Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ia 205—208 с.
  • Хыҫсӑмах

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хыҫсӑмах
  • Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Ҫавнашкал материал
  • «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Иегова сӑмах панисем пурнӑҫланасса ӗненӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Ӗненӳ вӑй парса тӑрать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • «Ӗненӳре ҫирӗп пулӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
ia 205—208 с.

Хыҫсӑмах

«Хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр» (ЕВРЕЙСЕМ 6:12).

1, 2. Мӗншӗн ӗненӗве аталантарни халӗ ҫав тери кирлӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

ӖНЕНӲ. Ку ниме пӗлтермен сӑмах мар, ӗненӳ вӑл — илемлӗ, питӗ паха ен. Апла пулин те, ӗненӳ ҫинчен калаҫнӑ чухне тепӗр сӑмах пирки аса илни те лайӑх — «тӑхтамасӑр». Мӗншӗн тесен пирӗн ӗненӳ ҫук пулсан, пирӗн ӑна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр аталантармалла. Пур пулсан — ӑна упрамалла тата ҫирӗплетсе тӑмалла. Мӗншӗн?

2 Калӑпӑр, эсир вӗҫӗ-хӗррисӗр пушхирпе утса пыратӑр. Сирӗн питӗ ӗҫес килет. Шыв тупсан сирӗн ӑна ӑҫта та пулин тултарса пӗрле илмелле, унтан хӗртсе пӑхакан хӗвелтен упрамалла. Унсӑр пуҫне, шыв ҫул вӗҫне ҫитиччен ан пӗттӗр тесен, сирӗн ӑна тултарсах тӑмалла. Паян эпир сӑнарлӑ пушхирте пурӑнатпӑр. Ҫак тӗнчере чӑн-чӑн ӗненӗвӗн кашни тумламӗ — пушхирти шыв пекех — шутсӑр хаклӑ, анчах та ӑна упрамасан тата вӑхӑтра тултарса тӑмасан, вӑл хӑвӑрт пӑсланса пӗтет. Эпир шывсӑр пурӑнма пултарайман пекех, ӗненӳсӗр Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аталантараймӑпӑр (Рим 1:17).

3. Пире ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшас тесе Иегова мӗн тунӑ, тата пирӗн мӗн асра тытмалла?

3 Иегова пире ӗненӳ питӗ кирлине те, ӑна паян аталантарма тата ҫирӗплетсе тӑма питӗ йывӑррине те пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл хытӑ ӗненнӗ ҫынсен тӗслӗхӗсене пире валли ҫырса панӑ. Туррӑн святой сывлӑшӗ хавхалантарнипе Павел апостол пире «хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек» пулма чӗнсе каланӑ (Евр. 6:12). Акӑ мӗншӗн Иеговӑн организацийӗ пире Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пек, ҫав шутра ҫак кӗнекере асӑннӑ ҫынсем пек, пулма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшма хавхалантарать. Пирӗн халӗ мӗн тумалла? Ҫакна асра тытас пулать: 1) хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑмалла тата 2) шанчӑка яланах куҫ умӗнче тытмалла.

4. Сатана пирӗн ӗненӗве мӗнле хавшатма тӑрӑшать тата мӗншӗн пирӗн алла усмалла мар?

4 Хӑвӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑрӑр. Сатана пирӗн ӗненӗве тӗрлӗрен майпа хавшатма тӑрӑшать. Тӗнче пуҫлӑхӗ пулнӑ май, вӑл ҫак тӗнчене типсе кайнӑ пушхир евӗрлех туса янӑ, ҫавӑнпа ӗненӗве упраса хӑварма питӗ йывӑр. Пирӗн тӑшман пирӗнтен вӑйлӑрах. Апла пулин те, ӗненӗве аталантарма тата ҫирӗпрех тума май ҫук тесе шутласа алла усмалла-ши? Ҫук, нихӑҫан та! Иегова — чӑн-чӑн ӗненӳ аталантарма ӑнтӑлакансенӗн шанчӑклӑ Тусӗ. Вӑл пире шантарса калать: унпа пӗрле эпир Шуйттана хирӗҫ тӑма пултаратпӑр, вара ҫав тӑшман пирӗнтен тарать! (Иак. 4:7.) Шуйттана хирӗҫ тӑрас тесен пирӗн кашни кунах хамӑрӑн ӗненӗве ӳстермелле тата ҫирӗплетмелле. Эпир ҫакна мӗнле тума пултаратпӑр?

5. Библире асӑннӑ Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем хӑйсен ӗненӗвне мӗнле ҫирӗплетсе тӑнӑ? Ӑнлантарса парӑр.

5 Эпир куртӑмӑр ӗнтӗ, Библире асӑннӑ Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем те хӑйсен ӗненӗвне ӳстерме тӑрӑшнӑ. Вӗсен тӗслӗхӗ ӗненӳ Иеговӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫӗ шутне кӗнине кӑтартса панӑ (Гал. 5:22, 23). Вӗсем Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ, вара вӑл вӗсене ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшнӑ. Иегова святой сывлӑш ыйтакансене тата кӗлӗре мӗн ыйтнипе килӗшӳллӗ пурӑнакансене пурне те хӑйӗн вӑйне ҫителӗклех панине асра тытса, айтӑр вӗсенчен тӗслӗх илер (Лука 11:13). Эпир тата мӗн тума пултаратпӑр?

6. Библи вулани пире чи пысӑк усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

6 Ку кӗнекере эпир темиҫе тӗслӗх ҫеҫ пӑхса тухрӑмӑр. Чӑннипе вара, хытӑ ӗненнипе палӑрса тӑнӑ ҫынсем шутсӑр нумай! (Еврейсем 11:32 вулӑр.) Вӗсенчен кашнинчен вӗренме пулать, ҫавӑнпа ҫав ҫынсен тӗслӗхӗсене тӗпчемелле тата вӗсем ҫинчен тарӑн шухӑшламалла. Васкаса ҫиелтен ҫеҫ вуланипе ӗненӗве ҫирӗплетме ҫук. Мӗн вулани усӑ патӑр тесен, ун умӗн е хыҫҫӑн мӗн ҫырнине тата ӗҫсем мӗнле лару-тӑрура пулса иртнине пӑхмалла. Ҫав ҫынсем ҫитменлӗхлӗ, «пирӗн пек ҫынах» пулнине асра тытсан вӗсем пирӗншӗн паян пурӑнакан ҫынсем пек пулӗҫ (Иак. 5:17). Эпир вӗсен хуйхи-суйхине чӗре патне илсен, вӗсем пирӗнешкел йывӑрлӑхсемпех тӗл пулнӑ чухне мӗн ҫинчен шухӑшланине тата мӗн туйнине ӑнланма пултарӑпӑр.

7—9. а) Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене эпир паян туса тӑракан ӗҫе шанса панӑ пулсан, вӗсем мӗн туйнӑ пулӗччӗҫ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн ӗненӗве ӗҫсемпе тӗреклетсе тӑмалла?

7 Ҫавӑн пекех эпир ӗненӗве ӗҫсемпе тӗреклететпӗр. «Ырӑ ӗҫ пулмасан ӗненни те вилӗпе пӗрех» (Иак. 2:26). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова пире паян хушнӑ ӗҫе ҫав авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенсене шанса панӑ пулсан, вӗсем мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗҫ!

8 Тӗслӗхрен, Авраама вӑл пушхирте чулсенчен тунӑ парне вырӑнӗ умӗнче мар, хӑй пек ӗненекен ҫынсемпе пӗрле илемлӗ Патшалӑх залӗсенче тата пысӑк конгрессенче — вӑл «аякран» ҫеҫ курса тӑнӑ «мӗн пама пулнине» тӗплӗн сӳтсе явнӑ тата ӑнлантарса панӑ ҫӗрте — Иеговӑна мухтав кӳме пултарать тесе каларӗҫ пулсан? (Еврейсем 11:13 вулӑр.) Илияна вара, Турӑран пӑрӑнса кайнӑ патша ертсе пынӑ вӑхӑтра Иеговӑшӑн ӗҫленӗ пророка, унӑн ӗҫӗ Ваалӑн усал пророкӗсене вӗлересси мар, шанчӑк паракан тата йӑпатакан хыпара ҫынсене мирлӗн кайса пӗлтересси тесе каларӗҫ пулсан? Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн ӗлӗк-авал пурӑннӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене эпир паян туса тӑракан ӗҫе шанса панӑ пулсан, вӗсем питӗ хавас пулнӑ пулӗччӗҫ.

9 Ҫавӑнпа айтӑр хамӑр ӗненӗве ӗҫсемпе тӗреклетсе тӑрар. Ҫапла эпир Туррӑн Сӑмахне ӗненнӗ ҫынсенчен тӗслӗх илнине кӑтартатпӑр. Ҫавӑн пекех, умсӑмахра каланӑччӗ ӗнтӗ, вӗсем пирӗншӗн ҫывӑх туссем пекех пулса тӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне, кӗҫех эпир вӗсемпе чӑннипех те туслашма пултарӑпӑр.

10. Райра пире мӗнле савӑнӑҫ кӗтет?

10 Шанчӑка яланах куҫ умӗнче тытӑр. Турра чунтан парӑнса пурӑннӑ ҫынсене шанчӑк яланах вӑй парса тӑнӑ. Шанчӑк пурри сире те вӑй парать-и? Тӗслӗхрен, «сӑваплисем... чӗрӗлсе» тӑнӑ вӑхӑтра вӗсемпе тӗл пулсан мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 вулӑр.) Эсир вӗсенчен мӗн ҫинчен ыйтнӑ пулӑттӑр?

11, 12. Ҫӗнӗ тӗнчере а) Авельтен, ӑ) Нойран, б) Авраамран, в) Руфьрен, г) Авигейӑран тата д) Эсфирьтен мӗн ҫинчен ыйтма пулать?

11 Авельпе тӗл пулсан сирӗн унӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен ытларах ыйтса пӗлес килмӗ-ши? Эдем пахчине кӗмелли ҫӗрте хурал тӑракан херувимсенчен вӑл мӗн ҫинчен те пулин ыйтнӑ-и тата лешӗсем ӑна хуравланӑ-и? Ноя вара мӗнле ыйту пама пулать? Сӑмахран, вӑл нефилимсенчен хӑранӑ-и? Ковчегри чӗрчунсене вӑл ҫулталӑк хушши мӗнле пӑхса усранӑ? Авраампа тӗл пулсан ҫапла ыйтма пулать: «Эсӗ Симпа курса калаҫнӑ-и? Сана Иегова ҫинчен кам каласа панӑ? Ур хулинчен тухса кайма йывӑр пулчӗ-и?»

12 Ҫавӑн пекех Турра итлесе пурӑннӑ хӗрарӑмсем чӗрӗлсе тӑрсан сирӗн вӗсенчен нумай ыйтса пӗлес килӗ. Руфе Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма мӗн хавхалантарнӑ? Давида пулӑшни ҫинчен Навала каласа пама Авигея хӑранӑ-и? Эсфирьпе тата Мардохейпе малалла мӗн пулнӑ-ши?

13. а) Чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем сирӗнтен мӗн ҫинчен ыйтса пӗлме пултарӗҫ? ӑ) Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе тӗл пулма май пурри сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать?

13 Паллах ӗнтӗ, Туррӑн ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен те сирӗнтен ыйтса пӗлмелли темӗн чухлех пулӗ. Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем ҫинчен тата йывӑр вӑхӑтра Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле пиллени ҫинчен эпир вӗсене хавхалануллӑн каласа парӑпӑр! Иегова хӑй сӑмах панисене мӗнле пурнӑҫлани вӗсен чӗрисене хускатӗ паллах! Эпир Библире асӑннӑ ҫынсем мӗнле ҫынсем пулнине ҫӗнӗ тӗнчере хамӑр куҫпа курӑпӑр. Вӗсем пирӗнпе пӗрле Райра пурӑнӗҫ! Ҫавӑнпа вӗсем халӗ те сирӗншӗн чӗрӗ ҫынсем пекех пулччӑр тесе тӑрӑшӑр. Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр. Вӗсем сирӗн туссем пулса тӑччӑр — Иеговӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗрех вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе савӑнмалла пултӑр!

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр