Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 32 сыпӑк, 78 с.—79 с., 7 абз.
  • Шӑматкун мӗн тума юрать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Шӑматкун мӗн тума юрать?
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Шӑматкун пучахсене татма юрать-и?
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Шӑматкун сыватни
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • «Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ»: ӗҫлемелли вӑхӑт тата канмалли вӑхӑт пур
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 32 сыпӑк, 78 с.—79 с., 7 абз.
Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна сыватма хатӗрленет

32-МӖШ СЫПӐК

Шӑматкун мӗн тума юрать?

МАТФЕЙ 12:9—14 МАРК 3:1—6 ЛУКА 6:6—11

  • ШӐМАТКУН ХӐРНӐ АЛӐЛЛӐ ҪЫННА СЫВАТНИ

Тепӗр шӑматкун Иисус синагогӑна каять. Ҫакӑ Галилейӑра пулса иртет пулас. Унта вӑл сылтӑм алли хӑрнӑ ҫынна курать (Лука 6:6). Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Иисуса тимлӗ сӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн? Вӗсен мӗнле тӗллев пулни вӗсем: «Шӑматкун чиртен сыватма юрать-и?» — тесе ыйтнӑ ыйтуран питӗ лайӑх палӑрма пуҫлать (Матфей 12:10).

Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем шӑматкун ҫын вилме пултарать пулсан ҫеҫ ӑна сыватмалла тесе шутлаҫҫӗ. Сӑмахран, шӑматкун мӗне те пулин мӑкӑлтасан, мӑкӑлтаннӑ шӑмма вырӑнне лартма е суранланнӑ вырӑна ҫыхса яма юрамасть, мӗншӗн тесен ҫакӑ пурнӑҫшӑн хӑрушӑ мар. Паллах ӗнтӗ, кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна хӗрхеннӗрен мар Иисуса ыйту параҫҫӗ. Вӗсем Иисуса айӑплама сӑлтав шыраҫҫӗ.

Анчах та Иисус вӗсем мӗнле япӑх шухӑш тытнине пӗлет. Шӑматкун мӗнле ӗҫсем тума юраманни пирки вӗсем Библипе килӗшсе тӑман ӑссӑрла шухӑшсене тытса тӑнине вӑл пӗлсе тӑрать (Тухни 20:8—10). Унӑн хӑйне ырӑ ӗҫсем тунӑшӑн вырӑнсӑр ятланине илтме тивнӗ ӗнтӗ. Халӗ вара Иисус, хӑйне хирӗҫ питӗ хаяррӑн тӑма пултарнине пӗлсех, пӗр ӗҫ тӑвать. Вӑл хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна калать: «Варрине тухса тӑр» (Марк 3:3).

Иисус кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем еннелле ҫаврӑнать те калать: «Хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑматкун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ?» (Матфей 12:11.) Сурӑха пӑхса усрама укҫа кирлӗ, ҫавӑнпа хуҫи ӑна тепӗр кунччен шӑтӑкра хӑвармӗ, мӗншӗн тесен сурӑхӗ вилме пултарать, вара унӑн тӑкак тӳсме тивӗ. Унсӑр пуҫне Ҫырура ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын хӑй выльӑх-чӗрлӗхне те хӗрхенет» (Ытарӑшсем 12:10).

Хӑйӗн шухӑшне малалла тӑсса Иисус ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Этем сурӑхран хаклӑрах мар-и? Эппин, шӑматкун ырӑ ӗҫ тума юрать» (Матфей 12:12). Урӑхла каласан, ҫынна сыватнипе Иисус шӑматкун ҫинчен калакан саккуна пӑсмасть. Ҫак вырӑнлӑ та ҫынна хӗрхеннине кӑтартакан шухӑша хирӗҫ тӗн пуҫлӑхӗсем нимӗн те калама пултараймаҫҫӗ. Вӗсем чӗнмеҫҫӗ.

Иисус кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ҫине вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ питӗ пӑсӑлнӑшӑн ҫилленсе-кулянса пӑхса илет. Унтан вӑл ҫав ҫынна калать: «Аллуна тӑс» (Матфей 12:13). Лешӗ хӑрнӑ аллине тӑсать те алли сывалать. Ҫав арҫын питӗ савӑнать, анчах Иисуса сӑтӑр тума шут тытнисем пирки мӗн калама пулать?

Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем Иисуса вӗлерме кавар тӑваҫҫӗ

Ҫав ҫыннӑн алли сывалнӑшӑн савӑнас вырӑнне фарисейсем синагогӑран тухаҫҫӗ те «Ирод майлӑ ҫынсен ушкӑнӗпе пӗрле Иисуса епле вӗлерес-ши тесе Ӑна хирӗҫ кавар» тӑваҫҫӗ (Марк 3:6, ҪХ). Иродӑн политика партине саддукейсен тӗн ушкӑнӗнчи ҫынсем те кӗреҫҫӗ курӑнать. Саддукейсемпе фарисейсем пӗр-пӗрне килӗштермеҫҫӗ пулин те, халӗ вӗсем Иисуса хирӗҫ тӑрас тесе пӗр шухӑшлӑ пулса тӑраҫҫӗ.

  • Мӗнле лару-тӑрура Иисуспа иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем хире-хирӗҫ тӑраҫҫӗ?

  • Шӑматкун ҫинчен калакан саккун пирки иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем мӗнле тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ?

  • Шӑматкун ҫине тӗрӗс мар пӑхнине тӳрлетес тесе Иисус мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсем илсе парать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр