Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lmd 10 урок
  • Чуна парса ӗҫлӗр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Чуна парса ӗҫлӗр
  • Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус мӗн тунӑ?
  • Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?
  • Иисусран тӗслӗх илӗр
  • Иисус каҫхине Никодима вӗрентет
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Библи вӗренекенсене Иеговӑшӑн ӗҫлессине суйласа илме пулӑшӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (1-мӗш пайӗ)
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Ытларах пӗлӗр
Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
lmd 10 урок

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛӖР

Иисус Никодимпа кил хушшинче калаҫса ларать.

Иоанн 3:1, 2

10-МӖШ УРОК

Чуна парса ӗҫлӗр

Библири принцип: «Эпир сире Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтерме ҫеҫ мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр, мӗншӗн тесен эпир сире питӗ хытӑ юратрӑмӑр» (1 Фес. 2:8).

Иисус мӗн тунӑ?

Иисус Никодимпа кил хушшинче калаҫса ларать.

ВИДЕО: «Иисус Никодима вӗрентет»

1. ВИДЕО пӑхӑр е Иоанн 3:1, 2 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1. а) Эсир мӗнле шутлатӑр: мӗншӗн Никодим Иисус патне ҫӗрле килнӗ? (Иоанн 12:42, 43 пӑхӑр.)

  2. ӑ) Иисус Никодимпа ҫӗрле тӗл пулнипе вӗренекенсене хатӗрлесси хӑйӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Эпир ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине веҫех тӑватпӑр пулсан, вӗсене юратнине кӑтартатпӑр.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Ҫынпа ӑна майлӑ вӑхӑтра тата ӑна килӗшекен вырӑнта Библи вӗренӗр. Тен, вӑл эрнере пӗр-пӗр кунра ҫеҫ е пӗр-пӗр вӑхӑтра кӑна вӗренме пултарать. Ӑна сирӗнпе вӗренме ытларах ӑҫта килӗшет: ӗҫре-и, килте-и е халӑх ҫурекен вырӑнта-и? Ҫынна хӑш вӑхӑтра тата ӑҫта вӗренме килӗшнине шута илсе хӑвӑр графика улӑштарма хатӗр пулӑр.

4. Пӗр сиктермесӗр вӗренме тӑрӑшӑр. Эсир пӗр вӑхӑт хушши пулмастӑр пулсан, Библи вӗренӗвӗ пулмасть тесе ан калӑр. Ун вырӑнне ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1. а) Эсир Библи вӗренӗвне ҫав эрнерех урӑх кунра ирттерме пултараймастӑр-и?

  2. ӑ) Эсир Библи вӗренӗвне телефон урлӑ е видеоҫыхӑну мелӗпе ирттерме пултараймастӑр-и?

  3. б) Эсир пӗр-пӗр хыпарҫӑна Библи вӗренӗвне ирттерме ыйтма пултараймастӑр-и?

5. Тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пирки кӗлтӑвӑр. Ҫын Библи вӗренӗвӗсене сиктерет пулсан та е Библири канашсене пурнӑҫра тытса тӑма васкамасть пулсан та, Иеговӑна кӗлтуса ҫак ҫынран нимӗн те пулмасть тесе шутлама ан парсам мана тесе ыйтӑр (Флп. 2:13). Библи вӗренекен ҫыннӑн лайӑх енсем пур паллах. Иеговӑран кӗлӗре ҫав лайӑх енсене курма пулӑшсам тесе ыйтӑр.

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР

Ытар. 3:27; Ап. ӗҫ. 20:35; 2 Кор. 12:15

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр