65-МӖШ СЫПӐК
Иисус Иерусалима кайнӑ чухне вӗрентет
МАТФЕЙ 8:19—22 ЛУКА 9:51—62 ИОАНН 7:2—10
ИИСУСӐН ШӐЛЛӖСЕМ УН ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХАҪҪӖ
ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖШӖН ӖҪЛЕСЕ ТӐНИ МӖН ТАРАН КИРЛӖ?
Иисус, тӗпрен илсен, пӗр вӑхӑт хушши ӗнтӗ Галилейӑра ӗҫлет. Кунта ун хыпарне ҫынсем Иудейӑри ҫынсенчен лайӑхрах итлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл Иерусалимра ҫынна шӑматкун сыватсан, «иудейсем вара Иисуса... тата ытларах вӗлересшӗн» пулаҫҫӗ (Иоанн 5:18, ҪС; 7:1).
Халӗ пирӗн эрӑри 32 ҫулхи кӗркунне. Хӳшӗ (е Чатӑр) уявӗ ҫывхарса килет. Ҫак уяв ҫичӗ куна пырать, саккӑрмӗш кунне вара сӑваплӑ тӗлпулу ирттереҫҫӗ. Ҫак уявра — кашни ҫул ялхуҫалӑх ӗҫӗсем вӗҫленнӗ ятпа тӑвакан уявра — ҫынсем савӑнаҫҫӗ тата Турра тав тӑваҫҫӗ.
Иисусӑн шӑллӗсем — Иаков, Симон, Иосиф тата Иуда — ӑна калаҫҫӗ: «Текех кунта ан юл... Иудейӑна кай». Иерусалим вӑл — Турра пуҫҫапмалли тӗп вырӑн. Унта ҫулталӑк хушшинче пулакан виҫӗ уява нумай халӑх килет. Иисусӑн шӑллӗсем ҫакӑн пек сӑлтав илсе параҫҫӗ: «Паллӑ ҫын пулас текен хӑйӗн ӗҫӗсене вӑрттӑн тумасть. Эсӗ ҫакнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан эппин Хӑвна тӗнчене кӑтарт» (Иоанн 7:3, 4, ҪХ).
Тӗрӗссипе каласан, Иисусӑн шӑллӗсем ӑна ӗненмеҫҫӗ — ӑна Мессия вырӑнне хумаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем уява пухӑннӑ ҫынсем вӑл мӗнле те пулин тӗлӗнмелле ӗҫ тунине курччӑр теҫҫӗ. Иисус, хӑйне мӗнле хӑрушлӑх кӗтме пултарнине ӑнланса, вӗсене калать: «Сире тӗнче курайми пулас ҫук, Мана вара кураймасть, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине кӑтартса паратӑп; эсир ҫак уява кайӑр, Эпӗ ку уява каймастӑп-ха: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха» (Иоанн 7:5—8).
Иисусӑн шӑллӗсем ыттисемпе пӗрле ҫула тухнӑ хыҫҫӑн тепӗр темиҫе кунтан Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем те ҫула тухаҫҫӗ, анчах та вӗсем хӑйсене никам та ан куртӑр тесе никама систермесӗр тухаҫҫӗ. Вӗсем Иордан ҫумӗнчи ҫулпа — пурте тенӗ пекех ҫӳрекен ҫулпа — каяс вырӑнне Самари урлӑ каякан тӳрӗрех ҫулпа пыраҫҫӗ. Иисуспа унӑн вӗренекенӗсен Самарире ӑҫта та пулин чарӑнса тӑмалла, ҫавӑнпа вӑл хӑй умӗнчен хыпарҫӑсем ярать, хӑйсем пынӑ ҫӗре вӗсем веҫех хатӗрлесе хуччӑр тет. Пӗр вырӑнта ҫынсем вӗсене йышӑнасшӑн та, яланхи пек хӑналасшӑн та пулмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иисус Иерусалима иудейсен уявне каять. Иаковпа Иоанн ҫилленсе ыйтаҫҫӗ: «Хуҫамӑр! Кӑмӑлу пулсан, тӳперен вут-ҫулӑм антарса... ҫак яла... ҫунтарса ямалла мар-и?» (Лука 9:54, ҪХ.) Иисус вӗсене ҫавӑн пек шухӑш тытнӑшӑн сивлет, вара вӗсем малалла утаҫҫӗ.
Пӗр кӗнекеҫӗ Иисус патне пырать те калать: «Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп». Иисус хуравлать: «Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук» (Матфей 8:19, 20). Ҫапла вӑл кӗнекеҫӗне ҫакна ӑнланса илме пулӑшать: вӑл Иисус хыҫҫӑн пыракан пулса тӑрсан, унӑн тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивӗ. Анчах та кӗнекеҫӗ хӑйӗн пурнӑҫне тӗпрен улӑштарасшӑн мар пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл питӗ мӑнкӑмӑллӑ пулас. Пирӗн пурсӑмӑрӑн та хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: «Эпӗ Иисус хыҫҫӑн хаваспах ҫӳретӗп-и?»
Тепӗр ҫынна Иисус калать: «Ман хыҫран пыр». «Ҫӳлхуҫамӑр! малтан мана аттеме кайса пытарма ирӗк парсамччӗ»,— калать лешӗ. Иисус ҫав ҫыннӑн лару-тӑрӑвне пӗлет, ҫавӑнпа ӑна калать: «Вилнисене вилнисемех пытарччӑр; эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре» (Лука 9:59, 60). Ҫав ҫыннӑн ашшӗ вилмен пулас. Вӑл вилнӗ пулсан, унӑн ывӑлӗ халӗ Иисуспа калаҫса тӑман пулӗччӗ. Ҫав ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче Турӑ Патшалӑхне мала хума хатӗр мар.
Иерусалима каякан ҫулпа пынӑ чухне тата тепӗр ҫын Иисус патне пырать те калать: «Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, анчах малтан мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсамччӗ». «Аллине акапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанӑҫлӑ мар вӑл»,— хуравлать Иисус (Лука 9:61, 62).
Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулас текенсен Патшалӑх ӗҫне пурнӑҫра мала хумалла. Акаҫӑ умалла пӑхмасть пулсан, унӑн суха касси ытларах чухне тӳрӗ мар пулать. Вӑл сухапуҫне алран вӗҫертсе хыҫалалла пӑхать пулсан, уйри ӗҫ чарӑнса ларать. Ҫак тӗнче еннелле ҫаврӑнса пӑхаканӑн та ҫавӑн пекех пулса тухма пултарать: вӑл ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулран пӑрӑнса кайма пултарать.