Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • T-30 1—4 с.
  • Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?
  • Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?
  • Ҫавнашкал материал
  • Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?
    Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?
  • Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?
    Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
  • Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?
    Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?
Ытларах пӗлӗр
Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?
T-30 1—4 с.

Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?

Сирӗн шутпа, вӑл...

  • ӑслӑ ҫынсем ҫырнӑ кӗнеке⁠-и?

  • юмахсен, халапсен кӗнеки⁠-и?

  • Турӑ панӑ кӗнеке⁠-и?

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ» (2 Тимофей 3:16, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

ҪАКӐ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ

Пурнӑҫри чи кирлӗ ыйтусем ҫине туллин хуравлать (Ытарӑшсем 2:1—5).

Кулленхи пурнӑҫ валли усӑллӑ канашсем парать (Псалом 118:105).

Пуласлӑх пирки чӑн⁠-чӑн шанчӑк парать (Рим 15:4).

Хӗрарӑм Библи вулать; арҫын Библи вулать; телейлӗ ҫемье савӑнса уҫӑлса ҫӳрет

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ-ШИ?

Пулать, ҫавна валли сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур:

  • Тӗлӗнмелле килӗшӳлӗх. Библие 40 яхӑн ҫын 1 600 ҫул хушши ҫырнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ пӗр-пӗрне нихӑҫан та курман. Ҫапах та пӗтӗм кӗнеке тӑрӑх пӗр тӗп тема пырать!

  • Истори тӗлӗшӗнчен тӗрӗс пулни. Историксем ялан тенӗ пекех хӑйсен халӑхӗ ӑнӑҫсӑр пулнине каламасӑр хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та Библие ҫыракансем хӑйсен йӑнӑшӗсем тата хӑйсен халӑхӗнчи ҫынсем тунӑ тӗрӗс мар ӗҫсем ҫинчен ним пытармасӑр каланӑ (2 Ҫулсеренхи 36:15, 16; Псалом 50:3—6).

  • Библире пророкла каланисем пурнӑҫланса пыни. Библире Вавилон ятлӑ авалхи хула пӗтесси ҫинчен 200 ҫул маларах каласа хунӑ пулнӑ (Исаия 13:17—22). Ҫавӑн пекех унта Вавилон мӗнле пӗтесси ҫинчен каланисӗр пуҫне ӑна ҫӗнсе илекенӗн ятне те каланӑ (Исаия 45:1—3).

    Библири ытти нумай пророкла каланисем те тӗпӗ-йӗрӗпех пурнӑҫланнӑ. Турӑ Сӑмахӗнчен пирӗн ҫавна кӗтмелле мар⁠-и? (2 Петр 1:21.)

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР-ХА

Ашшӗ, амӑшӗ, ывӑлӗ тата хӗрӗ

Турӑ Сӑмахӗ сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарать?

Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе ИСАИЯ 48:17, 18 тата 2 ТИМОФЕЙ 3:16, 17 пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр