43-МӖШ УРОК
Библире эрех-сӑра ӗҫесси пирки мӗн каланӑ?
Тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан ҫынсем эрех-сӑра ӗҫесси пирки тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем туссемпе пӗрле пухӑнса эрех-сӑра ӗҫсе ларма хирӗҫ мар. Теприсем пачах ӗҫместпӗр тесе шутласа хунӑ. Тата теприсем виҫине пӗлмесӗр ӗҫсе лартаҫҫӗ. Библире эрех-сӑра ӗҫесси пирки мӗн каланӑ?
1. Библи эрех-сӑра ӗҫме чарать-и?
Библире эрех-сӑра ӗҫме юрамасть тесе каламан. Унта Турӑ ҫынсене панӑ парнесем ҫинчен каласа тухнӑ чухне эрех пирки те каланӑ. Библире «этем чунне савӑнтаракан эрех» тенӗ (Псалом 103:14, 15). Библире асӑннӑ Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем эрех-сӑра ӗҫнӗ (1 Тимофей 5:23).
2. Библире эрех-сӑра пирки мӗн тесе асӑрхаттарнӑ?
Иегова эрех-сӑрана виҫине пӗлмесӗр ӗҫнине тата ӗҫке ернине сивлет (Галати 5:21). Унӑн Сӑмахӗнче ҫапла каланӑ: «Эрехе ытлашши нумай ӗҫекенсем хушшинче ан пул» (Ытарӑшсем 23:20, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару). Ҫавӑнпа та эсир кампа та пулин, е пӗччен ӗҫес тетӗр пулсан, сирӗн мӗне шута илмелле? Сирӗн ӑс-тӑн пӑтраниччен, хӑвӑр сӑмахусемпе ӗҫӳсене тытса чарайми пуличчен ӗҫмелле мар. Ҫавӑн пекех нумай ӗҫни сывлӑха сиен кӳрет. Эпир хамӑра тытса чарма пултараймастпӑр пулсан, пачах ӗҫмесен аванрах пулнӑ пулӗччӗ.
3. Ыттисем эрех-сӑра ӗҫесси пирки мӗн шутласа хунине хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
Эрех-сӑра ӗҫмелле-и, ӗҫмелле мар-и — ҫакна кашнин хӑйӗн шутласа хумалла. Ыттисем эрех-сӑрана виҫине пӗлсе ӗҫме шут тытрӗҫ пулсан, пирӗн вӗсене ҫавӑншӑн айӑпламалла мар. Ҫав вӑхӑтрах, ыттисем ӗҫес мар терӗҫ пулсан, пирӗн вӗсене ӗҫме хистемелле мар (Рим 14:10). Эпир ӗҫнипе ыттисене йывӑрлӑхсем кӳретпӗр пулсан, пачах ӗҫмесен аванрах пулнӑ пулӗччӗ. (Рим 14:21 вулӑр.) Эпир хамӑршӑн мар, «ыттисене усӑ тӑвасшӑн» тӑрӑшатпӑр. (1 Коринф 10:23, 24 вулӑр.)
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Эрех-сӑра ӗҫмелле-и, ӗҫмелле мар-и, ӗҫмелле пулсан, мӗн чухлӗ ӗҫмелле тесе шутланӑ чухне Библири принципсем пире мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлӗр. Ҫавӑн пекех сире ҫав тӗлӗшрен хӑвӑра тытса чарма йывӑр пулсан, мӗн тумаллине пӗлӗр.
4. Ҫакна шутласа хурӑр: ӗҫмелле-и сирӗн е ӗҫмелле мар
Иисус эрех-сӑра ӗҫесси ҫине мӗнле пӑхнӑ? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлес тесе вӑл тунӑ пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫе аса илер. Иоанн 2:1—11 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Ҫакӑнта каласа панӑ тӑрӑх, Иисус эрех-сӑра ҫине тата эрех-сӑра ӗҫекенсем ҫине мӗнле пӑхнӑ?
Иисус эрех-сӑра ӗҫнине сивлемен пулсан, пирӗн ытти христиансем эрех-сӑра ӗҫни ҫине мӗнле пӑхмалла?
Христиансем эрех-сӑра ӗҫме пултараҫҫӗ пулин те, хӑш-пӗр лару-тӑрура ӗҫни вырӑнлӑ мар пулнӑ пулӗччӗ. Ытарӑшсем 22:3 вулӑр та аяларах илсе панӑ лару-тӑрусем эрех-сӑра ӗҫессипе ӗҫес марри ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:
Эсир руль умне ларасшӑн е пӗр-пӗр техникӑпа ӗҫлесшӗн.
Эсир йывӑр ҫын.
Тухтӑр сире эрех-сӑра ан ӗҫӗр терӗ.
Сире виҫине пӗлсе ӗҫме йывӑр.
Закон сире эрех-сӑра ӗҫме чарать.
Эсир унччен хытӑ ӗҫнӗ ҫынпа пӗрле пулнӑ чухне.
Туйра е ҫывӑх ҫынсемпе пӗрле пухӑнса ларнӑ чухне эрех-сӑра кӑларса лартмалла-и? Мӗн тумаллине пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр.
Рим 13:13 тата 1 Коринф 10:31, 32 вулӑр. Кашни сӑвӑ йӗркине вуланӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Ҫак принцип сире Иеговӑна юрӑхлӑ йышӑну тума мӗнле пулӑшма пултарать?
Эрех-сӑра ӗҫмеллипе ӗҫмелле маррине кашни христианин хӑй шутласа хурать. Вӑл хӑш-пӗр чухне ӗҫсен те, тепӗр чухне ӗҫес мар тейӗ
5. Мӗн чухлӗ ӗҫмеллине палӑртса хурӑр
Иегова эрех-сӑра ӗҫме чармасть пулин те, вӑл ытлашши ӗҫнине сивлет. Мӗншӗн? Осия 4:11, 18 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Ҫын ытла нумай ӗҫсе лартрӗ пулсан, мӗн пулса тухма пултарать?
Ытлашши ӗҫес мар тесе мӗн тума пулать? Пирӗнпе нимӗн те пулмасть тесе шутламалла мар, ун вырӑнне виҫине пӗлмелле. Ытарӑшсем 11:2 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Мӗншӗн мӗн чухлӗ ӗҫессине палӑртса хуни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ?
6. Ӗҫме мӗнле пӑрахмалла?
Пӗр арҫынна ӗҫме пӑрахма мӗн пулӑшнине пӗлӗр. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.
Дмитрий ӗҫсе лартсан хӑйне мӗнле тытнӑ?
Вӑл тӳрех ӗҫме пӑрахнӑ-и?
Ӑна ӗҫме пӑрахма мӗн пулӑшнӑ?
1 Коринф 6:10, 11 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Библире ӗҫке ерни ҫинчен мӗн каланӑ?
Ӗҫкӗпе иртӗхекенсем ӗҫме пӑрахма пултарнине ҫак сӑвӑ йӗркисем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?
Матфей 5:30 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Аллуна «касса ил» тени вӑл Иеговӑна юрас тесе мӗне те пулин сирсе яма тивет тенине пӗлтерет. Сирӗн ӗҫкӗпе иртӗхесси час-часах пулкалать пулсан, ӗҫме пӑрахас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?a
1 Коринф 15:33 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Эсир эрех-сӑра ытла нумай ӗҫме юратакансемпе хутшӑнатӑр пулсан, ҫакӑ сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Библире эрех-сӑра ӗҫме юрамасть тенӗ-и?»
Эсир ҫакӑн пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр?
ТӖП ШУХӐШ
Иегова пире савӑнма эрех-сӑра панӑ, анчах та вӑл виҫине пӗлмесӗр ӗҫнине тата ӗҫке ернине сивлет.
Вӗреннине аса илни
Библире эрех-сӑра пирки мӗн каланӑ?
Эрех-сӑрана виҫине пӗлмесӗр ӗҫни мӗнле хӑрушлӑх кӳрет?
Ыттисем эрех-сӑра ӗҫес пирки мӗн шутласа хунине хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Эрех-сӑрана ӗҫмеллипе ӗҫмелле марри пирки ҫамрӑксене тӗрӗс йышӑну тума мӗн пулӑшать?
Ӗҫме пӑрахма мӗн пулӑшма пултарать?
«Развивайте правильное отношение к алкоголю» («Сторожевая башня», 2010 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ)
Христиансен тостсем каламалла-и?
«Вопросы читателей» («Сторожевая башня», 2007 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗ)
«Друг назвал меня бездонной бочкой» статьяна вулӑр та пӗр арҫын мӗнле ӗҫме пӑрахнине пӗлӗр.
«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2012 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ)
a Хӑш-пӗрисене, ӗҫме пӑрахас тесен, тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Тухтӑрсенчен нумайӑшӗ ҫавӑн пек ҫынсен пӗр тумлам та ӗҫмелле мар тесе шутлаҫҫӗ.