Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • kr 13 сыпӑк, 134—147 с.
  • Патшалӑх хыпарҫисем суда параҫҫӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Патшалӑх хыпарҫисем суда параҫҫӗ
  • Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Йӗркелӗхе пӑсакансем-и е Турӑ Патшалӑхне шанчӑклӑн хӳтӗлекенсем?
  • Патшалӑха хирӗҫ агитаци туса ҫӳрекенсем-и е чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерекенсем?
  • Сутӑҫсем-и е Турӑ Патшалӑхӗн хастарлӑ хыпарҫисем?
  • «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла»
  • «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать»
  • Ирӗклӗн пуҫҫапассишӗн кӗрешни
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Турӑ Патшалӑхне кӑна чунтан парӑннӑ
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
kr 13 сыпӑк, 134—147 с.

13-МӖШ СЫПӐК

Патшалӑх хыпарҫисем суда параҫҫӗ

СЫПӐК ТЕМИ

Иисус малтанах каласа хунӑ пек, Турӑ халӑхӗ ырӑ хыпар сарнине пула влаҫра тӑракансем тата тӗн пуҫлӑхӗсем хирӗҫ тӑраҫҫӗ

1, 2. а) Тӗн пуҫлӑхӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартас тесе мӗн тунӑ, анчах апостолсем ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Апостолсене ырӑ хыпар сарма чарсан, мӗншӗн вӗсем ҫавна пӑхӑнман?

ПИРӖН эрӑри 33 ҫул пырать. Нумаях пулмасть Аллӑмӗш кун уявне паллӑ тунӑ. Иерусалимра христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайнӑранпа темиҫе эрне кӑна иртнӗ-ха. Паллах ӗнтӗ, Сатана христиансен пухӑвӗ ҫине тапӑнмалли вӑхӑт тесе шутлать. Вӑл ҫав пухӑва тӗрекленсе ҫитичченех пӗтерсе хурасшӑн. Сатана тӑхтаса тӑмасӑр событисене хӑйне кирлӗ пек йӗркелесе ярать, ҫавна пула тӗн пуҫлӑхӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартма йышӑнаҫҫӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах апостолсем хӑюллӑн ырӑ хыпар сараҫҫӗ, вара арҫынсемпе хӗрарӑмсем нумайӑшӗ «Ҫӳлхуҫана ӗненекенсем» пулса тӑраҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 4:18, 33; 5:14).

Апостолсем хӑйсене хӗненӗ хыҫҫӑн Синедрионран савӑнса тухса каяҫҫӗ

Апостолсем «Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн» савӑннӑ

2 Ҫилӗпе тулнӑран хирӗҫ тӑракансем тепӗр хут тапӑнаҫҫӗ: ку хутӗнче вӗсем апостолсене пурне те тӗрмене хупаҫҫӗ. Анчах та ҫӗрле Иеговӑн ангелӗ тӗрмен алӑкӗсене уҫса ярать, вара апостолсем ирхине ирех каллех ырӑ хыпар сарма пуҫлаҫҫӗ! Вӗсене тепӗр хут арестлеҫҫӗ те пуҫлӑхсем патне илсе пыраҫҫӗ, вара лешӗсем апостолсене ырӑ хыпар сарма чаракан хушӑва пӑснӑшӑн айӑплаҫҫӗ. Апостолсем вӗсене хӑюллӑн ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла». Ҫакӑ пуҫлӑхсене питӗ тарӑхтарса ярать, вара вӗсем апостолсене вӗлересшӗн пулаҫҫӗ. Анчах та ҫавӑн пек ҫивӗч самантра Саккуна вӗрентекен Гамалиил ятлӑ хисеплӗ учитель сӑмах илет. Вӑл пуҫлӑхсене шухӑшласа пӑхма сӗнет те ҫапла асӑрхаттарать: «Хӑпӑр ҫак ҫынсенчен, ан тивӗр вӗсене». Тӗлӗнмелле те, пуҫлӑхсем унӑн сӗнӗвне тимлеҫҫӗ те апостолсене ирӗке яраҫҫӗ. Ҫав шанчӑклӑ арҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ? Вӗсем хӑйсене хӑратса ӳкерме памаҫҫӗ, ҫавӑнпа та «Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа вӗрентме» чарӑнмаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 5:17—21, 27—42; Ытар. 21:1, 30).

3, 4. а) Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнас тесе Сатана мӗнле меслетпе нумай вӑхӑт хушши ӑнӑҫлӑ усӑ курать? ӑ) Ҫак тата тепӗр икӗ сыпӑкра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Пирӗн эрӑри 33 ҫулта иртнӗ ҫак суд влаҫсем христиансен пухӑвӗн ӗҫӗ-хӗлне чарса лартма хӑтланнӑ судсенчен пӗрремӗшӗ кӑна пулнӑ-ха (Ап. ӗҫ. 4:5—8; 16:20; 17:6, 7). Хальхи вӑхӑтра та Сатана влаҫра тӑракан ҫынсем урлӑ эпир тӑвакан ӗҫе, ырӑ хыпар сарас ӗҫе, чарса лартма хӑтланать. Ҫавна тӑвас тесе вӑл тӗрӗс пуҫҫапассине хирӗҫ тӑракан ҫынсене власть ҫине витӗм кӳме хӗтӗртсе тӑрать. Хирӗҫ тӑракансем Туррӑн халӑхне айӑплама тӗрлӗ сӑлтавсем шыраҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем эпир обществӑри йӗркелӗхе пӑсатпӑр, патшалӑха хирӗҫ агитаци туса ҫӳретпӗр тата суту-илӳ тӑватпӑр тесе пире айӑплаҫҫӗ. Ҫакӑн пек айӑплани суя пулнине кӑтартас тесе пирӗн тӑвансем хӑш-пӗр чухне суда панӑ. Ҫак ӗҫсене судра тишкерни мӗнпе вӗҫленнӗ? Вун-вун ҫул каялла судра тунӑ йышӑнусем паян пирӗнпе кашнипе мӗнле ҫыхӑннӑ? Айтӑр судра пӑхса тухнӑ хӑш-пӗр ӗҫсене аса илер те вӗсем «Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе [«саккунлӑ майпа», ҪТ] ҫирӗплетме» мӗнле пулӑшнине курар (Флп. 1:7, ҪХ).

4 Ҫак сыпӑкра эпир хамӑрӑн ырӑ хыпара ирӗклӗн сарас правӑна мӗнле хӳтӗленине сӳтсе явӑпӑр. Тепӗр икӗ сыпӑкра ҫак тӗнченӗн пулас мар тесе тата Патшалӑх нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнас тесе эпир судра мӗнле кӗрешнине кӑтартакан темиҫе тӗслӗхе пӑхса тухӑпӑр.

Йӗркелӗхе пӑсакансем-и е Турӑ Патшалӑхне шанчӑклӑн хӳтӗлекенсем?

5. Мӗншӗн 1930 ҫулсен вӗҫӗнче Патшалӑх хыпарҫисене арестленӗ тата организацие ертсе пыракансем мӗн тума шут тытнӑ?

5 1930 ҫулсен вӗҫӗнче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тӗрлӗ хуласенчи тата штатсенчи влаҫсем Иегова Свидетелӗсене сӑваплӑ ӗҫе тумашкӑн официаллӑ йӗркепе ирӗк е лицензи илме вӑйпа хистенӗ. Ҫапах та пирӗн тӑвансем влаҫсем патне лицензи илме кайман. Лицензие пӑрахӑҫлама пултарнӑ, анчах та тӑвансем шутланӑ тӑрӑх, христиансене Иисус хушнӑ ӗҫе тума, Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарма, нимле правительство та чӑрмантарма пултараймасть (Марк 13:10). Ҫакӑншӑн ҫӗр-ҫӗр Патшалӑх хыпарҫине арестленӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа организацие ертсе пыракансем суда пама шут тытнӑ. Свидетельсен правине хӗснипе — вӗсене хӑйсен тӗнне тытса тӑма чӑрмантарнипе — патшалӑх саккуна пӑснӑ тесе каласшӑн пулнӑ вӗсем. 1938 ҫулта пӗр ӗҫ пулса иртнӗ, ҫавӑншӑн суда пама тивнӗ. Ҫав ӗҫе судра пӑхса тухни вара питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха ун чухне?

6, 7. Кантуэлл ҫемйипе мӗн пулса тухнӑ?

6 Ытларикун ирхине, 1938 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче, 60 ҫулхи Ньютон Кантуэлл, унӑн Эстер ятлӑ арӑмӗ, ҫавӑн пекех Хенри, Расселл тата Джесси ывӑлӗсем (вӗсем пиллӗкӗшӗ те ятарлӑ пионерсем пулнӑ) Нью-Хейвен хулине (Коннектикут штачӗ) кунӗпе ырӑ хыпар сарма кайнӑ. Анчах та вӗсем каҫхине киле таврӑнмасан та пултарнӑ — ҫакна вӗсем хатӗр пулнӑ. Мӗншӗн? Вӗсене темиҫе хут та арестленӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем кун пекки ку хутӗнче те пулма пултарнине ӑнланнӑ. Анчах та ҫакӑ Кантуэлл ҫемйине ҫынсене Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пӗлтерес кӑмӑла пӗтерме пултарайман. Вӗсем Нью-Хейвена икӗ машинпа килнӗ. Ньютон хӑйсен ҫемйин машини ҫине Библие ӑнлантарса паракан литературӑпа патефонсем тиесе килнӗ, 22 ҫулхи Хенри вара рупорлӑ машинӑн рулӗ умӗнче ларнӑ. Вӗсем шутланӑ пекех, вӗсене тепӗр темиҫе сехетрен полици ярса илнӗ.

7 Чи малтан 18 ҫулхи Расселла арестленӗ, унтан — Ньютонпа Эстере. 16 ҫулхи Джесси хӑйӗн ашшӗпе амӑшне тата пиччӗшне полици мӗнле илсе кайнине аякран пӑхса тӑнӑ. Хенри хулан тепӗр пайӗнче ырӑ хыпар сарнӑ, ҫавӑнпа ҫамрӑк Джесси пӗччен тӑрса юлнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл патефон илнӗ те малалла ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Икӗ католик ӑна Рутерфордӑн пластинка ҫине ҫырнӑ «Тӑшмансем» ятлӑ докладне яма ирӗк панӑ. Итленӗ май ҫав арҫынсем урса кайнӑ та Джессине хӗнесшӗн пулнӑ. Джесси хӑйне лӑпкӑн тытса вӗсем патӗнчен утса кайнӑ, анчах кӗҫех ӑна полици ярса илнӗ. Ҫапла Джесси те полицие лекнӗ. Полици Кантуэлл хӗрарӑм тӑвана нимшӗн те айӑпламан, анчах Кантуэлл арҫын тӑванпа унӑн ывӑлӗсене айӑпланӑ. Ҫапах та ҫав кунах вӗсенчен залог илнӗ те вӗсене ирӗке янӑ.

8. Мӗншӗн суд Джесси Кантуэлла обществӑри йӗркелӗхе пӑсакан тесе айӑпланӑ?

8 Темиҫе уйӑхран, 1938 ҫулхи сентябрьте, Кантуэлл ҫемйи Нью-Хейвенри пӗрремӗш инстанци сучӗ умне тӑнӑ. Ньютона, Расселла тата Джессие ҫынсем хӑйсем ирӗкӗпе панӑ укҫана лицензисӗр пуҫтарнӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Коннектикут штачӗн Аслӑ Судне апелляцисем панӑ пулин те, Джессие обществӑри йӗркелӗхе пӑснӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пластинка ҫине ҫырса хунӑ доклада итленӗ икӗ католик судра ҫав доклад пирӗн тӗне хурлать тата ҫакӑ пире кӳрентерет тесе каланӑ. Ҫавӑн пек айӑпланине сирсе ярас тесе яваплӑ арҫын тӑвансем АПШри Аслӑ Суда жалоба панӑ.

9, 10. а) Кантуэлл ҫемйи пирки АПШри Аслӑ Суд мӗнле йышӑну тунӑ? ӑ) Ҫак йышӑну пире мӗнле усӑ парать?

9 1940 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнче тӗп судья, Чарлз Хьюз, тата сакӑр судья ҫав ӗҫе пӑхса тухма пуҫланӑ. Чи малтан Хейден Ковингтон, Иегова Свидетелӗсен адвокачӗ, сӑмах тухса каланӑa. Унтан Коннектикут штачӗн юрисчӗ сӑмах тухса каланӑ. Вӑл Свидетельсем обществӑри йӗркелӗхе пӑснине кӑтартса пама хӑтланнӑ чухне судьясенчен пӗри ыйтнӑ: «Христос Иисус пӗлтерсе ҫӳренӗ хыпар вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра хисепре пулман мар-и-ха?» Лешӗ хуравланӑ: «Чӑнах ҫапла пулнӑ. Эпӗ тӗрӗс астӑватӑп пулсан, Библире Иисуса ҫав хыпара пӗлтерсе ҫӳренӗшӗн мӗн туни ҫинчен те каланӑ». Хӑйнех питлекен мӗн тери хӑватлӑ сӑмахсем! Тӑвас темен ҫӗртенех вӑл Свидетельсене Иисуспа танлаштарнӑ, штата — ӑна айӑплакансемпе. 1940 ҫулхи майӑн 20-мӗшӗнче Аслӑ Судри судьясем пурте ҫак ӗҫе Свидетельсем майлӑ татса панӑ.

Савӑнӑҫлӑ тӑвансем, ҫав шутрах Хейден Ковингтон тата Глен Хау, суд ҫуртӗнчен тухаҫҫӗ

Хейден Ковингтон (пӗрремӗш ретре варринче), Глен Хау (сулахайра) тата ытти тӑвансем судра ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн суд ҫуртӗнчен тухаҫҫӗ

10 Суд ӗҫе ҫакӑн пек татса пани мӗнле усӑ панӑ? Ҫакӑ ҫынсен правине — тӗне ирӗклӗн тытса тӑма паракан правӑна хӳтӗленӗ. Халӗ вара федераллӑ правительство та, штатӑн правительстви те, вырӑнти влаҫсем те саккунлӑ майпа тӗн тытса тӑрас ирӗклӗхе хӗсме пултараймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне суд Джессин ӗҫӗсенче «обществӑри мирпе йӗркелӗхе пӑсма пултаракан хӑрушлӑха» курман. Ҫапла вара суд йышӑнӑвӗ Иегова Свидетелӗсем обществӑри йӗркелӗхе пӑсакансем пулманнине уҫӑмлӑн кӑтартса панӑ. Ҫакӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсем судра тунӑ татӑклӑ ҫӗнтерӳ! Ҫакӑ пире мӗн парать? Пӗр Свидетель юрист калать: «Сӑлтавсӑрах хӗсме пултарнинчен хӑрамасӑр хамӑр тӗне ирӗклӗн тытса тӑма паракан право пире, Свидетельсене, шанчӑк паракан хыпара хамӑр таврари ҫынсене каласа пама май парать».

Патшалӑха хирӗҫ агитаци туса ҫӳрекенсем-и е чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерекенсем?

«Турра, Христоса тата ирӗклӗхе Квебек чунтан курайманни пӗтӗм Канадӑна чыссӑрлатать» буклетӑн пӗрремӗш страници

«Турра, Христоса тата ирӗклӗхе Квебек чунтан курайманни пӗтӗм Канадӑна чыссӑрлатать»

11. Канадӑри тӑвансем мӗнле кампани ирттернӗ тата мӗншӗн?

11 Иегова Свидетелӗсене 1940 ҫулсенче Канадӑра хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Патшалӑх тӗн тытса тӑрас ирӗклӗхе хӗснине халӑха пӗлтерес тесе пирӗн тӑвансем Канадӑра 1946 ҫулта 16 кунлӑ кампани ирттернӗ. Ҫав кампанире вӗсем «Турра, Христоса тата ирӗклӗхе Квебек чунтан курайманни пӗтӗм Канадӑна чыссӑрлатать» ятлӑ буклет салатнӑ. Ҫак тӑватӑ страницӑллӑ буклетра Квебек провинцире тӗн пуҫлӑхӗсем хӗтӗртнипе тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем ҫинчен, полицин ӗҫӗсенче курӑнса тӑракан хаярлӑх ҫинчен тата ҫынсем ушкӑнпа Свидетельсем ҫине тапӑнни ҫинчен каланӑ пулнӑ. «Иегова Свидетелӗсене саккуна пӑсса халӗ те арестлеҫҫӗ,— тенӗ буклетра.— Мӑн Монреальте Иегова Свидетелӗсене хирӗҫ 800-е яхӑн айӑплав тӑратнӑ».

12. а) Хирӗҫ тӑракансем кампани ҫине мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Пирӗн тӑвансене мӗн тесе айӑпланӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

12 Ҫак буклета питӗ килӗштерменнине кӑтартса Квебек премьер-министрӗ Морис Дюплесси, католик кардиналӗ Вильнёвпа алла-аллӑн ӗҫленӗскер, Свидетельсене хирӗҫ «хаяр вӑрҫӑ» пуҫлатпӑр тесе каланӑ. Свидетельсем тӗлӗшпе судра пуҫарса янӑ ӗҫсен шучӗ 800-тен 1 600-е ҫитнӗ. «Пире час-часах арестленӗ пирки эпир шутне те манса кайрӑмӑр»,— аса илнӗ пӗр пионерка. Свидетельсене буклет салатнӑ чухне тытсан, вӗсене «пӑлхав ҫӗклеме чӗнекен элек хучӗ» салатакансем тесе айӑпланӑb.

13. Патшалӑха хирӗҫ агитаци туса ҫӳрет тесе айӑпланисенчен кам суд умне пӗрремӗш тӑнӑ тата пӗрремӗш инстанци сучӗ мӗнле йышӑну тунӑ?

13 1947 ҫулта Эме Буше арҫын тӑванпа унӑн хӗрӗсем, 18 ҫулхи Жизельпе 11 ҫулхи Люсиль, суд умне тӑнисенчен пӗрремӗшсем пулнӑ. Вӗсене патшалӑха хирӗҫ агитаци туса ҫӳрекенсем тесе айӑпланӑ. Вӗсем «Квебек чунтан курайманни» буклета Квебек хулинчен кӑнтӑралла вырнаҫнӑ хӑйсен ферми ҫумӗнче салатнӑ. Анчах та вӗсем пирки саккуна пӑсакан преступниксем теме чӗлхе ҫаврӑнмасть. Буше тӑван сӑпайлӑ та йӑваш ҫын пулнӑ, вӑл хӑйӗн ферминче лӑпкӑн, никама чӑрмантармасӑр ӗҫленӗ тата хутран-ситрен лаша кӳлсе хулана кайса килкеленӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах унӑн ҫемйи буклетра асӑннӑ тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ. Иегова Свидетелӗсене курайман судья Буше ҫемйи айӑпсӑр пулнине кӑтартса паракан ҫирӗплетӳсене шута илме килӗшмен. Вӑл айӑплакансем майлӑ тӑнӑ та буклет ҫынсене хирӗҫтерсе ярать тесе каланӑ, ҫавӑнпа та Буше ҫемйине айӑплӑ тесе шутламалла тенӗ. Чӑннипе вара, судья ҫакӑн пек каланӑ теме пулать: тӗрӗссине каласси вӑл — преступлени! Эмепе Жизеле пӑлхав ҫӗклеме чӗнекен элек хутне салатакансем пек айӑпланӑ. Пӗчӗк Люсиль те тӗрме камеринче икӗ кун ларнӑ. Тӑвансем Канадӑри Аслӑ Суда апелляци панӑ, Суд вара ӗҫе пӑхса тухма йышӑннӑ.

14. Квебекри пирӗн тӑвансем хӗсӗрлев вӑхӑтӗнче мӗн тунӑ?

14 Ҫав вӑхӑтрах Квебекри пирӗн хӑюллӑ тӑвансем, хӑйсем ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр хаяррӑн тапӑннине пӑхмасӑрах, Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара малалла сарнӑ. Час-часах ҫакӑ тӗлӗнмелле кӑтартусем патне илсе ҫитернӗ. 1946 ҫулта буклет сармалли кампани иртнӗ хыҫҫӑнхи тӑватӑ ҫул хушшинче Квебекра Свидетельсен шучӗ 300-тен 1 000-е ҫитнӗ!c

15, 16. а) Канадӑри Аслӑ Суд Буше ҫемйи пирки мӗнле йышӑну тунӑ? ӑ) Ҫав ҫӗнтерӳ пирӗн тӑвансене тата ытти ҫынсене мӗнле усӑ панӑ?

15 1950 ҫулхи июньте Канадӑри 9 судьяран тӑракан Аслӑ Суд Эме Бушен ӗҫне пӑхса тухнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ултӑ уйӑх иртсен, 1950 ҫулхи декабрӗн 18-мӗшӗнче, суд пирӗн майлӑ йышӑну тунӑ. Мӗншӗн? Иегова Свидетелӗсен адвокачӗ Глен Хау ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, судра хӳтӗлекен ен «патшалӑха хирӗҫ агитаци туса ҫӳрени» шутне пусмӑрлама е влаҫа хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртни кӗрет тесе ӑнлантарсан, суд ҫакӑнпа килӗшнӗ. Анчах та буклетра «ҫавнашкал ӗҫсем тума чӗнни ҫук, ҫавӑнпа та буклет вӑл — сӑмах ирӗклӗхне пурнӑҫламалли саккунлӑ май». Хау тӑван каланӑ: «Иегова ҫӗнтерӳ мӗнле панине эпӗ хам куҫпа куртӑм»d.

16 Аслӑ Судӑн ҫак йышӑнӑвӗ, чӑннипех те, Турӑ Патшалӑхӗ тунӑ чаплӑ ҫӗнтерӳ пулнӑ. Ҫавна пула Квебекри Свидетельсене айӑпласа пуҫарса янӑ тепӗр 122 ӗҫе хупнӑ. Ҫавӑн пекех суд йышӑнӑвӗ тӑрӑх, халӗ Канадӑн тата Британи Пӗрлешӗвӗн гражданӗсем влаҫсем тӑвакан ӗҫсем пирки пӑшӑрханнине ирӗклӗн калама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫак ҫӗнтерӗве пула Квебекри чиркӳпе правительство Иегова Свидетелӗсем ҫине тапӑнма пӑрахнӑe.

Сутӑҫсем-и е Турӑ Патшалӑхӗн хастарлӑ хыпарҫисем?

17. Хӑш-пӗр правительствӑсем пирӗн сӑваплӑ ӗҫе йӗркелесе тӑрас тесе мӗн тума хӑтланаҫҫӗ?

17 Пӗрремӗш христиансем пекех, Иеговӑн хальхи ӗҫлекенӗсем «Турӑ сӑмахне... пӑсмаҫҫӗ [«Турӑ сӑмахӗпе суту-илӳ тӑвакансем мар», ҪТ]». (2 Коринф 2:17 вуласа пар.) Анчах та хӑш-пӗр правительствӑсем суту-илӳне йӗркелесе тӑракан саккунсемпе усӑ курса пирӗн сӑваплӑ ӗҫе йӗркелесе тӑрасшӑн. Айтӑр судра пӑхса тухнӑ икӗ ӗҫе тишкерсе тухар та ҫак ыйту ҫине хурав парар: Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем — сутӑҫсем-и е тӗн ҫыннисем-и?

18, 19. Данири влаҫсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартас тесе мӗн тунӑ?

18 Дани. Суту-илӳ тума ирӗк паракан лицензисӗр пичетленӗ материалсене сутма чаракан саккун 1932 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Анчах пирӗн тӑвансем ҫавӑн пек лицензисем туянман. Тепӗр кунне пилӗк хыпарҫӑ Копенгагенран, тӗп хуларан, 30 ҫухрӑма яхӑн анӑҫалла вырнаҫнӑ Роскилле хулара ырӑ хыпар сарнӑ. Кун вӗҫӗнче вӗсем пӗрле пухӑнсан, пӗр тӑван килменнине асӑрханӑ. Аугуст Леманна лицензисӗр суту-илӳ тунӑшӑн арестленӗ пулнӑ.

19 1932 ҫулхи декабрӗн 19-мӗшӗнче Аугуст Леманн суд умне тӑнӑ. Вӑл ҫынсем патне кайса вӗсене Библие ӑнлантарса паракан литература сӗнтӗм тесе каланӑ, анчах та хӑйӗн пирки эпӗ сутӑҫӑ мар тенӗ. Пӗрремӗш инстанци сучӗ унпа килӗшнӗ. Суд йышӑнӑвӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Судра айӑпланакан... хӑйне тӑрантарса усрама пултарать, [вӑл] нимле тупӑш та илмен тата унӑн ҫавна илес шухӑш та пулман. Ун вырӑнне унӑн хӑйӗн ӗҫне тӑвас тесе укҫа-тенкӗ тӑкаклама тивнӗ». Суд Свидетельсем майлӑ тӑнӑ та Леманн тӑван тунӑ ӗҫе «суту-илӳ ӗҫӗ тесе шутламалла мар» тесе йышӑннӑ. Анчах Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсем ҫӗршывра ырӑ хыпар сарас ӗҫе тем пек чарса лартасшӑн пулнӑ (Пс. 93:20). Судӑн ҫав йышӑнӑвӗпе килӗшмен пирки прокурор Данири Аслӑ Суда жалоба панӑ. Ҫакна кура пирӗн тӑвансем мӗн тунӑ?

20. Данири Аслӑ Суд мӗнле йышӑну тунӑ тата пирӗн тӑвансем мӗн тунӑ?

20 Ҫак ӗҫе Аслӑ Судра пӑхса тухас умӗн пӗр эрне хушши Свидетельсем ырӑ хыпара пӗтӗм Данипе тата хастарлӑрах сарнӑ. Ытларикун, 1933 ҫулхи октябрӗн 3-мӗшӗнче, Аслӑ Суд хӑйӗн йышӑнӑвне пӗлтернӗ. Аслӑ Суд кӗҫӗн судӑн йышӑнӑвӗпе, Аугуст Леманн саккуна пӑсман текен йышӑнупа, килӗшнӗ. Ҫакӑ Свидетельсем ырӑ хыпара малалла та ирӗклӗн сарма пултарнине пӗлтернӗ. Иегова судра ҫакӑн пек ҫӗнтерӳ панӑшӑн ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе тӑвансем ырӑ хыпара тата хастарлӑрах сарма пуҫланӑ. Аслӑ Суд тунӑ йышӑну хыҫҫӑн Данири влаҫсем пирӗн тӑвансене ырӑ хыпар сарма урӑх чӑрмантарман.

Данири Иегова Свидетелӗсем плакатсем йӑтса пыраҫҫӗ. 1930 ҫулсем

Данири хӑюллӑ Свидетельсем. 1930 ҫулсем

21, 22. Мердок тӑванӑн ӗҫӗ пирки АПШри Аслӑ Суд мӗн тесе йышӑннӑ?

21 Пӗрлешӳллӗ Штатсем. Вырсарникун, 1940 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче, Роберт Мердок пионера тата ҫичӗ Свидетеле Питсбургран (Пенсильвани штачӗ) инҫех мар вырнаҫнӑ Дженнетт хулинче ырӑ хыпар сарнӑ чухне арестленӗ. Вӗсене литературӑна лицензи илмесӗр сӗнетӗр тесе айӑпланӑ. Тӑвансем ҫак приговор пирки АПШри Аслӑ Суда жалоба панӑ, вара Суд ҫак ӗҫе пӑхса тухма йышӑннӑ.

22 1943 ҫулхи майӑн 3-мӗшӗнче Аслӑ Суд Свидетельсене хӳтӗлекен йышӑну туни пирки пӗлтернӗ. Влаҫсем лицензи туянма ыйтнипе Суд килӗшмен, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл «федераллӑ Конституци паракан правӑшӑн тӳлемелле» тенине пӗлтернӗ. Суд хула влаҫӗсен йышӑнӑвӗ «пресса ирӗклӗхне тата тӗн тытас ирӗклӗхе хӗсет» тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та ҫав йышӑнӑва пӑрахӑҫланӑ. Судьясенчен нумайӑшӗн шухӑшне пӗлтерсе Уильям Дуглас Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӑл — «вӗрентсе ҫӳресси кӑна мар тата тӗн литературине салатасси кӑна мар; унта ку та, лешӗ те кӗрет» тесе палӑртнӑ. Вӑл малалла ҫапла каланӑ: «Ҫакнашкал тӗн ӗҫӗ чиркӳре кӗлӗ вулани пекех тата кафедра ҫинче тӑрса вӗрентни пекех пысӑк статус йышӑнать».

23. Мӗншӗн 1943 ҫулта судра тунӑ ҫӗнтерӳсем паян пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ?

23 Аслӑ Судӑн йышӑнӑвӗ Турӑ халӑхӗшӗн судра тунӑ пысӑк ҫӗнтерӳ пулса тӑнӑ. Ҫакӑ эпир сутӑҫсем мар, христиансен ӗҫне тӑвакансем пулнине ҫирӗплетсе панӑ. 1943 ҫулта ҫав паллӑ кунра Иегова Свидетелӗсем Аслӑ Судра 13 ӗҫрен 12-шне (ҫав шутрах Мердок ӗҫне те) выляса илнӗ. Каярахпа хирӗҫ тӑракансем пире Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара тӗрлӗ ҫӗрте тата килтен киле сарма паракан правӑна пӗтерес тесе суда панӑ чухне судӑн ҫак йышӑнӑвӗсем прецедент пулса тӑнӑ.

«Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла»

24. Правительство пире ырӑ хыпар сарма чарнӑ чухне эпир мӗн тӑватпӑр?

24 Влаҫсем пире, Иеговӑн ӗҫлекенӗсене, Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара ирӗклӗн сарма саккунлӑ право панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ. Анчах та правительство пире ырӑ хыпар сарма чарать пулсан, эпир сӑваплӑ ӗҫе тумалли меслетсене ҫеҫ улӑштаратпӑр тата ырӑ хыпар сармалли кирек мӗнле майпа та усӑ курма тӑрӑшатпӑр. Апостолсем пекех, пирӗн «этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Ап. ӗҫ. 5:29; Матф. 28:19, 20). Ҫав вӑхӑтрах эпир, пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне, ҫав чарӑва пӑрахӑҫлаччӑр тесе суда паратпӑр. Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар.

25, 26. Никарагуара пулса иртнӗ мӗнле событисене пула ӗҫе Аслӑ Судра пӑхса тухма тивнӗ тата ҫакӑ мӗнпе вӗҫленнӗ?

25 Никарагуа. 1952 ҫулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче Донован Менстерман, миссионер тата филиал ӗҫлекенӗ, ҫӗршывӑн Манагуа ятлӑ тӗп хулинче вырнаҫнӑ Иммиграци департаментне килнӗ. Ӑна ҫак департаментӑн пуҫлӑхӗ, Арнольдо Гарсиа капитан, патне килме хушнӑ пулнӑ. Никарагуара Иегова Свидетелӗсене «хӑйсен вӗрентӗвӗсене сарса ҫӳреме тата тӗн ӗҫне тума чарнӑ» тесе каланӑ Гарсиа капитан Донована. Мӗншӗн тесе ыйтсан, Гарсиа капитан Свидетельсене хӑйсен сӑваплӑ ӗҫне тума правительство ирӗк паман тата вӗсене коммунистсем тесе шутлаҫҫӗ тенӗ. Кам-ха вӗсене ҫавӑн пек айӑпланӑ? Католиксен тӗн пуҫлӑхӗсем.

Никарагуари Иегова Свидетелӗсем уҫӑ вырӑнта конгресс ирттереҫҫӗ. 1953 ҫул

Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне Никарагуари тӑвансем

26 Менстерман тӑван тӗнсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен министерствӑна тата Анастасио Сомосе Гарсиа президент патне тӳрех жалоба янӑ, анчах та усси пулман. Ҫавӑнпа та тӑвансем хӑйсен меслечӗсене улӑштарнӑ. Вӗсем Патшалӑх залне хупнӑ, пӗчӗк ушкӑнсемпе пухӑнма пуҫланӑ тата урамсенче ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ, анчах та вӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пурпӗр сарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем чарӑва пӑрахӑҫлама ыйтса Никарагуари Аслӑ Суда жалоба панӑ. Ҫакӑн ҫинчен хаҫатсенче нумай каланӑ пулнӑ, вара Аслӑ Суд пирӗн ӗҫе пӑхса тухма йышӑннӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? 1953 ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче Аслӑ Суд пӗр шухӑшлӑ пулса Свидетельсем майлӑ йышӑну туни ҫинчен пӗлтернӗ. Суд ҫав чару Конституци паракан правӑна — кашнине пӗр-пӗр ӗҫре хӑйне кӑтартма паракан ирӗклӗхе, совесть ирӗклӗхне тата тӗн тытас ирӗклӗхе — пӑсать тесе палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Суд Никарагуа правительствипе Свидетельсем хушшинчи хутшӑнусене ҫӗнӗрен йӗркелесе яма хушнӑ.

27. Мӗншӗн Аслӑ Судӑн йышӑнӑвӗ Никарагуа ҫыннисене питӗ тӗлӗнтернӗ тата тӑвансем ҫак ҫӗнтерӳ пирки мӗн шутланӑ?

27 Аслӑ Суд Свидетельсем майлӑ тӑни Никарагуа ҫыннисене питӗ тӗлӗнтернӗ. Унччен ҫӗршывра тӗн пуҫлӑхӗсем питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗрен Суд вӗсемпе хирӗҫесрен пӑрӑннӑ. Патшалӑх чиновникӗсем те самаях витӗм кӳме пултарнӑ, ҫавӑнпа та Суд сайра-хутра ҫеҫ вӗсен йышӑнӑвӗсене хирӗҫ тӑркаланӑ. Пирӗн тӑвансем хӑйсене Патша хӳтӗлесе тӑнӑран тата ырӑ хыпар сарма чарӑнманран ҫӗнтертӗмӗр тесе шутланӑ (Ап. ӗҫ. 1:8).

28, 29. 1980 ҫулсен варринче Заирта мӗн улшӑннӑ?

28 Заир. 1980 ҫулсен варринче Заирта (халӗ Демократиллӗ Конго Республики) 35 000-е яхӑн Свидетель пулнӑ. Патшалӑх хыпарҫисен шучӗ ӳссе пынӑран филиал валли ҫӗнӗ ҫурт-йӗр тума пуҫланӑ. 1985 ҫулхи декабрьте ҫӗршывӑн Киншаса ятлӑ тӗп хулин стадионӗнче пӗтӗм тӗнчери конгресс иртнӗ. Ҫав конгреса тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен 32 000 делегат килнӗ. Анчах та кайран Иеговӑн ӗҫлекенӗсен лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑ. Мӗн пулнӑ-ха?

29 Ҫав вӑхӑтра Заирта Квебекран (Канада) килнӗ Марсель Фильто, Дюплесси вӑхӑтӗнчи хӗсӗрлеве пурӑнса ирттернӗ тӑван, миссионер пулса ӗҫленӗ. Вӑл аса илнӗ: «1986 ҫулхи мартӑн 12-мӗшӗнче яваплӑ арҫын тӑвансем ҫыру илчӗҫ, унта вара Иегова Свидетелӗсен пӗрлешӗвӗн пӗтӗм ӗҫӗ-хӗлӗ саккуна хирӗҫ пыракан ӗҫ шутланать тесе пӗлтернӗ». Ҫакна Мобуту президент ал пусса ҫирӗплетнӗ.

30. Филиал комитетӗнчи тӑвансен мӗнле кӑткӑс йышӑну тумалла пулнӑ тата вӗсем мӗн тума йышӑннӑ?

30 Тепӗр кунне наци радиовӗпе ҫакӑн пек пӗлтерӳ тунӑ: «Заирта эпир урӑх нихӑҫан та Иегова Свидетелӗсем ҫинчен илтмӗпӗр». Тӳрех хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Патшалӑх залӗсене аркатнӑ, тӑвансене вара ҫаратнӑ, арестленӗ, хӗненӗ тата тӗрмене хупнӑ. Свидетельсен ачисем те тӗрмене лекнӗ. 1988 ҫулхи октябрӗн 12-мӗшӗнче правительство организацин пурлӑхне туртса илнӗ, филиал территоринче вара граждан гвардийӗ тӗпленсе ларнӑ. Яваплӑ арҫын тӑвансем Мобуту президент патне жалоба янӑ, анчах та хуравӗ пулман. Филиал комитечӗ умне ҫакӑн пек ыйту сиксе тухнӑ: «Аслӑ Суда жалоба памалла-и е кӗтмелле-и?» Ҫав вӑхӑтра миссионер тата филиал комитечӗн координаторӗ пулса ӗҫленӗ Тимоти Холмс калать: «Эпир Иеговӑран мӗн тумаллине кӑтартма тата ӑслӑлӑх пама ыйтсах тӑтӑмӑр». Нумай хутчен кӗлтуса тӗплӗн шухӑшланӑ хыҫҫӑн тӑвансем ҫав вӑхӑтра суда пама майлӑ вӑхӑт ҫитменнине ӑнланса илнӗ. Комитет тӑванлӑха мӗнле пулӑшмалли ҫинчен тата ырӑ хыпар сарас ӗҫ малалла та пытӑр тесе мӗнле майсемпе усӑ курмалли ҫинчен ытларах шутлама пуҫланӑ.

«Ҫав Судра пирӗн ӗҫе пӑхса тухнӑ чухне эпир Иегова мӗнле пӗтӗмпех улӑштарма пултарнине куртӑмӑр»

31, 32. Заирти Аслӑ Суд мӗнле пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑну тунӑ тата ҫак йышӑну пирӗн тӑвансем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

31 Темиҫе ҫул иртнӗ. Свидетельсене сахалрах хӗсме тата ҫӗршывра этем правине ытларах хисеплеме пуҫланӑ. Комитет халӗ Заирти Аслӑ Суда жалоба пама вӑхӑт ҫитрӗ тесе шутланӑ. Аслӑ Суд ҫак ӗҫе пӑхса тухма килӗшнӗ. Вара 1993 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче, Свидетельсен ӗҫӗ-хӗлне чаракан президент указӗ тухнӑранпа ҫичӗ ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Аслӑ Суд правительство Свидетельсене хирӗҫ тунӑ ӗҫсем саккунлӑ пулман тесе йышӑннӑ та чарӑва пӑрахӑҫланӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Хӑйсене вӗлерме пултарнине пӑхмасӑрах судьясем ҫӗршыв президенчӗн указне пӑрахӑҫланӑ! Холмс тӑван каласа парать: «Ҫав Судра пирӗн ӗҫе пӑхса тухнӑ чухне эпир Иегова мӗнле пӗтӗмпех улӑштарма пултарнине куртӑмӑр» (Дан. 2:21). Ҫак ҫӗнтерӳ пирӗн тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Вӗсем ҫакна тата лайӑхрах ӑнланса илнӗ: Патша, Иисус Христос, Турӑ халӑхне ӗҫсене хӑҫан тата мӗнле тумаллине кӑтартса тӑнипе ертсе пырать.

Икӗ христианка Демократиллӗ Конго Республикинче иртнӗ Иегова Свидетелӗсен конгресӗнче

Демократиллӗ Конго Республикинчи Свидетельсем Иеговӑна ирӗклӗн пуҫҫапма пултарнӑшӑн савӑнаҫҫӗ

32 Чарӑва пӑрахӑҫласан, филиала ҫӗнӗ ҫуртсем туса лартма, ҫӗршыва миссионерсене чӗнме тата Библие ӑнлантарса паракан литература турттарса килме ирӗк панӑf. Пӗтӗм тӗнчипе пурӑнакан Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлесе тӑнине кура питӗ савӑнаҫҫӗ! (Ис. 52:10.)

«Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать»

33. Судра пӑхса тухнӑ хӑш-пӗр ӗҫсене аса илни пире мӗне вӗрентет?

33 Судсенче пӑхса тухнӑ хӑш-пӗр ӗҫсене аса илни Иисус хӑй панӑ сӑмаха тытнине ҫирӗплетсе парать. Вӑл ҫапла сӑмах панӑ: «Эпӗ сире кирлӗ сӑмахсем те, ӑслӑлӑх та парӑп; сире хирӗҫ тӑракансем пӗри те ҫакна хирӗҫ калама та, ҫакна хирӗҫ тӑма та пултараймӗҫ». (Лука 21:12—15 вуласа пар.) Хӑш-пӗр чухне Иегова хальхи вӑхӑтри Гамалиилсене хӑйӗн халӑхне хӳтӗлеме, хӑюллӑ судьясене вара тӗрӗслӗх майлӑ тӑма хавхалантарать. Иегова тӑшмансен хӗҫ-пӑшалне юрӑхсӑра кӑларать. (Исаия 54:17 вуласа пар.) Нимле хирӗҫ тӑни те Туррӑн ӗҫне чарса лартма пултараймасть.

34. Мӗншӗн судсенче тунӑ пирӗн ҫӗнтерӳсем питӗ пӗлтерӗшлӗ тата вӗсем мӗн ҫирӗплетсе параҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех «Аслӑ Судсенче тунӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫӗнтерӳсем» ятлӑ рамкӑна пӑхӑр.)

34 Мӗншӗн судсенче тунӑ пирӗн ҫӗнтерӳсем питӗ пӗлтерӗшлӗ? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иегова Свидетелӗсене хисеплесех каймаҫҫӗ тата вӗсем ятлӑ-сумлӑ ҫынсем мар. Эпир суйлавсенче сасӑламастпӑр, политика акцийӗсене хутшӑнмастпӑр тата политиксем ҫине витӗм кӳме тӑрӑшмастпӑр. Унсӑр пуҫне пирӗнтен камӑн ӗҫне аслӑ судсенче пӑхса тухаҫҫӗ, ҫавсене, ялан тенӗ пекех, «вӗренмен ахаль ҫынсем» вырӑнне ҫеҫ хураҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 4:13, ҪХ). Ҫавӑнпа та, ҫынсен куҫӗпе пӑхсан, судсен хӑватлӑ тӗн пуҫлӑхӗсемпе политика ертӳҫисене хирӗҫ кайма тата пире пулӑшу пама сӑлтав ҫукпа пӗрех. Ҫав-ҫавах судсем ҫине-ҫинех пире майлӑ йышӑнусем тӑваҫҫӗ! Судра тунӑ пирӗн ҫӗнтерӳсем эпир «Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса... Турӑ умӗнче» ҫӳренине ҫирӗплетсе параҫҫӗ (2 Кор. 2:17, ҪХ). Эпир Павел апостолпа пӗрле ҫапла калатпӑр: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп» (Евр. 13:6).

a Хейден Ковингтон тӑван АПШри Аслӑ Судра пирӗн тӑвансене хӳтӗленӗ чухне пӑхса тухнӑ 43 ӗҫрен пӗрремӗшӗ — «Кантуэлл Коннектикут штатне хирӗҫ» ӗҫ пулнӑ. Вӑл 1978 ҫулта вилнӗ. Унӑн арӑмӗ Дороти 2015 ҫулччен Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе 92 ҫулта вилнӗ.

b Айӑпласса та 1606 ҫулта йышӑннӑ саккун тӑрӑх айӑпланӑ. Ҫав саккун тӑрӑх, ҫыннӑн сӑмахӗсем — вӑл тӗрӗссине каласан та — ыттисене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе янӑ пек туйӑнчӗ пулсан, ҫакӑ суда ҫав ҫынна айӑплӑ тесе шутлама май панӑ.

c 1950 ҫулта Квебекра сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакан 164 хыпарҫӑ пулнӑ. Ҫав шутра — Галаад шкулне пӗтернӗ 63 тӑван. Вӗсем хӑйсене хирӗҫ хаяррӑн тӑма пултарнине пӗлнӗ пулсан та, хӑйсен тивӗҫне хаваспах йышӑннӑ.

d Глен Хау тӑван хӑюллӑ адвокат пулнӑ. Вӑл Канадӑри тата ытти ҫӗршывсенчи судсенче Иегова Свидетелӗсене питӗ ӑста хӳтӗленӗ.

e Ҫак ӗҫ ҫинчен ытларах пӗлес тесе 2000 ҫулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Не наша война, а Божия» статьяна пӑхӑр, 18—24 страницӑсем.

f Граждан гвардийӗ филиал территоринчен кайнӑ пулин те, филиалӑн ҫӗнӗ ҫурчӗсене урӑх вырӑнта туса лартнӑ.

Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?

  • Эпир обществӑри йӗркелӗхе пӑсманнине, патшалӑха хирӗҫ агитаци туса ҫӳременнине тата суту-илӳ туманнине, ун вырӑнне тӗн ҫыннисем пулнине судсенче мӗнле ҫирӗплетсе панӑ пулнӑ?

  • Унччен судсенче тунӑ ҫӗнтерӳсем пире халӗ мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

  • Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне эпир мӗн тӑватпӑр?

  • Мӗншӗн, ҫынсен куҫӗпе пӑхсан, Иеговӑн халӑхӗ судсенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнтерӳсем туни питӗ тӗлӗнмелле пек курӑнать?

  • Судсенче тунӑ ҫӗнтерӳсене пӑхса тухни сирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетрӗ?

Сербире упӑшкипе арӑмӗ пӗр хӗрарӑма унӑн килӗн алӑкӗ умӗнче ырӑ хыпар каласа параҫҫӗ

Стара-Пазова (Серби)

АСЛӐ СУДСЕНЧЕ ТУНӐ ПИТӖ ПӖЛТЕРӖШЛӖ ҪӖНТЕРӲСЕМ

ДАТА: 1927 ҫулхи ноябрӗн 11-мӗшӗ

ҪӖРШЫВ: Швейцари

ТАТСА ПАМАЛЛИ ЫЙТУ: Тӗн тытас ирӗклӗх

ФАКТСЕМ: Адольф Хубера ырӑ хыпар сарма полици офицерӗ чарать, вара ҫав офицер пирӗн тӑван ӗненекен ҫынсене хирӗҫтерсе ҫӳрет тесе калать. Библие ӑнлантарса паракан листовкӑсене туртса илет.

СУД ЙЫШӐНӐВӖ: Хубер тӑван полицейски ӗҫне Федераллӑ Аслӑ судра протестленӗ. Буклетсене туртса илнине суд «тӗн тытас ирӗклӗхе» пӑсни тесе йышӑнать.

ҪАКӐ МӖН ПАНӐ: Полици Библи Тӗпчекенсене сӑваплӑ ӗҫе тума урӑх чӑрмантармасть.

ДАТА: 1935 ҫулхи июлӗн 9-мӗшӗ

ҪӖРШЫВ: Румыни

ТАТСА ПАМАЛЛИ ЫЙТУ: Кашнине пӗр-пӗр ӗҫре хӑйне кӑтартма паракан ирӗклӗх

ФАКТСЕМ: Ултӑ Свидетеле «обществӑри йӗркелӗхе пӑсма пултаракан тата патшалӑха хӑрушлӑх кӳрекен» кӗнекесене салатнӑшӑн арестлеҫҫӗ. Тӑвансене 15 кунлӑха тӗрмене хупма йышӑнаҫҫӗ.

СУД ЙЫШӐНӐВӖ: Аслӑ кассаци сучӗ Свидетельсен ӗҫӗ-хӗлӗ те, вӗсен литератури те обществӑри йӗркелӗхе пӑсмасть тата Свидетельсен хӑйсен шухӑшӗсене ыттисене каласа пама право пур тесе йышӑнать.

ҪАКӐ МӖН ПАНӐ: Ҫак йышӑну тата Свидетельсем тӗлӗшӗпе 1933 ҫултан пуҫласа 1939 ҫулччен пуҫарса янӑ 530 ӗҫ пирки тунӑ йышӑнусем те тӑвансене Конституци паракан правӑпа усӑ курса ырӑ хыпар сарма май панӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫав ҫӗршывра эпир ырӑ хыпара ирӗклӗн сарма пултаратпӑр.

ДАТА: 1953 ҫулхи мартӑн 17-мӗшӗ

ҪӖРШЫВ: Нидерланд

ТАТСА ПАМАЛЛИ ЫЙТУ: Кашнине пӗр-пӗр ӗҫре хӑйне кӑтартма паракан ирӗклӗх тата пичет ирӗклӗхӗ

ФАКТСЕМ: Питер Хавенара хушӑва пӑснӑшӑн арестлеҫҫӗ. Ҫав хушу тӑрӑх, литературӑна кашни ытларикунпа юнкун кӑна, 9 сехетрен пуҫласа 11-ччен ҫеҫ сӗнме юрать.

СУД ЙЫШӐНӐВӖ: Аслӑ Суд ҫак хушу япӑххи патне илсе ҫитерме пултарать тесе йышӑнать.

ҪАКӐ МӖН ПАНӐ: Ҫак йышӑну пичетленӗ материала сӗнме паракан правӑна пурнӑҫлама чаракан кирек мӗнле хушӑва та пӑрахӑҫлать, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек хушусем ҫав ӗҫе пӗтӗмпех чарса лартма пултараҫҫӗ.

ДАТА: 1953 ҫулхи октябрӗн 6-мӗшӗ

ҪӖРШЫВ: Канада

ТАТСА ПАМАЛЛИ ЫЙТУ: Тӗн тытас ирӗклӗх тата кашнине пӗр-пӗр ӗҫре хӑйне кӑтартма паракан ирӗклӗх

ФАКТСЕМ: Квебек хулинчи вырӑнти влаҫсем кӑларнӑ хушу тӑрӑх, полици ирӗк памасӑр литература салатма юрамасть. Ҫак хушӑва пӑснӑшӑн ҫулҫӳрекен надзиратель Лорье Сомюр тӑван виҫӗ уйӑх тӗрмере ларать.

СУД ЙЫШӐНӐВӖ: Аслӑ Суд ҫак хушупа Свидетельсене хирӗҫ усӑ курни саккуна хирӗҫлет тесе пӗлтерет. Библие ӑнлантарса паракан пичетленӗ кӑларӑмсене тӗрлӗ вырӑнта салатни вӑл Иегова Свидетелӗсен христианла пуҫҫапнин пайӗ тесе, ҫакна Конституци цензурӑран хӳтӗлет тесе калать суд.

ҪАКӐ МӖН ПАНӐ: Ҫак йышӑнӑва пула Квебек провинцинче пуҫарса янӑ 1 600 ытла ӗҫе хупаҫҫӗ.

ДАТА: 1983 ҫулхи июлӗн 13-мӗшӗ

ҪӖРШЫВ: Серби

ТАТСА ПАМАЛЛИ ЫЙТУ: Кашнине пӗр-пӗр ӗҫре хӑйне кӑтартма паракан ирӗклӗх тата пичет ирӗклӗхӗ

ФАКТСЕМ: Икӗ хӗрарӑм тӑвана Библие ӑнлантарса паракан литература салатнӑшӑн арестлеҫҫӗ. Вӗсене «обществӑри килӗшӳпе йӗркелӗхе пӑсакансем» тесе айӑплаҫҫӗ те пилӗк кунлӑха тӗрмене хупаҫҫӗ.

СУД ЙЫШӐНӐВӖ: Аслӑ Суд хӗрарӑм тӑвансен ӗҫӗсенче саккуна пӑснине курман тата йӗркене пӑснӑ тесе калама паракан нимле сӑлтав та тупман.

ҪАКӐ МӖН ПАНӐ: Судра ҫакӑн пек ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн арестсен тата литература туртса илессин шучӗ чакать.

ДАТА: 1986 ҫулхи майӑн 26-мӗшӗ

ҪӖРШЫВ: Турци

ТАТСА ПАМАЛЛИ ЫЙТУ: Тӗн тытас ирӗклӗх

ФАКТСЕМ: Виҫӗ ҫемье хӑйсен удостоверенисем ҫинче «Тӗн» графара «Иегова Свидетелӗсем» тесе палӑртма ыйтса заявлени парсан, 23 тӑвана социаллӑ йӗркене тата политика тытӑмне улӑштарма хӑтланатӑр тесе айӑпланӑ хыҫҫӑн тӗрмене хупаҫҫӗ.

СУД ЙЫШӐНӐВӖ: Аслӑ Суд Свидетельсене айӑплакан приговора пӑрахӑҫлать, вӗсене тӳрре кӑларать тата Иегова Свидетелӗсем валли тӗн тытас ирӗклӗхе ҫирӗплетсе парать.

ҪАКӐ МӖН ПАНӐ: Ҫак йышӑнӑва пула христиансен ӗҫне тунӑшӑн арестлеме пӑрахаҫҫӗ тата Турци гражданӗсем пурте тӗн тытса тӑрас тӗлӗшрен нумайрах ирӗклӗх илеҫҫӗ.

ДАТА: 1993 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗ

ҪӖРШЫВ: Греци

ТАТСА ПАМАЛЛИ ЫЙТУ: Хӑв мӗне ӗненнине каласа пама ирӗк паракан право

ФАКТСЕМ: 1986 ҫулта Минос Коккинакиса 18-мӗш хут прозелитизм пирки айӑплаҫҫӗ. 1938 ҫултан пуҫласа 1992 ҫулччен прозелитизма чаракан грек саккунӗ тӑрӑх Иегова Свидетелӗсене 19 000 хут ытла арестленӗ.

СУД ЙЫШӐНӐВӖ: Этем прависен Европӑри Сучӗ Грецире шухӑшлав, совесть ирӗклӗхне тата тӗн тытас ирӗклӗхе пӑснӑ тесе йышӑнать. Кашни ҫынна хӑй мӗне ӗненнине каласа пама ирӗк паракан правӑна сӑлтавсӑрах хӗснӗ тесе тата Иегова Свидетелӗсем вӗсем «паллӑ тӗн» тесе палӑртать суд.

ҪАКӐ МӖН ПАНӐ: Греци правительстви судсене пурне те Коккинакис ӗҫӗпе тунӑ йышӑнӑва тытса тӑма хушать, ҫавна пула прозелитизм пирки айӑплама пӑрахаҫҫӗ.

ДАТА: 2002 ҫулхи июнӗн 17-мӗшӗ

ҪӖРШЫВ: Пӗрлешӳллӗ Штатсем

ТАТСА ПАМАЛЛИ ЫЙТУ: Кашнине пӗр-пӗр ӗҫре хӑйне кӑтартма паракан ирӗклӗх

ФАКТСЕМ: Страттон поселокра (Огайо штачӗ) хушу тухать. Ҫак хушу тӑрӑх, кам килтен киле ҫӳресе мӗнле те пулин ӗҫ тӑвать, ҫавсен ҫав ӗҫе тума ирӗк илмелле. Федераллӑ тата апелляци сучӗсем ҫак хушу Конституципе килӗшсе тӑрать тесе шутлаҫҫӗ.

СУД ЙЫШӐНӐВӖ: Аслӑ Суд ҫак хушу Конституцие хирӗҫлет тесе пӗлтерет тата тӗн тытас ирӗклӗхе, кашнине пӗр-пӗр ӗҫре хӑйне кӑтартма паракан ирӗклӗхе ҫирӗплетсе парать. Суд ҫакна палӑртать: Свидетельсем каланӑ тӑрӑх, «вӗсене ырӑ хыпар сарма Сӑваплӑ Ҫыру ирӗк парать».

ҪАКӐ МӖН ПАНӐ: Вырӑнти ҫӗр-ҫӗр хӑйтытӑмлӑх органӗсем Иегова Свидетелӗсен сӑваплӑ ӗҫне хирӗҫ ҫавӑн пек хушусем кӑларасран сыхланаҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр