41-МӖШ СЫПӐК
Турра савӑнтарнӑ ачасем
ЭСӖ мӗнле шутлатӑн, ачасенчен хӑшӗ Иеговӑна пуринчен ытларах савӑнтарнӑ? ~ Паллах ӗнтӗ, унӑн Ывӑлӗ, Иисус. Хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗне Иисус мӗнле савӑнтарнине атя пӗлер.
Иисусӑн ҫемйи Иерусалимран виҫӗ кун утмалӑх инҫӗшӗнче пурӑннӑ, Иерусалимра вара Иеговӑн храмӗ пулнӑ. Ҫак храм питӗ хитре пулнӑ. Иисус ӑна «Аттемӗн Ҫурчӗ» тенӗ. Вӗсем ҫемйипех кашни ҫул ҫак храма Пасха уявне ҫӳренӗ.
Пӗр ҫулхине, Иисус 12 ҫулта чухне, унӑн ҫемйи Пасха уявӗ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Каҫхине пурте ҫӗр каҫма чарӑнсан Иисусӑн ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачи ҫуккине асӑрханӑ. Вӑл вӗсемпе пӗрле пынӑ хурӑнташӗсем хушшинче те, пӗлӗшӗсем хушшинче те пулман. Ҫавӑнпа Марийӑпа Иосиф Иисуса шыраса тупас тесе тӳрех Иерусалима таврӑннӑ. Вӑл ӑҫта пулма пултарнӑ-ха? ~
Вӗсем Иисуса храмра тупаҫҫӗ. Вӑл вӗрентекенсем хушшинче вӗсене итлесе ларать, хӑй те ыйтусем парать. Вӗрентекенсем те ӑна ыйтусем параҫҫӗ те вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнеҫҫӗ. Эсӗ халӗ ӑнланатӑн-и, мӗншӗн Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗпе ҫав тери кӑмӑллӑ пулнӑ? ~
Юлашкинчен Иисуса тупсан Марийӑпа Иосиф мӗнле хӗпӗртеҫҫӗ! Анчах та Иисус лӑпкӑ. Вӑл храм ҫӗр ҫинчи чи лайӑх вырӑн пулнине пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл вӗсенчен ыйтать: «Манӑн Хамӑн Аттемӗн Ҫуртӗнче пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?» Храм Турӑ ҫурчӗ пулнине Иисус пӗлнӗ, ӑна унта пулма килӗшнӗ.
Унтан Марийӑпа Иосиф Иисуспа пӗрле Назарета таврӑннӑ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Иисус хӑйне ашшӗ-амӑшӗпе мӗнле тытнӑ? ~ Библире вӑл «вӗсене итлесе пурӑннӑ» тенӗ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? ~ Ҫакӑ Иисус хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑхӑнса пурӑннине пӗлтерет. Вӑл вӗсене итленӗ тата килти ӗҫсене тума, сӑмахран, ҫӑлтан шыв ӑсса килме пулӑшнӑ (Лука 2:41—52).
Шухӑшласа пӑх-ха, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пулин те, Иисус хӑйӗн ҫитменлӗхлӗ ашшӗ-амӑшне итленӗ. Ҫакӑ Турра савӑнтарнӑ-и? ~ Паллах, савӑнтарнӑ, мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗ ачасене чӗнсе калать: «Эй ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр» (Эфес 6:1). Эсӗ те, Иисус пекех, аҫу-аннӳне итленипе Турра савӑнтарма пултаратӑн.
Турра савӑнтармалли тепӗр май вӑл — ун ҫинчен ыттисене каласа пани. Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ачасен Турӑ ҫинчен каласа ҫӳремелле мар теҫҫӗ. Пӗррехинче ҫынсем ачасене Турра мухтама чарасшӑн пулнӑ чухне Иисус каланӑ: «Эсир „Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла турӑн“ тенине нихӑҫан та вуламан-им?» (Матфей 21:16.) Ҫапла, кӑмӑл пур пулсан, эпир пурте Иегова ҫинчен тата вӑл мӗнле лайӑх Турӑ пулни ҫинчен каласа пама пултаратпӑр. Ҫакӑ пирӗн Турра питӗ нумай савӑнӑҫ кӳрӗ.
Ӑҫта эпир Турӑ ҫинчен пӗлӳ илме пултаратпӑр? ~ Килте, Библи вӗреннӗ чухне. Анчах та Турӑ халӑхӗ пуҫтарӑнакан тӗлпулусенче эпир ытларах пӗлме пултаратпӑр. Унӑн халӑхне вара мӗнле уйӑрса илмелле? ~
Хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: ҫав ҫынсем хӑйсен тӗлпулӑвӗсенче мӗн тӑваҫҫӗ? Вӗсем чӑнах та Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ-и? Вӗсем Библи вулаҫҫӗ-и тата унта мӗн ҫырнине сӳтсе яваҫҫӗ-и? Мӗншӗн тесен Турӑ мӗн каланине Библирен кӑна пӗлме пулать, ҫапла-и? ~ Эпир христиансен тӗлпулӑвӗсенче Турӑран вӗренесшӗн, ҫапла вӗт? ~ Кам та пулин Библи тӑрӑх пурӑнмасан та юрать тет пулсан? Ун пирки Турӑ халӑхӗнчи ҫын теме пулать-и? ~
Тата тепӗр япалана та шута илмелле. Библире Турӑ халӑхӗ унӑн ячӗпе ҫӳрӗ тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:14). Туррӑн ячӗ Иегова. Ҫавӑнпа ҫынсенчен сирӗн Турӑ Иегова-и тесе ыйтма пулать. Ҫук терӗҫ пулсан, вӗсене Туррӑн халӑхӗ тееймӗн. Турӑ ҫыннисем ыттисене Туррӑн Патшалӑхӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Турӑ ӳкӗчӗсене тытса тӑрса Турра юратнине кӑтартаҫҫӗ (1 Иоанн 5:3).
Ҫаксене пурне те туса тӑракан ҫынсене пӗлетӗн пулсан, вӗсемпе пӗрле Турра пуҫҫапмалли тӗлпулусене ҫӳре. Унта тимлӗ итле тата ыйтусене хуравлама тӑрӑш. Иисус Турӑ ҫуртӗнче пулнӑ чухне ҫакӑн пек тунӑ. Ҫапла туса эсӗ, Иисус пекех, Иеговӑна савӑнтарӑн.
Библире асӑннӑ ачасенчен тата хӑшӗ Турра савӑнтарнине аса илме пултаратӑн-и? ~ Ҫак тӗлӗшрен Тимофей питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн ашшӗ Иеговӑна ӗненмен. Евника амӑшӗпе Лоида асламӑшӗ вара ӗненнӗ. Тимофей вӗсем каласа панине итлесе Иегова ҫинчен пӗлсе пынӑ.
Тимофей ӳссе ҫитсен Павел апостол унӑн тӑван хулине пынӑ. Павел Тимофей питӗ хастарлӑ пулнине тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме юратнине асӑрханӑ. Ҫавӑнпа вӑл Тимофее Турӑ ӗҫне хӑйпе пӗрле тума, ҫапла майпа ҫак ӗҫе ытларах хутшӑнма чӗннӗ. Вӗсем питӗ нумай пӗрле ҫул ҫӳренӗ, пур вырӑнта та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата Иисус ҫинчен каласа панӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 16:1—5; 2 Тимофей 1:5; 3:14, 15).
Анчах та Библире Турра савӑнӑҫ кӳнӗ арҫын ачасем ҫинчен ҫеҫ ҫырса панӑ-ши? ~ Ҫук, паллах. Атя Турра савӑнтарнӑ пӗр хӗрача тӗслӗхне пӑхса тухар, вӑл Израиль халӑхӗнчен пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Сирипе Израиль ҫӗршывӗсем тӑшманла пурӑннӑ. Пӗррехинче Израиль ҫине тапӑннӑ вӑхӑтра Сири ҫарӗ пӗчӗк хӗрачана тыткӑна илнӗ. Ӑна Нееман ятлӑ ҫар пуҫӗн килне панӑ. Ҫав хӗрача Нееман арӑмӗн тарҫи пулса тӑнӑ.
Нееман тилҫе чирӗпе чирленӗ. Пӗр тухтӑр та ӑна пулӑшма пултарайман. Анчах ҫав пӗчӗк израильтянка пӗр пророк, Туррӑн ӗҫлекенӗ, Неемана сыватма пултарасса ӗненнӗ. Нееманпа унӑн арӑмӗ Иеговӑна пуҫҫапман. Хӗрачан вӗсене Туррӑн пророкӗ ҫинчен каласа памалла пулнӑ-ши? Эсӗ вара мӗн тунӑ пулӑттӑн? ~
Хӗрача каланӑ: «Нееман Израильти Иеговӑн пророкӗ патӗнче пулас пулсассӑн, вӑл ӑна тилҫе чирӗнчен сыватнӑ пулӗччӗ». Нееман хӗрачана итленӗ те Иеговӑн пророкӗ патне кайнӑ. Вӑл пророк каланине пурне те тунӑ, вара тилҫерен тасалнӑ. Ҫакӑ Неемана чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма хавхалантарнӑ (4 Патшасен 5:1—15).
Санӑн вара, ҫав пӗчӗк хӗрача пекех, кама та пулин Иегова ҫинчен тата унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен пӗлме пулӑшас килет-и? ~ Эсӗ кама Турӑ ҫинчен каласа пама пултаратӑн? ~ Паллах, малтанах ҫынсем хӑйсене эсӗ пулӑшни кирлӗ мар тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах эсӗ вӗсене Иегова питӗ нумай лайӑххине туни ҫинчен каласа пама пултаратӑн. Тен, ҫакӑ вӗсене сана итлеме хавхалантарӗ. Эсӗ тӑрӑшни Турра питӗ нумай савӑнӑҫ кӳрессе ҫирӗп шанма пултаратӑн!
Ҫак сӑвӑ йӗркисем сана Турӑ ӗҫӗнче савӑнӑҫ тупма пулӑшӗҫ: Псалом 121:1; 148:12, 13; Екклесиаст 12:1; 1 Тимофей 4:12 тата Еврейсем 10:23—25.
[213-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Пӗчӗк чухне Иисус Турра мӗнле савӑнтарнӑ?
[215-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ашшӗ Иеговӑна ӗненмен пулсан та, Тимофей мӗнле пурнӑҫ ҫулне суйласа илнӗ?
[216-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак хӗрача Турра мӗнле савӑнтарнӑ?