7-МӖШ ПАЙӖ
Ачасене мӗнле вӗрентсе ӳстермелле?
«Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте... пулччӑр; вӗсене хӑвӑн ачусене вӗрент» (Саккуна астутарни 6:6, 7).
Иегова, ҫемьене никӗслекен, ашшӗ-амӑшӗсене ачасене вӗрентес тивӗҫлӗхе шанса панӑ (Колоссӑ 3:20). Ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫлӗхӗ шутне ачасене Иеговӑна юратма вӗрентесси тата вӗсене яваплӑха туякан ҫынсем пулма пулӑшасси кӗрет (2 Тимофей 1:5; 3:15). Сирӗн ҫавӑн пекех хӑвӑрӑн ывӑлӑн е хӗрӗн чӗринче мӗн пуррине пӗлме тӑрӑшмалла. Унсӑр пуҫне, сирӗн вӗсемшӗн тӗслӗх пулмалла. Иеговӑн сӑмахӗ сирӗн чӗрере пулсан сире хӑвӑрӑн ачасене унӑн сӑмахне вӗрентме ҫӑмӑлрах пулӗ (Псалом 39:9).
1. АЧӐРСЕНЕ СИРӖНПЕ КАЛАҪМА ҪӐМӐЛ-И?
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр» (Иаков 1:19). Паллах ӗнтӗ, ачан сирӗнпе кирек мӗн ҫинчен те калаҫма хӑрамалла маррине эсир ӑнланатӑр. Ачасен эсир вӗсене яланах итлеме хатӗр пулнине курса тӑмалла. Сирӗн ҫемьери лару-тӑру лӑпкӑ та туслӑ пулсан, ачӑрсене хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене уҫса пама йывӑр пулмӗ (Иаков 3:18). Вӗсем эсир ятласран е тӑн парасран хӑраҫҫӗ пулсан, сире хӑйсен чӗрине уҫса памасан та пултараҫҫӗ. Ачасемпе тӳсӗмлӗ пулни тата вӗсене юратни ҫинчен час-часах шантарса калани питӗ кирлӗ (Матфей 3:17; 1 Коринф 8:1).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Ача калаҫасшӑн пулсан, ӑна тимлӗ итлӗр
Ачасемпе кулленех калаҫӑр, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан анчах мар
2. СӐМАХСЕМ ХЫҪӖНЧЕ МӖН ТӐНИНЕ ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Ӗҫе ӑспа туса пыракан ырӑлӑх тупать» (Ытарӑшсем 16:20). Хӑш-пӗр чухне ачасем мӗншӗн унашкал е кунашкал каланине ҫийӗнчех ӑнланма йывӑр. Яш ачасен хӑйсем мӗн шухӑшланинчен урӑхларах е ӳстерсе каласси пур. «Итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын» (Ытарӑшсем 18:13). Тӳрех кулянса ан ӳкӗр (Ытарӑшсем 19:11).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Ачасем кирек мӗн каласан та, вӗсене пӳлмесӗр, лӑпкӑн итлеме тӑрӑшӑр
Хӑвӑр ҫамрӑк чухне мӗнле шухӑшланине тата сирӗншӗн мӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илӗр
3. ПӖРЛЕ ӖҪЛӖР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Эй ывӑлӑм, аҫу ӳкӗтленине тӑнла, аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле» (Ытарӑшсем 1:8). Ачасене вӗрентессине Иегова ашшӗне те, амӑшне те шанса панӑ. Ачӑрсене хӑвӑра хисеплеме тата итлеме вӗрентӗр (Эфес 6:1—3). Ашшӗ-амӑшӗ «пӗр шухӑшлӑ» пулмасан, ачасем ҫакна тӳрех асӑрхӗҫ (1 Коринф 1:10). Пӗрешкел шухӑшламанни пулчӗ пулсан, ҫавна ачасем умӗнче мар, мӑшӑрупа иксӗр кӑна чухне сӳтсе явӑр, ҫапла тумасан ачасем сире хисеплеме пӑрахма пултараҫҫӗ.
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Ачасене мӗнле пӑхса ӳстересси тата наказани парасси пирки калаҫса татӑлӑр
Ачасене мӗнле вӗрентесси ҫине эсир мӑшӑрупа пӗрешкел пӑхмастӑр пулсан, унӑн шухӑшӗсене ӑнланма тӑрӑшӑр
4. ТӖПЛӖН ШУХӐШЛАСА ТӐВӐР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент» (Ытарӑшсем 22:6). Ача йӗркеллӗ ҫын пултӑр тесен ӑна вӗрентсе тӑмалла. Ӑна мӗнле пӑхса ӳстересси пирки тӗплӗн шухӑшламалла тата вӗрентесси шутне тӳрлетни те кӗнине асра тытмалла (Псалом 126:4; Ытарӑшсем 29:17). Анчах тӳрлетни вӑл пур чухне те наказани памаллине пӗлтермест. Ачасене вӑл е ку правилӑна мӗншӗн тытса тӑмаллине ӑнланма пулӑшмалла (Ытарӑшсем 28:7). Унсӑр пуҫне, ачӑрсене Иеговӑн Сӑмахне юратма тата унти принципсене ӑнланма вӗрентӗр (Псалом 1:2). Ҫакӑ вӗсен совеҫне тӗрӗс вӗрентсе пырӗ (Еврейсем 5:14).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Хӑвӑрӑн ачасене Турӑ чӑнах та пуррине тата ӑна шанма юранине ӑнланма пулӑшӑр
Вӗсене хӑрушлӑхсемпе илӗртӳсене, сӑмахран, Интернетпа социаллӑ сетьсенче тӗл пулаканнисене, курма вӗрентӗр. Ар ҫыхӑнӑвне кӗме явӑҫтаракан ҫынсенчен мӗнле хӳтӗленмеллине вӗсене ӑнлантарса парӑр
«Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент»