Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 2/15 13—17 с.
  • Иегова Парнелекен тата Хӳтӗлевҫӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова Парнелекен тата Хӳтӗлевҫӗ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА — АСЛӐ ПАРНЕЛЕКЕН
  • ТУРӐПА МИРЛЕШМЕЛЛИ МАЙ
  • ИЕГОВА ХӲТӖЛЕТ
  • САТАНАРАН СЫХЛАКАН ХӲТЛӖХ
  • Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Иегова, пирӗн Атте, пире питӗ хытӑ юратать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
  • Эпир пирӗн Аттемӗре, Иеговӑна, питӗ хытӑ юрататпӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 2/15 13—17 с.

Иегова Парнелекен тата Хӳтӗлевҫӗ

«Хама юратнӑшӑн хӑтарӑп ӑна; Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна» (ПС. 90:14).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн Иегова пирки Аслӑ Парнелекен теме пулать?

  • Ҫынсене Турӑпа мирлештерес тӗлӗшрен Иисус мӗнле вырӑн йышӑнать?

  • Иегова хӑйне юратакансене тата итлекенсене мӗнле хӳтӗлет?

1, 2. Пирӗн ҫемьери лару-тӑру тата чӑнлӑха эпир мӗнле пӗлни мӗнпе уйӑрӑлса тӑрать?

ИЕГОВА ҫемьене никӗслекен (Эф. 3:14, 15). Ҫапах та пӗр ҫемьери ҫынсен те тӗрлӗ характер тата тӗрлӗ лару-тӑру пулма пултарать. Пӗрисем, тен, ӳссе ҫитӗничченех ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ. Теприсен ашшӗ-амӑшӗ, тен, чирлесе е пӗр-пӗр инкеке пула вилнӗ. Хӑйсен ашшӗ-амӑшне пӗлмен ҫынсем те пур.

2 Иеговӑшӑн ӗҫлекенсен ҫемйинчи ҫынсем те чӑнлӑха тӗрлӗ майсемпе пӗлнӗ. Тен, эсир, хӑш-пӗрисем калашле, чӑнлӑхра ӳссе ҫитӗннӗ, аҫу-аннӳ вара сире Турӑ принципӗсем тӑрӑх пурӑнма вӗрентнӗ (Сак. аст. 6:6, 7). Е эсир — чӑнлӑха Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ырӑ хыпара сарни урлӑ пӗлнӗ пин-пин ҫынран пӗри (Рим 10:13—15; 1 Тим. 2:3, 4).

3. Пирӗн пурин те мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?

3 Ҫак уйрӑмлӑхсене пӑхмасӑрах пирӗн пурин те хӑш-пӗр пӗрпеклӗхсем пур. Адам Турра итлемен пирки эпир пурте ҫитменлӗхлӗ, ҫылӑхлӑ тата вилӗмлӗ пулса тӑнӑ (Рим 5:12). Ҫавна пӑхмасӑрах эпир, Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, Иеговӑна «пирӗн Атте» теме пултаратпӑр. Исаия 64:8-мӗшӗнче Туррӑн авалхи вӑхӑтра суйласа илнӗ халӑхӗ ячӗпе ҫапла каланӑ: «Туррӑмӑр, Эсӗ — пирӗн Атте-ҫке». Унсӑр пуҫне Иисус хӑйӗн кӑтартуллӑ кӗллине ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланӑ: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр» (Матф. 6:9).

4, 5. Хамӑр Аттене, Иеговӑна, тата ытларах пархатарлӑ пулас тесе эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пирӗншӗн тӑрӑшать тата пире — хӑйӗн ятне ӗненсе чӗнекен халӑха — кирлӗ хӳтлӗх парать. Псалом юрлакан Иеговӑн сӑмахӗсене илсе парать: «Хама юратнӑшӑн хӑтарӑп ӑна [тӗрӗс пуҫҫапакана]; Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна» (Пс. 90:14). Иегова Турӑ юратса пире, хӑйӗн халӑхӗ пулнӑ май пӗтме парас мар тесе, тӑшмансенчен хӑтарать тата хӳтлӗх парать.

5 Хамӑрӑн ҫӳлти Аттене тата ытларах пархатарлӑ пулас тесе виҫӗ кирлӗ фактора пӑхса тухар. 1) Пирӗн Атте — пирӗн Парнелекен. 2) Иегова — пирӗн Хӳтӗлевҫӗ. 3) Турӑ — пирӗн чи лайӑх Тус. Ҫак виҫӗ фактора сӳтсе явнӑ май хамӑрпа Турӑ хушшинчи туслӑх ҫинчен шухӑшлар та ӑна, хамӑр Аттене, мӗнле чыслама пултарнине пӗлме тӑрӑшар. Ҫавӑн пекех Иегова хӑйӗнпе ҫывӑхланакансене мӗнле пиллӗхсем парса тӑни ҫинчен те шухӑшласа пӑхар (Иак. 4:8).

ИЕГОВА — АСЛӐ ПАРНЕЛЕКЕН

6. Мӗншӗн эпир Иегова пирки «пур аван япалана» Паракан теме пултаратпӑр?

6 Иаков вӗренекен ҫырнӑ: «Пур аван япала та, пур чӑн пысӑк ырӑлӑх та ҫӳлтен, ҫутӑ Ашшӗнчен анать» (Иак. 1:17, ҪС). Пурнӑҫ хӑех вӑл Иегова панӑ чаплӑ парне (Пс. 35:10). Хамӑр пурнӑҫа Туррӑн ирӗкне тума панипе эпир халех нумай пиллӗх илӗпӗр, ҫӗнӗ тӗнчере вара — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ (Ытар. 10:22; 2 Петр 3:13). Анчах та, Адам итлеменнине пула эпир пурте ҫитменлӗхлӗ, ҫылӑхлӑ тата вилӗмлӗ пулса тӑнӑран, ҫакӑ мӗнле пулма пултарать-ха?

7. Турӑ пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшакан мая мӗнле уҫса панӑ?

7 Иегова хӑй Аслӑ Парнелекен пулнине пӗрре анчах мар кӑтартса панӑ. Сӑмахран, унӑн ырӑлӑхӗ пире ҫӑлӑнма май парать. Эпир пурте ҫылӑхлӑ тата пирӗн пурин те Адамран куҫнӑ ҫитменлӗхсем пур (Рим 3:23). Ҫав-ҫавах Иегова юратнӑран пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшакан май уҫса панӑ. «Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ.— тесе ҫырнӑ Иоанн апостол.— Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче: Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттаракан парне пулма янӑ» (1 Иоанн 4:9, 10).

8, 9. Иегова хӑй Аслӑ Парнелекен пулнине Авраампа Исаак вӑхӑтӗнче мӗнле кӑтартнӑ?

8 Пирӗн эрӑчченхи XIX ӗмӗрте Авраам пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ пӗр ӗҫ Иегова итлекен ҫынсем валли ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалли май уҫса панипе мӗн тери вӑйлӑ юратнине кӑтартса парать. Еврейсем 11:17—19-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ӑнлантарса панӑ: «Авраам ӗненнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне вӑл, ӗненнине пула, Исаака парнене кӳме хатӗр пулнӑ: вӑл пӗртен-пӗр ывӑлне — хӑйне ун пирки: „санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ“ тенӗ пулин те — парнене кӳнӗ. Авраам ӗнтӗ Турӑ хӑватлӑ, Вӑл вилӗмрен те чӗртме пултарать тесе шухӑшланӑ, ҫавӑнпа ӑна малашнехине пӗлтерсе ывӑлне каялла панӑ» (Евр. 11:17—19). Авраам хӑйӗн ывӑлне, Исаака, парнене кӳме хатӗр пулнӑ пекех, Иегова та этемлӗхе ҫӑлас тесе хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, панӑ. (Иоанн 3:16, 36 вуласа пар.)

9 Исаак хӑйӗн вилме кирлӗ маррине ӑнланса илсен мӗн тери савӑннӑ пулӗ! Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн вырӑнне чӑтлӑхра ҫакланса ларнӑ такана парнене панӑшӑн Турра пархатарлӑ пулнӑ (Пулт. 22:10—13). Ҫавӑнпа Авраам ҫав вырӑна «Иегова-ире» тесе ят панӑ. (Ку вӑл еврейла «Иегова парӗ» тени пулать.) (Пулт. 22:14, ҪТ).

ТУРӐПА МИРЛЕШМЕЛЛИ МАЙ

10, 11. «Мирлештерекен сӑваплӑ ӗҫре» ертсе пырассине камсем хӑйсем ҫине илнӗ тата вӗсем ӑна мӗнле туса тӑраҫҫӗ?

10 Иегова пире мӗн пани ҫинчен пурин ҫинчен те шухӑшланӑ май эпир Иисус кӳнӗ парнесӗр Туррӑн тусӗсем пулма пултарайманнине ӑнланса пыратпӑр. Ҫакна Павел та ӑнланнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫырнӑ: «Эпир ҫапла шухӑшлатпӑр: пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, эппин пурте вилнӗ. Чӗррисем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлнишӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ» (2 Кор. 5:14, 15, ҪХ).

11 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Турра юратнӑ тата уншӑн ӗҫлеме май пурришӗн пархатарлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Турӑ «Хӑйпе килӗштермешкӗн ӗҫлеме хушнине», урӑхла каласан, «мирлештерекен сӑваплӑ ӗҫе» (ҪТ), хаваспах йышӑннӑ. Ҫак сӑваплӑ ӗҫ — ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ — тӳркӑмӑллӑ ҫынсене Турӑпа мирлешме, унпа туслашма, юлашкинчен вара пӗлӗтре Турӑ ывӑлӗсем пулса тӑма май уҫса панӑ. Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ӗҫлекенӗсем ҫав сӑваплӑ ӗҫех туса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Турӑпа Христосӑн элчисем пулса ӗҫленине пула тӳркӑмӑллӑ, хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем Иеговӑпа ҫывӑхланма тата унӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пултараҫҫӗ. (2 Коринф 5:18—20 вуласа пар; Иоанн 6:44; Ап. ӗҫ. 13:48.)

12, 13. Иегова панӑ парнесене пурне те хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

12 Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем пурте Иеговӑна, Аслӑ Парнелекене, пархатарлӑ пулнӑран святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе пӗрле ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре эпир Библипе — Турӑ панӑ тепӗр питӗ хаклӑ парнепе — усӑ куратпӑр (2 Тим. 3:16, 17). Сӑваплӑ ӗҫре Турӑ Сӑмахӗпе ӑста усӑ курнипе эпир ыттисене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май уҫса паратпӑр. Ҫав сӑваплӑ ӗҫре пулӑшу илсе тӑрас тесе пирӗнтен кашни Иегова панӑ тепӗр парнене, святой сывлӑша, шанса тӑрать (Зах. 4:6; Лука 11:13). Ҫавна пула ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем чӑннипех те тӗлӗнтереҫҫӗ, ҫакна вара «Ежегодник Свидетелей Иеговы» кӗнекен кашни кӑларӑмӗ ҫирӗплетсе парать. Хамӑр Аттене тата Парнелекене мухтава кӑларакан ӗҫе хутшӑнасси — калама ҫук пысӑк чыс!

13 Турӑ пире мӗн панине пурне те шута илнӗ май пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Иегова мана мӗн панишӗн пуриншӗн те пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе эпӗ сӑваплӑ ӗҫре мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп⁠-и? Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑста хыпарҫӑ пулас тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?» Турӑ панӑ пур парнешӗн те пархатарлӑ пулнине эпир унӑн Патшалӑхне хамӑр пурнӑҫра мала хунипе кӑтартма пултаратпӑр. Эпир ҫапла тӑватпӑр пулсан, Иегова пире мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрӗ (Матф. 6:25—33). Иегова кӑтартакан юратӑва хакласа эпир, паллах ӗнтӗ, ӑна юрӑхлӑ пулас тата унӑн чӗрине савӑнтарас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвасшӑн (Ытар. 27:11).

14. Иегова хӑйӗн халӑхне Хӑтараканӗ пулни ӑҫтан курӑнать?

14 Псалом юрлакан Давид ҫапла юрланӑ: «Эпӗ — чухӑн та мӗскӗн, анчах маншӑн Ҫӳлхуҫа тӑрӑшать. Эсӗ — мана Пулӑшаканӗ, мана Хӑтараканӗ» (Пс. 39:18). Иегова хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗшӗн, уйрӑмах ӑна тӑшмансем хаяррӑн хӗсӗрленӗ тата пӗр хӗрхенмесӗр хӗснӗ чухне, пӗрре кӑна мар Хӑтаракан пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пек йывӑр вӑхӑтсенче Иегова пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн кирлине яланах парса тӑнӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ.

ИЕГОВА ХӲТӖЛЕТ

15. Юратакан ашшӗ хӑйӗн ачине хӳтӗленине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.

15 Юратакан ашшӗ хӑйӗн ачисене мӗн кирлине парса тӑнисӗр пуҫне вӗсене хӳтӗлет те. Хӑрушлӑх сиксе тухсанах вӑл пулӑшма тӑрӗ. Пӗр арҫын тӑван хӑйӗнпе ача чухне пулса иртнӗ пӗр ӗҫе аса илет. Сӑваплӑ ӗҫ хыҫҫӑн вӑл ашшӗпе киле таврӑннӑ чухне вӗсен пӗчӗк юханшыв урлӑ каҫмалла пулнӑ. Ирхине вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑран шыв ҫыранран тухса кайнӑ. Ҫав юханшыва пӗр майпа кӑна: пӗр чул ҫинчен тепӗр чул ҫине сиксе каҫмалла пулнӑ. Ашшӗ умӗнче пынӑ май арҫын ача ури шуса кайнипе вӑйлӑ юхакан шыва ӳкнӗ те путма пуҫланӑ. Ашшӗ тӳрех хулпуҫҫинчен ҫатӑрласа тытса шывран туртса кӑларнӑшӑн ачи мӗн тери пархатарлӑ пулнӑ пуль. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пире ҫак йӗркесӗр тӗнчери кӗрлесе юхакан сӑнарлӑ юхӑмсенчен тата ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗнчен, Сатанаран, хӑтарсах тӑрать. Паллах ӗнтӗ, Иегова пек чи лайӑх Хӳтӗлевҫӗ урӑх ҫук (Матф. 6:13; 1 Иоанн 5:19).

16, 17. Амаликсемпе ҫапӑҫнӑ чухне Иегова Израиль халӑхне мӗнле пулӑшнӑ тата хӳтӗленӗ?

16 Иегова юратса хӳтлӗх парса тӑнине пирӗн эрӑчченхи 1513-мӗш ҫулта Иегова Израиль халӑхне Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ тата Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫнӑ чухне тӗлӗнмелле хӳтӗленӗ хыҫҫӑн пулса иртнӗ пӗр ӗҫ питӗ лайӑх кӑтартса парать. Пушхир тӑрӑх Синай тӑвӗ патне кайнӑ май халӑх Рефидима ҫитнӗ.

17 Пултарни 3:15-мӗшӗнчи Турӑ пророкла каланӑ сӑмахсене шута илес пулсан, Сатана хӳтлӗхсӗр тӑрса юлнӑ пек курӑнакан Израиль халӑхӗ ҫине тапӑнас тесе майсем тем пек шыранӑ теме пулать. Ҫакна вӑл Амалик ҫыннисем, Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсем пулнӑскерсем, урлӑ тума хӑтланса пӑхнӑ (Йыша шутл. 24:20). Акӑ мӗн тунӑ Иегова тӑватӑ шанчӑклӑ арҫын — Иисус Навин, Моисей, Аарон тата Ор — урлӑ. Иисус Навин амаликсемпе ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра ҫывӑхри сӑрт ҫинче Моисей, Аарон тата Ор тӑнӑ. Моисей хӑйӗн аллисене ҫӗклесе тӑнӑ чухне израильсем ҫӗнтерсе пынӑ. Унӑн аллисем йывӑрланса ҫитсен вӗсене Ааронпа Ор тытса тӑнӑ. Ҫапла вара Иегова пулӑшнине тата хӳтлӗх панине пула «Иисус... Амаликпа унӑн халӑхне... пӗтерсе тӑкнӑ» (Тух. 17:8—13). Моисей ҫав вырӑнта парне вырӑнӗ туса лартнӑ та ӑна «Яхве Нисси» тесе ят панӑ. (Ку вӑл еврейла «Иегова — манӑн хӳтлӗхӗм» тени пулать.) (Тухни 17:14, 15 вуласа пар.)

САТАНАРАН СЫХЛАКАН ХӲТЛӖХ

18, 19. Хальхи вӑхӑтра Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле хӳтӗлет?

18 Иегова хӑйне юратакансене тата итлекенсене хӳтӗлет. Рефидимри израильсем пекех, тӑшмансемпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ чухне эпир Турӑра хӳтлӗх шыратпӑр. Иегова пире, пӗтӗмӗшле илсен, час-часах хӳтӗленӗ тата Шуйттана пире ҫӑтса яма ирӗк памасть. Пирӗн тӑвансене христианла нейтралитета тытса тӑнӑ пирки хӗсӗрленӗ чухне Турӑ вӗсене мӗнле пулӑшнине кӑтартакан нумай тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Сӑмахран, ҫакна вӑл 1930—40-мӗш ҫулсенче Германипе ытти ҫӗршывсенче нацизм вӑй илсе пынӑ чухне тунӑ. Ҫавӑн пек хӗсӗрленӗ вӑхӑтра Иегова пирӗн тӑвансене мӗнле хӳтӗлени ҫинчен каласа паракан биографисене тата «Ежегодникра» ҫырса панӑ тӗслӗхсене вуланӑ, вӗсем ҫинчен шухӑшланӑ май эпир Иеговӑна тата хытӑрах шанма пуҫлатпӑр (Пс. 90:2).

19 Иегова хӑйӗн организаци тата ҫав организацийӗн публикацийӗсем урлӑ юратса астутарса тӑнипе те пире хӳтӗлесе тӑрать. Ҫав астутарусенчен хӑш-пӗрисем мӗн тери усӑллӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫак тӗнче ирсӗр ӗҫсен тата порнографин шурлӑхне путсах-путсах пырать, анчах Иегова пире хӑйӗнпе пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене сиен кӳме пултаракан ӗҫсенчен хӳтӗлес тесе шӑп кирлӗ вӑхӑтра астутарса тата ятарлӑ пулӑшу парса тӑрать. Сӑмахран, эпир хамӑр ҫӳлти Аттерен социаллӑ сетьсенче япӑх ҫынсемпе хутшӑнассинчен сыхланма пулӑшакан канашсем илсе тӑратпӑрa (1 Кор. 15:33).

20. Хамӑр пухусенче эпир мӗнле хӳтлӗх тупатпӑр тата пире унта мӗне вӗрентеҫҫӗ?

20 Пире чӑнах та «Ҫӳлхуҫа вӗрентнине» эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Вӑл мӗн тума хушнисене тӗп-тӗрӗс тытса пынипе (Ис. 54:13). Пирӗн пухусем — хӑрушсӑр вырӑнсем. Унта эпир хӳтлӗх тупатпӑр тата пире мӗн-мӗн тумаллине вӗрентеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пухура старейшина пулса ӗҫлекен шанчӑклӑ арҫынсем Библи урлӑ пире пулӑшу, канашсем параҫҫӗ (Гал. 6:1). Иегова час-часах ҫав арҫынсемпе, «тивӗҫлӗ парнесемпе», усӑ курса пирӗншӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшать (Эф. 4:7, 8, ҪХ). Ҫавӑнпа та старейшинӑсем пире канаш парсан, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Вӗсене итлесе-пӑхӑнса тӑма хатӗр пулмалла. Ҫапла тусан Иегова пире пиллесе тӑрӗ (Евр. 13:17).

21. а) Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

21 Ҫавӑнпа та святой сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх пурӑнма, ҫапла вара пирӗн ҫӳлти Аттемӗр ӑса вӗрентнине тытса тӑма ҫирӗп шут тытар. Ҫавӑн пекех пирӗн унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫӗр ҫинче мӗнле пурӑнни ҫинчен шухӑшламалла та унӑн чаплӑ тӗслӗхне тытса тӑрас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума тӑрӑшмалла. Иисус мӗн виличченех пӑхӑнса тӑнӑран пысӑк награда илнӗ (Флп. 2:5—11). Иеговӑна пӗтӗм чӗререн шанатпӑр пулсан, эпир те пиллӗхсем илӗпӗр (Ытар. 3:5, 6). Ҫавӑнпа та Иегова пек Парнелекен тата Хӳтӗлевҫӗ урӑх ҫуккине ялан асра тытар. Уншӑн ӗҫлесси — пысӑк чыс тата чӑн-чӑн телей! Иегова пирӗн чи лайӑх Тус тени пирки мӗн калама пулать? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр, ҫакӑ вара пире ӑна тата ытларах юратма пулӑшӗ.

a Ҫавӑн пек астутарнисене эпир 2011 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ журналӑн 3—5-мӗш страницӑсенчи «Интернет. Мудро пользуйся глобальной сетью» тата 2012 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналӑн 17—31-мӗш страницӑсенчи «Шуйттан танатисенчен сыхланӑр!» тата «Сатанана хирӗҫ тӑрӑр тата унӑн танатисенчен сыхланӑр!» статьясенче тупма пултаратӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр