Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • fg 12 урок, 1—5 ыйтусем
  • Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?
  • Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Ҫавнашкал материал
  • Турӑ патне мӗнле ҫывхармалла
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Кӗлӗ урлӑ Турӑпа мӗнле ҫывӑхланмалла
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Турра мӗнле кӗлтумалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Туррӑн ырӑ хыпарӗ
fg 12 урок, 1—5 ыйтусем

12-МӖШ УРОК

Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?

1. Турӑ пур кӗлле те итлет-и?

Арҫын Турра кӗлтӑвать

Турӑ пур ҫынна та кӗлӗ урлӑ хӑйӗнпе ҫывӑхлантарасшӑн (Псалом 64:3). Анчах та вӑл пур кӗлле те итлемест. Тӗслӗхрен, хӑйне арӑмӗпе япӑх тытакан арҫыннӑн кӗллисем хуравсӑр юлма пултараҫҫӗ (1 Петр 3:7). Израиль халӑхӗ усал ӗҫсем туса тӑнӑ чухне Турӑ вӗсене итлемен. Анчах та вӑл хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсене итлеме хатӗр. Ҫакна асра тытмалла: Турра кӗлтӑвасси — пысӑк чыс. (Исаия 1:15; 55:7 вулӑр.)

«Турӑ пур кӗлле те итлет-и?» видеоролика пӑхӑр.

2. Мӗнле кӗлтумалла?

Иеговӑна кӑна кӗлтумалла, мӗншӗн тесен вӑл Пултаракан тата пӗртен-пӗр чӑн Турӑ (Матфей 4:10; 6:9). Анчах эпир ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ пирки пирӗн Иисус Христос урлӑ кӗлтумалла, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ (Иоанн 14:6). Иегова пире пӑхмасӑр калама вӗреннӗ кӗлӗсене калаттарасшӑн мар е вӗсене кӗлӗ кӗнекинчен вулаттарасшӑн мар. Кӗлтунӑ чухне вӑл пире хамӑрӑн шухӑшсемпе туйӑмсем ҫинчен калаттарасшӑн. (Матфей 6:7; Филиппӑ 4:6, 7 вулӑр.)

Пултаракан эпир хамӑр ӑшра калакан кӗлӗсене те илтет (1 Патшасен 1:12, 13). Вӑл пире кирек хӑш вӑхӑтра та кӗлтума хавхалантарать. Куна кӗлӗпе пуҫлани тата вӗҫлени, апат умӗн, ҫавӑн пекех йывӑрлӑхсем сиксе тухсан кӗлтуни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. (Псалом 54:23; Матфей 15:36 вулӑр.)

3. Христиансен мӗншӗн пӗрле пухӑнмалла?

Ҫынсем христиансен тӗлпулӑвӗнче Библи вулаҫҫӗ

Турӑпа ҫывӑхланма ҫӑмӑлах мар, мӗншӗн тесен пирӗн таврари ҫынсем нумайӑшӗ Турра ӗненмеҫҫӗ тата вӑл ҫӗр ҫинче рай туса парать тенинчен кулаҫҫӗ (2 Тимофей 3:1, 4; 2 Петр 3:3, 13). Ҫавӑнпа пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнни тата пӗр-пӗрне пулӑшни питӗ кирлӗ. (Еврейсем 10:24, 25 вулӑр.)

Турра юратакансемпе хутшӑнни пире унпа ҫывӑхланма пулӑшать. Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетме питӗ лайӑх май параҫҫӗ. (Рим 1:11, 12 вулӑр.)

4. Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?

Арҫын ӗҫре тӑхтав вӑхӑтӗнче Турӑ Сӑмахне вулать

Эсир Туррӑн Сӑмахӗнчен мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлатӑр пулсан унпа ҫывӑхланма пултаратӑр. Ҫавӑнпа унӑн ӗҫӗсем, саккунӗсем тата вӑл сӑмах панисем ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫакӑ пире Туррӑн юратӑвӗ мӗн тери пысӑк тата вӑл ҫав тери ӑслӑ пулнине ӑнланса илме пулӑшать. (Иисус Навин 1:8; Псалом 1:1—3 вулӑр.)

Эсир Турра шанатӑр тата ӗненетӗр пулсан кӑна унпа ҫывӑхланма пултаратӑр. Ӗненӗве ӳсен-тӑранпа танлаштарма пулать: вӑл ӳстӗр тесен ӑна шӑвармалла. Ӗненӗве те ҫирӗплетсе тӑмалла. Ҫакна тӑвас тесен Библири вӗрентӳсем чӑн пулнине сире мӗн ӗнентерни пирки шухӑшламалла. (Матфей 4:4; Еврейсем 11:1, 6 вулӑр.)

5. Турӑпа ҫывӑхланни мӗнле усӑ парать?

Иегова хӑйне юратакансемшӗн тӑрӑшать. Пирӗн ӗненӗве мӗн аркатма пултарать тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка мӗн пӗтерме пултарать, вӑл пире ҫавсенчен пуринчен те хӳтӗлет (Псалом 90:1, 2, 7—10). Турӑ пире сывлӑха сиен кӳме, телейсӗр тума пултаракан пурнӑҫпа пурӑнассинчен асӑрхаттарать. Иегова пире чи лайӑх ҫулпа пыма пулӑшать. (Псалом 72:27, 28; Иаков 4:4, 8 вулӑр.)

Туссем вӑхӑта пӗрле ирттереҫҫӗ

Ытларах пӗлес тесен «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнекене, 17-мӗш сыпӑка пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр