69-МӖШ СЫПӐК
Кам вӗсен ашшӗ: Авраам-и е Шуйттан-и?
ИУДЕЙСЕМ ПИРӖН АТТЕ АВРААМ ТЕҪҪӖ
АВРААМ ПУРӐНИЧЧЕНЕХ ИИСУС ПУЛНӐ
Иерусалимра Хӳшӗ (е Чатӑр) уявӗ малалла пырать. Ҫав вӑхӑтра вара Иисус хаклӑ чӑнлӑхсем ҫинчен вӗрентет. Хӑш-пӗр иудейсем тин кӑна ӑна ҫапла каланӑ: «Эпир Авраам йӑхӗ, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман». Иисус вӗсене хуравлать: «Эсир Авраам йӑхӗ иккенне Эпӗ пӗлетӗп, анчах та эсир Мана вӗлерме хатӗр, мӗншӗн тесессӗн Манӑн сӑмахӑм сирӗн ӑшӑра вырӑнаҫаймасть; Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна калатӑп; эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнине тӑватӑр» (Иоанн 8:33, 37, 38).
Ҫак сӑмахсемпе Иисус хӑйӗн Ашшӗ вӗсен ашшӗнчен уйрӑлса тӑнине кӑтартса парать. Иисус мӗн каланине ӑнланман пирки иудейсем каллех: «Пирӗн аттемӗр — Авраам»,— теҫҫӗ (Иоанн 8:39; Исаия 41:8). Чӑнах та, вӗсем Авраам ӑрӑвӗнчен тухнӑ ҫынсем. Ҫавӑнпа, вӗсен шучӗпе, вӗсем Туррӑн тусӗ Авраам ӗненнӗ пекех ӗненеҫҫӗ.
Анчах та Иисус малалла каланӑ сӑмахсем вӗсене шалт тӗлӗнтереҫҫӗ: «Эсир Авраам ачисем пулсан, Авраам ӗҫӗсене тӑвӑттӑр». Чӑнах та, ывӑлӗ ялан тенӗ пекех ашшӗ пек пулма тӑрӑшать. «Эсир халӗ Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр,— калать Иисус,— Авраам ун пек туман». Унтан Иисус вӗсене аптратса ӳкерекен сӑмахсем калать: «Эсир хӑвӑр аҫӑрӑн ӗҫӗсене тӑватӑр» (Иоанн 8:39—41).
Иисус кам пирки каланине иудейсем ниепле те ӑнланса илеймеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем пирки саккунлӑ ывӑлсем теҫҫӗ: «Эпир аскӑн ӗҫ тунинчен ҫуралман, пирӗн Аттемӗр пӗрре — Турӑ». Анчах Турӑ чӑнах та вӗсен Ашшӗ-ши? «Сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсан, эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр,— тет Иисус,— мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Турӑ патӗнчен анса килнӗ; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Вӑл янӑ». Иисус вӗсене ыйту парать те хӑех ун ҫине хуравлать: «Мӗншӗн эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? мӗншӗн тесессӗн эсир Манӑн сӑмахӑма илтме пултараймастӑр» (Иоанн 8:41—43).
Иисус вӗсене хӑйне ӗненменни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Анчах халь вӑл вӗсене тӳррӗн калать: «Сирӗн аҫӑр шуйттан, эсир аҫӑрӑн усал шухӑшне тӑвасшӑн». Вӗсен ашшӗ пирки мӗн калама пулать? Иисус ӑна акӑ мӗнле сӑнласа парать: «Вӑл чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ... вӑл чӑнлӑхра тӑрайман». Ҫавӑн ҫумне Иисус ҫак сӑмахсене хушса калать: «Кам Турӑран, вӑл Турӑ сӑмахне итлет; эсир Турӑран мар, ҫавӑнпа итлеместӗр» (Иоанн 8:44, 47, ҪС).
Ҫавӑн пек питленине илтсен иудейсем ҫилленсе каяҫҫӗ те калаҫҫӗ: «Эсӗ — Самари ҫынни, Сана усал ернӗ тесе тӗрӗсех каламастпӑр-и?» Иисуса «Самари ҫынни» тенипе вӗсем унран йӗрӗннине кӑтартаҫҫӗ. Анчах вӗсем йӗплесе калани ҫине Иисус ҫаврӑнса та пӑхмасть. «Мана усал ермен,— хирӗҫ калать Иисус,— Эпӗ Хамӑн Аттеме чыслатӑп, эсир Мана чыссӑрлататӑр». Вӗсен сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем е лайӑххи, е япӑххи патне илсе ҫитерме пултарнине кӑтартас тесе Иисус калать: «Ман сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ». Ҫакӑнпа Иисус апостолсем тата унӑн ытти вӗренекенӗсем нихӑҫан та вилмӗҫ тесе каласшӑн мар. Ун вырӑнне вӗсем нихӑҫан та «иккӗмӗш вилӗм» курмӗҫ — ҫавӑн пек вилӗмпе вилекен ӗмӗрлӗхех пӗтет, унӑн чӗрӗлсе тӑма нимле шанчӑк та пулмасть (Иоанн 8:48—51; Ӳлӗмхине 21:8).
Иудейсем Иисусӑн сӑмахӗсене тӳррӗн ӑнланнӑ пирки ҫапла калаҫҫӗ: «Сана усал ернине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ эпир: Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара: „Манӑн сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ“ тетӗн; Эсӗ вилнӗ Авраам аттемӗртен те аслӑ-и? [...] Эсӗ Хӑвна кам вырӑнне хуратӑн?» (Иоанн 8:52, 53.)
Иисус хӑй Мессия пулнине палӑртасшӑн паллах. Анчах вӗсем вӑл кам иккенне пӗлес тесе панӑ ыйту ҫине тӳррӗн хуравлас вырӑнне Иисус ҫапла калать: «Эпӗ Хама Хам мухтатӑп пулсан, Манӑн мухтавӑм ниме те тӑмасть. Мана Аттем мухтава кӑларать, эсир вара Ун ҫинчен: „Вӑл — пирӗн Туррӑмӑр“ теетӗр; эсир Ӑна пӗлмерӗр, Эпӗ пӗлетӗп Ӑна; Ӑна пӗлместӗп теес пулсан, Эпӗ сирӗн пекех ултавҫӑ пулатӑп» (Иоанн 8:54, 55).
Иисус каллех вӗсен Турра шанчӑклӑ ӑру ашшӗ ҫине тимлеттерет: «Авраам, сирӗн аҫӑр, питех те Ман кунӑма курасшӑнччӗ; курчӗ те — савӑнмаллипех савӑнчӗ». Чӑнах та, Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене ӗненекен Авраам Мессия килессине кӗтсе пурӑннӑ. Иудейсем Иисуса ӗненменнипе: «Эсӗ халӗ аллӑ ҫула та ҫитмен, мӗнле-ха Эсӗ Авраама курма пултарнӑ?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Вӑл ҫапла хуравлать: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ Авраам ҫураличченех пур». Ҫак сӑмахсемпе Иисус ҫӗр ҫине киличчен пӗлӗтре хӑватлӑ ангел пулнине кӑтартса парать (Иоанн 8:56—58).
Иисусӑн сӑмахӗсем, эпӗ Авраам пурӑничченех пурӑннӑ тени, иудейсене уртарса ярать, ҫавӑнпа вӗсем ӑна чулсемпе персе вӗлерме хатӗр. Анчах Иисус вӗсенчен пытанать.