Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lmd 8 урок
  • Тӳсӗмлӗх

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӳсӗмлӗх
  • Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус мӗн тунӑ?
  • Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?
  • Иисусран тӗслӗх илӗр
  • Малалла та тӳсӗмлӗ пулӑр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Видеосемпе усӑ курса вӗрентетпӗр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
  • Ҫынсене мӗн интереслентерет, ҫавӑн ҫинчен калаҫӑр
    Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Ҫине тӑрӑр
    Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
Ытларах пӗлӗр
Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
lmd 8 урок

ИНТЕРЕСА АТАЛАНТАРӐР

Иисус хӑйӗн Иаков шӑллӗ патне сӗтел-пукан мастерскойне килнӗ. Иаков ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑрать.

Иоанн 7:3—5; 1 Кор. 15:3, 4, 7

8-МӖШ УРОК

Тӳсӗмлӗх

Библири принцип: «Юрату тӳсӗмлӗ» (1 Кор. 13:4).

Иисус мӗн тунӑ?

Иисус хӑйӗн Иаков шӑллӗ патне сӗтел-пукан мастерскойне килнӗ. Иаков ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑрать.

ВИДЕО: «Иисус хӑйӗн шӑллӗне тӳсӗмлӗн пулӑшать»

1. ВИДЕО пӑхӑр е Иоанн 7:3—5 тата 1 Коринф 15:3, 4, 7 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1. а) Иисусӑн шӑллӗсем вӑл калакан хыпар ҫине чи малтан мӗнле пӑхнӑ?

  2. ӑ) Иисус хӑйӗн Иаков шӑллӗне малалла та пулӑшни мӗнрен курӑнать?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла, мӗншӗн тесен хӑш-пӗр ҫынсене ырӑ хыпара йышӑнма нумайтарах вӑхӑт кирлӗ.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Тӗрлӗ меслетсемпе усӑ курса пӑхӑр. Ҫын Библи вӗренме тӳрех килӗшмерӗ пулсан, ӑна ҫавна тума хистеме кирлӗ мар. Ҫынна Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине тата ҫакӑ мӗнле усӑ панине ӑнланма пулӑшас тесе майлӑ вӑхӑтра ҫавӑн ҫинчен калакан статьясене е видеосене кӑтартӑр.

4. Пӗр ҫынна тепринпе ан танлаштарӑр. Кашни ҫын хӑйне евӗрлӗ. Сирӗн ҫемьери ҫын е эсир Библи ҫинчен кампа калаҫатӑр, ҫавӑ Библи вӗренме килӗшмест пулсан е Библири пӗр-пӗр вӗрентӗве йышӑнасшӑн мар пулсан, мӗншӗн вӑл хӑйне ҫавӑн пек тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, уншӑн пӗр-пӗр тӗн вӗрентӗвӗ хаклӑ? Е, тен, ӑна тӑван-хурӑнташӗсем е кӳршисем ҫавна тума чараҫҫӗ? Ҫакна асра тытӑр: ҫынна эсир каланӑ сӑмахсене ӑнланса илме тата Библири чӑнлӑха хаклама пуҫлама вӑхӑт кирлӗ.

5. Пулӑшу пирки кӗлтӑвӑр. Иеговӑран тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулма тата хӑвӑра хисеплӗн тытма пулӑшсам тесе ыйтӑр. Ҫавӑн пекех ҫын чӑнлӑхпа интересленнипе интересленменнине тата ун патне кайса ҫӳреме кирлипе кирлӗ маррине курма пулӑшсам тесе ыйтӑр (1 Кор. 9:26).

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР

Марк 4:26—28; 1 Кор. 3:5—9; 2 Пётр 3:9

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр