63-МӖШ СЫПӐК
Иисус такӑнтарасси тата ҫылӑх пирки канаш парать
МАТФЕЙ 18:6—20 МАРК 9:38—50 ЛУКА 9:49, 50
ТАКӐНТАРАССИ ПИРКИ ПАНӐ КАНАШ
ТӐВАН ҪЫЛӐХА КӖЧӖ ПУЛСАН
Тин кӑна Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансен мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулмаллине питӗ уҫӑмлӑн кӑтартса пачӗ. Унӑн вӗренекенӗсен, пӗчӗк ачасем пекех, хӑйсене кӗҫӗне хумалла тата чапшӑн ҫунмалла мар. Вӗсен ачасене Иисус ячӗшӗн хапӑл тумалла, ҫапла вара вӗсем Иисуса хапӑл тӑваҫҫӗ (Матфей 18:5).
Апостолсем нумаях пулмасть хӑйсенчен хӑшӗ аслӑрах пулни пирки тавлашнӑччӗ, ҫавӑнпа вӗсем Иисусӑн сӑмахӗсене, тен, питлесе каланӑ сӑмахсем пек йышӑнаҫҫӗ. Халӗ вара Иоанн апостол анчахрах пулса иртнӗ пӗр ӗҫ ҫине тимлеттерсе тепӗр ыйту ҫӗклет: «Эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна куртӑмӑр; хӑй пирӗнпе ҫӳремен пирки эпир ӑна чартӑмӑр» (Лука 9:49).
Апостолсене кӑна ҫынсене сыватма тата демонсене хӑваласа кӑларма ирӗк панӑ тесе шутлать-ши Иоанн? Ку ҫапла пулсан, мӗншӗн-ха ҫав иудей усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма пултарать? Иоанн ҫав ҫыннӑн хӑватлӑ ӗҫсем тума юрамасть тесе шутлать пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл Иисуспа тата апостолсемпе пӗрле ҫӳремест.
Иисус мӗн калани Иоана тӗлӗнтерет пуль: «Ан чарӑр ӑна: Ман ятӑмпа хӑват тӑвакан никам та ҫав хушӑрах Ман ҫинчен усал калаҫас ҫук: кам сире хирӗҫ мар, ҫавӑ сирӗн майлӑ. Чӑн калатӑп сире: кам сире, Христос ҫыннисем тесе, Ман ятӑмпа пӗр курка шыв ӗҫтерӗ, ҫавӑ хӑй сӑвапне ҫухатмӗ» (Марк 9:39—41).
Халӗ ҫав ҫыннӑн Христос майлӑ пулас тесен ун хыҫҫӑн ҫӳреме кирлӗ мар. Христиансен пухӑвне хальлӗхе йӗркелесе яман, ҫавӑнпа ҫав ҫын Иисус хыҫҫӑн ҫӳременни ӑна хирӗҫ пулнине е суя тӗне сарма пулӑшать тенине пӗлтермест. Ҫав арҫын Иисусӑн ятне ӗненни курӑнать, ҫавӑнпа Иисус каланӑ сӑмахсем ҫав ҫын хӑйӗн сӑвапне, е наградине, ҫухатас ҫуккине кӑтартса параҫҫӗ.
Енчен те апостолсен сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем ҫав ҫынна такӑнтарчӗҫ пулсан, ҫакӑ питӗ хӑрушӑ пулнӑ пулӗччӗ. Иисус ҫакна ҫапла палӑртать: «Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне илӗртсе ҫылӑха кӗртет [«пӗриншӗн такӑнтаракан чул пулса тӑрать», ҪТ], ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ» (Марк 9:42). Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансен хӑйсен аллинчен, уринчен е куҫӗнчен — вӗсенчен пӗри те пулин вӗсене такӑнтарма пуҫларӗ пулсан — хӑтӑлмалла тет. Ҫавӑн пек хаклӑ япаласене упраса хӑварса гееннӑна (Енном айлӑмне) лекиччен, вӗсемсӗр тӑрса юлса Турӑ Патшалӑхне кӗни лайӑхрах пулӗччӗ. Апостолсем Иерусалим ҫумӗнчи ҫав айлӑма курнӑ пулас тата унта ҫӳп-ҫап ҫунтарнине пӗлеҫҫӗ пулмалла. Ҫавӑнпа ҫакӑ тӗппипех тата яланлӑхах пӗтернине сӑнарласа панине вӗсем ӑнланаҫҫӗ курӑнать.
Ҫавӑн пекех Иисус асӑрхаттарать: «Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ан хурлӑр; калатӑп сире: вӗсен ангелӗсем тӳпере яланах Ҫӳлти Аттем сӑнне курса тӑраҫҫӗ». Иисусӑн Ашшӗшӗн ҫав «пӗчӗкҫӗскерсем» мӗн таран хаклӑ? Иисус пӗр ҫын ҫинчен каласа парать. Унӑн 100 пуҫ сурӑх пулнӑ, пӗр сурӑхӗ вара ҫухалнӑ. Ҫав ҫын 99-ӗшне хӑварать те ҫухалнӑ сурӑха шырама каять. Ӑна тупсан вӑл 99 сурӑхӗшӗн савӑннинчен те ытларах савӑнать. Иисус калать: «Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар» (Матфей 18:10, 14).
Апостолсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашни ҫинчен шухӑшланӑран пулас, Иисус вӗсене ӳкӗтлет: «Сирӗн ӑшӑрта тӑвар пултӑр, пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ пултӑр» (Марк 9:50). Тӑвар апата тутлӑрах тӑвать. Сӑнарлӑ тӑвара пула ҫын мӗн каланине йышӑнма ҫӑмӑлрах, ҫакӑ вара пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать, ҫав вӑхӑтрах тавлашу пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ярать (Колоссӑ 4:6).
Хутран-ситрен пӗр-пӗринпе хирӗҫсе каясси те пулкалать, Иисус вара харкашӑва мӗнле татса памаллине кӑтартса парать. «Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен,— калать Иисус,— кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳкӗтле ӑна; вӑл сана итлесессӗн, ку вара саншӑн тӑванна тупниех пулать». Вӑл итлемерӗ пулсан, вара мӗн тумалла? «Хӑвпа пӗрле тата тепӗр ҫын е икӗ ҫын илсе кай,— канаш парать Иисус,— икӗ е виҫӗ кӳнтелен каланипе пур сӑмах та ҫирӗплентӗр». Ҫакӑ та ыйтӑва татса пама пулӑшмарӗ пулсан, «ӗненекенсен ушкӑнне», урӑхла каласан, ҫак ӗҫе татса пама пултаракан старейшинӑсене каласа памалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн та ҫылӑха кӗнӗ ҫын итлесшӗн мар пулсан, вара мӗн тумалла? «Вӑл вара саншӑн суя тӗнлӗ ҫын пекех, куланай пухакан пекех [урӑхла каласан, иудейсем хутшӑнман ҫынсенчен пӗри пекех] пултӑр»,— тесе пӗтӗмлетӳ тӑвать Иисус (Матфей 18:15—17).
Пухури старейшинӑсен Турӑ Сӑмахне тытса тӑмалла. Вӗсем ҫылӑха кӗнӗ ҫын айӑплӑ тата ӑна тӳрлетмелле тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вӗсем тунӑ йышӑнура тӳпере малтанах мӗн ҫыхни палӑрса тӑрӗ. Вӗсем ҫын айӑплӑ мар тесе шутлаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ тӳпере мӗн салтни пулӗ. Ҫак канашсем христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайсан питӗ усӑллӑ пулӗҫ. Ҫавӑн пек ҫивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшрен Иисус калать: «Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пӗр ҫӗре пухӑнсассӑн, Эпӗ унта вӗсем хушшинче пулатӑп» (Матфей 18:18—20).