1-МӖШ УРОК
Малтанхи сӑмахсене лайӑх хатӗрленсе кала
Апостолсен ӗҫӗсем 17:22
ТӖЛЛЕВ. Хӑвна итлекенсене интереслентерсе яр, темӑна палӑртса хур тата ҫак тема мӗншӗн усӑллӑ пулнине кӑтартса пар.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Интереслентерсе яр. Ҫавна тӑвас тесе ыйту пар, пӗр-пӗр интереслӗ шухӑш кала, хыпар е пурнӑҫран илнӗ тӗслӗх каласа пар.
Темӑна палӑртса хур. Эс калакан малтанхи сӑмахсем докладӑн темипе тӗллевне ӑнланма пулӑшнипе пулӑшманнине тӗрӗсле.
Ҫак тема мӗншӗн усӑллӑ пулнине ӑнлантарса пар. Итлекенсене мӗн кирлине шута ил. Хӑв мӗн калани вӗсене мӗнле усӑ пама пултарнине уҫҫӑн кӑтарт.