Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • bh 7 сыпӑк, 66—75 с.
  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсем валли чӑн-чӑн шанчӑк

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсем валли чӑн-чӑн шанчӑк
  • Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ҪЫВӐХ ҪЫН ВИЛСЕН
  • «ЛАЗАРЬ! ТУХ»
  • ВИЛӖМРЕН ЧӖРТСЕ ТӐРАТНИСЕМ ҪИНЧЕН КАЛАНИСЕМ МӖНЕ ВӖРЕНТЕҪҪӖ?
  • «ТУПӐКРА ВЫРТАКАНСЕМ ПУРТЕ»
  • ПӖЛӖТРЕ ПУРӐНМА ВИЛӖМРЕН ЧӖРТСЕ ТӐРАТНИ
  • Вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ!
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Чӑн-чӑн шанчӑк
    Ҫын вилсен унпа мн пулать?
  • Вилнисем каллех пурӑнма пуҫлӗҫ!
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсемпе мӗн пулать?
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
Ытларах пӗлӗр
Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
bh 7 сыпӑк, 66—75 с.

7-МӖШ СЫПӐК

Вилнӗ ҫывӑх ҫынсем валли чӑн-чӑн шанчӑк

  • Вилнисем чӑнах та чӗрӗлсе тӑрассине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

  • Иегова вилнисене чӗртесшӗн пулнине мӗн кӑтартса парать?

  • Камсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ?

1—3. Пире пурне те мӗнле тӑшман хӑвалать тата Библи пирӗн чуна мӗнле йӑпатать?

КАЛӐПӐР, сана хаяр тӑшман хӑвалать. Вӑл санран чылай вӑйлӑрах тата вӑр-вартарах. Вӑл никама та хӗрхенменнине эсӗ пӗлетӗн, мӗншӗн тесен вӑл сан куҫу умӗнчех хӑш-пӗр тусусене вӗлерчӗ. Унран тарса хӑтӑлма тем пек тӑрӑшсан та, вӑл санран юлмасть кӑна мар, ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пырать. Ниҫта та кайса кӗме ҫук. Унччен те пулмарӗ ҫӑлакан сиксе тухрӗ. Вӑл сан тӑшмантан чылай вӑйлӑрах тата сана пулӑшма сӑмах парать. Чӗрӳ лӑштах пулчӗ ӗнтӗ!

2 Сана та чӑннипех ҫакӑн пек тӑшман хӑвалать теме пулать. Сана анчах мар, пире пурне те. Библи вилӗм пирки тӑшман тесе каланине эпир унчченхи сыпӑкран пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Пирӗнтен никам та ҫак тӑшманран тарса хӑтӑлма тата ӑна ҫӗнтерме пултараймасть. Ҫак тӑшман пирӗн ҫывӑх ҫынсен пурнӑҫне татнине пирӗнтен нумайӑшӗ курнӑ ӗнтӗ. Анчах Иегова вилӗмрен чылай вӑйлӑрах. Вӑл — чӑн-чӑн Ҫӑлакан, тата ҫак тӑшмана тӗп тума пултарнине вӑл унчченех кӑтартнӑ ӗнтӗ. Вӑл ҫак тӑшмана — вилӗме — пӗтӗмпех тата яланлӑхах пӗтерме сӑмах парать. Библире каланӑ: «Пуринчен кайран вилӗм пӗтӗ» (1 Коринф 15:25, 26). Чӑннипех те ырӑ хыпар!

3 Ҫывӑх ҫынсем вилсен эпир хамӑра мӗнле туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫакна туни пире телейлӗ тӑвакан шанчӑка хаклама пулӑшать. Вӗт Иегова вилнисем каллех пурӑнӗҫ тесе сӑмах парать-ҫке (Исаия 26:19). Вӗсем пурӑнма таврӑнӗҫ. Ҫакӑ вилнисене чӗртсе тӑратнине пула пулма пултарать.

ҪЫВӐХ ҪЫН ВИЛСЕН

4. а) Мӗншӗн ҫывӑх ҫын вилсен Иисус хӑйне мӗнле туйни Иеговӑн туйӑмӗсене ӑнланма пулӑшать? ӑ) Иисусӑн ҫывӑх тусӗсем камсем пулнӑ?

4 Вилӗм санӑн ҫывӑх ҫыннусен пурнӑҫне татнӑ-и? Кулянса хуйхӑрни тата вилнӗ ҫынна нимпе те пулӑшма пултарайманнине туйни чуна калама ҫук ыраттарать. Ҫавӑн чухне чуна лӑплантарма, е йӑпатма пире Библири канашсем кирлӗ. (2 Коринф 1:3, 4 вуласа парӑр.) Библи пире Иегова тата Иисус вилӗм ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшать. Иисус яланах хӑйне хӑйӗн Ашшӗ пек тытнӑ, тата ҫын вилсен Иисус хӑйне мӗнле туйни ҫинчен каласа панисем пур (Иоанн 14:9). Иерусалима ҫӳренӗ чухне Иисус ҫывӑхри Вифани ятлӑ ялта пурӑнакан Лазарь, Мария тата Марфа патӗнче пӗрре кӑна мар чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ. Библире каланӑ: «Иисус Марфӑна та, унӑн йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ» (Иоанн 11:5). Анчах та унчченхи сыпӑкра эпир Лазарь вилнине пӗлтӗмӗр.

5, 6. а) Лазарӗн хуйхӑракан тӑван-хурӑнташӗсемпе тата тусӗсемпе пулнӑ чухне Иисус хӑйне мӗнле туйнӑ? ӑ) Мӗншӗн Иисус ҫын вилнишӗн хуйхӑрни пире йӑпатать?

5 Хӑйӗн тусӗ вилсен Иисус хӑйне мӗнле туйнӑ? Вӑл Лазарӗн хуйхӑракан тӑван-хурӑнташӗсемпе тусӗсем патне кайнӑ тесе каланӑ Библире. Вӗсем хуйхӑрнине тата йӗнине курсан, ҫакӑ Иисусӑн чӗри варне витернӗ. Унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ, тата вӑл питӗ хуйхӑрнӑ. Иисусӑн куҫҫулӗ те тухнӑ (Иоанн 11:33, 35). Анчах Иисус хуйхӑрни нимле шанчӑк та ҫуккине пӗлтернӗ-и? Пачах та ҫук. Тӗрӗссипе каласан, Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртессине пӗлнӗ (Иоанн 11:3, 4). Ҫапах та вӑл ҫын вилнӗшӗн хуйхӑрнӑ.

6 Иисус хӑйӗн тусӗ вилнӗшӗн хуйхӑрни пире питӗ йӑпатать. Ҫакӑ Иисус тата унӑн Ашшӗ, Иегова, вилӗме курайманнине кӑтартать. Анчах Иегова Турӑ ҫак хаяр тӑшмана ҫӗнтерме пултарать! Турӑ Иисуса мӗн тума вӑй панине айта пӑхса тухар.

«ЛАЗАРЬ! ТУХ»

7, 8. Мӗншӗн Лазаре нимӗнле те пулӑшма май ҫук пек туйӑннӑ, анчах Иисус мӗн тунӑ?

7 Лазаре ту хӑвӑлне, е шӑтӑкне, пытарнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Иисус ҫав шӑтӑка хупласа тӑракан чула илсе хума ыйтать. Марфа ҫакӑнпа килӗшесшӗн мар, мӗншӗн тесен Лазарь вилнӗренпе тӑватӑ кун иртнӗ, ҫавӑнпа та унӑн ӳчӗ ҫӗрме пуҫланӑ ӗнтӗ (Иоанн 11:39). Тепӗр тесен, вилнӗ ҫынна пулӑшма пулать-и вара?

Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратать; унӑн ҫемйипе тусӗсем савӑнаҫҫӗ

Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратсан пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ (Иоанн 11:38—44)

8 Чулне илсе пӑрахсан, Иисус хыттӑн кӑшкӑрнӑ: «Лазарь! тух». Вара мӗн пулнӑ? «Вилнӗ Лазарь... тухнӑ» (Иоанн 11:43, 44). Мӗн тери савӑннӑ пулӗ ҫынсем! Тӑван-хурӑнташӗсем, тусӗсем тата кӳршисем Лазаре тек кураймӑпӑр тесе шухӑшланӑ пулас. Акӑ вара халь вӗсем юратакан ҫын каллех вӗсен хушшинче тӑрать. Пӗртте ӗненмелле мар пек. Нумайӑшӗ, паллах, савӑннипе Лазаре ыталаса илеҫҫӗ. Чӑннипех ҫакӑ — вилӗме ҫӗнтерни!

Тӑлӑх арӑм хӑйӗн ывӑлне, Илия вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑскере, ыталаса илет

Илия тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (3 Патшасен 17:17—24)

9, 10. а) Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратма Иисуса кам вӑй панӑ тата эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Библире вилӗмрен чӗртсе тӑратнисем ҫинчен вулани мӗнле усӑ парать?

9 Иисус ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе хӑйӗн вӑйӗпе турӑм тесе каламан. Лазаре чӗнсе кӑларас умӗн Иисус вилӗмрен чӗртсе тӑратма Иегова ӑна вӑй пачӗ тесе кӗлӗре тӳррӗн каланӑ. (Иоанн 11:41, 42 вуласа парӑр.) Иегова хӑйӗн вӑйӗпе вилӗмрен чӗртсе тӑратма пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ. Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнипе пӗрле Турӑ Сӑмахӗнче пӗтӗмпе тӑхӑр хут вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен каланӑa. Библире вилӗмрен чӗртсе тӑратнисем ҫинчен вулани тата вӗсене тӗпчени кӑмӑла ҫӗклет. Ҫак пӗлтерӳсем Турӑ пӗр ҫынна тепӗр ҫынран мала хуманнине, Уншӑн пур ҫын та пӗрех пулнине вӗрентеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫамрӑксемпе ваттисене те, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, тӗрлӗ халӑх ҫыннисене те вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Ҫак каласа панисенче мӗн чухлӗ савӑнӑҫ! Сӑмахран, Библире каланӑ тӑрӑх, Павел апостол пӗр ҫамрӑка вилӗмрен чӗртсе тӑратсан, «савӑнӑҫ пысӑк пулнӑ» тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 20:12). Чӑнах та, Иегова тунӑ ӗҫсем — чӑн-чӑн савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, ҫаксем нихӑҫан та манӑҫа тухмӗҫ.

Петр Тавифӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратать

Петр апостол Тавифа ятлӑ христианкӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 9:36—42)

10 Паллах ӗнтӗ, Иисус вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ ҫынсем пурӑна киле каллех вилнӗ. Вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратни вара ним усӑсӑр пулнине пӗлтерет-и? Ҫук, паллах. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем ҫинчен каласа панисем Библири ытти кирлӗ чӑнлӑхсемпе килӗшсе тӑнине кӑтартса параҫҫӗ тата шанчӑк кӳреҫҫӗ.

ВИЛӖМРЕН ЧӖРТСЕ ТӐРАТНИСЕМ ҪИНЧЕН КАЛАНИСЕМ МӖНЕ ВӖРЕНТЕҪҪӖ?

11. Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен калани Екклесиаст 9:5-мӗшӗнче каланӑ чӑнлӑха мӗнле ҫирӗплетсе парать?

11 Библи вилнисем «нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» тесе вӗрентет (Екклесиаст 9:5). Вӗсем чӗрӗ мар, ҫавӑнпа та вӗсем курмаҫҫӗ, илтмеҫҫӗ, туймаҫҫӗ, шухӑшламаҫҫӗ. Лазарь ҫинчен каласа пани ҫак чӑнлӑха ҫирӗплетсе парать. Шухӑшласа пӑх: Лазарь чӗрӗлсе тӑрсан пӗлӗтре вӑл мӗнле киленсе-савӑнса пурӑнни ҫинчен ҫынсене каласа панӑ-и? Е вӑл тамӑкри вут-ҫулӑм асапӗсем ҫинчен каласа парса вӗсен сехрине хӑптарнӑ-и? Ҫук. Библире ҫакӑн пирки нимӗн те каламан. Лазарь тӑватӑ кун хушши вилӗ выртнӑ, вӑл «нимӗн те пӗлмен». Лазарь вилӗм ыйхипе ҫывӑрнӑ (Иоанн 11:11).

12. Мӗншӗн Лазарь вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни чӑн-чӑн пулнӑ тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр?

12 Ҫавӑн пекех Лазарь ҫинчен каласа пани вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси юмах-халап пулманнине кӑтартса парать. Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнине нумай ҫын курнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем те, Иисуса курайман пулин те, ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ пулман тесе хирӗҫ нимӗн те калайман. Ун вырӑнне вӗсем: «Мӗн тӑвас пирӗн? Ку Ҫын [Иисус] хӑват пит нумай тӑвать»,— тенӗ (Иоанн 11:47). Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Лазаре нумай ҫын курма пынӑ. Ҫавна пула вӗсенчен нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Лазаре курни вӗсене Иисуса Турӑ янине ӑнланма пулӑшнӑ. Лазарь чӑннипех вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫакна хирӗҫ никам та нимӗн те калама пултарайман, ҫавӑнпа иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем Иисуса та, Лазаре те вӗлерме шут тытнӑ (Иоанн 11:53; 12:9—11).

13. Иегова вилнисене чӗртсе тӑратма пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

13 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси чӑнах та пулма пултараять-ши? Паллах, мӗншӗн тесен Иисус «тупӑкра выртакансем пурте» вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитет тесе вӗрентнӗ (Иоанн 5:28, 29). Иегова — пур чӗрӗ чуна Пултаракан. Вӑл пурнӑҫа тавӑрса пама пултарнине ӗненме пулать-ши? Ҫакӑ, паллах, Иегова асра тытнинчен нумай килет. Вӑл пирӗн вилнӗ ҫывӑх ҫынсене аса илме пултарӗ-ши? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх: Ҫут тӗнчере ҫӑлтӑрсен хисепне шутласа кӑларма ҫук, ҫапах та Турӑ кашни ҫӑлтӑрӑн ятне пӗлет! (Псалом 146:4). Ҫавӑнпа та пирӗн вилнӗ ҫывӑх ҫынсен кашни уйрӑмлӑхне аса илме Иегова Турӑшӑн пӗртте йывӑр мар, тата вӑл вӗсен пурнӑҫне тавӑрса пама пултарать.

14, 15. Иеговӑн вилнисене чӗртес килни Иов каланӑ сӑмахсенче мӗнле курӑнса тӑрать?

14 Анчах Иеговӑн вилнисене чӗртес килӗ-ши? Паллах ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑн ҫинчен Библире каланӑ. Пӗррехинче шанчӑклӑ Иов Турӑран ҫапла ыйтнӑ: «Пӗр вилсессӗн этем кайран тата пурӑнать-и?» Иов хӑй вилсессӗн Турӑ ӑна аса иличчен виле шӑтӑкӗнче кӗтни ҫинчен каланӑ. Унтан Иов Иеговӑна каланӑ: «Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм, Эсӗ вара Хӑвӑн аллу пултарнӑскере кӑмӑл курӑттӑн» (Иов 14:13—15).

15 Шухӑшласа пӑх кӑна: Иегова вилнисене чӗртсе тӑратас вӑхӑта питӗ хытӑ кӗтет. Ҫакна пӗлни чуна йӑпатать. Анчах пуласлӑхра вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пирки мӗн калама пулать? Камсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ тата вӗсем ӑҫта пурӑнӗҫ?

«ТУПӐКРА ВЫРТАКАНСЕМ ПУРТЕ»

16. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан ҫӗр ҫинче мӗнле пурнӑҫ пулӗ?

16 Библире вилӗмрен чӗртсе тӑратнисем ҫинчен каласа панисем пуласлӑхра вилнисене чӗртни мӗнле пулассине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратнисем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрлешнӗ. Пуласлӑхра та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисемпе ҫавӑн пекех пулать, анчах ҫакӑ чылай лайӑхрах пулать. Ҫак кӗнекен 3-мӗш сыпӑкӗнчен Турӑ пӗтӗм ҫӗре рай тума шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлтӗмӗр эпир. Ҫавӑнпа вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан, ҫӗр ҫинче вӑрҫӑсем те, усал ӗҫ тӑвасси те, чир-чӗр те пулмӗҫ. Вӗсен ҫӗр ҫинче мирлӗ, телейлӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма май пулӗ.

17. Камсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ?

17 Камсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ? Иисус каланӑ тӑрӑх, «тупӑкра выртакансем пурте Турӑ Ывӑлийӗн [Иисусӑн] сассине илтӗҫ» те чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Иоанн 5:28, 29). Ҫавӑн пекех Апокалипсис 20:13-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗ; вилӗмпе тамӑк [«гадес», ҪТ] та хӑйсен ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗҫ». Гадес — пӗтӗм этемлӗхӗн масарӗ. (Хыҫсӑмаха пӑх, 212—213 страницӑсем.) Этемлӗхӗн масарӗ тӗппипех пушанса юлӗ. Унти миллиардшар вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Павел апостол каланӑ: «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Ҫакӑ мӗне пӗлтерет?

Тупӑкра выртакансем чӗрӗлсе тӑрӗҫ те хӑйсен юратнӑ ҫыннисемпе Райра каллех пӗрле пулӗҫ

Райра вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ те хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле пулӗҫ

18. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракан «сӑваплисем» шутне камсем кӗреҫҫӗ тата ҫак шанчӑк сан ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

18 «Сӑваплисем» шутне Иисус ҫӗр ҫине киличчен пурӑннӑ ҫынсем кӗреҫҫӗ, эпир вӗсем ҫинчен Библире вуланӑ. Тен, эсӗ Ноя, Авраама, Саррӑна, Моисее, Руфе, Есфире тата ыттисене тӳрех аса илтӗн пулӗ. Ҫак арҫынсемпе хӗрарӑмсем Турра хытӑ ӗненнӗ, вӗсенчен хӑш-пӗрисем ҫинчен Еврейсем патне янӑ ҫырури 11-мӗш сыпӑкра каласа панӑ. Анчах «сӑваплисем» шутне хальхи вӑхӑтра вилекен Иеговӑн ӗҫлекенӗсем те кӗреҫҫӗ. Ҫынсем вилессинчен хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма шанчӑк пурри ҫакӑн пек хӑраса пурӑннинчен хӑтарать (Еврейсем 2:15).

19. «Сӑвапсӑррисем» — камсем вӗсем тата Иегова вӗсене мӗнле май парать?

19 Иеговӑшӑн ӗҫлемен тата ун ҫинчен нимӗн те пӗлмен ҫынсем пирки мӗн калама пулать? Ҫак миллиардшар «сӑвапсӑррисем» манӑҫа юлмӗҫ. Вӗсем те вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ, вара вӗсене чӑн Турӑ ҫинчен пӗлме тата уншӑн ӗҫлесе тӑма вӑхӑт парӗҫ. Пин ҫул хушшинче вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ҫӗр ҫинче пурӑнакан шанчӑклӑ ҫынсемпе пӗрлешсе Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Мӗнле чаплӑ вӑхӑт пулӗ ун чухне. Ҫав тапхӑр пирки Библире Суд кунӗ тенӗb.

20. Мӗн вӑл геенна тата кам унта лекет?

20 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ пур ҫын та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине пӗлтерет-и ҫакӑ? Ҫук. Библире каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗрисем вилсен гееннӑна лекеҫҫӗ тенӗ, чӑвашла куҫарнӑ Библире геенна текен грек сӑмахне тамӑк тесе куҫарнӑ (Лука 12:5). Геенна тесе авалхи Иерусалим тулашӗнче ҫуп-ҫап кӑларса пӑрахмалли вырӑна каланӑ. Унта ҫын виллисемпе тӗрлӗ ҫуп-ҫапа ҫунтарнӑ. Иудейсем кама пытарма тата вилӗмрен чӗртсе тӑратма тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ, ҫавсен виллисене унта кӑларса пӑрахнӑ. Ҫавӑнпа та геенна тӗппипех пӗтернине кӑтартакан вырӑнлӑ символ. Иисус чӗррисене те, вилнисене те суд тӑвӗ, ҫапах та чи Аслӑ Судья — Иегова (Апостолсен ӗҫӗсем 10:42). Ним тусан та улшӑнман усал ҫынсене вӑл нихӑҫан та вилӗмрен чӗртсе тӑратмасть.

ПӖЛӖТРЕ ПУРӐНМА ВИЛӖМРЕН ЧӖРТСЕ ТӐРАТНИ

21, 22. а) Библире каланӑ тӑрӑх, тата ӑҫта пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ? ӑ) Пӗлӗтре пурӑнма кама пӗрремӗш вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ?

21 Библире, ҫӗр ҫинче пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратнисӗр пуҫне, пӗлӗтре пурӑнмашкӑн чӗртсе тӑратни ҫинчен те каланӑ. Библире ҫакӑн пек вилӗмрен чӗртни ҫинчен каласа паракан пӗр тӗслӗх кӑна пур — Иисус Христос тӗслӗхӗ.

22 Иисус вилсен, Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ Ывӑлне виле шӑтӑкӑнче хӑварма паман (Псалом 15:10; Апостолсен ӗҫӗсем 13:34, 35). Турӑ Иисуса вилӗмрен чӗртнӗ, анчах та ӑна ҫын туса чӗртмен. Иисус хӑйӗн «ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе» тӑнӑ тесе ӑнлантарса панӑ Петр апостол (1 Петр 3:18). Ҫакӑ вӑл, чӑнах та, тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ. Иисус хӑватлӑ ангел пулса чӗрӗлсе тӑнӑ. (1 Коринф 15:3—6 вуласа парӑр.) Вилӗмрен ҫакӑн пек чӗртсе тӑратнисенчен Иисус пӗрремӗш пулнӑ, анчах та Иисуссӑр пуҫне ҫак чыса ыттисем те тивӗҫлӗ пулнӑ (Иоанн 3:13).

23, 24. Камсем пирки Иисус «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм» тенӗ тата вӗсен шутне миҫе ҫын кӗрет?

23 Кӗҫех пӗлӗте таврӑнассине пӗлсе Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене вӗсем валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп тесе каланӑ (Иоанн 14:2). Пӗлӗте каякансем пирки Иисус «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм» тенӗ (Лука 12:32). Ҫак шанчӑклӑ христиансен пӗчӗк ушкӑнӗ миҫе ҫынран тӑрать? Иоанн апостол каланӑ: «Эпӗ татах пӑхрӑм та, акӑ, Сион тӑвӗ ҫинче Путек [Иисус Христос] тӑрать; Унпа пӗрле ҫамкисем ҫине Унӑн Ашшӗ ятне ҫырса хунӑ ҫынсем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫын» (Ӳлӗмхи 14:1).

24 Ҫак 144 000 христианин, вӗсен шутне Иисусӑн шанчӑклӑ апостолӗсем те кӗреҫҫӗ, пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вӗсем хӑҫан вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма пуҫлӗҫ? Христос «килнӗ чух, [пур чух, ҪТ]» тесе ҫырнӑ Павел апостол (1 Коринф 15:23). Эпир халӗ шӑпах ҫав вӑхӑтра пурӑннине ҫак кӗнекен 9-мӗш сыпӑкне пӑхса тухнӑ май пӗлӗпӗр. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра 144 000-рен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем вилсен, вӗсем ҫав самантрах пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ (1 Коринф 15:51—55). Анчах ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ.

25. Тепӗр сыпӑкра мӗн ҫинчен пӑхса тухӑпӑр?

25 Иегова пирӗн тӑшмана — вилӗме — пӗтӗмпех тата яланлӑхах тӗп тӑвӗ. (Исаия 25:8 вуласа парӑр.) Ҫапах та санӑн пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансем ҫинчен пӗлес килет пулӗ. Мӗн тӑваҫҫӗ-ши вӗсем пӗлӗтре? Вӗсем пӗлӗтри правительствӑра пулакансен шутне кӗрӗҫ. Ҫак правительство ҫинчен тепӗр сыпӑкран пӗлӗпӗр.

a Вилӗмрен чӗртсе тӑратнисем ҫинчен каланисене ҫак сӑвӑ йӗркисенче тупма пулать: 3 Патшасен 17:17—24; 4 Патшасен 4:32—37; 13:20, 21; Матфей 28:5—7; Лука 7:11—17; 8:40—56; Апостолсен ӗҫӗсем 9:36—42; 20:7—12.

b Суд кунӗ тата мӗн тӑрӑх суд туни ҫинчен Хыҫсӑмахра, 213—215 страницӑсенче, пӗлме пулать.

БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

  • Библире вилнисем чӗрӗлсе тӑни ҫинчен каласа панисем пире шанчӑк параҫҫӗ (Иоанн 11:39—44).

  • Иегова вилнисене чӗртсе тӑратасшӑн (Иов 14:13—15).

  • Пӗтӗм этемлӗхӗн масарӗнчисем пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Иоанн 5:28, 29).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр