37-МӖШ СЫПӐК
Иеговӑпа унӑн Ывӑлне асра тыт
САНА питӗ чаплӑ парне пачӗҫ тейӗпӗр. Эсӗ мӗн тӑвӑн? ~ Эсӗ тав тӑвӑн та ӑна кам парнеленине манса кайӑн-и? Е ҫав ҫынна тата вӑл саншӑн мӗн тунине асра тытӑн? ~
Иегова Турӑ пире питӗ чаплӑ парне панӑ. Вӑл ҫӗр ҫине хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн вилме янӑ. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн Иисусӑн пирӗншӗн вилмелле пулнӑ? ~ Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлни питӗ кирлӗ.
Эпир 23-мӗш сыпӑкран Адам, Туррӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр саккунне пӑсса, ҫылӑха кӗнине пӗлтӗмӗр. Адамран, этемлӗхӗн ашшӗнчен, пире пурне те ҫылӑх куҫнӑ. Ҫылӑхран мӗнле хӑтӑлмалла-ши? ~ Пире, сӑнарлӑ каласан, пурнӑҫӗ тӑршшӗпех пӗр ҫитменлӗхсӗр тӑрса юлнӑ ҫӗнӗ атте кирлӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, кам пирӗншӗн ҫавнашкал атте пулса тӑма пултарать? ~ Паллах ӗнтӗ, Иисус.
Иегова Иисуса ҫӗр ҫине Адам вырӑнне пирӗншӗн атте пулса тӑма янӑ. Библире каланӑ: «„Малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чун пулса тӑнӑ“. Иккӗмӗш Адам вара пурнӑҫ паракан Сывлӑш пулса тӑнӑ». Кам малтанхи Адам пулнӑ? ~ Чи пӗрремӗш ҫын, ӑна Турӑ ҫӗрти тӑпраран тунӑ. Иккӗмӗш Адам вара кам? ~ Ку Иисус. Ҫакӑн ҫинчен Библире каланӑ: «Малтанхи этем [Адам] ҫӗрти тӑпраран пулнӑ, иккӗмӗш этем [Иисус] — тӳперен килнӗ» (1 Коринф 15:45, 47, ҪТ; Пултарни 2:7, ҪТ).
Турӑ Иисусӑн пурнӑҫне пӗлӗтрен Мария ятлӑ хӗрарӑмӑн варне куҫарнӑ пирки Иисус ҫине Адамӑн ҫылӑхӗ куҫман. Ҫавӑнпа Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫуралнӑ (Лука 1:30—35). Акӑ мӗншӗн Иисус ҫуралсан ангел кӗтӳҫӗсене каланӑ: «Паян... сирӗн валли Ҫӑлакан ҫуралчӗ» (Лука 2:11). Анчах та Ҫӑлакан пулса тӑриччен пӗчӗк Иисусӑн мӗн тумалла пулнӑ-ха? ~ Ҫапла, унӑн ӳсмелле пулнӑ, Адам пекех, ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пулса тӑмалла пулнӑ. Ун чухне Иисус «иккӗмӗш Адам» пулса тӑнӑ пулӗччӗ.
Пире Ҫӑлакан, Иисус, пирӗншӗн «Ӗмӗрлӗх Ашшӗ» пулать. Ҫавӑн ҫинчен Библире каланӑ (Исаия 9:6, 7). Ҫапла, ҫылӑха кӗрсе ҫитменлӗхлӗ пулса тӑнӑ Адам вырӑнне пӗр ҫитменлӗхсӗр Иисус пирӗн атте пулса тӑма пултарать. Эппин, эпир «иккӗмӗш Адама» хамӑрӑн атте пулма суйласа илме пултаратпӑр. Паллах ӗнтӗ, Иисусӑн та Ашшӗ пур — Иегова Турӑ.
Иисус пирӗншӗн Ҫӑлакан пулса тӑтӑр тесен пирӗн ун ҫинчен ытларах пӗлмелле. Эсӗ астӑватӑн-и, пире мӗнрен хӑтармалла? ~ Ҫапла, Адамран куҫнӑ ҫылӑхпа вилӗмрен. Иисус пирӗншӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне панине тӳлесе илни теҫҫӗ. Тӳлесе илнине тӗпе хурса Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарма пултарать (Матфей 20:28; Рим 5:8; 6:23).
Паллах ӗнтӗ, Турӑпа унӑн Ывӑлӗ пирӗншӗн мӗн тунине эпир яланах асра тытасшӑн, ҫапла мар-и? ~ Пире ҫакна асра тытма Иисус пулӑшса тӑрать. Мӗнле майпа? Атя ҫавӑн ҫинчен пӗлер.
Иерусалимра пӗр ҫуртри ҫӳлти пӳлӗмре Иисуспа унӑн апостолӗсем сӗтел хушшинче лараҫҫӗ. Эсӗ те ҫавӑнта тейӗпӗр. Ҫакӑ ҫӗрле пулса иртет. Сӗтел ҫинче вара — ӑшаланӑ путек, пашалу тата хӗрлӗ эрех. Ку ятарлӑ каҫхи апат. Ӑна мӗншӗн тунине пӗлетӗн-и? ~
Ҫак каҫхи апат ӗлӗк-авал израильтянсем, Туррӑн халӑхӗ, Египетра чурасем пулнӑ чухне Иегова мӗн тунине аса илтерет. Ун чухне Иегова хӑйӗн халӑхне каланӑ: «Кашни кил-йыш пӗр путек пустӑр та унӑн юнне илсе хӑй килӗн алӑкӗн янахӗпе урлавне сӗрсе тухтӑр». Унтан хушса каланӑ: «Киле кӗрӗр те путеке ҫисе ярӑр».
Израильтянсем ҫапла тунӑ та. Шӑпах ҫав каҫ Турӑ ангелӗ Египет ҫӗрӗ урлӑ тухнӑ та нумай ҫемьери малтан ҫуралнисене вӗлернӗ. Анчах та алӑкӑн янахӗпе урлавне путек юнӗ сӗрнӗ килсенче пӗр ача та вилмен. Ангел ҫакӑн пек ҫуртсем патӗнчен иртсе кайнӑ. Ҫакӑ фараона, Египет патшине, питӗ хӑратнӑ, ҫавӑнпа вӑл израильтянсене каланӑ: «Эпӗ сире яратӑп! Тухса кайӑр Египетран!» Вара израильтянсем хӑйсен япалисене ашаксемпе тӗвесем ҫине хунӑ та ҫула тухнӑ.
Хӑйӗн халӑхне хӑй мӗнле хӑтарнине Иегова вӗсене яланах асра тыттарасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл каланӑ: «Паянхи каҫхи апата кашни ҫулах тӑвӑр». Вӗсем ҫак ятарлӑ каҫхи апата Пасха тенӗ. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? ~ Мӗншӗн тесен «Пасха» тени, сӑмахран сӑмах куҫарсан, «иртсе кайни» тенине пӗлтерет, ҫав каҫ вара алӑкӑн янахӗпе урлавне путек юнӗ сӗрнӗ килсенчен Турӑ ангелӗ чӑнах та «иртсе кайнӑ» (Тухни 12:1—13, 24—27, 31).
Иисуспа унӑн апостолӗсем Пасха тунӑ чухне ҫавӑн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Унтан вара Иисус темӗн питӗ кирлине тӑвать. Ҫав вӑхӑт патнелле сутӑнчӑк Иуда апостол кайнӑ ӗнтӗ. Иисус пашалу илет те кӗлтӑвать, унтан ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ май калать: «Илӗр, ҫийӗр». Тата хушса калать: «Ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, вилнӗ чухне эпӗ ӑна сирӗншӗн паратӑп».
Унтан Иисус хӗрлӗ эрех янӑ куркана илет, каллех Турра тав тӑвать те ӑна вӗренекенӗсене панӑ май калать: «Ҫак куркаран пурте ӗҫӗр». Ун хыҫҫӑн ӑнлантарать: «Ку хӗрлӗ эрех ман юна пӗлтерет, кӗҫех вӑл сирӗншӗн тӑкӑнӗ, вара сире ҫылӑхсенчен хӑтарӗ. Мана асӑнса ҫакна тӑвӑр» (Матфей 26:26—28; 1 Коринф 11:23—26).
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйне асӑнса мӗн тума хушнине эсӗ асӑрхарӑн-и? ~ Пасхӑна урӑх уявламалла пулман. Ун вырӑнне вӗсен ҫулталӑкра пӗр хут Иисус ҫинчен тата унӑн вилӗмӗ ҫинчен аса илмешкӗн ятарлӑ каҫхи апат тумалла пулнӑ. Ӑна «Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ» теҫҫӗ. Халӗ эпир ӑна ытларах чухне Христос вилӗмне аса илмелли каҫхи апат тетпӗр. Мӗншӗн-ши? ~ Мӗншӗн тесен ҫак каҫхи апат пире Иисуспа унӑн Ашшӗ, Иегова Турӑ, пирӗншӗн мӗн тунине аса илтерет.
Ҫӑкӑр пире Христосӑн ӳтне аса илтерет. Иисус пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парас тесе хӑйӗн ӳтне хатӗр пулсах панӑ. Хӗрлӗ эрех вара? ~ Унӑн пире Иисусӑн хаклӑ юнне аса илтермелле. Ҫак юн Египетра пуснӑ путекӗн юнӗнчен темӗн чухлӗ хаклӑрах. Мӗншӗнне пӗлетӗн-и? ~ Иисус юн тӑкнине пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнма пултараҫҫӗ тенӗ Библире. Ҫылӑхсенчен хӑтӑлсан эпир урӑх чирлемӗпӗр те, ватӑлмӑпӑр та, вилмӗпӗр те. Христос вилӗмне аса илмелли каҫхи апата килсен пирӗн ҫавӑн ҫинчен шухӑшламалла.
Каҫхи апат уявне килнисен пурин те ҫӑкӑр ҫимелле-и тата эрех ӗҫмелле-и? ~ Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен, ҫав эрехе ӗҫекен ҫынсене Иисус каланӑ: «Эсир манпа пӗрле манӑн Патшалӑхӑмра пулӑр тата манпа юнашар аслӑ пукан ҫинче ларӑр» (Лука 22:19, 20, 30). Ҫапла, ҫавӑн пек ҫынсем пӗлӗте кайӗҫ те Иисуспа пӗрле патшасем пулӗҫ. Эппин, Иисуспа пӗрле патшара ларма шанчӑк пуррисем ҫеҫ Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑр ҫиме тата хӗрлӗ эрех ӗҫме пултараҫҫӗ.
Анчах та Каҫхи апат уявӗнчи пашалӑва ҫимен тата хӗрлӗ эрехе ӗҫмен ҫынсен те унта пулмалла. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? ~ Мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн пуриншӗн те панӑ. Каҫхи апата килнипе эпир Турӑ пире питӗ хаклӑ парне панине асра тытнине кӑтартатпӑр.
Ҫак сӑвӑ йӗркисенче Иисус тӳлесе илни мӗн таран хаклӑ пулнине кӑтартнӑ: 1 Коринф 5:7; Эфес 1:7; 1 Тимофей 2:5, 6 тата 1 Петр 1:18, 19.
[193-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Адампа Иисус хушшинче мӗнле пӗртанлӑх пур тата ҫакӑ мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?
[194-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Путек юнӗ Израиль халӑхне мӗнле ҫӑлнӑ?
[194-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисусӑн хӗрлӗ эрехпе танлаштарнӑ пирӗншӗн тӑкӑннӑ юнӗ пире мӗнле усӑ парать?