Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 24 сыпӑк, 62 с.—63 с., 7 абз.
  • Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра анлӑн тума пуҫлать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра анлӑн тума пуҫлать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • А7-Б. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнехи паллӑ событисем. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра туни (1-мӗш пайӗ)
    Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • Мессия пророкла каланисене пурнӑҫланӑ
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
  • Иисус Патшалӑх ҫинчен хыпар пӗлтерет
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус Капернаумра аслӑ ӗҫсем тӑвать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Ытларах пӗлӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 24 сыпӑк, 62 с.—63 с., 7 абз.
Петр, Андрей, Иаков тата Иоанн Иисуса тупаҫҫӗ

24-МӖШ СЫПӐК

Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра анлӑн тума пуҫлать

МАТФЕЙ 4:23—25 МАРК 1:35—39 ЛУКА 4:42, 43

  • ИИСУС ТӐВАТӐ ВӖРЕНЕКЕНӖПЕ ПӖТӖМ ГАЛИЛЕЯ ТӐРӐХ ҪӲРЕТ

  • ВӐЛ ВӖРЕНТСЕ ҪӲРЕНИ ТАТА УНӐН ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ӖҪӖСЕМ ҪИНЧЕН ПУР ҪӖРТЕ ТЕ ПӖЛМЕ ПУҪЛАҪҪӖ

Иисуспа унӑн тӑватӑ вӗренекенӗ Капернаумра пулнӑ куна тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттереҫҫӗ. Каҫхине хула ҫыннисем хӑйсен чирлисене Иисус патне, вӑл вӗсене сываттӑр тесе, илсе пыраҫҫӗ. Иисусӑн пӗччен тӑрса юлма вӑхӑт ҫукпа пӗрех.

Тепӗр ирхине, тул ҫутӑличчен, Иисус пӗччен килтен тӑрса тухать. Вӑл ҫын ҫук вырӑн тупать, унта вӑл хӑйӗн Ашшӗне пӗр чӑрмавсӑр кӗлтума пултарать. Анчах Иисусӑн пӗччен тӑрса юлма нумаях май килмест. Симон Петрпа ыттисем Иисус ҫуккине асӑрхасан, ӑна шырама тухаҫҫӗ. Ҫакна тума хавхалантараканӗ Петр пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Иисус унӑн килӗнче чарӑнса тӑнӑ (Марк 1:36; Лука 4:38).

Иисуса тупсан Петр калать: «Сана пурте шыраҫҫӗ» (Марк 1:37). Капернаум ҫыннисем Иисуса хӑйсем патӗнче хӑварасшӑн, ҫакна вӗсем мӗншӗн тӑвасшӑн пулнине ӑнланма пулать паллах. Вӗсем хӑйсемшӗн Иисус мӗн тунишӗн ӑна питӗ пархатарлӑ, ҫавӑнпа «вӗсем Ӑна хӑйсен патӗнчен ярас мар тесе» тӑраҫҫӗ (Лука 4:42). Анчах Иисус, тӗпрен илсен, ҫӗр ҫине мӗн тума килнӗ: ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа сыватма-и? Унӑн хӑйӗн ӗҫне ҫав вырӑнта кӑна туса тӑмалла-и? Ҫавӑн пирки Иисус хӑй мӗн калать?

Петрпа, Андрейпа, Иаковпа тата Иоанпа калаҫнӑ чухне Иисус ҫывӑхри хула ҫине тӗллесе кӑтартать

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла хуравлать: «Атьӑр ҫывӑхри ялсемпе хуласене каяр, Манӑн унта та вӗрентсе ҫӳрес: Эпӗ ҫавӑншӑн килнӗ». Хӑйне хӑйсем патӗнче хӑварасшӑн пулнӑ ҫынсене Иисус калать: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремелле, Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Марк 1:38; Лука 4:43).

Ҫапла, Иисус ҫӗр ҫине, тӗпрен илсен, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме килнӗ. Ҫав Патшалӑх унӑн Ашшӗн ятне сӑваплӑ тӑвӗ тата этемлӗхе пӗтӗм хӗн-хуртан яланлӑхах хӑтарӗ. Иисус ҫынсене тӗлӗнмелле майпа сыватнипе хӑйне Турӑ янине ҫирӗплетсе парать. Темиҫе ӗмӗр маларах Моисей те ҫав тӗллевпех хӑватлӑ ӗҫсем тунӑ (Тухни 4:1—9, 30, 31).

Ытти хуласенче те ырӑ хыпар сарас тесе Иисус Капернаумран тухса каять. Унпа пӗрле унӑн тӑватӑ вӗренекенӗ: Петрпа унӑн пӗртӑванӗ Андрей, ҫавӑн пекех Иоанпа унӑн пӗртӑванӗ Иаков — каяҫҫӗ. Тӑватӑ эрне каялла Иисус кама яланах хӑйӗн хыҫҫӑн пыма чӗннӗ, ҫавсенчен пӗрремӗшӗсем вӗсем пулнӑ.

Иисус ҫав тӑватӑ вӗренекенпе Галилейӑра ырӑ хыпар сарни питӗ ӑнӑҫлӑ пулса пырать! Иисус ҫинчен пур ҫӗрте те калаҫаҫҫӗ. «Ун ҫинчен пӗтӗм Сири ҫӗрне», Вунхула ҫӗрӗ теекен вырӑна тата Иордан леш енчи ҫӗрсене хыпар сарӑлать (Матфей 4:24, 25). Ҫав вырӑнсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем хыҫҫӑн пырать. Нумайӑшӗ сыватма кирлӗ ҫынсене илсе пырать. Иисус никамӑн шанӑҫне те татмасть — вӑл чирлисене сыватать тата усал ернӗ ҫынсенчен демонсене хӑваласа кӑларать.

  • Иисус Капернаумра куна тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттернӗ хыҫҫӑн тепӗр ирхине ирех мӗн пулса иртет?

  • Мӗншӗн Иисуса ҫӗр ҫине янӑ пулнӑ тата вӑл хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене мӗнле тӗллевпе тунӑ?

  • Иисус Галилейӑра ырӑ хыпар сарнӑ чухне унпа пӗрле камсем ҫӳреҫҫӗ тата унӑн ӗҫӗ ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр