Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 40 сыпӑк, 207—211 с.
  • Турра мӗнле савӑнтарма пулать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турра мӗнле савӑнтарма пулать?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Турра юрӑхлӑ пурӑн
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Иов Турра шанчӑклӑ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Иов кам пулнӑ?
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Ытларах пӗлӗр
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 40 сыпӑк, 207—211 с.

40-МӖШ СЫПӐК

Турра мӗнле савӑнтарма пулать?

ПИРӖН Турра мӗнле савӑнтармалла? Эпир ӑна мӗн те пулин пама пултаратпӑр-и? ~ Иегова калать: «Вӑрманти пур чӗрчун та манӑн». «Кӗмӗл те, ылтӑн та манӑн»,— тет вӑл (Псалом 23:1; 49:10; Аггей 2:8). Апла пулин те эпир Турра темӗн питӗ хаклине пама пултаратпӑр. Ҫакӑ мӗн-ши? ~

Иеговӑшӑн ӗҫлемелле-и е ӗҫлемелле мар, ҫавна суйласа илме вӑл пире хамӑра ирӗк парать. Хӑй пирӗнтен мӗн кӗтнине вӑл пире ирӗксӗрлесе тутармасть. Ҫак тӗлӗшрен Турӑ пире мӗншӗн суйласа илме ирӗк панине атя пӗлер.

Робот мӗн иккенне эсӗ пӗлетӗн пулӗ. Ку ӑстаҫӑ шутласа кӑларнӑ программа тӑрӑх ӗҫлекен машина. Робот хӑй мӗн тӑвас тенине суйласа илме пултараймасть. Иегова пире ҫакнашкал роботсем пек тума пултарнӑ. Ун чухне эпир яланах пирӗнтен вӑл мӗн кӗтнине тунӑ пулӑттӑмӑр. Анчах Турӑ апла туман. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? ~ Вылямалли роботсем те пур, кнопкӑна пусатӑн та, тетте ӑстаҫӑ лартнӑ программа тӑрӑх хускалма тытӑнать. Эсӗ хӑҫан та пулин ҫавӑн пек теттесем курнӑ-и? ~ Ытларах чухне вӗсем хӑвӑрт йӑлӑхтарса ҫитереҫҫӗ, вара вӗсемпе выляс та килмест. Вӗсем ялан пӗр ӗҫ тӑваҫҫӗ. Турӑ пире ҫавнашкал роботсем пек тӑвасшӑн пулман, хӑйӗншӗн эпир урӑх ним те тума пултарайманран ҫеҫ ӗҫлеттересшӗн пулман. Иегова пире Ӑна юратнӑран тата пӑхӑнса пурӑнас килнӗрен хӑйӗншӗн ӗҫлеттересшӗн.

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, эпир Турра итлеме тӑрӑшнӑ чухне пирӗн ҫӳлти Аттемӗр мӗн туять? ~ Кала-ха, эсӗ хӑвна мӗнле тытни санӑн аҫупа аннӳне мӗнле витӗм кӳрет? ~ Библире «ӑслӑ ывӑл [хӑйӗн] ашшӗне савӑнтарать, ӑссӑр ывӑл вара амӑшне кулянтарать» тенӗ (Ытарӑшсем 10:1). Аҫупа аннӳне итленӗ чухне вӗсем питӗ савӑннине эсӗ асӑрханӑ-и? ~ Пурне те хӑв тӑвас тенӗ пек тунӑ чухне вара вӗсем мӗн туяҫҫӗ? ~

Халӗ вара пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, Иегова, ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл пире эпир ӑна мӗнле савӑнтарма пултарнине калать. Библире Ытарӑшсем кӗнекене, 27-мӗш сыпӑка, 11-мӗш сӑвӑ йӗркине уҫ-ха. Кунта Турӑ пире чӗнсе калать: «Эй ывӑлӑм [ҫавӑн пекех хӗрӗм], ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене хуравлама пӗлӗп эпӗ». Кама та пулин кӳрентерни, е хурласа калани, мӗне пӗлтернине эсӗ ӑнланатӑн-и? ~ Ку унран мӑшкӑлласа кулнине тата вӑл хӑй сӑмах панисене пурнӑҫлама пултараймасть тенине пӗлтерет. Сатана Иеговӑна мӗнле хурлать-ха? ~ Атя пӗлер.

Ҫак кӗнекен 8-мӗш сыпӑкӗнче эпир Сатана чи асли пулма хӑтланни тата пурне те хӑйне пӑхӑнтарасшӑн пулни ҫинчен пӑхса тухнине астӑватӑн пулӗ. Ҫынсем Иеговӑшӑн вӑл вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панӑран ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ тет Сатана. Адампа Евӑна Турра хирӗҫ кайма хӗтӗртнипе Сатана Иеговӑна хирӗҫ сӗмсӗррӗн пӑлхав ҫӗкленӗ. «Ҫынсем саншӑн усӑ илессишӗн ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ — тенӗ вӑл Иеговӑна.— Мана власть парсан эпӗ кашнинех санран пӑрса ярӑп».

Ҫак сӑмахсене Библире ҫырса хуман пулин те, Сатана Турра ҫавнашкал калани Иов ҫинчен вуланӑ чухне уҫҫӑн курӑнать. Иов Турра шанчӑклӑ тӑрса юлӗ-и? Ҫак ыйту Иеговӑшӑн та, Сатанашӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Атя Библири Иов ятлӑ кӗнекене, 1-мӗшпе 2-мӗш сыпӑксене уҫар та ҫав пулса иртнӗ ӗҫпе паллашар.

Иов кӗнекен 1-мӗш сыпӑкӗнчен ангелсем пурте Иегова патне килнӗ чухне Сатана та вӗсем хушшинче пулнине куратпӑр. Иегова Сатанаран ыйтать: «Эсӗ ӑҫтан килтӗн?» Сатана: «Эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳрерӗм, пӗтӗм ҫӗре ҫӳресе ҫаврӑнтӑм»,— тет. «Эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и?» — ыйтать Иегова.— Вӑл маншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрать тата усал ӗҫсем тумасть» (Иов 1:6—8).

Сатана тӳрре тухас тесе ҫапла калать: «Пӗр йывӑрлӑх та пулманран ҫеҫ Иов саншӑн ӗҫлесе тӑрать. Ӑна хӳтӗлеме тата пиллеме пӑрахсан вара вӑл сана ылханӗ». Унтан Иегова Сатанана калать: «Эсӗ хӑв унпа мӗн тӑвас тенине пурне те тума пултаратӑн, анчах та Иова хӑйне ан тӗкӗн» (Иов 1:9—12).

Сатана вара мӗн тунӑ-ха? ~ Вӑл вӑрӑсене Иовӑн пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне тата ашакӗсене вӑрлама, ҫавӑн пекех унӑн тарҫисене вӗлерме хӗтӗртнӗ. Унтан ҫиҫӗм ҫиҫнӗ те вут-ҫулӑм Иовӑн мӗнпур сурӑхне тата кӗтӳҫисене ҫунтарса янӑ. Вӑрӑ-хурахсем Иовӑн тӗвисене пурне те вӑрласа кайнӑ, вӗсене сыхлакан чурисене вӗлерсе пӗтернӗ. Анчах та ҫакӑ ҫеҫ мар-ха. Сатана питӗ хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл ҫӗкленӗ. Иовӑн вунӑ ачи пухӑннӑ ҫурт йӑтӑнса аннӑ та унӑн пур ачи те вилнӗ. Анчах ҫак пур инкеке пӑхмасӑр Иов Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (Иов 1:13—22).

Сатана Иегова патне тепӗр хут пырсан Иегова Иов шанчӑклӑ пулни ҫине тӗллеттернӗ. Сатана вара каллех хӑйне май каланӑ: «Эсӗ мана ун ҫине чир-чӗр яма ирӗк парсан, вӑл сана ылханӗ». Иегова Сатанана Иова чир-чӗрпе тӗрӗслеме ирӗк панӑ, анчах та каланӑ: «Акӑ, вӑл санӑн аллунта, анчах ӑна ан вӗлер».

Сатана Иова питӗ йывӑр чирпе чирлеттернӗ. Иова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех хаяр тилҫе сырса илнӗ. Унран ҫав тери япӑх шӑршӑ кӗнӗ, ҫавӑнпа никам та унпа юнашар тӑма пултарайман. Арӑмӗ те ӑна каланӑ: «Турра хурла та вилсе вырт пӗрех хут!» Пӗррехинче вара хӑйсене Иовӑн тусӗсем теекенсем килнӗ те ӑна эсӗ унччен тунӑ йывӑр ҫылӑхсемшӗн ҫав инкексене тӳсетӗн тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Ҫав сӑмахсем Иова питӗ хурлантарнӑ! Сатана сӑтӑр тунине пула хӑйӗн чунӗ калама ҫук ыратнӑ тата хӑй асапланнӑ пулсан та, Иов Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ пулса тӑрса юлнӑ (Иов 2:1—13; 7:5; 19:13—20).

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Иов шанчӑклӑ юлнине курсан Иегова мӗн туйнӑ? ~ Ҫакӑ Иеговӑна питӗ савӑнтарнӑ, ҫавӑнпа вӑл Сатанана калама пултарнӑ: «Пӑх-ха Иов ҫине! Вӑл усӑ илес тесе мар, мана юратнӑран маншӑн ӗҫлесе тӑрать». Эсӗ Иов пекех пулӑн-и? Сан ҫине кӑтартса, Сатана суеҫӗ пулнине Иегова ҫирӗплетсе пама пултарать-и? ~ Ку питӗ пысӑк чыс! Эпир итлени Иеговӑна Сатана ҫӗкленӗ тавлашуллӑ ыйтӑва хуравлама тата ҫав усал ултавҫӑ пур ҫынна та Турӑран пӑрса яма пултарайманнине ҫирӗплетсе пама май парать вӗт. Иисусшӑн ҫакӑ пысӑк чыс пулнӑ.

Аслӑ Вӗрентекен Сатана япӑххине тума хӗтӗртнине нихӑҫан та туман. Шухӑшласа пӑх кӑна, ҫакӑ унӑн Ашшӗне мӗн тери савӑнтарнӑ! Иегова Иисус ҫине кӑтартса Сатанана калама пултарнӑ: «Пӑх-ха ман Ывӑл ҫине! Вӑл пур тӗлӗшрен те мана шанчӑклӑ. Вӑл мана юратать!» Иисус вара Ашшӗ савӑннине пӗлнӗрен хӑй те мӗн тери телейлӗ пулнӑ. Ҫав савӑнӑҫ Иисуса асап юпи ҫинчи вилӗме тӳссе ирттерме пулӑшнӑ (Еврейсем 12:1, 2).

Санӑн вара Аслӑ Вӗрентекен пек пулас килет-и тата Иеговӑна савӑнтарас килет-и? ~ Ҫапла пулсан малалла та Иегова мӗн юратни ҫинчен пӗлсе пыр та ҫавна тума тӑрӑш.

Иисус Турра мӗнле савӑнтарни тата эпир ҫавна мӗнле тума пултарни ҫинчен вула: Ытарӑшсем 23:22—25; Иоанн 5:30; 6:38; 8:28 тата 2 Иоанн 4.

[207-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Турӑ пире мӗншӗн роботсем пек туман?

[208-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Эсӗ Иеговӑна тата аҫу-аннӳне мӗнле савӑнтарма пултаратӑн?

[209-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Адампа Ева ҫылӑха кӗрсен Сатана Иегова пирки мӗнле тавлашуллӑ ыйту ҫӗкленӗ?

[210-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Иов мӗнле инкексем тӳссе ирттернӗ тата унӑн чӑтӑмлӑхӗ Иеговӑна мӗншӗн савӑнтарнӑ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр