103-МӖШ СЫПӐК
Иисус каллех храма тасатать
МАТФЕЙ 21:12, 13, 18, 19 МАРК 11:12—18 ЛУКА 19:45—48 ИОАНН 12:20—27
ИИСУС СМОКВА ЙЫВӐҪНЕ ЫЛХАНАТЬ ТАТА ХРАМА ТАСАТАТЬ
НУМАЙӐШНЕ ПУРНӐҪ ПАРАС ТЕСЕН ИИСУСӐН ВИЛМЕЛЛЕ
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иерихонран килнӗренпе Вифанире виҫӗ каҫ ирттернӗ ӗнтӗ. Халӗ тунтикун, нисанӑн 10-мӗшӗ, вӗсем ир-ирех Иерусалима каяҫҫӗ. Иисусӑн ҫиес килет. Ҫавӑнпа вӑл смоква йывӑҫне курсан ун патне уттарать. Анчах та ун ҫинче ҫимӗҫ пур-ши?
Халӗ март уйӑхӗн вӗҫӗ, смоквӑна вара июнь уйӑхӗччен пуҫтармаҫҫӗ. Анчах та йывӑҫ ир ҫулҫӑ кӑларнӑ. Ҫавӑнпа Иисус ҫимӗҫӗ те ир пуласса кӗтет. Анчах Иисус унта ним те тупаймасть. Ҫулҫӑсем йывӑҫа тулашӗнчен ултавлӑн кӑтартаҫҫӗ. Иисус калать: «Малашне санӑн ҫимӗҫне ӗмӗрне те никамӑн та татса ҫимелле ан пултӑр!» (Марк 11:14.) Йывӑҫ тӳрех хӑрма пуҫлать. Ҫакӑ мӗншӗн пулса иртни тепӗр кунне ирхине паллӑ пулать.
Кӗҫех Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Иерусалима ҫитеҫҫӗ. Иисус храма каять, ӑна вӑл иртнӗ кун пӑхса тухнӑччӗ ӗнтӗ. Паян вара вӑл ӑна пӑхса тухать ҫеҫ мар, виҫӗ ҫул каялла, пирӗн эрӑри 30 ҫулхи Пасхӑра, мӗн тунине тӑвать (Иоанн 2:14—16). Иисус храмран сутакансене те, туянакансене те хӑваласа кӑларать. Ҫавӑн пекех вӑл «укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере» ярать (Марк 11:15). Вӑл ҫынсене храм витӗр япала йӑтса ҫӳреме чарать, мӗншӗн тесен хулан пӗр пайӗнчен тепӗр пайне ҫитес тесе вӗсем ҫапла ҫула кӗскетеҫҫӗ.
Мӗншӗн Иисус храмра укҫа улӑштаракансене тата чӗрчунсем сутакансене хирӗҫ ҫавӑн пек татӑклӑ ӗҫсем тӑвать? Вӑл калать: «„Манӑн Ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те тунӑ кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“ тесе ҫырманччӗ-и-ха? эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ» (Марк 11:17). Иисус ҫав ҫынсене вӑрӑ-хурахсем тет, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсенчен — парне кӳме чӗрчунсем илекенсенчен — калама ҫук пысӑк хак тӳлеме ыйтаҫҫӗ. Иисус вӗсем тӑвакан ӗҫе укҫа сӑптӑрнипе, е вӑрӑ-хурахла хӑтланнипе, танлаштарать.
Паллах ӗнтӗ, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Иисус мӗн туни ҫинчен илтеҫҫӗ, вара вӗсем каллех ӑна вӗлерме май шырама пуҫлаҫҫӗ. Анчах вӗсен пӗр чӑрмав пур. Иисус тавра яланах ӑна итлес текен халӑх кӗшӗлтетет, ҫавӑнпа вӗсем ӑна мӗнле вӗлермеллине пӗлмеҫҫӗ.
Иудейсем ҫеҫ мар, иудейсен тӗнне йышӑннӑ прозелитсем те Пасхӑна килеҫҫӗ. Вӗсем хушшинче уява Турра пуҫҫапма килнӗ грексем те пур. Вӗсем Филипп патне — унӑн грекла ят пулнӑран пулас — пыраҫҫӗ те Иисуса курма пулать-и тесе ыйтаҫҫӗ. Филипп вӗсем мӗн ыйтни вырӑнлӑ пулнипе пулманни пирки иккӗленет пулмалла, ҫавӑнпа вӑл Андрейпа канашлать. Вӗсем иккӗшӗ те Иисус патне каяҫҫӗ. Иисус вара халӗ те храмра пулас.
Иисус хӑй тепӗр темиҫе кунран вилессине пӗлет, ҫавӑнпа халӗ ҫынсен кӑмӑлне ҫырлахтармалли е мухтав шырамалли вӑхӑт мар. Вӑл икӗ апостолне хуравланӑ чухне тӗслӗх илсе парать: «Этем Ывӑлӗн мухтава тухас вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тулӑ пӗрчи ҫӗр ҫине ӳксе вилмесен пӗр пӗрчӗ халлӗнех юлать; вилсессӗн — нумай пӗрчӗ пултарать» (Иоанн 12:23, 24).
Пӗр тулӑ пӗрчи ниме те тӑмасть пек туйӑнать. Анчах вӑл ҫӗр ҫине ӳксен, пӗрчӗ пулма пӑрахнипе «вилет», вара унран калча шӑтса тухать, вӑхӑт иртнӗҫемӗн нумай пӗрчӗллӗ пучах ӳссе ҫитӗнет. Иисуспа та ҫавнашкалах: вӑл — пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, ун пек ҫын урӑх ҫук. Анчах вӑл мӗн виличчен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнипе нумай ҫынна, хӑйсене ҫавнашкалах шеллеменскерсене, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама пултарать. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Хӑйӗн чунне юратакан ӑна пӗтерет; ку тӗнчере хӑй чунне курайман ҫын ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварать» (Иоанн 12:25).
Иисус хӑйӗн пирки ҫеҫ каламасть, мӗншӗн тесен вӑл малалла ҫапла калать: «Маншӑн ӗҫлесе тӑракан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта — тарҫӑм та ҫавӑнта пултӑр; Маншӑн ӗҫлесе тӑракана Атте хисеплӗ» (Иоанн 12:26). Мӗн тери пысӑк награда! Кама Атте хисеплет, ҫавсем Патшалӑхра Христоспа пӗрле патшара ларӗҫ.
Хӑйӗн кӗҫех мӗнле нумай асапланмалли тата мӗнле хӑрушӑ вилӗмпе вилмелли ҫинчен шухӑшланӑ май Иисус калать: «Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханать; мӗн калам-ши? Эй Аттем! ҫак сехетрен хӑтарсам Мана!» Анчах Иисус Иегова Туррӑн ирӗкне тӑвассинчен пӑрӑнасшӑн мар. Вӑл малалла калать: «Анчах Эпӗ шӑпах ҫак сехетшӗн килнӗ» (Иоанн 12:27). Турӑ мӗн тума шутласа хунине пурне те тума, ҫав шутра хӑйӗн пурнӑҫне парнене пама та, Иисус килӗшет.