Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 6 сыпӑк, 20 с.—21 с., 8 абз.
  • Пама пулнӑ ача

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пама пулнӑ ача
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӑл хӑй ӑшӗнче пӗтӗмлетӳсем тунӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • «Эпӗ — Турӑ чури»
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Мария качча кайман пулин те — йывӑр ҫын
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 6 сыпӑк, 20 с.—21 с., 8 абз.
Симеон пӗчӗк Иисуса алра тытса тӑрать, ун ҫумӗнче Иосиф, Мария тата Анна ятлӑ хӗрарӑм пророк тӑраҫҫӗ

6-МӖШ СЫПӐК

Пама пулнӑ ача

ЛУКА 2:21—39

  • ИИСУСӐН ӲТНЕ КАСТАРАҪҪӖ, КАЯРАХПА ӐНА ХРАМА ИЛСЕ КИЛЕҪҪӖ

Иосифпа Мария Назарета таврӑнмаҫҫӗ, Вифлеемра тӑрса юлаҫҫӗ. Ҫуралнӑранпа сакӑр кун иртсен, Израиле панӑ Туррӑн Саккунӗ тӑрӑх, Иисусӑн ӳтне кастараҫҫӗ (Левит 12:2, 3). Арҫын ачан ӳтне кастарнӑ чухне ӑна ят парас йӑла пур тесе каланӑччӗ унччен. Иосифпа Мария хӑйсен ывӑлне, Гавриил ангел хушнӑ пек, Иисус ятлӑ хураҫҫӗ.

Уйӑх ытла вӑхӑт иртет, Иисус халӗ — хӗрӗх кунхи ача. Халӗ унӑн ашшӗпе амӑшӗ ӑҫта каяҫҫӗ? Хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан темиҫе ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ Иерусалимри храма. Саккунра каланӑ тӑрӑх, ывӑл ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн 40 кун иртсен амӑшӗн тасалмашкӑн храмра парне кӳмелле (Левит 12:4—8).

Ҫав Саккунпа килӗшӳллӗн Мария икӗ пысӑках мар кайӑка парнене кӳрет. Ҫакӑ Иосифпа Мария пуянах мар пулни ҫинчен калать. Саккун тӑрӑх ҫамрӑк такапа кайӑка парнене кӳмелле пулнӑ. Амӑшӗн такана парнене кӳме май пулмасассӑн, вӑл икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн пама пултарнӑ. Мария шӑп ҫапла тӑвать те.

«ТАСАЛМАЛЛИ КУНӖСЕМ ИРТСЕССӖН»

Иосифпа Мария пӗчӗк Иисуспа пӗрле тасалмалли парне пама храма каяҫҫӗ

Ача ҫуратсан Израиль хӗрарӑмӗ Саккун тӑрӑх пӗр вӑхӑт хушши таса мар шутланнӑ. Ҫав тапхӑр иртсен тасалмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне памалла пулнӑ. Ҫакӑ пурне те тепӗр ҫитменлӗхлӗ, ҫылӑхлӑ ҫын ҫуралнине аса илтерсе тӑнӑ. Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫуралнӑ тата святой пулнӑ (Лука 1:35). Ҫав-ҫавах Марийӑпа Иосиф, «Моисей саккунӗ тӑрӑх тасалмалли кунӗсем иртсессӗн», пӗчӗк ачана храма илсе килнӗ (Лука 2:22).

Храмра Иосифпа Мария патне пӗр ватӑ ҫын пырса тӑрать. Вӑл Симеон ятлӑ. Турӑ ӑна, эсӗ Иегова пама пулнӑ Христоса, е Мессийӑна, курмасӑр вилместӗн тесе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫав кун святой сывлӑш Симеона храма кайма хавхалантарать, унта вӑл Иосифпа Марийӑна вӗсен пӗчӗк ывӑлӗпе пӗрле тупать. Симеон ачана хӑй аллине илет.

Иисуса алра тытса Симеон Турра ҫакӑн пек сӑмахсемпе тав тӑвать: «Эй Пуҫлӑхӑм, халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн: эсӗ пур халӑхсем умӗнче хатӗрленӗ Ҫӑлӑнӑҫа, суя тӗнлисене ҫутатас Ҫутта, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн Мухтавне манӑн куҫӑм курчӗ ӗнтӗ» (Лука 2:29—32).

Ҫакна илтсен Иосифпа Мария питӗ тӗлӗнеҫҫӗ. Симеон вӗсене пиллет те Марийӑна унӑн ывӑлне пула «Израильре ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ» тата Марийӑн чунне хуйхӑ ҫивӗч хӗҫпе каснӑ пек касӗ тесе калать (Лука 2:34).

Ҫак кун храмра Анна ятлӑ 84 ҫулхи хӗрарӑм пророк та пур. Ҫакна та палӑртмалла, вӑл пӗр вӗҫӗм храмра. Акӑ вӑл Иосифпа Мария тата пӗчӗк Иисус патне пырать. Анна Турра тав тума тата итлес текенсене пурне те Иисус ҫинчен каласа пама пуҫлать.

Храмра пулса иртнӗ ӗҫсем Иосифпа Марийӑна мӗн тери савӑнтарма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Ҫаксем пурте вӗсене хӑйсен ывӑлӗ Турӑ пама пулнӑскер пулнине тата хытӑрах ӗненме пулӑшаҫҫӗ паллах.

  • Израильти йӑла тӑрӑх, арҫын ачана хӑҫан ят панӑ?

  • Ывӑлӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн 40 кун иртсен амӑшӗн мӗн тумалла пулнӑ тата Мария панӑ парне вӑл укҫа-тенкӗ енчен мӗнлерех пулни ҫинчен мӗн калать?

  • Храмра Иисус кам пулнине кам-кам ӑнланса илет тата ҫавна вӗсем мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр