18-МӖШ УРОК
Ҫутҫанталӑк инкекӗсем вӑхӑтӗнче эпир пӗрле ӗненекенсене мӗнле пулӑшатпӑр?
Доминикан республики
Япони
Гаити
Ҫутҫанталӑк инкекӗ пулса иртсен, Иегова Свидетелӗсем инкек тӳснӗ районсенчи пӗрле ӗненекенсене тӳрех пулӑшма пуҫлаҫҫӗ. Ҫапла тунипе эпир пӗр-пӗрне чунтан юратнине кӑтартатпӑр (Иоанн 13:34, 35; 1 Иоанн 3:17, 18). Эпир мӗнле майсемпе пулӑшатпӑр?
Хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ паратпӑр. Пӗрремӗш ӗмӗрте Иудейӑра хӑрушӑ выҫлӑх пуҫлансан Антиохияри христиансем Иудейӑри христиансене укҫа-тенкӗ ярса панӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 11:27—30). Паян та ҫавӑн евӗрлех, пӗр-пӗр ҫӗршывра пӗрле ӗненекенсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине пӗлсен, эпир вӗсене вырӑнти пуху урлӑ укҫа-тенкӗ ярса паратпӑр (2 Коринф 8:13—15).
Ӗҫпе пулӑшатпӑр. Инкек пулса иртнӗ вырӑнти старейшинӑсем пухури кашни тӑвана шыраса тупса пулӑшу кирлипе кирлӗ маррине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Пулӑшу паракан комитет апат-ҫимӗҫ, ӗҫмелли таса шыв тата тумтир валеҫсе парать, ҫавӑн пекех пурӑнмалли вырӑн тупма тата медицина пулӑшӑвӗ пама тӑрӑшать. Ҫуртсемпе Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене ҫӗнетме-юсама пулӑшас тесе ҫак ӗҫе тума пултарулӑх пур нумай свидетель доброволец пулса ӗҫлеме хӑйсен укҫи-тенкипе килет. Пирӗн организацири пӗрлӗхе тата ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе пухнӑ опыта пула эпир инкек-синкек тухсан пулӑшу пама хатӗр. Анчах та «хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене» пулӑшнӑ май эпир урӑх тӗне тытса тӑракан ҫынсем ҫинчен те манмастпӑр (Галати 6:10).
Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса йӑпататпӑр. Ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнӑ ҫынсене лӑплантаракан сӑмахсем уйрӑмах кирлӗ. Ҫакӑн пек вӑхӑтра пире Иегова, «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ», вӑй парса тӑрать (2 Коринф 1:3, 4). Эпир ҫынсене Библире сӑмах панисем ҫинчен пӗлтерме тата асап кӳрекен, чуна ыраттаракан кирек мӗнле инкек-синкеке те Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех пӗтересси пирки шантарса калама хавас (Ӳлӗмхине 21:4).
Ҫутҫанталӑк инкекӗсем вӑхӑтӗнче пулӑшӑва хӑвӑрт йӗркелеме Иегова Свидетелӗсене мӗн пулӑшать?
Ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнӑ ҫынсене эпир мӗнле йӑпатма пултаратпӑр?