Иегова пирӗн чи лайӑх Тус
«[Авраама] „Турӑ тусӗ“ тенӗ» (ИАК. 2:23).
1. Пире Турӑ евӗрлӗ тунӑ пирки эпир мӗн-мӗн тума пултаратпӑр?
«АШШӖ май ывӑлӗ»,— теҫҫӗ час-часах ҫынсем. Чӑнах та, ачасем нумайӑшӗ хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ евӗрлӗ. Вӗт ачи ҫине ашшӗн те, амӑшӗн те генӗсем куҫаҫҫӗ. Иегова, пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, пурне те пурнӑҫ парать (Пс. 35:10). Эпир, унӑн ҫӗр ҫинчи ачисем, хӑш-пӗр енчен ун пекрех. Пире ун «евӗрлӗ» тунӑ пирки эпир шухӑшлама, йышӑнусем тума, туслашма тата туслӑха аталантарма пултаратпӑр (Пулт. 1:26).
2. Мӗне пула Иегова пирӗн Тус пулма пултарать?
2 Иегова пирӗн чи лайӑх Тус пулма пултарать. Ҫакӑн пек туслӑх Турӑ пире юратнине тата эпир унпа унӑн Ывӑлне ӗненнине пула ҫеҫ пуҫланать. Иисус каланӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16). Библире Иеговӑпа питӗ туслӑ пулнӑ нумай ҫын ҫинчен каласа панӑ. Айтӑр икӗ тӗслӗх пӑхса тухар.
«МАНӐН ТУСӐМ, АВРААМ»
3, 4. Авраампа Иегова хушшинчи туслӑх Израильпе Ун хушшинчи туслӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?
3 Авраам — патриарх тата Израилӗн мӑн аслашшӗ — пирки Иегова «Манӑн тусӑм, Авраам» тенӗ (Ис. 41:8). Иккӗмӗш Ҫулсеренхи 20:7-мӗшӗнче те Авраама Турӑ тусӗ тесе каланӑ. Мӗне пула ҫак шанчӑклӑ ҫын хӑйне Пултараканпа ҫавӑн пек ҫирӗп туслӑх аталантарма пултарнӑ? Хытӑ ӗненнине пула (Пулт. 15:6; Иаков 2:21—23 вуласа пар).
4 Чи малтан Иегова Авраамӑн ӑрӑвӗшӗн, каярахпа Израиль халӑхӗ пулса тӑнӑскершӗн, Ашшӗ тата Тус пулнӑ. Шел пулин те, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем Турӑпа хӑйсем хушшинчи туслӑха ҫухатнӑ. Мӗншӗн? Иегова сӑмах панисене ӗненме пӑрахнӑран.
5, 6. а) Мӗнле майпа Иегова санӑн Тусу пулса тӑчӗ? ӑ) Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?
5 Мӗн чухлӗ ытларах эсӗ Иегова ҫинчен пӗлсе пыратӑн, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӑна ӗненме тата юратма пуҫлатӑн. Турӑ чӑннипех пурри ҫинчен, унӑн ҫывӑх тусӗ пулма пултарни ҫинчен пӗлсе пыма пуҫланӑ вӑхӑта аса ил-ха. Адам итлеменнине пула эпир пурте ҫылӑхлӑ ҫуралнине те пӗлтӗн эсӗ. Ҫавӑн пекех эсӗ этемлӗх, тӗпрен илсен, Турӑран ютшӑнса пурӑннине ӑнланма пуҫларӑн (Кол. 1:21). Унтан эсӗ пирӗн юратакан ҫӳлти Аттемӗр пирӗнтен аякра тӑманнине тата пирӗнпе интересленнине ӑнкарса илтӗн. Вӑл Иисуса пире тӳлесе илме парнене кӳнине пӗлсен, ҫавна ӗненме пуҫласан эсӗ хӑвӑнпа Турӑ хушшинчи туслӑха аталантарма тытӑнтӑн.
6 Иеговӑна пӗлме пуҫланӑ вӑхӑта аса илнӗ май хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Турӑпа хамӑн хушӑри туслӑх ҫирӗпленсе пырать-и? Эпӗ ӑна пӗтӗмпех шанатӑп-и? Хамӑн Туса, Иеговӑна, юратасси манӑн кунсерен ӳссе пырать-и?» Туррӑн ҫывӑх тусӗсенчен тепри Гедеон пулнӑ. Айтӑр халӗ унӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар.
«ИЕГОВА — МИР»
7—9. а) Гедеонпа мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ тата ҫак ӗҫ мӗнле вӗҫленнӗ? ӑ) Эпир хамӑрпа Турӑ хушшинчи туслӑха мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр?
7 Гедеон судья Израиль халӑхӗ Пама пулнӑ ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑнхи йывӑр вӑхӑтра Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Тӳресен кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкра Иеговӑн ангелӗ Гедеон патне Офрӑна пыни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл вӑхӑтра Израиле кӳршӗ халӑх, мадиансем, хӑрушлӑх кӳрсе тӑнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Гедеон тулла уйра мар, юхтаркӑчра ҫапнӑ, мӗншӗн тесен вӑл унта тулла хӑвӑрт пытарса хума пултарнӑ. Гедеон Турӑ ангелӗ курӑннинчен тата вӑл ӑна «паттӑр ҫын» тенинчен тӗлӗннӗ. Иегова израильсене Египетран илсе тухнӑ пулин те, Вӑл ку хутӗнче пулӑшасшӑн пулнӑ пирки Гедеон иккӗленнӗ. Ангел Пултаракан ячӗпе каласа Гедеона Иегова сана пулӑшӗ тесе шантарнӑ.
8 «Израиле мадиансенӗн аллинчен» мӗнле хӑтарӑп-ха тесе ыйтнӑ Гедеон. Иегова ӑна тӳррӗн каланӑ: «Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, эсӗ мадиансене пӗр ҫынна пӗтернӗ пек пӗтерсе пӑрахӑн» (Тӳр. 6:11—16). Ҫакӑ мӗнле пулать-ши тесе шухӑшласа тӑнӑ май Гедеон Турӑран хӑват кӑтартма ыйтнӑ. Ҫак калаҫуран Гедеон Иегова чӑннипех пурри пирки иккӗленменни курӑнса тӑрать.
9 Каярахпа пулса иртнӗ ӗҫсем Гедеон ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ, ӑна Турӑпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшнӑ. Гедеон апат хатӗрленӗ те ӑна ангел патне йӑтса пынӑ. Ангел апата туйипе тӗкӗнсен вут тухнӑ та апата ҫунтарса янӑ, вара Гедеон ангела чӑннипех Турӑ янине ӑнланса илнӗ те хӑраса ӳкнӗ. Гедеон кӑшкӑрса янӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа Патша, пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Ангелне куҫа-куҫӑн куртӑм» (Тӳр. 6:17—22). Ҫак ӗҫ Гедеонпа Турӑ хушшинчи туслӑха пӑсма пултарнӑ-и? Ҫук паллах! Ун вырӑнне Гедеон Иеговӑна ҫак енчен пӗлсен вӑл Турӑпа мирлӗ пулнине туйса илнӗ. Ҫакна эпир Гедеон ҫав вырӑнта хӑй туса лартнӑ парне вырӑнне «Яхве Шалом» тесе ят панинчен куратпӑр. (Ку вӑл еврейла «Иегова — мир» тени пулать.) (Тӳресен 6:23, 24 вуласа пар.) Иегова пирӗншӗн кашни кун мӗн туни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, вӑл пирӗн чӑн-чӑн Тус пулнине ӑнланса пыратпӑр. Турра пӗрмай кӗлтунине пула эпир мире, е канӑҫлӑха, ытларах туйма пуҫлатпӑр тата хамӑрпа ун хушшинчи туслӑха ҫирӗплететпӗр.
КАМ ИЕГОВӐН ЧАТӐРӖНЧЕ ХӐНА ПУЛМА ПУЛТАРАЙӖ?
10. Эпир Иеговӑн тусӗсем пулас тетпӗр пулсан, Псалом 14:3, 5 тӑрӑх, Вӑл пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
10 Иегова пирӗн Тус пултӑр тесен пирӗн хӑш-пӗр япаласене туса тӑмалла. 14-мӗш Псаломра каланӑ тӑрӑх, Давид «Иеговӑн чатӑрӗнче хӑна» (ҪТ) пулас тесен, урӑхла каласан, Турӑ тусӗ пулас тесен мӗн тума кирли ҫинчен юрланӑ (Пс. 14:1). Мӗн тума кирлисенчен иккӗшӗ ҫинче чарӑнса тӑрар: элек сарассинчен сыхланасси тата пур тӗлӗшрен те суймасӑр-улталамасӑр пурӑнасси ҫинче. Иеговӑн чатӑрӗнчи хӑна пирки Давид ҫапла каланӑ: «[Вӑл] чӗлхипе элеклемест... айӑпсӑр ҫынна хирӗҫ тӑрса сӗрев [взятка] илмест» (Пс. 14:3, 5).
11. Мӗншӗн пирӗн элеклессинчен сыхланмалла?
11 Тепӗр псаломра Давид асӑрхаттарнӑ: «Чӗлхӳне усал сӑмах каласран... чарса тӑр» (Пс. 33:14). Турӑ хавхалантарнипе каланӑ ҫак канаша тимлеме пӑрахсан эпир хамӑрӑн ҫӳлти тӳрӗ Аттемӗртен ютшӑнма пуҫлӑпӑр. Тӗрӗссипе каласан, элеклесси вӑл — Иеговӑн чи хаяр тӑшманӗн, Сатанан, уйрӑмлӑхӗ. «Шуйттан» текен сӑмах «элекҫӗ» текен грек сӑмахӗнчен пулса кайнӑ. Эпир ыттисем ҫинчен мӗн каласси пирки асӑрхануллӑ пулсан, ҫакӑ пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшӗ. Пухури суйласа лартнӑ арҫын тӑвансем ҫине мӗнле пӑхас тӗлӗшрен пирӗн уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. (Еврейсем 13:17; 1 Фессалоника 5:12 вуласа пар.)
12, 13. а) Мӗншӗн пирӗн пур тӗлӗшрен те улталамасӑр пурӑнмалла? ӑ) Эпир суймасӑр-улталамасӑр пурӑнни ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
12 Иеговӑн ӗҫлекенӗсене суймасӑр-улталамасӑр пурӑнакан ҫынсем пек пӗлеҫҫӗ. Павел апостол ҫырнӑ: «Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: эпир хамӑр чунӑмӑра таса пулӗ тесе шанса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр [«пирӗн пур тӗлӗшрен те улталамасӑр пурӑнас килет», ҪТ]» (Евр. 13:18). Эпир «пур тӗлӗшрен те улталамасӑр пурӑнас» тесе шут тытнӑ, ҫавӑнпа та пухури тӑвансен шучӗпе пурӑнасшӑн мар. Сӑмахран, пухури тӑвансем пирӗншӗн ӗҫлеҫҫӗ пулсан, эпир вӗсене калаҫса татӑлнӑ пек ӗҫ укҫи тӳлӗпӗр тата тивӗҫлӗ ӗҫ условисем туса парӑпӑр. Эпир, христиансем пулнӑ май, пӗрле ӗҫлекенсене те, ыттисене те суймастпӑр, улталамастпӑр. Пирӗн ӗҫ хуҫи пӗрле ӗненекен христианин пулсан, вӑл пирӗнпе ыттисенчен лайӑхрах тытасса кӗтмӗпӗр.
13 Ҫак тӗнчери ҫынсем Иегова Свидетелӗсене суймасӑр-улталамасӑр пурӑннӑшӑн час-часах ырлаҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр пысӑк строительство организацийӗн директорӗ Иегова Свидетелӗсем хӑйсен сӑмахне тытаҫҫӗ тесе палӑртнӑ та каланӑ: «Тума калаҫса татӑлнӑ ӗҫе эсир яланах пурнӑҫлатӑр» (Пс. 14:4). Хамӑра ҫакӑн пек тытни пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха упраса хӑварма пулӑшать. Унсӑр пуҫне ҫакӑ пирӗн юратакан ҫӳлти Аттемӗре мухтава кӑларать.
ЫТТИСЕНЕ ИЕГОВӐН ТУСӖСЕМ ПУЛМА ПУЛӐШӐР
14, 15. Сӑваплӑ ӗҫре эпир ҫынсене Иеговӑн тусӗсем пулма мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
14 Эпир сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсем нумайӑшӗ Турӑ пуррине ӗненеҫҫӗ пулин те, ӑна хӑйсен чи лайӑх Тусӗ тесе шутламаҫҫӗ. Вӗсене мӗнле пулӑшма пулать? Иисус хӑйӗн 70 вӗренекенне ырӑ хыпар сарма икшерӗн-икшерӗн янӑ чухне мӗн тума хушнине асӑрхӑр-ха: «Кирек мӗнле ҫурта кӗрсен те чи малтан: „канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле!“ тейӗр; унта канӑҫлӑха тивӗҫлӗ ҫын пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ ӑна; пулмасан — хӑвӑрах таврӑнӗ» (Лука 10:5, 6). Эпир ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулсан, вӗсем, тен, чӑнлӑха пӗлес тейӗҫ. Хамӑра ҫавӑн пек ыррӑн тытни хаяррӑн хирӗҫ тӑракан ҫынсене те лӑпланма пулӑшӗ, вара вӗсем тепрехинче, тен, чӑнлӑха итлеме кӑмӑл тӑвӗҫ.
15 Суя тӗне ҫирӗп тытса тӑракан е Библие хирӗҫлекен йӑла-йӗркесем тӑрӑх пурӑнакан ҫынсене тӗл пулсан та, эпир ырӑ кӑмӑллӑ тата мирлӗ пулма тӑрӑшатпӑр. Хамӑр тӗлпулусене пыма эпир пурне те, уйрӑмах хальхи тӗнчери ӗҫсене кура хурланакан тата эпир пуҫҫапакан Турӑ ҫинчен пӗлес текен ҫынсене чунтан чӗнетпӗр. Ҫавӑн пек ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫинчен эпир «Библия меняет жизнь» ярӑмри статьясенче вулама пултаратпӑр.
ЧИ ЛАЙӐХ ТУСӐМӐРПА ПӖРЛЕ ӖҪЛЕТПӖР
16. Мӗнле майпа эпир Иеговӑн тусӗсем те, унпа «пӗрле ӗҫлекенсем» те пулма пултаратпӑр?
16 Пӗрле ӗҫлекен ҫынсем час-часах ҫывӑх туссем пулса тӑраҫҫӗ. Хӑйсене Иеговӑна халалланисем пурте унӑн тусӗсем пулнисӗр пуҫне «Туррӑн ӗҫлекенӗсем [«Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем», ҪТ]» те пулса тӑраҫҫӗ. (1 Коринф 3:9 вуласа пар.) Чӑнах та, эпир ырӑ хыпар сарнӑ тата вӗренекенсене хатӗрленӗ чухне хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗрӗн чаплӑ енӗсене лайӑхрах ӑнланса пыратпӑр. Эпир унӑн святой сывлӑшӗ пире ырӑ хыпар сарас ӗҫе туса тӑма мӗнле пулӑшнине куратпӑр.
17. Конгрессем пире Иегова пирӗн Тус пулнине мӗнле кӑтартса тӑраҫҫӗ?
17 Ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗн чухлӗ нумайрах хутшӑнатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах эпир Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр. Сӑмахран, эпир Иегова хирӗҫ тӑракансене ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарма паманнине куратпӑр. Юлашки темиҫе ҫул хушшинче пулса иртнӗ ӗҫсене аса илер-ха. Иегова пире ертсе пынине кӑтартса памаҫҫӗ-и вӗсем? Вӑл тӗлпулусем тата публикацисем урлӑ яланах вӗрентсе тӑни пире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Конгрессенче эпир Иегова пирӗн йывӑрлӑхсене ӑнланнине тата пире мӗн кирлине пӗлнине куратпӑр. Область конгресӗшӗн пархатарлӑ пулса пӗр ҫемье ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Программа чӑннипех чӗрене хускатрӗ. Иегова пире пурне те тата кашнине уйрӑммӑн юратнине, пирӗн ӗҫсене ӑнтарса пыртарасшӑн пулнине туйса илтӗмӗр». Ирландире иртнӗ ятарлӑ конгресра пулнӑ хыҫҫӑн Германири пӗр мӑшӑр хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн, хӑйсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн тав туса ҫапла каланӑ: «Пуринчен ытла эпир Иеговӑпа унӑн Патшине, Иисус Христоса, пархатарлӑ. Вӗсем пире чӑннипех пӗрлешнӗ халӑхӑн пайӗ пулма чӗнчӗҫ. Эпир пӗрлӗх ҫинчен калатпӑр кӑна мар, ӑна кашни кунах туятпӑр. Дублинра иртнӗ ятарлӑ конгресра мӗн курнипе мӗн илтни пире хамӑрӑн аслӑ Турӑшӑн сирӗнпе пуринпе те пӗрле ӗҫлесси вӑл пысӑк чыс пулнине яланах аса илтерсе тӑрӗ».
ТУССЕМ ПӖР-ПӖРИНПЕ КАЛАҪНИ
18. Иеговӑпа калаҫасси пирки эпир хамӑра мӗнле ыйту пама пултаратпӑр?
18 Туссем пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫни вӗсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетет. Хальхи вӑхӑтра Интернет, СМСсем урлӑ хутшӑнасси анлӑ сарӑлнӑ. Анчах та хамӑрӑн чи лайӑх Туспа, Иеговӑпа, калаҫасси пирки мӗн калама пулать? Паллах ӗнтӗ, вӑл «кӗлтунине илтет» (Пс. 64:3). Анчах та эпир унпа час-часах калаҫатпӑр-и?
19. Кӗлӗре хамӑрӑн туйӑмсене Иеговӑна уҫса пама йывӑр пулсан, пире мӗн пулӑшма пултарать?
19 Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсене хӑйсен чӗрисене уҫса тарӑн туйӑмӗсене каласа пама йывӑр. Анчах та Иегова пире кӗлтунӑ чухне шӑп ҫавна тутарасшӑн та (Пс. 118:145; Хӳхл. 3:41). Хамӑр туйӑмсене тата хамӑра мӗн пӑшӑрхантарнине пире сӑмахпа каласа пама йывӑр пулин те, пирӗн пурпӗр пулӑшу пур. Римри христиансем патне Павел ҫапла ҫырнӑ: «Эпир мӗн ыйтса епле кӗлтумаллине те пӗлместпӗр. Таса Сывлӑш Хӑй пирӗншӗн калама ҫук тӑрӑшса хута кӗрсе тӑрать. Чӗрерине пӗлекенӗ Сывлӑш шухӑшне пӗлет, мӗншӗн тесессӗн Сывлӑш сӑваплӑ ҫынсене Турӑ ирӗкӗпе хунтӑлать» (Рим 8:26, 27). Эпир Библири кӗнекесенчи, калӑпӑр, Иов, Псалом тата Ытарӑшсем кӗнекесенчи, сӑмахсем ҫинчен шухӑшлани пире хамӑрӑн тарӑн туйӑмсене Иеговӑна уҫса пама пулӑшӗ.
20, 21. Филиппӑ 4:6,7-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи Павелӑн сӑмахӗсем пире мӗнле лӑплантараҫҫӗ?
20 Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан, Турӑ пӗлтернипе Павел Филиппӑри христиансене каланӑ сӑмахсене тимлер: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр». Хамӑрӑн чи лайӑх Туспа ҫавӑн пек чуна уҫса калаҫни, паллах ӗнтӗ, пире йӑпатӗ, лӑплантарӗ, мӗншӗн тесен Павел каланӑ: «Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Флп. 4:6, 7). Айтӑр Турӑ паракан нимпе танлаштарайми канӑҫлӑха, пирӗн чӗрепе ӑстӑна чӑннипех упракан канӑҫлӑха, хаклар.
21 Кӗлӗ пире Иеговӑпа хамӑр хушӑмӑрти туслӑха аталантарма пулӑшать. Ҫавӑнпа та «тӑтӑшах кӗлтӑвӑр» (1 Фес. 5:17, ҪХ). Ҫак вӗренӳ вӑхӑтӗнче мӗн сӳтсе явни хамӑрпа Турӑ хушшинчи хаклӑ хутшӑнусене те, унӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнас кӑмӑла та ҫирӗплеттӗр. Иегова пирӗн Атте, пирӗн Турӑ тата пирӗн Тус пулнине пула эпир илекен пиллӗхсем ҫинчен яланах шухӑшлар.