Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • bhs 15 сыпӑк, 154—163 с.
  • Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалла?
  • Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Ҫакӑнта вулӑр: Библи мӗне вӗрентет
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЧӐН ТӖНЕ МӖНЛЕ УЙӐРСА ИЛМЕ ПУЛАТЬ?
  • ЭСИР МӖН ТӐВӐР-ШИ?
  • Турра мӗнле пуҫҫапни юрӑхлӑ?
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Чӑн тӗне мӗнле тупмалла?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Иеговӑна пуҫҫапни телейлӗрех тӑвать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
Библи пире мӗне вӗрентет?
bhs 15 сыпӑк, 154—163 с.

15-МӖШ СЫПӐК

Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалла?

1. Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалли ҫинчен пире кам каласа пама пултарать?

ТӖНСЕМ пурте тенӗ пекех Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентетпӗр теҫҫӗ. Анчах та кун пекки пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ ҫинчен тата ӑна мӗнле пуҫҫапмалли ҫинчен тӗрлӗрен вӗрентеҫҫӗ. Апла пулсан, Турӑ ҫинчен тата ӑна мӗнле пуҫҫапмалли ҫинчен тӗрӗссине мӗнле пӗлме пулать? Ҫавӑн пирки пире Иегова Турӑ кӑна каласа пама пултарать.

2. Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалли ҫинчен эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр?

2 Иегова пире хӑйне тӗрӗс пуҫҫапмаллине пӗлме пулӑшас тесе Библи панӑ. Ҫавӑнпа та Библи вӗренӗр, вара Иегова сире Библи вӗрентӗвӗсенчен усӑ илме пулӑшӗ, мӗншӗн тесен вӑл сирӗншӗн питӗ хытӑ тӑрӑшать (Исаия 48:17).

3. Турӑ пирӗнтен мӗн тӑвасса кӗтет?

3 Хӑш-пӗр ҫынсем Турӑ пур тӗне те ырлать теҫҫӗ, анчах та Иисус Христос ун пек вӗрентмен. Вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Мана: „эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!“ тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ». Ҫавӑнпа та Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлмелле те унӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑмалла. Ҫакна туни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Туррӑн ирӗкне туса тӑман ҫынсем пирки Иисус «йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем», урӑхла каласан, преступниксем тенӗ (Матфей 7:21—23).

4. Туррӑн ирӗкне туса тӑрасси пирки Иисус мӗн каланӑ?

4 Туррӑн ирӗкне туса тӑма ҫӑмӑлах мар пулӗ тесе асӑрхаттарнӑ Иисус. Вӑл каланӑ: «Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет; тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал» (Матфей 7:13, 14). Ансӑр ҫул, урӑхла каласан, Турӑ патне илсе пыракан тӗрӗс ҫул, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать. Аслӑ, е сарлака, ҫул, урӑхла каласан, Турра тӗрӗс мар пуҫҫапни, вилӗм патне илсе пырать. Анчах та Иегова никам та ан вилтӗр тет. Ҫавӑнпа вӑл кашнине хӑйӗн ҫинчен пӗлме май парать (2 Петр 3:9).

ЧӐН ТӖНЕ МӖНЛЕ УЙӐРСА ИЛМЕ ПУЛАТЬ?

5. Тӗнсенчен хӑшӗ тӗрӗс пулнипе пулманнине мӗнле уйӑрса илме пулать?

5 Иисус тӗнсенчен хӑшӗ тӗрӗс пулнипе пулманнине мӗнле уйӑрса илмеллине ӑнлантарса панӑ. Вӗсене эпир вӗсен ӗҫӗсенчен тата вӗсем мӗне ӗненнинчен пӗлме пултаратпӑр. Вӑл каланӑ: «Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр». Ҫавӑн пекех Иисус чӑн тӗне лайӑх йывӑҫпа танлаштарса ҫапла каланӑ: «Кирек хӑш лайӑх йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать» (Матфей 7:16, 17). Ҫакӑ вӑл Турра пуҫҫапакансем нихӑҫан та йӑнӑшсем тумӗҫ тенине пӗлтермест. Анчах та вӗсем пурне те Турӑ ыйтнӑ пек тума тӑрӑшаҫҫӗ. Турра тӗрӗс пуҫҫапакансене мӗнле паллӑсем тӑрӑх уйӑрса илме пулать? Айтӑр ҫавна пӑхса тухар.

6, 7. Мӗншӗн Турра Библире каланӑ пек пуҫҫапмалла? Иисусӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

6 Турра пирӗн Библире каланӑ пек ҫеҫ пуҫҫапмалла. Библире каланӑ: «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлет, вара Турӑ ҫынни, пӗтӗмпех ырӑ пулса, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе ҫитет» (2 Тимофей 3:16, 17). Павел апостол христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр... Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ» (1 Фессалоника 2:13, ҪХ). Турра пуҫҫапасса та Турӑ Сӑмахӗнче, Библире, каланӑ пек ҫеҫ пуҫҫапмалла. Турра ҫынсем шутланӑ пек, вӗсен йӑли-йӗрки тӑрӑх тата мӗн те пулин урӑххи тӑрӑх пуҫҫапмалла мар.

7 Иисус мӗне вӗрентнӗ, ҫавсене пурне те вӑл Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх вӗрентнӗ. (Иоанн 17:17 вуласа парӑр.) Вӑл вӗрентнӗ чухне час-часах Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсене илсе панӑ (Матфей 4:4, 7, 10). Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем Иисусран тӗслӗх илсе Библире мӗн каланине ҫеҫ вӗрентеҫҫӗ.

8. Турра пуҫҫапасси пирки Иисус мӗн каланӑ?

8 Пирӗн Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла. Псалом 82:19-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] ятлине, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр». Иисус Христос ҫынсем чӑн Турӑ кам иккенне пӗлччӗр тенӗ тата вӑл ҫынсене Туррӑн ячӗ ҫинчен вӗрентнӗ. (Иоанн 17:6 вуласа парӑр.) Иисус каланӑ: «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» (Матфей 4:10). Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иисус тунӑ пек тӑваҫҫӗ. Вӗсем Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапаҫҫӗ тата ӑна ятран чӗнеҫҫӗ. Вӗсем ҫав ят ҫинчен тата Турӑ пуласлӑхра ҫынсем валли мӗн туса парасси ҫинчен ыттисене каласа параҫҫӗ.

9, 10. Туррӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

9 Пирӗн пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратмалла. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне юратма вӗрентнӗ, Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене ҫапла тытаҫҫӗ те. (Иоанн 13:35 вуласа парӑр.) Вӗсем ӑҫта тата мӗнле культурӑра ҫуралса ӳснине, пуян е чухӑн пулнине пӑхмасӑрах пӗр-пӗрне тӑвансем пек юратаҫҫӗ (Колоссӑ 3:14). Ҫавӑнпа вӗсем вӑрҫа каймаҫҫӗ тата ыттисене вӗлермеҫҫӗ. Библире каланӑ: «Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: тӳрӗ пурӑнман ҫын нихӑшӗ те Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та — ҫаплах». Унта ҫапла калани те пур: «Эсир пуҫламӑшӗнченех илтнӗ Ырӑ Хыпар пире пӗр-пӗрне юратма хушать, Каин пек пулма хушмасть: вӑл — шуйттанран, вӑл хӑй тӑванне вӗлернӗ» (1 Иоанн 3:10—12; 4:20, 21).

10 Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне пулӑшас тесе вӑхӑтне уйӑрма, вӑйне пама тата укҫине тӑкаклама хатӗр (Еврейсем 10:24, 25). Вӗсем «пурне те ырӑлӑх» тӑваҫҫӗ (Галати 6:10).

11. Мӗншӗн Иисус Христос урлӑ кӑна ҫӑлӑнма пулать тесе ӗненмелле?

11 Пирӗн Иисус Христоса пӑхӑнса тӑмалла, мӗншӗн тесен ун урлӑ ҫеҫ ҫӑлӑнӑҫ илме пулать. Библире каланӑ: «Унсӑр пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук; тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук» (Апостолсен ӗҫӗсем 4:12). Ҫак кӗнекен 5-мӗш сыпӑкӗнчен эпир Иисус хӑйӗн пурнӑҫне Турра итлекен ҫынсене тӳлесе илме патӑр тесе Иегова ӑна ҫӗр ҫине янине пӗлтӗмӗр (Матфей 20:28). Унсӑр пуҫне, Иегова Иисуса ҫӗре тытса тӑракан Патша пулма суйласа лартнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Библире каланӑ тӑрӑх, эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнасшӑн пулсан, пирӗн Иисуса пӑхӑнса тӑмалла. (Иоанн 3:36 вуласа парӑр.)

12. Мӗншӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсем политикӑна хутшӑнмаҫҫӗ?

12 Пирӗн политикӑна хутшӑнмалла мар. Иисус Христос политикӑна хутшӑнман. Вӑл судра пулнӑ чухне Пилат ятлӑ Рим пуҫлӑхне ҫапла каланӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар». (Иоанн 18:36 вуласа парӑр.) Христос пекех, Туррӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсем, кирек ӑҫта пурӑнсан та, политикӑна хутшӑнмаҫҫӗ. Анчах та вӗсем хӑйсен ҫӗршывӗн саккунӗсене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен Библире «аслӑ пуҫлӑхсене», е правительствӑсене, пӑхӑнса пурӑнмалла тенӗ (Рим 13:1). Анчах та пӗр-пӗр саккун Туррӑн саккунне хирӗҫлет пулсан, Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене апостолсем пекех тытаҫҫӗ. Апостолсем каланӑ: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29; Марк 12:17).

13. Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем мӗн ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ?

13 Эпир Турӑ Патшалӑхӗ кӑна ҫынсен йывӑрлӑхӗсене пурне те татса парӗ тесе ӗненетпӗр. Иисус каланӑ тӑрӑх, «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие [«Ырӑ Хыпара», ҪХ] пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ». (Матфей 24:14 вуласа парӑр.) Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парӗ, ҫавна нимле правительство та туса параймӗ (Псалом 145:3). Иисус пире Турӑ Патшалӑхӗ пирки ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (Матфей 6:10). Библире Турӑ Патшалӑхӗ правительствӑсене пурне те пӗтерӗ, «хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ» тенӗ (Даниил 2:44).

14. Сирӗн шутпа, камсем Турра тӗрӗс пуҫҫапаҫҫӗ?

14 Ҫак паллӑсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: камсем Библире каланӑ пек ҫеҫ вӗрентеҫҫӗ? Камсем Туррӑн ячӗ ҫинчен ҫынсене каласа параҫҫӗ? Камсем пирки пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратаҫҫӗ теме пулать? Камсем Иисус Христос урлӑ ҫеҫ ҫӑлӑнӑҫ илме пулать тесе ӗненеҫҫӗ? Камсем политикӑна хутшӑнмаҫҫӗ? Камсем Турӑ Патшалӑхӗ кӑна ҫынсен йывӑрлӑхӗсене пурне те татса парӗ тесе вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ? Иегова Свидетелӗсем ҫеҫ (Исаия 43:10—12).

ЭСИР МӖН ТӐВӐР-ШИ?

15. Эпир пуҫҫапни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

15 Турӑ пур тесе ӗненни ҫителӗклӗ мар. Демонсем те Турӑ пур тесе ӗненеҫҫӗ, анчах та вӗсем ӑна итлемеҫҫӗ (Иаков 2:19). Эпир пуҫҫапни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен, пирӗн вӑл пур тесе ӗненнисӗр пуҫне вӑл мӗн тума ыйтнине пурне те туса тӑмалла.

16. Мӗншӗн пирӗн суя тӗнпе нимле ҫыхӑну та тытмалла мар?

16 Эпир пуҫҫапнине Турӑ ырлатӑр тесен пирӗн суя тӗнпе нимле ҫыхӑну та тытмалла мар. Исаия пророк ҫапла ҫырнӑ: «Тухӑр ун хушшинчен, хӑвӑра тасатӑр» (Исаия 52:11; 2 Коринф 6:17). Акӑ мӗншӗн пирӗн суя тӗнпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсене пурне те сирсе ямалла.

17, 18. Мӗн вӑл «Аслӑ Вавилон» тата мӗншӗн унтан халех тухмалла?

17 Мӗнле тӗне суя тӗн теме пулать? Турра унӑн Сӑмахӗнче каланӑ пек пуҫҫапма вӗрентмен кирек мӗнле тӗне те. Библире суя тӗнсене пурне те «Аслӑ Вавилон» тесе ят панӑ (Ӳлӗмхине 17:5). Мӗншӗн? Пӗтӗм тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн Вавилон хулинче нумай суя вӗрентӳ пуҫланса кайнӑ. Унтан ҫав суя вӗрентӳсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлнӑ та суя тӗнсен вӗрентӗвӗсем пулса тӑнӑ. Сӑмахран, Вавилонра пурӑнакан ҫынсем виҫӗ турӑран тӑракан ушкӑнсене пуҫҫапнӑ. Хальхи вӑхӑтра та нумай тӗнре Турӑ вӑл виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ (е Троица) тесе вӗрентеҫҫӗ. Анчах та Библире пӗр чӑн Турӑ кӑна пур тенӗ, вӑл — Иегова, Иисус Христос вара унӑн Ывӑлӗ тесе каланӑ (Иоанн 17:3). Вавилон ҫыннисем этем вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать тата тамӑка лекме пултарать тесе ӗненнӗ. Анчах та ку тӗрӗс мар. (14-мӗш, 17-мӗш тата 18-мӗш Хыҫсӑмахсене пӑхӑр.)

18 Турӑ суя тӗнсене кӗҫех пӗтерӗҫ тесе сӑмах парать (Ӳлӗмхине 18:8). Ҫавӑнпа та суя тӗнрен тӑхтаса тӑмасӑр тухмалла. Иегова Турӑ сире, хальлӗхе вӑхӑт пур чухне, ҫавна халех тума ыйтать (Ӳлӗмхине 18:4).

Тӗрлӗ халӑхран тухнӑ Иегова Свидетелӗсем арҫынна саламлаҫҫӗ

Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытсан, кам та пулин ҫакна хирӗҫ пулӗ, анчах та Иегова сире пӑрахмӗ.

19. Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытсан, вӑл сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшӗ?

19 Эсир суя тӗнрен тухма тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытрӑр пулсан, сирӗн туссенчен е тӑвансенчен кам та пулин сире ӑнланмасан та пултарать е, тен, сире хирӗҫ те тӑрӗ. Анчах та Иегова сире хӑвармӗ. Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫланипе эсир тӗрлӗ халӑхран тухнӑ, пӗр-пӗрне юратакан миллион-миллион ҫынран тӑракан ҫемьен пайӗ пулса тӑратӑр (Марк 10:28—30). Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнине хирӗҫ тӑракан туссенчен е тӑвансенчен кам та пулин вӑхӑт иртнӗҫемӗн, тен, Библи вӗренме килӗшӗ.

20. Мӗншӗн халех Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫламалла?

20 Кӗҫех Турӑ ҫӗр ҫинче пур усаллӑха та пӗтерӗ, вара унӑн Патшалӑхӗ ҫӗре тытса тӑма пуҫлӗ (2 Петр 3:9, 13). Эпир ҫав вӑхӑта калама ҫук хытӑ кӗтетпӗр, мӗншӗн тесен ун чухне ҫынсем пурте Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапӗҫ — вӑл каланӑ пек пуҫҫапӗҫ. Ҫавӑнпа та Иеговӑшӑн халех ӗҫлеме пуҫлӑр.

ТУРРА ТӖРӖС ПУҪҪАПАКАНСЕМ

Тӗрлӗ халӑхран тухнӑ, тӗрлӗ ҫулхи тата тӗрлӗ йышши ҫынсем чӑн тӗнӗн ҫулӗпе пыраҫҫӗ
  • Библире каланӑ пек ҫеҫ вӗрентеҫҫӗ

  • Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапаҫҫӗ тата унӑн ячӗ ҫинчен ыттисене каласа параҫҫӗ

  • пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ

  • Турӑ Иисус Христоса пире ҫӑлма ҫӗр ҫине янӑ тесе ӗненеҫҫӗ

  • политикӑна хутшӑнмаҫҫӗ

  • Турӑ Патшалӑхӗ кӑна ҫынсен йывӑрлӑхӗсене пурне те татса парӗ тесе вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ

ҪАК СЫПӐКРА

1. ЧӐН ТӖНЕ МӖНЛЕ УЙӐРСА ИЛМЕ ПУЛАТЬ?

«Тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал» (Матфей 7:14).

Турӑ пур тӗне те ырламаннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

  • Матфей 7:21—23

    Пур тӗн те Турра юрӑхлӑ мар, мӗншӗн тесен вӗсем пурте унӑн ирӗкне туса тӑмаҫҫӗ.

  • Матфей 7:13, 14

    Чӑн тӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать, суя тӗн вара — пӗтесси патне.

  • Матфей 7:16, 17

    Турра тӗрӗс пуҫҫапакансене вӗсен ӗҫӗсенчен пӗлме пулать. Пур тӗн ҫинчен те пӗлме кирлӗ мар, Библи мӗне вӗрентнине ҫеҫ пӗлмелле.

2. ТУРРА МӖНЛЕ ТӖРӖС ПУҪҪАПМАЛЛА?

  • 1 Фессалоника 2:13; 2 Тимофей 3:16, 17

    Библире каланӑ вӗрентӳсене ҫеҫ ӗненмелле тата вӗсем ҫинчен ыттисене каласа памалла.

  • Матфей 4:10; Иоанн 17:6

    Иеговӑна пуҫҫапмалла тата ӑна ятран чӗнмелле.

  • Иоанн 13:35

    Пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратмалла.

  • Иоанн 3:36; Апостолсен ӗҫӗсем 4:12

    Иисус Христоса итлемелле. Иисус урлӑ кӑна ҫӑлӑнӑҫ илме пулать.

  • Иоанн 18:36; Апостолсен ӗҫӗсем 5:29

    Политикӑна хутшӑнмалла мар.

  • Матфей 24:14; 6:10

    Турӑ Патшалӑхӗ кӑна пирӗн йывӑрлӑхсене татса пама пултарать тесе вӗрентсе ҫӳремелле.

3. МӖНЕ ӖНЕННИНЕ ӖҪСЕМПЕ КӐТАРТМАЛЛА

Эпир пуҫҫапни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

  • Иаков 2:19

    Турра ӗненни кӑна ҫителӗклӗ мар. Вӑл Библи урлӑ пире мӗн калать, ҫавна туса тӑмалла.

  • Исаия 52:11; Ӳлӗмхине 17:5

    Суя тӗн, е «Аслӑ Вавилон», ҫынсене Турра тӗрӗс пуҫҫапма, Турӑ каланӑ пек пуҫҫапма, вӗрентмест. Хӑш-пӗр суя вӗрентӳсем шутне виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ ҫинчен, вилӗмсӗр чун ҫинчен тата вутлӑ тамӑк ҫинчен калакан вӗрентӳсем кӗреҫҫӗ.

  • Ӳлӗмхине 18:4, 8

    Кӗҫех Иегова суя тӗнсене пурне те тӗп тӑвӗ. Суя тӗнпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсене пурне те сирӗн сирсе ямалла.

  • Марк 10:28—30

    Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытсан, кам та пулин ҫакна хирӗҫ пулӗ, анчах та Иегова сире пӑрахмӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр