Иеговӑн тӗллевӗнче хӗрарӑмсем мӗнле вырӑн йышӑнаҫҫӗ?
«Ырӑ хыпар саракан хӗрарӑмсем — шутсӑр пысӑк ҫар» (ПС. 68:11, ҪТ).
1, 2. а) Турӑ Адама мӗнле парнесем панӑ? ӑ) Мӗншӗн Турӑ Адама арӑм панӑ?
ИЕГОВА ҫӗре хӑй палӑртса хунӑ тӗллевпе пултарнӑ. Вӑл ӑна ҫынсем пурӑнччӑр тесе тунӑ (Ис. 45:18). Пӗрремӗш ҫын, Адам, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ, Турӑ ӑна чаплӑ кил — Эдем садне — панӑ. Адам мӑнаҫлӑ йывӑҫсене, шӑнкӑртатса юхакан юханшывсене тата вылякан чӗрчунсене кура мӗн тери савӑннӑ пулас! Анчах та ӑна темскер питӗ кирли ҫитмен. Мӗн ҫитменни пирки Иегова ҫапла каланӑ: «Этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар». Унтан Турӑ Адама тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрттарса янӑ, вара унӑн пӗр аяк пӗрчине илнӗ те «аяк пӗрчинчен... арӑм тунӑ». Вӑранса кайсан Адам питӗ савӑннӑ! «Акӑ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт,— хӗпӗртесе кӑшкӑрса янӑ Адам, унтан вара вӑл ҫапла каланӑ,— артан, [хӑй] упӑшкинчен, илнӗрен ӑна арӑм тейӗҫ» (Пулт. 2:18—23).
2 Турӑ Адама тӗлӗнмелле те хӑйне евӗрлӗ парне — хӗрарӑма — панӑ, унӑн вара Адамшӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр пулӑшакан пулса тӑмалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех Евӑна хӑйне евӗрлӗ чысланӑ: вӑл ача ҫуратма пултарнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Адам ӑна «Ева ятлӑ хунӑ», мӗншӗн тесессӗн унӑн пӗтӗм пурӑнакансенӗн амӑшӗ пулса тӑмалла пулнӑ (Пулт. 3:20). Турӑ пӗрремӗш мӑшӑра тӗлӗнмелле парне панӑ! Вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр ачасем ҫуратма пултарнӑ. Ҫапла вара юлашкинчен ҫӗр пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем пурӑнакан рай пулса тӑнӑччӗ, вӗсем вара пур чӗрчунпа та пуҫ пулса тӑнӑ пулӗччӗҫ (Пулт. 1:27, 28).
3. а) Турӑ ырлатӑр тесен Адампа Евӑн мӗн тумалла пулнӑ, анчах та мӗн пулса тухнӑ? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?
3 Турӑ ырлатӑр тесен Адампа Евӑн Иеговӑна итлемелле тата унӑн влаҫне йышӑнмалла пулнӑ (Пулт. 2:15—17). Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнипе кӑна вӗсем Туррӑн тӗллевне пурнӑҫлама пултарнӑ. Шел пулин те, вӗсем Иеговӑна итлесе пурӑнас вырӑнне Сатанана, «авалхи ҫӗлене», итленӗ те Турра хирӗҫ ҫылӑх тунӑ (Ӳлӗм. 12:9; Пулт. 3:1—6). Ҫав пӑлхав хӗрарӑмсен пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Ӗлӗкхи вӑхӑтра пурӑннӑ Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем мӗнле кирлӗ ӗҫсем тунӑ? Мӗншӗн хальхи вӑхӑтри христианкӑсем пирки «шутсӑр пысӑк ҫар» теме пулать? (Пс. 68:11, ҪТ.)
ПӐЛХАВ МӖН ПАТНЕ ИЛСЕ ҪИТЕРНӖ
4. Адампа Ева тунӑ ҫылӑхшӑн кам яваплӑ пулнӑ?
4 Турӑ пӑлхавҫӑ Адама явап тыттарас тенӗ чухне лешӗ хӑйне тӳрре кӑларас тесе ҫапла каланӑ: «Йывӑҫ ҫимӗҫне мана ҫав арӑм, Эсӗ панӑскер, пачӗ те — эпӗ ҫирӗм» (Пулт. 3:12). Адам хӑйӗн айӑпне йышӑнман кӑна мар, вӑл хӑй айӑпне Ева ҫине тата Иегова, хӑйне арӑм Паракан, ҫине йӑвантарасшӑн пулнӑ. Адам та, Ева та ҫылӑха кӗнӗ пулин те, вӗсем тунӑ ҫылӑхшӑн Адам яваплӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Павел апостол «ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын [Адам] урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ» тесе ҫырнӑ (Рим 5:12).
5. Ҫынсем влаҫа хӑйсем тӗллӗн тытса тӑни мӗн патне илсе ҫитернӗ тата ҫакӑ мӗн ҫирӗплетсе парать?
5 Иеговӑна сирӗн хӑвӑрӑн Пуҫлӑх вырӑнне хурса пурӑнма кирлӗ мар тесе Сатана ӗнентернӗ Адампа Евӑна. Ҫапла вара ҫынсен пуҫлӑхӗ пулма камӑн ирӗк пурри пирки ыйту кӑларса тӑратнӑ. Ҫак ыйту ҫине пӗрре тата яланлӑха хурав парас тесе Иегова пӗр вӑхӑт хушши ҫынсене хӑйсем тӗллӗн влаҫа тытса тӑма ирӗк панӑ. Влаҫа ҫавӑн пек тытса тӑрасси ӑнӑҫсӑр пулассине вӑхӑт кӑтартса парасса вӑл пӗлнӗ. Ӗмӗрсем хушши этемлӗхӗн пӗр инкек хыҫҫӑн тепӗр инкек тӳсме тивнӗ. Иртнӗ ӗмӗрте кӑна вӑрҫӑсенче 100 000 000 яхӑн ҫын вилнӗ — вӗсен шутӗнче миллион-миллион пӗр айӑпсӑр арҫын, хӗрарӑм тата ача пулнӑ. Апла пулсан, «урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине» кӑтартакан ҫирӗплетӳсем ҫителӗклех теме пулать (Иер. 10:23). Ҫак сӑмахсемпе эпир килӗшетпӗр, ҫавӑнпа та Иеговӑна хамӑрӑн Пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑратпӑр. (Ытарӑшсем 3:5, 6 вуласа пар.)
6. Нумай ҫӗршывра ҫынсем хӑйсене хӗрарӑмсемпе, хӗрачасемпе мӗнле тытаҫҫӗ?
6 Сатана тытса тӑракан ҫак тӗнчере арҫынсем те, хӗрарӑмсем те хӗн кураҫҫӗ (Еккл. 8:9; 1 Иоанн 5:19). Анчах та шӑп хӗрарӑмсем ӗнтӗ час-часах тискерле ӗҫсенчен асап тӳсеҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчипе пурӑнакан хӗрарӑмсенчен 30-ра яхӑн проценчӗ хӑйсене упӑшкисем е еркӗнӗсем хӗсӗрлени ҫинчен пӗлтернӗ. Хӑш-пӗр культурӑсенче арҫын ачасене ытларах хаклаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫитӗнсе ҫитсен йӑха тӑсӗҫ тата ватӑлса пыракан ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшне, кукашшӗ-кукамӑшне пулӑшса тӑрӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте хӗрачасенчен усӑ ҫук тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та амӑшӗсем хырӑм пӑрахнине пула вӗсем арҫын ачасенчен ытларах вилеҫҫӗ.
7. Мӗншӗн Турӑ арҫынсене те, хӗрарӑмсене те телейлӗ пурӑнма мӗн кирлине пурне те панӑ тесе калама пулать?
7 Хӗрарӑмсене хӗсӗрленине Турӑ, паллах, ырламасть. Вӑл вӗсене хисеплет тата хӑйне вӗсемпе тивӗҫлӗ тытать. Иегова хӗрарӑмсене хисеплени вӑл Евӑна пӗр ҫитменлӗхсӗр тата лайӑх енсем парса тунинче курӑнса тӑрать. Ева ҫав лайӑх енсене пула Адамшӑн чура мар, ӑна пӗр пӗтӗмлӗ пулма пулӑшакан пулса тӑма пултарнӑ. Ҫакна пула та ӗнтӗ Турӑ улттӑмӗш пултарулӑх кунӗн вӗҫӗнче «Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван» тенӗ (Пулт. 1:31). Чӑнах та, Иегова мӗн туни пурте «питех те аван» пулнӑ. Турӑ арҫынсене те, хӗрарӑмсене те телейлӗ пурӑнма мӗн кирлине пурне те панӑ.
ИЕГОВА ПУЛӐШСА ТӐНӐ ХӖРАРӐМСЕМ
8. а) Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫынсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ? ӑ) Ӗмӗрсем тӑршшӗпе Иегова камсене пулӑшса тӑнӑ?
8 Эдемра пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн, пӗтӗмӗшпе илсен, арҫынсем те, хӗрарӑмсем те хӑйсене япӑхрах та япӑхрах тытма пуҫланӑ. Иртнӗ ӗмӗрте ҫакӑ нихӑҫанхинчен те лайӑхрах палӑрчӗ. «Юлашки кунсенче» усаллӑх хуҫаланӗ тесе Библире малтанах каласа хунӑ. Ҫылӑх тӑвасси питӗ анлӑ сарӑлнӑран ҫак кунсем пирки чӑннипех «йывӑр самана» теме пулать (2 Тим. 3:1—5). Ҫавӑн пек йӗркесӗрлӗхе пӑхмасӑрах, Туррӑн саккунӗсене тытса тӑракан тата Ӑна хӑйсен Пуҫлӑхӗ вырӑнне хурса пӑхӑнса пурӑнакан арҫынсемпе хӗрарӑмсем яланах пулнӑ. Вӗсем Иеговӑна шанса тӑнӑ, вӑл вара вӗсене пулӑшса тӑнӑ. (Псалом 70:5 вуласа пар.)
9. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне миҫе ҫын ҫӑлӑнса юлнӑ тата мӗншӗн?
9 Ной вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗм ҫӗре шыв илтерсе йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ чухне темиҫе ҫын кӑна ҫӑлӑнса юлнӑ. Нойӑн пӗртӑванӗсем ҫав вӑхӑтра чӗрӗ пулнӑ пулсан та, вӗсем те пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне вилсе пӗтнӗ (Пулт. 5:30). Анчах та ҫӑлӑнса юлнӑ ҫынсем хушшинче хӗрарӑмсен шучӗпе арҫынсен шучӗ пӗр пек пулнӑ. Чӗрӗ юлнисем ак ҫаксем: Нойпа унӑн арӑмӗ, вӗсен виҫӗ ывӑлӗпе арӑмӗсем. Вӗсем ҫӑлӑнса юлнӑ, мӗншӗн тесен Турӑран хӑранӑ тата унӑн ирӗкне туса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан миллиард-миллиард ҫын ҫав сакӑр этемрен, Турӑ пулӑшса, хӳтӗлесе тӑнӑскерсенчен, пуҫланса кайнӑ (Пулт. 7:7; 1 Петр 3:19, 20).
10. Мӗншӗн Иегова шанчӑклӑ патриархсен Турӑран хӑракан арӑмӗсене пулӑшса тӑнӑ?
10 Каярахпа шанчӑклӑ патриархсен Турӑран хӑракан арӑмӗсене те Турӑ пулӑшса, хӳтӗлесе тӑнӑ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫ шӑпи пирки ӳпкелешсе тӑман, ҫавӑнпа Иегова вӗсене пилленӗ (Иуда 16). Ҫавӑн пек хӗрарӑмсенчен пӗри Сарра пулнӑ. Ӑна Урти хӑйсен хӑтлӑ ҫуртне хӑварса ют ҫӗрте чатӑрсенче пурӑнма ыйтсан, вӑл ӳпкелешсе тӑман. Ун вырӑнне вӑл «Авраама „хуҫамӑм“ тесе пӑхӑнса пурӑннӑ» (1 Петр 3:6). Исаак арӑмӗ, Ревекка, ҫинчен те шухӑшласа пӑхар. Вӑл та Турӑ панӑ чаплӑ парне пулнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Исаак, унӑн упӑшки, «ӑна питӗ юратнӑ; [вара] амӑшӗшӗн [Саррӑшӑн] хуйхӑрни пусарӑннӑ» (Пулт. 24:67). Хальхи вӑхӑтра пирӗн хушӑра Саррӑпа Ревекка пек хӗрарӑмсем пурришӗн эпир питӗ савӑнатпӑр!
11. Ача ҫуратма пулӑшакан икӗ еврей хӗрарӑмӗ хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ?
11 Египет чуралӑхӗнче пулнӑ чухне израильтянсем йышлӑлансах-йышлӑлансах пынӑ, ҫавӑнпа фараон вӗсен тин ҫуралнӑ арҫын ачисене вӗлерме хушнӑ. Анчах та Шифрӑпа Фуа ятлӑ еврей хӗрарӑмӗсем — вӗсем ача ҫуратма пулӑшакан хӗрарӑмсенчен аслисем пулнӑ пулас — фараон мӗн тума хушнине итлемен. Ҫав хӗрарӑмсем хӑюллӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем фараонран ытларах Иеговӑран хӑранӑ. Ҫавӑншӑн Иегова вӗсене ҫемьеллӗ туса пилленӗ (Тух. 1:15—21).
12. Деворӑпа Иаиль пирки мӗн палӑртса калама пулать?
12 Израиль судйисен вӑхӑтӗнче Девора ятлӑ пӗр хӗрарӑм пророк пурӑннӑ. Ӑна та Иегова пулӑшса тӑнӑ. Вӑл Варак судьяна хавхалантарнӑ тата израильтянсене ханаансен пусмӑрӗнчен ирӗке тухма пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ханаансене ҫӗнтернӗшӗн чапӗ Варака пулмӗ тесе малтанах каласа хунӑ. Ун вырӑнне вӑл Турӑ Сисарӑна, ханаансен ҫарпуҫне, «хӗрарӑм аллине ӳкерӗ» тенӗ. Иаиль, еврей хӗрарӑмӗ пулманскер, Сисарӑна вӗлерсен шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та (Тӳр. 4:4—9, 17—22).
13. Библире Авигея пирки мӗн каланӑ?
13 Пирӗн эрӑчченхи XI ӗмӗрте пурӑннӑ шанчӑклӑ Авигея тӗслӗхне те пӑхса тухар. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ, унӑн Навал ятлӑ упӑшки вара хаяр, юрӑхсӑр тата ӑссӑр ҫын пулнӑ (1 Патш. 25:2, 3, 25). Давидпа унӑн ҫыннисем пӗр вӑхӑт хушши Навал пурлӑхне сыхласа пурӑннӑ, анчах та вӗсем унран апат-ҫимӗҫ пама ыйтсан, вӑл вӗсемпе «питӗ тӳрккес» калаҫнӑ, вӗсене нимӗн те паман. Ҫакӑ Давида питӗ тарӑхтарса янӑ, ҫавӑнпа вӑл Навалпа унӑн килӗнчи пур арҫынна та вӗлерсе тухма шут тытнӑ. Авигея ҫакна пӗлсен ӗҫмеллипе ҫимеллине илнӗ те Давидпа унӑн ҫыннисене кайса панӑ. Ҫавна пула вара юн тӑкӑнман (1 Патш. 25:8—18). Каярахпа Давид ӑна ҫапла каланӑ: «Сана паян ман патӑма янӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ» (1 Патш. 25:32). Навал вилнӗ хыҫҫӑн Давид Авигейӑна качча илнӗ (1 Патш. 25:37—42).
14. Шаллумӑн хӗрӗсем мӗнле ӗҫе хутшӑннӑ тата хальхи вӑхӑтра христианкӑсем ҫавнашкалах мӗнле пулӑшса тӑраҫҫӗ?
14 Пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Вавилон ҫарӗ Иерусалимпа унти храма тӗп тунӑ чухне нумай арҫын, хӗрарӑм тата ача вилнӗ. Пирӗн эрӑчченхи 455-мӗш ҫулта Неемия ертсе пынипе хула стенисене ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Стенасене юсама пулӑшакансем хушшинче Шаллумӑн, «Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӑн», хӗрӗсем те пулнӑ (Неем. 3:12). Вӗсем хура ӗҫе тиркесе тӑман. Хальхи вӑхӑтра та теократи стройкисенче тӗрлӗ ӗҫсене туса тӑракан нумай христианкӑна эпир питӗ пархатарлӑ!
ПӖРРЕМӖШ ӖМӖРТИ ТУРРА ШАНЧӐКЛӐ ХӖРАРӐМСЕМ
15. Турӑ Марийӑна мӗнле чысланӑ?
15 Пирӗн эрӑри I ӗмӗрччен кӑшт маларах тата ҫав ӗмӗр хушшинче Иегова хӑш-пӗр хӗрарӑмсене хӑйне евӗрлӗ чысланӑ. Вӗсенчен пӗри — Мария ятлӑ хӗр. Вӑл Иосиф ҫураҫнӑ хӗр пулнӑ, анчах та туйччен вӑл тӗлӗнмелле майпа святой сывлӑшран йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Мӗншӗн Турӑ Марийӑна Иисусӑн амӑшӗ пулма суйласа илнӗ? Паллах ӗнтӗ, унӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр ачана пӑхса ӳстерме кирлӗ лайӑх енсем пулнӑ. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чи аслӑ ҫыннӑн амӑшӗ пуласси — мӗн тери пысӑк чыс! (Матф. 1:18—25.)
16. Иисус хӑйне хӗрарӑмсемпе мӗнле тытнине кӑтартса паракан тӗслӗхе каласа парӑр.
16 Иисус хӗрарӑмсемпе питӗ ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Сӑмахран, юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланакан хӗрарӑмпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл Иисус патне халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та унӑн тумтирне сӗртӗннӗ. Ӑна ятлас вырӑнне Иисус ыррӑн каланӑ: «Хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул» (Марк 5:25—34).
17. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ?
17 Иисусӑн вӗренекенӗсем хушшинче ӑна тата унӑн апостолӗсене пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсем пулнӑ (Лука 8:1—3). Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче 120-е яхӑн арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗнмелле майпа Туррӑн святой сывлӑшне илнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:1—4 вуласа пар.) Ҫакӑнччен нумай ҫул маларах Иегова ҫапла каласа хунӑ пулнӑ: «Пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп, сирӗн ывӑлӑрсемпе сирӗн хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ... Ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп» (Иоиль 2:28, 29). Аллӑмӗш кун уявӗнче пулса иртнӗ ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ Турӑ чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ Израиле сирсе янине, арҫынсемпе хӗрарӑмсенчен тӑракан «Турӑ Израильне» пулӑшма пуҫланине кӑтартнӑ (Гал. 3:28; 6:15, 16). Пӗрремӗш ӗмӗрте сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннӑ христианкӑсем хушшинче ырӑ хыпар саракан Филипӑн тӑватӑ хӗрӗ те пулнӑ (Ап. ӗҫ. 21:8, 9).
ХӖРАРӐМСЕНЧЕН ТӐРАКАН «ШУТСӐР ПЫСӐК ҪАР»
18, 19. а) Турӑ арҫынсене те, хӗрарӑмсене те мӗнле чыс тунӑ? ӑ) Ырӑ хыпар саракан хӗрарӑмсем пирки псалом юрлакан мӗн ҫырнӑ?
18 XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче темиҫе арҫынпа хӗрарӑм Библири чӑнлӑхпа питӗ интересленме пуҫланӑ. Вӗсем Иисусӑн пророкла сӑмахӗсене: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ»,— текен пророкла сӑмахсене хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлакансенчен малтанхисем пулса тӑнӑ (Матф. 24:14, ҪХ).
19 Библи Тӗпчекенсен ҫак пӗчӗк ушкӑнӗ йышлӑланса пынӑ, халӗ вара Иегова Свидетелӗсен шучӗ пӗтӗм тӗнчипе 7 900 000-е яхӑн. Ҫавӑн пекех Иисусӑн вилӗмне асӑнмалли Каҫхи апат уявне 2013-мӗш ҫулта Библипе тата пирӗн ӗҫ-хӗлпе интересленекен 11 300 000 ытла ҫын килнӗ. Нумай ҫӗршывра ҫак уява килнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ хӗрарӑмсем пулнӑ. Пӗтӗм тӗнчипе 1 000 000 ытла хыпарҫӑ сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑрать, вӗсенчен чылайӑшӗ — хӗрарӑмсем. Турӑ шанчӑклӑ хӗрарӑмсене псалом юрлаканӑн сӑмахӗсене пурнӑҫлама май панипе чӑннипех чысланӑ. Акӑ унӑн сӑмахӗсем: «Иегова хушу парать: ырӑ хыпар саракан хӗрарӑмсем — шутсӑр пысӑк ҫар» (Пс. 68:11, ҪТ).
ТУРРА ШАНЧӐКЛӐ ХӖРАРӐМСЕМ ВАЛЛИ ТУЛЛИ ПИЛЛӖХСЕМ
20. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ е хамӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне мӗнле темӑсене тӗпчеме пулать?
20 Библире асӑннӑ шанчӑклӑ хӗрарӑмсем ҫинчен пурин ҫинчен те ҫак статьяра каласа пама май ҫук. Анчах эпир вӗсем ҫинчен Турӑ Сӑмахӗнче тата пирӗн публикацисенчи статьясенче вулама пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир Руфь чун-чӗререн парӑнса пурӑнни пирки шухӑшлама пултаратпӑр (Руфь 1:16, 17). Библире патша майри Эсфирь ятне панӑ кӗнекене тата Эсфирь ҫинчен ҫырнӑ статьясене вулани пирӗн ӗненӗве питӗ ҫирӗплетме пултарать. Эпир ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма уйӑрнӑ каҫра ҫакӑн пек темӑсене тӗпчеме палӑртса хуни усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. Эпир ҫемьеллӗ мар пулсан, ҫак темӑсене хамӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне тӗпчеме пултаратпӑр.
21. Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем йывӑр вӑхӑтра Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
21 Иегова шанчӑклӑ хӗрарӑмсен сӑваплӑ ӗҫне пиллет тата вӗсене йывӑр вӑхӑтра пулӑшса тӑрать. Сӑмахран, Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсен нацистсем тата коммунистсем влаҫа тытса тӑнӑ чухне Турра итлесе пурӑннӑшӑн асапланма, вилме те тивнӗ пулин те, Иегова пулӑшнине пула вӗсем ун умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 5:29). Ӗлӗкхи вӑхӑтри пекех, хальхи вӑхӑтра та хӗрарӑм тӑвансем, ҫавӑн пекех арҫын тӑвансем те Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иегова вӗсене авалхи израильтянсене каланӑ пекех ҫапла калать: «Ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп» (Ис. 41:10—13).
22. Мӗне эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр?
22 Кӗҫех Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫӗре рай туса хурӗҫ те вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракан миллион-миллион ҫынна Иеговӑн тӗллевӗсем ҫинчен пӗлме пулӑшӗҫ. Хальлӗхе вара эпир пурте — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — хамӑра Иеговӑшӑн «пӗр кӑмӑлпа» е ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме май парса чыс тунине хаклар (Соф. 3:9).