20-МӖШ СЫПӐК
Иисус Канӑра иккӗмӗш хут тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать
МАРК 1:14, 15 ЛУКА 4:14, 15 ИОАНН 4:43—54
«ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ҪЫВХАРЧӖ» ТЕСЕ ВӖРЕНТСЕ ҪӲРЕТ ИИСУС
ВӐЛ АРҪЫН АЧАНА АЯКРАН СЫВАТАТЬ
Самарире икӗ куна яхӑн пурӑнсан, Иисус хӑй ӳссе ҫитӗннӗ вырӑнсене ҫул тытать. Иудейӑра вӑл нумай вӗрентсе ҫӳренӗ, анчах Галилейӑна канма таврӑнмасть. Ун вырӑнне вӑл хӑй ӳссе ҫитӗннӗ ҫӗрте сӑваплӑ ӗҫе тата ытларах тума пуҫлать. Иисус хӑйне хапӑл туса йышӑнасса кӗтмест пулас, мӗншӗн тесен вӑл каланӑ тӑрӑх, «пророка хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче хисеплемеҫҫӗ» (Иоанн 4:44). Унӑн вӗренекенӗсем вара унпа тӑрса юлас вырӑнне хӑйсен ҫемйисем патне таврӑнаҫҫӗ те хӑйсен унчченхи ӗҫӗсене тума пуҫлаҫҫӗ.
Иисус мӗнле хыпар сарма пуҫлать? Вӑл калать: «Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ: ӳкӗнӗр те Ырӑ Хыпара ӗненӗр!» (Марк 1:15, ҪХ.) Ҫак хыпар ҫине ҫынсем мӗнле пӑхаҫҫӗ? Галилея ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ, хисеп тӑваҫҫӗ. Анчах та ҫакна вӗсем вӑл пӗлтерекен хыпар пирки кӑна мар тӑваҫҫӗ. Галилея ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем темиҫе уйӑх маларах Иерусалимра Пасха уявӗнче пулнӑ чухне Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курнӑ (Иоанн 2:23).
Галилейӑра Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне, каярахпа питӗ анлӑ сарӑлнӑ сӑваплӑ ӗҫне, хӑш хулара пуҫлать? Кана хулинче пулас, унччен ҫавӑнта вӑл туйра шывран эрех тунӑ. Унта иккӗмӗш хут килсен вӑл пӗр арҫын ача чирлӗ выртнине, вилес патнех ҫитнине пӗлет. Ҫав арҫын ачан ашшӗ Ирод Антипа ҫумӗнче — каярахпа Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне касма хушнӑ патша ҫумӗнче — ӗҫлекенскер пулнӑ. Капернаумра пурӑнакан ҫав пуҫлӑх Иисус Иудейӑран Канӑна килнине илтет те ун патне каять. Хуйха ӳкнӗскер, вӑл йӑлӑнать:
— Эй Ҫӳлхуҫамӑм! ывӑлӑм вилсе кайиччен пырсамччӗ (Иоанн 4:49).
Иисусӑн хуравӗ ҫав ҫынна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет пулас:
— Каях, санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ (Иоанн 4:50).
Ирод ҫумӗнче ӗҫлекен пуҫлӑх Иисуса ӗненет те килелле ҫул тытать. Ҫул ҫинче ӑна ун патне васкаса тухнӑ тарҫисем тӗл пулаҫҫӗ те ӑна савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ. Унӑн ывӑлӗ чӗрӗ те сывӑ!
— Ӑна хӑш сехетре ҫӑмӑл пулчӗ? — ӗҫсем мӗнле пулса иртнине пӗлес тесе ыйтать вӑл.
— Ӗнер ҫиччӗмӗш сехетре ӑна вӗрилентерме пӑрахрӗ,— хуравлаҫҫӗ лешӗсем (Иоанн 4:52).
Пуҫлӑх ҫаксем пурте шӑп Иисус: «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ»,— тесе каланӑ вӑхӑтра пулса иртнине ӑнланса илет. Тарҫӑсене тытма пултаракан ҫав пуян ҫын та, унӑн кил-йышӗ те Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Эппин, Иисус Канӑра икӗ тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать: шывран эрех тӑвать тата каярахпа 25 ҫухрӑма яхӑн аякран пӗр ҫамрӑка сыватать. Паллах ӗнтӗ, вӑл ытти тӗлӗнмелле ӗҫсене те тӑвать. Анчах ҫавӑн пек сыватни Иисус Галилейӑна таврӑннине кӑтартса паракан паллӑ. Вӑл Турӑ янӑ пророк пулни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук, анчах пророка хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче мӗн таран хисеплӗҫ-ши?
Иисус килне, Назарета, таврӑнсан ҫакӑ паллӑ пулӗ. Унта ӑна мӗн кӗтет-ши?