Делегатсем валли информаци
ЯТАРЛӐ ТӖЛПУЛУСЕМ
ВЕФИЛЬТЕ ӖҪЛЕССИ Шыва кӗнӗ хыпарҫӑсем, 35 ҫултан иртменнисем, ҫак ҫӗршывра саккунлӑ майпа пурӑнакансем тата Вефильте ӗҫлессипе интересленекенсем, шӑматкун кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ҫак тӗлпулӑва килме пултараҫҫӗ. Тӗлпулу хӑҫан тата ӑҫта пуласси ҫинчен малтанах пӗлтерсе хурӗҫ.
ПАТШАЛӐХ ХЫПАРҪИСЕН ШКУЛӖ 23 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитнӗ пионерсем, сӑваплӑ ӗҫе нумайрах хутшӑнас теҫҫӗ пулсан, вырсарникун кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес текенсем валли ирттерекен тӗлпулӑва пыма пултараҫҫӗ. Ҫав тӗлпулу миҫере тата ӑҫта пуласси пирки маларах пӗлтерӗҫ.
ДЕЛЕГАТСЕМ ВАЛЛИ ИНФОРМАЦИ
ДОБРОВОЛЕЦСЕН УЙРӐМӖ Эсир конгресс ирттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума пулӑшас тетӗр пулсан, информаци паракан тата доброволецсен уйрӑмӗсене пырса калӑр.
ЙӖРКЕ ПӐХСА ТӐРАКАНСЕМ Йӗрке пӑхса тӑракансен ӗҫӗ — сире пулӑшасси. Вӗсем сире, тӗслӗхрен, машинӑна ӑҫта лартмалли, кӗтмен ҫӗртен мӗн те пулин пулса иртсен мӗн тумалли пирки тата вырӑнсене мӗнле йышӑнмалли пирки калама пултараҫҫӗ. Тархасшӑн, вӗсем каланӑ пек тӑвӑр.
ЛАРМАЛЛИ ВЫРӐНСЕМ Тархасшӑн, ыттисем ҫинчен те шухӑшлӑр. Асра тытӑр: сирӗнпе пӗрле машинӑпа килнисем, пӗрле пурӑнакансем е кампа Библи вӗренетӗр, ҫавсем валли кӑна вырӑнсем йышӑнма юрать. Ыттисем вырӑн пушӑ пулнине курма пултарччӑр тесе, тархасшӑн, юнашар вырӑнсем ҫине ним те хурса ан хӑварӑр.
МАЛТАНХИ ПУЛӐШУ Ҫакӑнта ВАСКАВЛӐ ПУЛӐШУ КӐНА панине, тархасшӑн, асра тытӑр.
ҪУХАТНӐ ТАТА ТУПНӐ ЯПАЛАСЕН ПӲЛӖМӖ Мӗн те пулин тупсан, ӑна ҫухатнӑ тата тупнӑ япаласен пӳлӗмне кайса хумалла. Мӗн те пулин ҫухатсан та ҫавӑнта кайса ыйтӑр. Ҫухалса кайнӑ ачасене те унта илсе пымалла. Анчах та ҫакӑ ача-пӑча пӳлӗмӗ маррине асра тытӑр. Тархасшӑн, хӑвӑр ачасене асӑрхасах тӑрӑр, вӗсем яланах сирӗн ҫумра пулччӑр.
ХАРПӐР ХӐЙ ИРӖКӖПЕ ПАНӐ УКҪА-ТЕНКӖ Конгресра лармалли вырӑнсем ҫителӗклӗ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, унта аудио-видео аппаратура тата ытти йышши пулӑшу та пур. Ҫакӑ тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ. Анчах вӗсем пире конгресра савӑнӑҫ илме тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ. Эсир кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗ конгреса ирттермелли тӑкаксене саплаштарма пулӑшать, пӗтӗм тӗнчери ӗҫе туса тӑма май парать. Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗ ямалли ещӗксене меллӗ вырӑнсене лартса тухнӑ тата ҫырса палӑртнӑ. Эсир кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗшӗн эпир питӗ пархатарлӑ. Ертсе пыракан совет эсир Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗсене туса тӑма чунтан пулӑшнӑшӑн сире тав тӑвать.
ШЫВА КӖНИ Шыва кӗрекенсем валли вырӑнсем сцена умӗнче пулӗҫ. Вӗсен шыва кӗрекенсем валли хатӗрленӗ доклада итлеме шӑматкун ирхине ҫав палӑртнӑ вырӑнсене йышӑнмалла. Кашнин хӑйпе пӗрле шыва кӗмелли йӗркеллӗ тум тата алшӑлли илсе килмелле.
Программӑна Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ хатӗрленӗ