Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • th 18 урок, 21 с.
  • Итлекенсемшӗн усӑллӑ шухӑшсем кала

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Итлекенсемшӗн усӑллӑ шухӑшсем кала
  • Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
  • Ҫавнашкал материал
  • Хавхалануллӑн калаҫ
    Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
  • Итлекенсен чӗрисене хускат
    Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
  • Мӗнле усӑ панине кӑтарт
    Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
  • Сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пар
    Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
Ытларах пӗлӗр
Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
th 18 урок, 21 с.

18-МӖШ УРОК

Итлекенсемшӗн усӑллӑ шухӑшсем кала

Библири сӑвӑ йӗркисем

1 Коринф 9:19—23

ТӖЛЛЕВ. Итлекенсене шухӑшлама хавхалантар. Сана итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен: «Паян питӗ кирлӗ япалана ӑнлантӑм»,— текен шухӑш ҫуралтӑр.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Итлекенсем тема пирки мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшла. Вӗсем пӗлекен информацие каласа парас вырӑнне тема ҫине ҫӗнӗлле пӑхма пулӑш.

    Усӑллӑ канаш

    Пурте пӗлекен шухӑшсем ҫинче ытлашши чарӑнса ан тӑр, ҫӗнӗ шухӑшсене вара васкамасӑр сӳтсе яв.

  • Тӗпче тата шухӑшла. Тӗп шухӑшсене уҫса парас тесе ыттисем пӗлсех кайман фактсене тата юлашки вӑхӑтра пулса иртнӗ событисене илсе пар. Материал ҫинчен тӗплӗн шухӑшла та ӑна хӑв суйласа илнӗ фактсемпе мӗнле ҫыхӑнтармалли ҫинчен шутла.

    Усӑллӑ канаш

    Тӗпченӗ чухне ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшла: «мӗн?», «мӗншӗн?», «хӑҫан?», «ӑҫта?», «кам?» тата «мӗнле?». Темӑна сӳтсе явнӑ чухне ҫак ыйтусенчен хӑш-пӗрисене парса хуравласан сана итлеме интереслӗрех пулӗ.

  • Хӑв мӗн калани мӗнле усӑ пама пултарнине кӑтарт. Библири шухӑшсем кулленхи пурнӑҫра мӗнле усӑ панине ӑнлантарса пар. Итлекенсене пырса тивекен йывӑрлӑхсемпе лару-тӑрусене сӳтсе яв.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр