеговӑна курма пултараймастпӑр. Вӑл пӗлӗтре пурӑнать вӗт. Ҫавӑнпа ӑна этем куҫӗпе курма ҫук. Анчах вӑл чӑнах та пур тата пире курать. Вӑл пире хӑҫан пулӑшу кирлине пӗлет. Кӗлтунӑ чухне эпир унпа ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫма пултаратпӑр. Иегова пире хӑйӗнпе питӗ калаҫтарасшӑн.
Ҫавӑнпа та сана кичем пулсан е хӑвна пӗчченӗн туятӑн пулсан, мӗн тумалла? ~ Ҫавӑн ҫинчен Иеговӑна каласа пар. Унпа ҫывӑхлан, вара вӑл санӑн чӗрӳне лӑплантарӗ тата пулӑшӗ. Асра тыт: эсӗ хӑвна пӗчченӗн туйнӑ чухне те Иегова сана юратать. Библи ил-ха, 22-мӗш Псалома уҫ. 1-мӗш сӑвӑ йӗркинчен пуҫласа кунта каланӑ: «Ҫӳлхуҫа — манӑн Кӗтӳҫӗм; эпӗ ҫитменни мӗнне пӗлмӗп: Вӑл мана тулӑх улӑхсенче канлӗн ҫӳретет, мана лӑпкӑ шыв хӗррине илсе ҫӳрет».
Асӑрхаса пӑх-ха, 4-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫакӑн пек калани те пур: «Вилӗм ӗмӗлки тӑракан айлӑмпа кайсассӑн та усалтан хӑрамӑп эпӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ манпа пӗрле; Санӑн тую, Санӑн патакку — ҫавсем канлӗ усраҫҫӗ мана». Иегова Турра пуҫҫапакансем хӑйсене ҫапла туяҫҫӗ. Йывӑр вӑхӑтра та вӗсен чӗринче лӑпкӑлӑх пулӗ. Эсӗ хӑвна ҫакӑн пек туятӑн-и? ~
Иегова, юратакан кӗтӳҫӗ пекех, хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшать. Иегова вӗсене тӗрӗс ҫул кӑтартса пырать, лешӗсем вара пархатарлӑ пулса хӑйсен Кӗтӳҫи хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Ҫак ҫул ҫинче йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та вӗсен хӑрама кирлӗ мар. Кӗтӳҫӗ сурӑхсене тискер чӗрчунсенчен хӳтӗлес тесе яланах туяпа е патакпа ҫӳренӗ. Библире Давид ятлӑ пӗр ҫамрӑк кӗтӳҫӗ ҫинчен каласа панӑ. Вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене арӑсланран тата упаран хӳтӗленӗ (1 Патшасен 17:34—36). Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫавӑн пекех Иегова хӑйсене хӳтӗлессе ҫирӗп шанаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене хӳтлӗхре туяҫҫӗ, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсемпе.
Иегова хӑйӗн сурӑхӗсене чӑнах та юратать тата вӗсемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшать. Библире Иегова, кӗтӳҫӗ пекех, хӑйӗн сурӑхӗсене ертсе пырӗ, путекӗсене вара алли ҫине илсе йӑтса ҫӳрӗ тенӗ (Исаия 40:11).
Иегова ҫакӑн пек юратакан Турӑ пулнине пӗлни чуна лӑплантармасть-и вара? ~ Санӑн унӑн путекӗ пулас килет-и? ~ Сурӑхсем хӑйсен кӗтӳҫӗн сассине тимлеҫҫӗ. Вӗсем яланах унпа юнашар пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Эсӗ вара Иеговӑна итлетӗн-и? ~ Эсӗ унпа туслӑ-и? ~ Апла пулсан, санӑн нихӑҫан та хӑрама кирлӗ мар. Иегова яланах санпа юнашар пулӗ.
Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн юратса тӑрӑшать. Атя ҫавӑн ҫинчен ҫак сӑвӑ йӗркисенче мӗн каланине пӗрле вулар: Псалом 36:25; 54:23 тата Лука 12:29—31.
[163-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Сан шутпа, ҫак ҫӗтсе кайнӑ путек мӗн туять-ши?
[164-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Хӑйӗн путекне шыраса тупнӑ кӗтӳҫе кампа танлаштарма пулать?
[165-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Хӑвӑн аҫу е ытти ҫынсем пуррине ӗненнӗ пекех, Иегова пуррине эсӗ ҫирӗп ӗненетӗн-и?
[166-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак хӑюллӑ кӗтӳҫӗ пекех, кам пире йывӑр вӑхӑтра пулӑшма пултарать?