Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 44 сыпӑк, 112 с.—113 с., 9 абз.
  • Иисус ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсе лӑплантарать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсе лӑплантарать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус пире хӳтӗлеме пултарать
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Иисус шыв ҫийӗпе утса пырать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене пӑхӑнтарма пултаракан пуҫлӑх
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • А7-В. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнехи паллӑ событисем. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра туни (2-мӗш пайӗ)
    Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 44 сыпӑк, 112 с.—113 с., 9 абз.
Иисус Галилея тинӗсӗ ҫинчи ҫил-тӑвӑла лӑплантарать

44-МӖШ СЫПӐК

Иисус ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсе лӑплантарать

МАТФЕЙ 8:18, 23—27 МАРК 4:35—41 ЛУКА 8:22—25

  • ИИСУС ГАЛИЛЕЯ ТИНӖСӖНЧЕ ТУХНӐ ҪИЛ-ТӐВӐЛА ЛӐПЛАНТАРАТЬ

Иисусӑн вӑрӑм та йывӑр кун пулнӑ. Каҫ пулсан, вӑл вӗренекенӗсене калать: «[Капернаум таврашӗнчен] тинӗс тепӗр енне каҫар-ха» (Марк 4:35, ҪХ).

Галилея тинӗсӗн тепӗр енчи, хӗвелтухӑҫ енчи, ҫыранӗ патӗнче герасениянсен тавралӑхӗ вырнаҫнӑ. Ҫав тавралӑх Вунхула текен ҫӗрӗн пайӗ шутланать. Вунхула ҫӗрне кӗрекен хуласем — унта нумай иудей пурӑнать пулин те — грек культурин центрӗсем.

Иисус Капернаумран кимӗпе ишсе кайнине асӑрхакансем те пулаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн ытти кимӗсем те тухаҫҫӗ, сахалтан та вӗсем ҫыран хӗрринчен тинӗселле ишсе каяҫҫӗ (Марк 4:36). Тепӗр ҫыран хӗррине ҫитме инҫех мар. Галилея тинӗсӗ вӑл — тӑварсӑр кӳлӗ, унӑн тӑршшӗ 20 ҫухрӑма яхӑн, сарлакӑшӗ вара 12 ҫухрӑм таран. Анчах ун пирки пӗчӗк кӳлӗ тесе калаймӑн.

Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулин те, кунӗпе сӑваплӑ ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн вӑл ывӑннине туять. Ҫавӑнпа, кимӗ тинӗселле ишсе кайсан, вӑл кимӗ хӳрине каять те унта пуҫӗ айне пуҫелӗк хурса выртать, вара ҫывӑрса каять.

Апостолсенчен хӑш-пӗрисем кимме питӗ лайӑх тытса пыма пултараҫҫӗ, анчах та ку хутӗнче вӗсене ҫӑмӑлах мар. Галилея тинӗсӗ тавралла тусем лараҫҫӗ, ҫавӑнпа шыв ҫийӗ час-часах лайӑх ӑшӑнать. Хутран-ситрен ту ҫинчи сивӗ сывлӑш аялалла анать те шыв ҫийӗнчи ӑшӑ сывлӑшпа тӗл пулать, ҫавна пула сасартӑк вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ҫӗкленет. Халӗ шӑп ҫавӑн пек пулса тухать те. Кӗҫех хумсем кимме пырса ҫапма пуҫлаҫҫӗ. «Кимӗ ҫине шыв кӗре» пуҫланипе «вӗсем... хӑрушлӑха» лекеҫҫӗ (Лука 8:23). Иисус вӑранмасӑр ҫывӑрать!

Ҫав ӑста пулӑҫсем, тинӗсри ҫил-тӑвӑлпа пӗрре анчах мар тӗл пулнӑскерсем, кимме тытса чарас тесе тем пек тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах вӗсен ӗҫӗ ӑнмасть. Вилесрен хӑранипе вӗсем Иисуса вӑратаҫҫӗ те кӑшкӑраҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр! ҫӑлсам пире — пӗтетпӗр» (Матфей 8:25). Вӗренекенӗсем путса вилесрен хӑраҫҫӗ!

Иисус вӑрансан апостолсене калать: «Эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир ҫав тӗрлӗ хӑравҫӑ?» (Матфей 8:26.) Унтан вӑл ҫилпе тинӗсе хушать: «Чарӑн, ан шавла» (Марк 4:39). Тӑвӑллӑ ҫил чарӑнать, тинӗс лӑпланать. (Ҫак тӗлӗнмелле пулӑм ҫинчен Маркпа Лука ҫырни тӑрӑх, малтан Иисус тӗлӗнмелле майпа ҫил-тӑвӑла лӑплантарать, унтан вӗренекенӗсен ӗненӳ ҫитсех каймасть тесе калать.)

Вӗренекенӗсем мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Тин кӑна вӗсен куҫӗ умӗнче ҫил-тӑвӑллӑ тинӗс пӗтӗмпех лӑпланать. Вӗренекенӗсем сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне калаҫҫӗ: «Кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать». Вӗсем тинӗсӗн тепӗр енне йӗркеллех ҫитеҫҫӗ (Марк 4:41—5:1). Тен, тинӗсе тухнӑ ытти кимӗсем ҫил-тӑвӑл тухиччен каялла хӗвеланӑҫ енчи ҫыран патне таврӑнма ӗлкӗрнӗ.

Турӑ Ывӑлӗ ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене пӑхӑнтарма пултарнине пӗлни чӑнах та чуна йӑпатать! Вӑл хӑйӗн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне унӑн пӗтӗм тимлӗхӗ ҫӗр ҫинче пулӗ, вара ҫынсем пурте хӑрушсӑрлӑхра пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесен хӗн кӑтартакан ҫутҫанталӑк инкекӗсем урӑх пулмӗҫ!

  • Ҫутҫанталӑкри мӗнле пулӑмсене пула Галилея тинӗсӗнче ҫил-тӑвӑл ҫӗкленме пултарать?

  • Аптраса ӳкнӗ вӗренекенӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?

  • Мӗншӗн ҫак событи лайӑх пуласлӑх пулать тесе шантарать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр