Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 22 сыпӑк, 58 с.—59 с., 6 абз.
  • Тӑватӑ вӗренекене ҫынсене тытакансем пулма чӗнсе илнӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӑватӑ вӗренекене ҫынсене тытакансем пулма чӗнсе илнӗ
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӑл иккӗленӳсемпе тата хӑранипе кӗрешнӗ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Иисус вӗренекенӗсене каллех курӑнать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Эсир «ҫын тытакан» пулма хатӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 22 сыпӑк, 58 с.—59 с., 6 абз.
Иисус Галилея тинӗсӗн ҫыранӗ хӗрринче Петрпа, Андрейпа, Иаковпа тата Иоанпа калаҫса тӑрать

22-МӖШ СЫПӐК

Тӑватӑ вӗренекене ҫынсене тытакансем пулма чӗнсе илнӗ

МАТФЕЙ 4:13—22 МАРК 1:16—20 ЛУКА 5:1—11

  • ИИСУС ВӖРЕНЕКЕНӖСЕНЕ ЯЛАНАХ ХӐЙӖН ХЫҪҪӐН ПЫМА ЧӖНЕТ

  • ПУЛӐҪСЕМ ҪЫНСЕНЕ ТЫТАКАНСЕМ ПУЛСА ТӐРАҪҪӖ

Назарет ҫыннисем Иисуса вӗлересшӗн пулнӑ хыҫҫӑн вӑл Капернаума, Галилея тинӗсӗ хӗрринче вырнаҫнӑ хулана, каять. Галилея тинӗсне ҫавӑн пекех «Геннисарет кӳлли» те теҫҫӗ (Лука 5:1). Ҫакӑнпа Исаия кӗнекинче тинӗс хӗрринче пурӑнакан Галилея ҫыннисем аслӑ ҫутӑ курӗҫ тесе пророкла калани пурнӑҫланать (Исаия 9:1, 2).

Галилейӑра Иисус «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ» текен хыпара малалла сарать (Матфей 4:17, ҪХ). Вӑл хӑйӗн тӑватӑ вӗренекенне тупать. Унччен вӗсем Иисуспа ҫӳренӗ, анчах Иудейӑран таврӑнсан вӗсем каллех пулӑҫ ӗҫне тытӑннӑ (Иоанн 1:35—42). Халӗ вара Иисус хыҫҫӑн яланах ҫӳремелли вӑхӑт ҫитнӗ — ҫапла вӑл, хӑй кайнӑ хыҫҫӑн вӗсем сӑваплӑ ӗҫе тума пултарччӑр тесе, вӗсене вӗрентме пултарать.

Ҫыран хӗррипе утса пынӑ чухне вӑл тетелӗсене ҫуса тасатса тӑракан Симон Петра, унӑн пӗртӑванне Андрее тата вӗсен юлташӗсене курать. Иисус Петр кимми ҫине кӗрет те ӑна ҫыран хӗрринчен ишсе кайма ыйтать. Кӑшт шаларах ишсе кайсан Иисус ларать те ҫыран хӗрринче пухӑннӑ халӑха Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑхсене вӗрентме пуҫлать.

Унтан Иисус Петра калать: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те, тетелӗрсене карса хурӑр». Петр ӑна ҫапла хуравлать: «Вӗрентекен! эпир ҫӗрӗпе асапланса та нимӗн те тытаймарӑмӑр; Сан сӑмахна итлесе, тетелӗме карам эппин» (Лука 5:4, 5).

Андрей, Иаков тата Иоанн тетелсене шывран туртса кӑларма тӑрӑшаҫҫӗ; Петр Иисус умне чӗркуҫленсе ларать

Вӗсем питӗ нумай пулӑ тытаҫҫӗ, ҫавна пула тетелӗ те ҫурӑла пуҫлать! Пулӑҫсем тӳрех ҫывӑхри кимӗри юлташӗсене пулӑшма чӗнеҫҫӗ. Кӗҫех икӗ кимми те пулӑпа туп-туллиех тулать те пута пуҫлать. Ҫакна курсан, Петр Иисус ури умне ӳкет те калать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! кайсам ман патӑмран: эпӗ — ҫылӑхлӑ ҫын». Иисус ҫапла хуравлать: «Ан хӑра; паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн» (Лука 5:8, 10).

Иисус Петрпа Андрее калать: «Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп» (Матфей 4:19). Иисус тепӗр икӗ пулӑҫа, Иаковпа Иоана, Зеведейӑн ывӑлӗсене, хӑйӗн хыҫҫӑн пыма чӗнет. Вӗсем те тӳрех килӗшеҫҫӗ. Ҫапла вара тӑваттӑшӗ те пулӑҫ ӗҫне хӑвараҫҫӗ те ялан Иисус хыҫҫӑн ҫӳрекен пӗрремӗш вӗренекенсем пулса тӑраҫҫӗ.

  • Иисус мӗнле ӗҫпе ӗҫлекен ҫынсене ялан хӑйӗн хыҫҫӑн ҫӳрекен вӗренекенсем тӑвать тата вӗсем мӗн ятлӑ?

  • Петра мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ хӑратса ӳкерет?

  • Иисусӑн вӗренекенӗсен камсене тытакансем пулмалла?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр