Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 1 сыпӑк, 10 с.—11 с., 8 абз.
  • Турӑран илнӗ икӗ хыпар

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑран илнӗ икӗ хыпар
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Елизаветӑн ача ҫуралнӑ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Ҫул хатӗрлекен ҫуралать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Мария патне ангел килет
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Иисуса ҫураличченех хисеп тӑваҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Ытларах пӗлӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 1 сыпӑк, 10 с.—11 с., 8 абз.
Гавриил Захарие курӑнать; Елисавета йывӑр ҫын

1-МӖШ СЫПӐК

Турӑран илнӗ икӗ хыпар

ЛУКА 1:5—33

  • ГАВРИИЛ ЯТЛӐ АНГЕЛ ШЫВА КӖРТЕКЕН ИОАНН ҪУРАЛАССИНЕ МАЛТАНАХ КАЛАСА ХУРАТЬ

  • ГАВРИИЛ ИИСУС ҪУРАЛАССИ ПИРКИ МАРИЙӐНА ПӖЛТЕРЕТ

Тӗрӗссипе каласан, Библие пӗтӗмпех Турӑран илнӗ хыпар теме пулать. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр ӑна пире тӗрӗс ҫулпа пыма вӗрентес тесе панӑ. Анчах та 2 000 ҫула яхӑн каялла икӗ ятарлӑ хыпар пӗлтернӗ пулнӑ. Вӗсене «Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил» ятлӑ ангел пӗлтернӗ (Лука 1:19). Ҫакӑ мӗнле лару-тӑрура пулса иртнӗ?

Ӗҫсем пирӗн эрӑчченхи 3 ҫулта пулса иртеҫҫӗ пулмалла. Гавриил пӗрремӗш хыпара ӑҫта пӗлтерет? Иудейӑри сӑртлӑ вырӑнта, Иерусалимран инҫех мар вырнаҫнӑ вырӑнта пулас. Унта Захария ятлӑ Иеговӑн священникӗ пурӑнать. Вӑл та, унӑн Елисавета арӑмӗ те ҫамрӑках мар ӗнтӗ, вӗсен ача та ҫук. Пӗррехинче Захарийӑн Иерусалимри Туррӑн храмӗнче священник ӗҫне тума черет ҫитет. Храмра пулнӑ чухне фимиам тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче ӑна сасартӑк Гавриил курӑнса каять.

Паллах ӗнтӗ, ҫавна курсан Захария хӑрасах каять. Анчах ангел ӑна ҫакӑн пек сӑмахсемпе лӑплантарать: «Ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн». Ҫавӑн пекех Гавриил ӑна Иоанн пирки «вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ» тата «халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма» хатӗрлӗ тесе калать (Лука 1:13—17).

Захария аллисемпе паллӑсем кӑтартать

Захарийӑна ҫакӑ ӗненмелле мар пек туйӑнать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем Елисаветӑпа иккӗшӗ те ватӑ. Ҫавӑнпа Гавриил ӑна калать: «Ман сӑмахсене... ӗненменшӗн акӑ эсӗ ҫав ӗҫ пулас кунччен чӗнейми, калаҫайми пулса пурӑнӑн» (Лука 1:20).

Ҫав хушӑра Захарийӑна кӗтсе тӑракан халӑх вӑл чылай вӑхӑт хушши тухманнинчен тӗлӗнет. Юлашкинчен вӑл тухать, анчах калаҫма пултараймасть. Захария аллисемпе паллӑсем кӑтартса тем ӑнлантарма тӑрӑшать. Пурте вӑл храмра темле тӗлӗнмелле япала курнине чухласа илеҫҫӗ.

Захарийӑн храмра сӑваплӑ ӗҫе тумалли кунӗсем вӗҫленсен, вӑл килне таврӑнать. Тепӗртакран Елисавета йывӑр ҫын пулса тӑрать! Ҫавӑн хыҫҫӑн пилӗк уйӑх хушши Елисавета ача ҫуралассине кӗтсе ҫынсем патне тухмасӑр килӗнче пурӑнать.

Гавриил Марийӑна курӑнать

Кайран Гавриил иккӗмӗш хыпара пӗлтерет. Кама? Иерусалимран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Галилея ятлӑ вырӑнти Назарет хулинче пурӑнакан Мария ятлӑ ҫураҫнӑ хӗре. Вӑл ӑна мӗнле хыпар пӗлтерет? «Эсӗ Турӑран тивлет илтӗн,— тесе калать Гавриил.— Эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн». Гавриил малалла калать: «Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ... Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ» (Лука 1:30—33).

Гавриил ҫак икӗ хыпара пӗлтересси ҫинчен хӑйӗншӗн пысӑк чыс тесе шутланӑ паллах. Иоанпа Иисус ҫинчен нумайрах вуланӑ май тӳперен илнӗ ҫак икӗ хыпар мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланӑпӑр.

  • Тӳперен илнӗ икӗ кирлӗ хыпара кам пӗлтернӗ?

  • Ҫак икӗ хыпара кама-кама пӗлтернӗ?

  • Мӗншӗн тӳперен илнӗ ҫак хыпарсене ӗненме ҫӑмӑлах мар пулнӑ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр