Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар 37 №
Пӗтӗм тӗнчипе сарӑлать
Суя тӗн пӗтесси ҫывӑх!
▪ Мӗн вӑл суя тӗн?
▪ Мӗнле вӑл пӗтет?
▪ Ҫакӑ сире мӗнле пырса тивет?
Мӗн вӑл суя тӗн?
Тӗн ячӗпе тунӑ преступленисем сире тарӑхтармаҫҫӗ-и? Турӑшӑн ӗҫлетӗп тесе калакансем вӑрҫӑсенче тата терактсенче хутшӑнни сирӗн ӑшӑрта тӗрӗслӗх туйӑмне ҫуратмасть-и? Тӗн пуҫлӑхӗсем сутӑнчӑкла тытни сире тарӑхтармасть-и? Мӗншӗн проблемӑсен сӑлтавӗ тӗнре тӑрать? Пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫсемшӗн пур тӗн те яваплӑ мар, суя тӗн кӑна. Иисус Христос — ӗненекенсенчен нумайӑшӗ ӑна тарӑннӑн хисеплеҫҫӗ — суя тӗн, ҫӗрӗк йывӑҫ пек, «начар ҫимӗҫ тӑвать» тесе каланӑ (Матфей 7:15—17). Суя тӗн мӗнле ҫимӗҫсем тӑвать?
Суя тӗн...
◼ ВӐРҪӐСЕНЕ ТАТА ПОЛИТИКӐНА ХУТШӐНАТЬ: «Пӗтӗм Азия тӑрӑх тата унӑн тулашӗнче те тӗн пуҫлӑхӗсем влаҫшӑн кӗрешнӗ чухне хӑйсен чиркӗвӗсене ҫӳрекенсен тӗн туйӑмӗсемпе намӑсӑррӑн усӑ кураҫҫӗ» тесе каланӑ «Эйшауик» журналта. Журнал малалла пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Пирӗн тӗнче хуллен-хуллен ухмаха тухса пырать». Америкӑри пӗр паллӑ тӗн деятелӗ пӗлтернӗ: «Террористсен йӗркесӗр ӗҫӗсене чарас тесен вӗсене вӗлермелле». Унӑн кӗрешмелли меслечӗсем мӗнле? «Пирӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе вӗсене пурне те сирпӗтсе ярӑр!» тесе чӗннӗ вӑл. Библире урӑх майлӑ каланӑ: «Хӑй тӑванне кураймасӑр тӑрса, “эпӗ Турра юрататӑп” теекен суеҫӗ» (1 Иоанн 4:20). Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр тӑшманӑрсене юратӑр» (Матфей 5:44). Вӑрҫӑсене хутшӑнман тӗнсенчен мӗн чухлӗ тӗн тупма пулать?
◼ СУЯ ВӖРЕНТӲСЕМ САРАТЬ: Тӗнсенчен нумайӑшӗ чун е чун-чӗм ҫын вилсен унӑн кӗлеткинчен тухса каять те малалла пурӑнать тесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫак вӗрентӳпе усӑ курса, нумай тӗнсем вилнисен чунӗсемшӗн кӗл тунишӗн хӑйсен чиркӗвӗсене ҫӳрекеннисенчен укҫа илсе пуяҫҫӗ. Анчах Библи пачах урӑхла вӗрентет. «Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ» (Иезекииль 18:4). «Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» (Екклесиаст 9:5). Иисус вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗ,— ҫынсен вилӗмсӗр чун пур пулсан, ҫакӑ ниме те кирлӗ марччӗ (Иоанн 11:11—25). Сирӗн тӗнӳ чун вилмест тесе вӗрентет-и?
◼ ИРСӖР АР ХУТШӐНӐВӖСЕНЕ СИВЛЕМЕСТ: Хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсенче хӑш-пӗр чиркӳсенче чиркӳ ӗҫченӗсем пулма гомосексуалистсене тата лесбиянкӑсене лартаҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсем, арҫынпа арҫына тата хӗрарӑмпа хӗрарӑма мӑшӑрланма ирӗк паччӑр тесе, правительствӑсене хистеҫҫӗ. Ирсӗр ар хутшӑнӑвӗсене айӑплакан чиркӳсем те хӑйсен священникӗсем ачасемпе ар хутшӑнӑвне кӗнине сивлемеҫҫӗ. Библи вара мӗне вӗрентет-ха? Вӑл уҫҫӑн калать: «Ан улталанӑр: ясар ҫынсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, аскӑн ӗҫ тӑвакансем те, хӑйсем тӗллӗн асакансем те, арпа асакан арҫынсем те... Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (1 Коринф 6:9, 10). Эсир ирсӗр ар хутшӑнӑвӗсене пулма ирӗк паракан тӗнсене пӗлетӗр-и?
Ҫӗрӗк ҫимӗҫсем парса тӑракан тӗнсене мӗн кӗтсе тӑрать? Иисус асӑрхаттарнӑ: «Ырӑ ҫимӗҫ туман йывӑҫа кирек хӑшне те, касса, вута пӑрахаҫҫӗ» (Матфей 7:19). Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, суя тӗне тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерӗҫ тата тӗп тӑвӗҫ! Анчах ҫакӑ мӗнле тата хӑҫан пулса иртет? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне Библири Апокалипсис ятлӑ кӗнекен 17-мӗшпе 18-мӗш сыпӑкӗсенче ҫырса хунӑ.
Суя тӗн мӗнле пӗтет?
Шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӑрушӑ тискер кайӑкӑн ҫурӑмӗ ҫинче аскӑн хӗрарӑм ларать. Тискер кайӑкӑн ҫичӗ пуҫпа вунӑ мӑйрака пур (Апокалипсис 17:1—4). Кама ҫак аскӑн хӗрарӑм сӑнарласа парать? Вӑл «ҫӗр ҫинчи патшасене» витӗм кӳрсе тӑрать. Вӑл пурпурпа йӑмӑх хӗрлӗ пусма тӑхӑннӑ, фимиампа усӑ курать тата ҫӗрме пуян. Ҫитменнине тата, унӑн асамҫӑ ӗҫӗсемпе «пур халӑх та аташса кайнӑ» (Апокалипсис 17:18; 18:12, 13, 23). Ҫак аскӑн хӗрарӑм пӗтӗм тӗнчери суя тӗнӗн империйӗ пулнине пире Библи ӑнланма пулӑшать. Ҫак хӗрарӑм ҫӗрӗк ҫимӗҫсем парса тӑракан пӗр тӗне кӑна мар, пур тӗне те пӗлтерет.
Аскӑн хӗрарӑм ларса ҫӳрекен тискер кайӑк вӑл – пӗтӗм тӗнчери политика вӑйӗсемa (Апокалипсис 17:10—13). Суя тӗн, ҫак политикӑлла тискер кайӑк мӗн шут тытни ҫине витӗм кӳрес тата ӑна хӑйне пӑхӑнтарас тесе, ун ҫинче ларать.
Анчах тӗлӗнмелле улшӑнусем килеҫҫӗ. Библире каланӑ: «Тискер кайӑк ҫинче эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака аскӑн арӑма курайми пулӗҫ, ӑна тустарса пӗтерӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ, унӑн ӳтне ҫисе ярӗҫ, ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ» (Апокалипсис 17:16). Кӗтмен ҫӗртен ҫак тӗнчен правительствисем суя тӗн ҫине хаяррӑн тапӑнӗҫ те ӑна тӗп тӑвӗҫ. Ҫакна тума вӗсене мӗн хистӗ? Библире, Апокалипсис кӗнекинче, каланӑ: «Турӑ вӗсен чӗрисене Хӑй ирӗкне тӑвас енне янӑ» (Апокалипсис 17:17). Ҫапла ӗнтӗ, Турӑ хӑйӗн ячӗпе тунӑ усал ӗҫсемшӗн суя тӗне явап тыттарӗ. Турӑ, хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр тӗрӗслӗхӗпе килӗшӳллӗн суя тӗнӗн политика еркӗнӗсемпе усӑ курса, хӑйӗн приговорне пурнӑҫлӗ.
Суя тӗнпе пӗрле пӗтес килмест пулсан, сирӗн мӗн тумалла? «Эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух» тесе чӗнет Туррӑн хыпарҫи. Шӑпах халӗ суя тӗнрен тухмалли вӑхӑт! Ӑҫта-ха хӳтлӗх шырамалла? Тен, атеизмра? Анчах унӑн та пуласлӑх ҫук (2 Фессалоникӑсем 1:6—9). Чӑн тӗн кӑна чӑн-чӑн хӳтлӗх пулма пултарать. Анчах ӑна мӗнле уйӑрса илмелле?
Чӑн тӗне мӗнле уйӑрса илме пулать
Чӑн тӗнӗн мӗнле ырӑ ҫимӗҫсем парса тӑмалла? (Матфей 7:17).
Чӑн тӗн...
◼ ЮРАТУ КӐТАРТАТЬ: Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапакансем «тӗнченӗн мар». Вӗсен хушшинче расӑсемпе нацисем ҫине пайланса каясси ҫук. Вӗсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ (Иоанн 13:35; 17:16; Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Вӗсем пӗрле ӗненекенсене нихӑҫан та вӗлерме тӑмӗҫ, пачах урӑхла, вӗсемшӗн хӑйсен пурнӑҫне те пама хатӗр (1 Иоанн 3:16).
◼ ТУРӐ СӐМАХНЕ ШАНАТЬ: Чӑн тӗн «йӑласене» тата «этем ӳкӗчӗсене» вӗрентмест, унӑн вӗрентӗвӗсем пурте Турӑ Сӑмахӗ, Библи, ҫинче никӗсленнӗ (Матфей 15:6—9). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «Турӑ Ҫыруне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет» (2 Тимофей 3:16).
◼ ҪЕМЬЕСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТЕТ ТАТА НРАВСТВЕННОСТЬ НОРМИСЕНЕ ҪӲЛЛӖ ШАЙ
РА ТЫТСА ТӐРАТЬ: Чӑн тӗн упӑшкасене «хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӳне юратнӑ пек юратма» хавхалантарать, арӑмсене «упӑшкисене тарӑннӑн хисеплемеллине (ҪТ)» аталантарма пулӑшать, ачасене вара хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене пӑхӑнса тӑма вӗрентет (Эфес 5:28, 33; 6:1). Унсӑр пуҫне тата, кама власть панӑ, вӗсен нравственность енчен тӗслӗх кӑтартмалла (1 Тимофей 3:1—10).
Мӗнле тӗн ҫаксене пурне те тытса тӑрать? 2001-мӗш ҫулта кӑларнӑ «Холокост Политики» кӗнекере каланӑ: «Ҫынсенчен нумайӑшӗ Иегова Свидетелӗсем пек пурӑннӑ пулсан, тата ҫак ӗненекен ҫынсем мӗн вӗрентсе ҫӳренине ӗненнӗ пулсан, тӗнчере, чӑннипе каласан, халӑхсен хӑйсен хушшинчи уйрӑмлӑхсемшӗн пӗр-пӗрне пӗтересси пулмастчӗ» (Holocaust Politics).
Иегова Свидетелӗсем 235 ҫӗршывра Библи принципӗсем ҫинчен вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсене пурнӑҫра тытса пурӑнаҫҫӗ. Турӑ мӗн тума ыйтнине пӗлме тата ӑна мӗнле юраса пурӑнма пулӑшас тесе, эпир сире Иегова Свидетелӗсемпе калаҫма хавхалантаратпӑр. Халӗ вӑй хумалли вӑхӑт. Вӑраха яма юрамасть. Суя тӗн пӗтесси ҫывӑх! (Софония 2:2, 3).
Иегова Свидетелӗсем пӗлтерсе ҫӳрекен Библири хыпара сирӗн нумайрах пӗлес килет пулсан, кӑтартнӑ адрессенчен пӗринпе усӑ курса ҫырӑр.
□ Эпӗ «Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?» брошюра илесшӗн
□ Мана килте тӳлевсӗр Библи вӗренесси интереслентерет.
[Сноска]
a Ҫак ыйтӑва тӗплӗнрех ӑнлантарнине Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Апокалипсис: унӑн аслӑ апогейӗ ҫывӑх!» (вырӑсла) кӗнекере тупма пулать.
[3-мӗш страницӑри кӗртсе лартнӑ текст]
Суя тӗн «ҫӗр ҫинчи патшасене» витӗм кӳрсе тӑрать
[3-мӗш страницӑри кӗртсе лартнӑ текст]
«Эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух»