5-МӖШ СЫПӐК
Пӗтӗм ҫӗре шыв илни. Кам итленӗ? Кам итлемен?
Ной вӑхӑтӗнче ҫынсенчен ытларахӑшӗ усал ӗҫ тунӑ (Пултарни 6:5).
Адампа Евӑн ачасем ҫуралнӑ, вара ҫӗр ҫинче ҫын нумайланса кайнӑ. Вӑхӑт иртсен хӑш-пӗр ангелсем Сатана ҫӗкленӗ пӑлхава хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӗр ҫине аннӑ та, хӗрарӑмсене качча илмешкӗн хӑйсене валли ҫынсенни пек ӳт-пӳ илнӗ.
Хӗрарӑмсем улӑпсем ҫуратнӑ, вӗсем вӑйлӑ та хаяр пулнӑ. Тӗнче усал ҫынсемпе тулнӑ.
Библире каланӑ: «Этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннӑ... вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ».
Ной Турра итленӗ те ковчег тунӑ (Пултарни 6:13, 14, 18, 19, 22).
Ной лайӑх ҫын пулнӑ. Иегова усал ҫынсене ҫӗре шыв илтерсе пӗтерме шутлани ҫинчен Ноя каланӑ.
Турӑ ҫавӑн пекех Ноя пысӑк карап, е ковчег, тума тата ун ӑшне хӑйӗн ҫемйине, тӗрлӗрен чӗрчуна илме хушнӑ.
Ной ҫынсене ҫӗре шыв илес вӑхӑт ҫывхарса пыни ҫинчен асӑрхаттарнӑ, анчах та вӗсем ӑна тимлемен. Пӗрисем Нойран кулнӑ, теприсем ӑна курайман.
Ковчег туса пӗтерсен, Ной ун ӑшне чӗрчунсене илсе кӗнӗ.