83-МӖШ СЫПӐК
Турӑ кама ӗҫкӗ-ҫике чӗнет?
КӖҪӖНЕ ХУМА ВӖРЕНТНИ
ЧӖННӖ ХӐНАСЕМ КИЛЕС МАР ТЕСЕ СӐЛТАВСЕМ ТУПАҪҪӖ
Фарисей патӗнче хӑнара пулнӑ чухне Иисус тин кӑна шыв чирӗпе асапланакан ҫынна сыватрӗ. Иисус ытти хӑнасем сӗтел хушшинче хисеплӗ вырӑнсене йышӑннине сӑнаса ларать, вара ҫав майпа усӑ курса мӗншӗн кӗҫӗне хума кирлине ӑнлантарса парать.
«Сана пӗр-пӗр ҫын туя чӗнсен,— калать Иисус,— эсӗ малти вырӑна кӗрсе ан лар: унӑн чӗннӗ хӑнисем хушшинче, тен, санран хисеплӗреххи пулӗ, вара сана та, ӑна та чӗнекен хуҫа сан патна пырӗ те: „ху вырӑнна ҫакна ларт-ха“ тейӗ; ун чухне санӑн намӑсланса чи кайри вырӑна кайса лармалла пулӗ» (Лука 14:8, 9).
Иисус малалла калать: «Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна кӗрсе лар, хӑвна хӑнана чӗнекеннин сан патна пырса: „тусӑм! тӗпелерех иртсе лар“ тесе каламалла пултӑр; сана вара хӑвӑнпа пӗрле ларакансем умӗнче хисеп пулӗ». Кунта харпӑр хӑйне лайӑх тытма пӗлни ҫинчен кӑна сӑмах пымасть . Иисус ӑнлантарса парать: «Кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ» (Лука 14:10, 11). Урӑхла каласан, вӑл хӑйне итлекенсене хӑйсене кӗҫӗне хума вӗренме хавхалантарать.
Унтан Иисус хӑйне хӑнана чӗннӗ фарисея тепӗр канаш парать. Вӑл кӑнтӑрлахи е каҫхи апат Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса парать: «Эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чухне тусусене, тӑванусене, хурӑнташусене, пуян кӳршӳсене ан чӗн, кайран вӗсем те сана чӗнӗҫ те, ҫавӑ саншӑн ырӑлӑх илни пулӗ. Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвас пулсассӑн ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене чӗн: вӗсенӗн сана ырӑпа тавӑрмашкӑн нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа эсӗ телейлӗ пулӑн» (Лука 14:12—14).
Кӑнтӑрлахи е каҫхи апата чӗннӗ чухне пирӗн хамӑр туссене, тӑван-хурӑнташсене е кӳршӗсене чӗнес килет. Иисус ҫакӑн пирки япӑх тесе каламасть. Апла пулсан, вӑл мӗнле шухӑша палӑртасшӑн? Кам нуша куракансене — чухӑнсене, чӑлахсене, уксахсене тата суккӑрсене — чӗнет, ҫавӑ нумай пиллӗх илӗ тесе каласшӑн вӑл. Иисус хӑйне хӑнана чӗннӗ ҫынна калать: «Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан тавӑрса парӗҫ». Хӑнасенчен пӗри ҫакӑн пирки ҫапла калать: «Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ» (Лука 14:15). Ҫакӑ мӗн тери пысӑк чыс пулнине вӑл ӑнланса илет. Анчах та ҫак мая пурте хакласах каймаҫҫӗ. Ҫавна Иисус ҫакӑн хыҫҫӑн каласа панӑ тӗслӗх кӑтартса парать.
«Пӗр ҫын каҫхи пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, йышлӑ хӑна чӗннӗ,— каласа парать Иисус.— Ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл хӑйӗн чурине чӗнсе хӑнисем патне: „ӗнтӗ пурте хатӗр — пырӑр“ тесе калама янӑ. Анчах лешӗсем, пӗрле сӑмах татнӑ пек, каҫару ыйта пуҫланӑ. Пӗри ӑна каланӑ: „эпӗ ҫӗр туянтӑм, манӑн ҫавна пӑхма каймалла; ӗнтӗ каҫарсам мана“ тенӗ. Тепӗри каланӑ: „эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, ҫавсене ҫӳретсе пӑхма каятӑп; ӗнтӗ каҫарсам мана“ тенӗ. Виҫҫӗмӗшӗ тата: „эпӗ авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп“ тенӗ» (Лука 14:16—20).
Хӑйсене тӳрре кӑларас тесе каланӑ мӗн тери айван сӑмахсем! Ҫын ҫӗре е выльӑх-чӗрлӗхе туяннӑ хыҫҫӑн мар, туянас умӗн пӑхать, тӗрӗслет. Виҫҫӗмӗш ҫынни вара мӑшӑрланма хатӗрленмест. Вӑл авланнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӑна чӗннӗ ҫӗре пыма нимӗн те чӑрмантармасть. Ҫавӑн пек сӑлтавсем тупса тӳрре тухма тӑрӑшнине илтсен хуҫи ҫилленсе каять.
Вӑл вара чурине калать: «Часрах хула урамӗсене, тӑкӑрлӑкӗсене кай та ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене илсе кил кунта». Чура ҫавна тӑвать, анчах вырӑн татах та пур. Ҫавӑн хыҫҫӑн хуҫа чурине хушать: «Эппин, ҫулсем-сукмаксем тӑрӑх кай, ҫатан-вӗрлӗк таврашне ҫитсе ӳкӗтлесе ҫӳре, ҫуртӑм туллиех тултӑр. Калатӑп сире: ҫав чӗнсе хунисенчен манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗме пӗри те ӗҫсе ҫиеймӗ» (Лука 14:21—24).
Иисус илсе панӑ тӗслӗх ҫакна питӗ лайӑх кӑтартса парать: ҫынсем ҫӳлти Патшалӑха кӗме пултарччӑр тесе Иегова Турӑ Иисус Христоса вӗсене чӗнме янӑ. Чи малтан иудейсене — уйрӑмах, вӗсен тӗн пуҫлӑхӗсене чӗннӗ. Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне вӗсенчен нумайӑшӗ ҫавна йышӑнман. Анчах та вӗсемсӗр пуҫне ыттисене те чӗннӗ. Иисус пуласлӑхра иккӗмӗш хут чӗнӗҫ тесе уҫӑмлӑн палӑртнӑ — ку хутӗнче вара ахаль иудейсемпе прозелитсене. Унтан виҫҫӗмӗш хут, юлашки хут, чӗнӗҫ — иудейсем Туррӑн ырӑлӑхне тивӗҫлӗ мар тесе шутлакан ҫынсене чӗнӗҫ (Апостолсен ӗҫӗсем 10:28—48).
Ҫапла, Иисус мӗн каланине хӑнасенчен пӗри: «Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ»,— тесе калани питӗ лайӑх ҫирӗплетсе парать.