44-МӖШ СЫПӐК
Турра юратакансемпе туслӑ пул
ТУССЕМПЕ хутшӑнма та, вӑхӑта ирттерме те кӑмӑллӑ. Анчах туссене тӗрӗс суйласа илмелле. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, кам пирӗн чи лайӑх тус? ~ Ҫапла, Иегова Турӑ.
Эпир чӑнах та Туррӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр-и? ~ Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Авраам «Турӑ тусӗ» пулнӑ тенӗ Библире (Иаков 2:23). Пӗлетӗн-и мӗншӗн? ~ Авраам Турра итленӗ. Турӑ хушнине тума питӗ йывӑр чухне те вӑл ӑна итленӗ. Эппин, Иеговӑн тусӗ пулас тесен пирӗн, Авраампа Аслӑ Вӗрентекен пекех, ӑна савӑнтармалла (Пултарни 22:1—14; Иоанн 8:28, 29; Еврейсем 11:8, 17—19).
Иисус хӑйӗн апостолӗсене каланӑ: «Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр» (Иоанн 15:14). Аслӑ Вӗрентекен мӗне вӗрентни пурте Иеговӑран пулнӑ пирки ҫак сӑмахсем вӑл Турра итлекенсемпе туслӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫапла, Иисусӑн тусӗсем пурте Турра юратнӑ.
Сӑмахран, апостолсем Аслӑ Вӗрентекенӗн ҫывӑх тусӗсем пулнӑ, вӗсене ҫак кӗнекен 75-мӗш страницинче курма пулать. Вӗсем Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ тата ӑна ырӑ хыпар сарас ӗҫре пулӑшнӑ. Иисус вӗсемпе пӗрле нумай вӑхӑт ирттернӗ. Вӗсем пӗрле ҫинӗ, Турӑ ҫинчен калаҫнӑ тата тӗрлӗрен ӗҫсем тунӑ. Анчах та Иисусӑн урӑх туссем те нумай пулнӑ. Вӑл вӗсем патӗнче пулкаланӑ, вара вӗсем вӑхӑта пӗрле лайӑх ирттернӗ.
Ҫавӑн пек пӗр ҫемье Иерусалимран инҫех мар Вифания ятлӑ ялта пурӑннӑ. Эсӗ ҫав ҫемьене астӑватӑн-и? ~ Ку Мария, Марфа тата Лазарь пулнӑ. Иисус Лазаре хӑйӗн тусӗ тенӗ (Иоанн 11:1, 5, 11). Иисус ҫак ҫемьене питӗ юратнӑ тата ӑна вӗсем патӗнче пулма килӗшнӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑна юратнӑ, Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ.
Анчах та ҫакӑ Иисус хӑйне Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе ыррӑн тытманнине пӗлтермест. Пачах урӑхла, вӑл вӗсем патне кайнӑ тата вӗсемпе пӗрле апат ҫинӗ. Ҫавӑншӑн хӑшӗ-пӗрисем Иисус пирки «куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» тенӗ (Матфей 11:19). Анчах та Иисус вӗсем патне ҫав ҫынсем мӗнле пурӑнни хӑйне килӗшнӗрен мар ҫӳренӗ. Вӑл вӗсем патне Иегова ҫинчен каласа пама кайнӑ. Вӑл вӗсене япӑх ӗҫсем тума пӑрахма тата Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ.
Пӗррехинче Иерусалима каякан ҫул ҫинче акӑ мӗн пулса иртнӗ. Иисус Иерихон хули витӗр тухнӑ чухне ун хыҫҫӑн чылай халӑх пынӑ. Вӗсен хушшинче Закхей та пулнӑ. Унӑн Иисуса питӗ курас килнӗ. Анчах та халӑх нумай пулнӑран тата хӑй ҫӳллӗшӗпе пӗчӗк пулнӑран унӑн ӑна курма май килмен. Ҫавӑнпа вӑл малалла чупса кайнӑ та йывӑҫ ҫине хӑпарса ларнӑ. Иисус йывӑҫ ҫумӗпе иртсе кайнӑ чухне Закхей ӑна курма ӗмӗтленнӗ.
Ҫав йывӑҫ патне ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та Закхея каланӑ: «Ан хӑвӑртрах, Манӑн паян санӑн килӳнте пулмалла». Закхей япӑх ӗҫсем тунипе пуйса кайнӑ ҫын пулнӑ. Апла Иисус мӗншӗн ҫавнашкал ҫын патне хӑнана кайма шутланӑ-ха? ~
Иисус Закхей патне кайни вӑл мӗнле пурӑнни Иисуса килӗшнине пӗлтермест. Вӑл унпа Турӑ ҫинчен калаҫасшӑн пулнӑ. Ҫав ҫын хӑйне питӗ курасшӑн пулнине ӑнланнӑран Иисус унӑн итлеме кӑмӑл пулӗ тесе шухӑшланӑ. Ҫакӑ Турӑ ҫынсенчен мӗн кӗтни ҫинчен каласа памалли лайӑх май пулнӑ.
Ҫак тӗлпулу мӗнпе вӗҫленнӗ-ха? ~ Иисус мӗн вӗрентни пурте Закхея килӗшнӗ. Вӑл ҫынсене улталанӑшӑн питӗ ӳкӗннӗ те тӗрӗс мар ӗҫсем туса пухнӑ укҫана тавӑрса пама сӑмах панӑ. Каярахпа вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫеҫ Иисуспа Закхей туссем пулса тӑнӑ (Лука 19:1—10).
Аслӑ Вӗрентекенрен тӗслӗх илсе, эпир хамӑршӑн туссем пулман ҫынсем патне кайӑпӑр-и? ~ Ҫапла, анчах та ҫакӑ эпир вӗсем мӗнле пурӑннине ырланине пӗлтермест. Эпир вӗсемпе пӗрле япӑх ӗҫсем тума хутшӑнмӑпӑр. Эпир вӗсем патне Турӑ ҫинчен каласа пама ҫеҫ кайӑпӑр.
Ҫывӑх туссемпе вӑхӑта пӗрле ирттерме уйрӑмах кӑмӑллӑ. Турӑ ырлакан ҫынсем ҫеҫ чӑн-чӑн лайӑх туссем пулма пултараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем Иегова камне те пӗлмеҫҫӗ. Анчах та вӗсен Иегова ҫинчен пӗлме кӑмӑл пур пулсан, эпир вӗсене ҫак тӗлӗшрен хаваспах пулӑшӑпӑр. Вӗсем Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратма пуҫласан вара, эпир те вӗсемпе ҫывӑх туссем пулса тӑма пултарӑпӑр.
Лайӑх туссем суйланӑ чухне тата тепӗр япалана шута илмелле. Унӑн ӗҫӗсене сӑнаса пӑх. Вӑл ыттисенчен кулас тесе ирсӗр ӗҫсем тӑвать-и? Ку вара питӗ япӑх, ҫапла-и? ~ Вӑл пӗрмаях лайӑх мар лару-тӑрӑва лекет-и? Эпир вара нимле япӑх ӗҫсемпе те ҫыхланасшӑн мар, ҫапла вӗт? ~ Тен, вӑл пуҫтахланать тата хӑйне хаса паманнипе мухтанать? Анчах та ӑна ним те тумаҫҫӗ пулсан та, унӑн пур ӗҫне те Турӑ курать, аха-и? Ҫавӑн пек ҫын пирӗншӗн лайӑх тус пулма пултарать-и? ~
Атя Библи илер те туссем пирӗн пурнӑҫа мӗнле витӗм кӳнине пӑхар. 1 Коринф, 15-мӗш сыпӑка, 33-мӗш сӑвӑ йӗркине уҫ-ха. Тупрӑн-и? ~ Кунта ҫырнӑ: «Ан улталанӑр: усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать». Ҫакӑ япӑх ҫынсемпе хутшӑнсан эпир те япӑх ҫын пулса тӑма пултарнине пӗлтерет. Ҫакӑ та тӗрӗс: лайӑх ҫынсемпе хутшӑнни пире усӑллӑ йӑласем аталантарма пулӑшать.
Пирӗн пурнӑҫра Иегова чи малти вырӑнта пулмаллине атя яланах асра тытар. Эпир унпа хамӑр хушӑри туслӑха ҫухатасшӑн мар вӗт, ҫапла-и? ~ Ҫавӑнпа пирӗн Турра юратакан ҫынсемпе ҫеҫ туслӑ пулмалла.
Ҫак сӑвӑ йӗркисенче туссене мӗншӗн тӗрӗс суйласа илмеллине каланӑ: Псалом 118:115; Ытарӑшсем 13:21; 2 Тимофей 2:22 тата 1 Иоанн 2:15.
[227-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Авраам пирки мӗншӗн «Турӑ тусӗ» тенӗ?
[228-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иерусалима кайнӑ чухне Иисус мӗншӗн час-часах ҫак ҫемье патне хӑнана кӗнӗ? Вӗсен ячӗсене пӗлетӗн-и?
[229-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Закхей мӗншӗн йывӑҫ ҫине хӑпарса ларнӑ?
[230-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус мӗншӗн Закхей патне кайнӑ тата Закхей мӗн тума сӑмах панӑ?